Чӑвашла шухӑшла
462 subscribers
719 photos
28 videos
32 files
253 links
Чӑвашла пуҫа ӗҫлеттеретпӗр.
Ҫыхӑну: @chushu_bot
Download Telegram
Forwarded from Добрейшая Чувашия (Лена Лукьянова)
Фотопроект Ксении Максимовой о некрещеных чувашах Самарской области получил награду за выдающиеся достижения (Award of Excellence) на конкурсе Pictures of the Year Asia 2024.

https://poy.asia/competitions/poyasia2024/awards/cultural-practices/ancestral-faith-by-ksenia-maksimova/

Сам репортаж на русском можно прочесть в «Таких делах»:

https://takiedela.ru/2024/04/tura-vse-znaet/
📖 «Чӑваш чӗлхи кунӗ» ҫывхарса пырать. Ҫакна шута илсе сӑмахсарсен сайтне паян ҫӗнӗ словарь хушрӑм: Мефодий Черновӑн «Чӑвашла-вырӑсла фразеологи словарьне»!

Ку ӗҫре хутшӑннӑ:
• 2007 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 16 сехетре эпӗ ҫак словаре ӳкерче илнӗ (сӑнӳкерчӗкри EXIF информаци ҫакна кӑтартать);
• кӑҫал пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче эп ӑна саспалласа тухрӑм та текста тӳрлетме Алина Ивановӑна патӑм;
• нумай пулмасть, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Алина Иванова ӑна юсаса тухрӗ;
• паян вара эпӗ текста электронлӑ варианта куҫартӑм: скрипт ҫырса сайта кӗртрӗм.

Кунта паллашма май пур.

#ЧЧЛ #сӑмахсарсем #словарьсем
Тихон Петеркки ҫырнӑ тӑрӑх, И.Я. Яковлев вилес умӗн мӗн пӗлнӗ чӗлхисене пӗтӗмпех манса кайнӑ -- тӑван чӗлхисӗр пуҫне.
Арӑмӗ тата ачисем чӑвашла пӗлменнипе унӑн юлашки сӑмахӗсене никам та ӑнланса та, астуса та юлман.
#кӗнеке
Питӗ лайӑх хыпар 🤍
Forwarded from Добрейшая Чувашия (Ekaterina Alexandrova)
«Чувашпотребсоюз» начал поставлять на полки товары с двуязычной этикеткой — на русском и чувашском языках.

С такой инициативой выступил министр экономического развития Дмитрий Краснов в Международный день родного языка, 21 февраля, а 25 апреля, в День чувашского языка, он представил изделия с новыми этикетками в своем телеграм-канале. «Чувашпотребсоюз» планирует обновить упаковку для всего своего ассортимента.
Физикăлла географи. А.С. Барковпа, А.А. Половинкин 1942, 44, 48 -мĕш çулхисем.

Пĕрремĕш комментарире 3 кĕнеки те pdf евĕр вырнаçнă.
Forwarded from Тӑнӑҫ
Питӗ чӑнкӑ та хӑватлӑ "Пуш парапран" клипӗ. «Тарай» ҫыхӑннӑ япаласем яланхи пекех питӗ вӑйлӑ🖤
https://www.youtube.com/watch?v=jPlsVsj_uYQ&ab_channel=Tarai
Audio
Ырӑ кун пултӑр!
Ҫынсем лайӑх кун ҫинчен каласа панине усӑ курса ҫапла юрӑ ҫыртӑм.
Эпӗ 37 ҫынпа калаҫма пултартӑм. Тата 63 ҫын шыратӑп. Мана 40 минут ҫеҫ кирлӗ калаҫу валли. Вӑхӑт пулсан, тархасшӑн, манпа ҫыхӑнӑр.
Forwarded from Калаҫар
Шӑнкӑрч юрӑ шӑратсан,
Хӗвел ҫуттине курсан,
Нимӗн те ыратмасан,
Хӑруш хыпар пулмасан,

Хальччен илтмен шухӑша
Пуҫра шыраса тупсан,
Пӗлӗве усӑ курса
Ӗҫлеме пултарайсан,

Ырӑ кун, асамлӑ кун,
Кашнин хӑйӗн лайӑх кун.
Тунти кун е шӑмат кун,
Паян пултӑр ырӑ кун.


Ҫынна юрӑхлӑ пулсан,
Савӑнтарма пултарсан,
Сывлӑх сунсан, сывпуллашсан,
Пӗлӗшсемпе пухӑнсан.

“Эпӗ те” - хуравлакан,
Шӳт ӑнланса кулакан,
“Мӗн тума?” - тесе ыйтмасӑр
Пулӑшакан пур пулсан,

Ырӑ кун, асамлӑ кун,
Кашнин хӑйӗн лайӑх кун.
Тунти кун е шӑмат кун,
Паян пултӑр ырӑ кун.

©Сергеевна
Сикачи-Алян ялне кайса нанай халӑхӗн петроглифӗсене курса килтӗм.
1 - 60 ҫул каялла ҫапса илнӗ ӳкерчӗк
2 - ӗлӗк-авалхи лаша
3 - нанай кӗпи арки ҫинчи тӗрӗ

Музейра ӗҫлекен ватӑ хӗрарӑм пире валли ятарлӑ экскурси ирттерчӗ.
Вӑл манӑн аслӑ ача пек тӑваттӑра чухне нанайла кӑна калаҫнӑ тет. Шкула кайсан вара вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене учительсем ҫапла каланӑ тет, ачӑрсем лайӑх вӗренччӗр тесен вӗсемпе вырӑсла кӑна килте калаҫмалла тенӗ тет.
Вӑл вара пиллӗкпе кӑна вӗренме пуҫланӑ тет, халь вара вӑл вырӑсла тӑван чӗлхинчен лайӑхрах калаҫать тет.

Вӗсен ялӗнче 300 ҫын пек пурӑнать, ҫурри ытла вырӑссем, нанайсенчен те унран кӗҫӗннисем нанайла пач калаҫма пӗлмеҫҫӗ тет, ачасем ҫинчен сӑмах та ҫук.

Музейра пулнӑ чухне ачалла вуланӑ юмахсен ӑшне лекнӗ пекех туйӑнчӗ: Айога, Пудин тата Шапа...

Нанайсен виҫӗ хӗвелӗ ҫинчен:
https://t.me/chushu/1087
Forwarded from Статистика | Чуваши (Олег Долгов)
В продолжение предыдущего сообщения прикрепляю диаграммы национального состава населения перечисленных ранее 5-ти регионов