Ӗнер Нарспи поэмине тепӗр хут вуларӑм. Тата ҫак кунсенче @tonosch пултарулӑхӗ тыткӑнларӗ-ха 😌
Ҫавӑнпа та:
Вупăр - хĕрарăмран пулса кайнă усал. Çав хĕрарăм ашшĕ-амăшĕ ылханса усал (вупăр) пулса кайнă теççĕ.
Вупăр чăваш халлапсенче е уйăх çиет, е выльăха, тата çамрăк хĕрсене çиме юратать. Йытăран хăрать.
Нарспи вилнӗ хыҫҫӑн ҫак теорийе пӑхӑнса вупӑр пулса тӑмалла вӗтӗ?
Виҫӗмҫул чӑвашсен "Вупӑр" кӗске фильм тухнине илтнӗччӗ, анчах пӑхаймарӑм. Шел. Чӑваш кино кӑпӑр-капӑр пӑхма май ҫук ҫав, кӑмӑл пулсан та.
Трейлер:
https://youtu.be/85tyNXkwlxI
Фильм:
https://youtu.be/walus-UMTSs
#халлап

YouTube
«Вупăр» (2021) - трейлер фильма
В деревню Чуквары едут пятеро студентов-волонтеров для ремонта местного клуба. Они еще не знают, что здесь происходит древнее противостояние мистических сил...
Автор идеи и режиссёр: Сергей Щербаков
В ролях: Евгений Данилкин, Ефим Оков, Глеб Охотин, Арина…

Чĕкеçпе çăкăр çинчен
Çуркунне пур вĕçен кайăк та пирĕн пата кăнтăр енчен вĕçсе килет, пĕр чĕкеç анчах кĕркунне Турă патне вĕçсе каять те çуркунне ун патĕнчен çынсем патне вĕçсе килет, тет.
Тытаççĕ тет ăна, пуçне çу сĕреççĕ те Турă патне яраççĕ.
Чĕкеç пÿрте вĕçсе кĕни — ырă палли.
Чĕкеҫ çын çинĕ чухне ÿкнĕ çăкăр тĕпренчĕкне Турă патне илсе кайнă та каласа панă тет, çынсем çăкăр упрамаççĕ тесе. Çавăнпа чăвашсем çăкăр çине урапа пуснине çылăх теççĕ, тата курать те йăтмасть пулсан.
Чăвашсем çапла калаççĕ:
‒ Алăри çыртăк ӳксен, тупаймасан та ăна шырама кирлĕ, кам ун пек тумасть, çав пархатарлă çын мар.
Пуçа тăхăнса çăкăр çини — каçарма çук çылăх.
В. Николаев 1904 ҫулта ҫырса хӑварнинчен.

Хут купӑс айӑплӑ
Хочаш ялӗнчи пачӑшкӑ В.Т. Краснов каласа панине Н.В. Никольский 1904 ҫулта ҫырса илнинчен:
«Ĕлĕк яш-кĕрĕм хальхинчен лайăхрахчĕ: ар çин ачасем, хĕр ачасем шăпăрçăсенчен тарса хăраса пурăначчĕç, пĕр-пĕринпе хальхи пек хутшăнмаçчĕç. Халĕ ĕнтĕ кармунисем тухрĕç те, яш-кĕрĕм пăсăлма пуçларĕ. Кирек кам та яш ача кармунне илет те шу! хĕрсене хăй патне похать. Кармунне нăрт… нăрт калать те, хĕрсен чонне хоскатать те хайхи хĕрсене ку пăсать. Хĕр пуçăн ача тăвакан хĕрсем кашнă ялтапа пĕрех халь. Шăппăр ĕлĕк апла пăсман яш-кĕрĕме, кармунь хыт пăсать. Ĕлĕк кармунь калакан виçĕ ялта пĕр çын, халĕ виçĕ ялта çĕр çын пулĕ. Çавă-и вăл ыр самана?»

Вилнĕ çын каялла таврăнасран
1901-мĕш çулта Виҫпӳрт Шăмăршă ялĕнче К.П. Прокопьев пачăшкă çырса хăварнинчен:
«Вилнĕ çынна шăтăка антарсанах, пĕри шăтăка кĕрсе вилнĕ çын тупăкне уçса ун ури çыххисене, пыр çыххине, йĕм кантăрине салтса тухать. Вĕсене салтмасан, вилнĕ çын тăрса, пытаракансем таврăнсан, вĕсемпе пĕрле килне калле таврăнать, тет.
Пытарсан вара лаша çине ларса пит хытă чуптарса таврăнаççĕ. Чуптарса таврăннă чух пĕри-пĕри ӳксе юлсан, вăл çын тепĕр çулччен вилет, теççĕ.
Килелле ак мĕншĕн хытă чуптарса таврăнаççĕ: пытаркансем хĕрĕх утăм кайсанах, вилнĕ çын тухса кăшкăрать, тет: «Ан кайăр, эпĕ те пыратăп!» ‒ тесе. Анчах чупма ури кантăрисене, йĕм кантăрисене салтнă, вĕсене çыхкаласа чăрманса юлать, тет, массах çинех.»

Вупӑр тытни ҫинчен
«Чăвашсем, хĕлле пулсан, çĕрле нумай лараççĕ. Хĕрарăмсем кĕнчеле авăрласа лараççĕ; арçынсем тĕрлĕ ĕç тăваççĕ: е çăпата, е çĕвĕ çĕлеççĕ.
Çапла пĕр çуртра çĕрле ĕçлесе ларнă, тет, пĕр карчăк анчах çывăрать, тет. Ларсан-ларсан, ку карчăк тапратрĕ, тет, мĕкĕрме. Пурте шартах сикрĕç, тет. Нумай та мĕкĕрмерĕ, тет, вăранчĕ, тет.
‒ Ара, мĕн пулчĕ сана? ‒ тесе ыйтрĕç, тет, ларакансем.
‒ Пĕр мăнтăр, пысăк арăм пычĕ пек. Ман çия упаленсе выртрĕ пек, ‒ тесе каларĕ, тет, арăм.
‒ Мана ялан пусать вăл, ‒ тесе каларĕ, тет.
Пĕри вара ларакансенчен:
‒ Шăтăк шăхăрчăр! ‒ тесе каларĕ, тет. Апла каласан, Вупăр тухаймасть, тет. Çавăнпа пурте шыра пуçларĕç, тет. Шырасан-шырасан, пĕри курах карĕ, тет: кăмакара, кушак пулнă тет те, кĕтесре ларать, тет.
Кушака тытрĕçĕ тет те, çĕçĕ илсе:
‒ Пусатпăр, ‒ тесе, камне калама хушнă, тет.
Кушак каламасть, тет. Вара пусма тăрсан тин каланă, тет.
Кӳршĕ арăмĕ пулчĕ тет те:
‒ Ан пусăр! ‒ тесе йăлăна пуçларĕ, тет. Вара вăл арăма шăрса яриччен хĕнерĕç, тет. Темĕн чухлĕ укçа илчĕç, тет. Çавăнтан кайран тин пăрахрĕ, тет, кӳршĕ арăмĕ Вупăр пулса çӳреме.»
1900-мӗш ҫулта Микушкино ялӗнче Афанасий Егоров ҫырса илнӗ.
Ку хӗрарӑм мӗскӗн кушакне шелленӗ ӗнтӗ 😢
"Ҫывӑрнӑ чух пусарни" вара вӑл -- ыйхӑллӑ шалкӑм ҫапни (сонный паралич), ун чухне ыйхӑн хӑвӑрт сыпӑкӗ тӗрӗс мар иртет, ҫавӑнпа ҫынна тӗлӗкпе темскер куҫне курӑнать, ҫук сасӑ илтӗнет, алли-ури хускалмасть.

Вĕри çĕлен ҫинчен
«Пĕрре каçпа вăрманта кăвайт тавра лашасем çитерме тухнă ачасем лараççĕ, тет. Вăсен хошшинче пĕр старик пор, тет.
Çавăн чохне çӳлте Вĕри çĕлен йăлтăртатса, хĕм тăкса пырать, тет. Çавна корсан, старик: «Ачасем, камăн та полин сирĕн конта онкăллă çĕçĕ çок-ши?» ‒ тесе каларĕ, тет.
Пĕр ача: «Манăн пор, мочей!» ‒ тесе каларĕ, тет.
Вара старик çĕççе илчĕ тет те, онки виттĕр темĕскер каласа кăвар кăларчĕ тет те, Вĕри çĕлен чу! туса, çак ачасем патнерех ӳкрĕ тет те, çохалчĕ, тет.
«Ĕнтĕ шырăр, йот çын çок-и?» ‒ тесе каларĕ, тет, старик. Шырама поçларĕç тет те, аяккарах пĕр сăхманпа пĕркенсе выртакана корчĕç, тет.
Сăхманне оçса пăхрĕç тет те, пĕр хоп-хора, вот поççи пек, çонса кайнă арăм выртать, тет. Вара палларĕç тет те, вăл Вĕри çĕлен полнине пĕлчĕç, тет.»
(1900-мӗш ҫулта Самар кӗпернин Бугуруслан уесӗнчи Микушкино ялӗнче Егоров Афанасий ҫырса хӑварнинчен.)
Метеорит ӳкнине курнӑ кӑсам, пулмалла. Тата кам-тӑр ҫав хӗрарӑмне вӗлерсе ҫунтарнӑ пулнӑ ӗнтӗ..

Ҫирӗм икӗ ҫул каялла тухнӑ "Тетте" журналта ак ҫапла кӑсӑклӑ япаласем тупрӑм.
Ачасем валли сӗтел ҫи вӑййи пичетленӗ пулнӑ, вӗҫӗнче тата ҫил ҫунатлӑ урхамах ҫыпӑҫтарса ӑсталамалли схема пур.
Ҫил ҫунатлӑ урхамах (аргамак, туркменсен ӑратлӑ лаши) вӑл туй такмакӗсенче час-час тӗл пулакан сӑнар:
"Çитмĕл çухрăм çеçен хир урлă килнĕ чух
Куртăмăр эпир çил çунатлă урхамах:
Унăн пуçĕ пĕлĕте тимес,
Ури çĕре тимест,
Утни-юртни сисĕнмест,
Шыв пек юхать,
Çил пек вĕçет,
Çав урхамах çине утланса
Килтĕмĕр эпир çак туя."
P.S. Сӑмахран, Тӑнӑҫ ӳнерҫӗ пӗлтӗр "Вупӑр" ятлӑ карт вӑййи тунӑ пулнӑ:
https://t.me/tonosch/46
#ачалӑх #халлап #пултаруллӑ_ҫынсем

Ваттисен сӑмахӗ ҫинчен
Норвегире 980-мӗш ҫулта Хӗрлӗ Ҫӳҫлӗ Эрик викинг ҫынна вӗлернӗ те тинӗсе тарнӑ. Темиҫе ҫул хушши вӑл пурнӑҫ валли юрӑхлӑ ҫӗр шыраса ҫӳренӗ. Юлашкинчен Эрик тата унӑн ҫарӗ Гренландире тӗпленме шут тытнӑ. 1000-мӗш ҫул тӗлне унӑн ялӗнче пилӗк пин ҫын яхӑн пурӑннӑ.
Малтан вӗсем норвегсем пекех пурӑнасшӑн пулнӑ: хуҫалӑхра ӗнесемпе сыснасем, сурӑхсемпе качакасем, ҫавӑн пекех темиҫе лаша, кӑвакалсемпе хурсем усранӑ.
Анчах Гренландире климат урӑхла, выльӑх тытма услови начар тата курӑк ытла сахал.
Ҫавӑнпа выльӑхсене шыв курӑкӗсемпе тӑрантарма пуҫланӑ, выльӑх хӑнӑхайманнипе майӗпен вилсе пынӑ. Вара гренландецсем сунара ҫӳреме пуҫланӑ. Анчах ку та вӗсене тӑрантарма пултарайман.
Гренланди тавра тинӗсри пулӑ ҫав тери нумай та паха, вӑл халь экспорт таварӗ пек ытти тӗнчене сутӑнать. Хӑш чух пулӑсене ҫара алӑпах тытма пулать.
Скандинавсем вара выҫӑпа вилнӗ, анчах пулӑ ҫимен.
Джаред Даймонд, эволюци биологӗ, шухӑшӗ тӑрӑх Хӗрлӗ Ҫӳҫлӗ Эрик чӗрӗ пулӑ ҫисе хырӑмпа аптранӑ пулнӑ. Сывалсан вӑл пурне те: "Пулӑ -- сывлӑхшӑн питӗ сиенлӗ япала, эпир вара Исландипе Норвегири ӑҫтиҫуксем ҫисе пурӑнакан апата нихҫан та ҫиместпӗр", -- тесе каланӑ.
Вӑхӑт иртнӗҫемӗн пулӑ ҫисе хырӑм пӑсӑлни те манӑҫнӑ, анчах "пулӑ ҫиме юрамасть" текен йӗрке юлнӑ. Мӗншӗн? Ан ыйт, юрамасть та ӗҫӗ пӗтнӗ, мӗншӗн тесен асаттесем ҫапла пилленӗ.
Йӑла тата нумай ҫул хушши этем пурнӑҫӗнчен хаклӑрах пулнӑ.
Урӑхла каласан, ҫынсем улшӑнма, майлашуллӑ пулма, хутлӑха улӑштарма, ҫӗнӗ условисенче пурнӑҫ ҫӗнӗлле йӗркелеме пултарайман -- ҫавӑнпа пӗтӗм колони вилсе пӗтнӗ.
Ҫӑлкуҫ:
https://www.litres.ru/book/dzhared-m-daymond/kollaps-pochemu-odni-obschestva-prihodyat-k-procvetaniu-21375823/
#longread #халлап

Тимӗрҫӗ шуйттан лашине таканлани ҫинчен
Тӗрлӗ халӑхсен пӗрпекрех халлапсем пур, вӗсенчен пӗри -- тимӗрҫӗсем леш тӗнчепе ытти ҫынсенчен ытларах ҫыхӑнни ҫинчен. Тӗслӗхрен - Н.В. Гоголь ҫырнӑ "Ночь перед Рождеством". Чӑвашсен те кун пек халлап пур.
«Пĕр чăваш ялĕнче пĕр тимĕрçĕ пулнă. Çав тимĕрçĕ патне, çур-çĕр тĕлĕнче такамсем пырса чĕннĕ. Тимĕрçĕ ăна-кăна шухăшламасăрах тумтир тăхăннă та вĕсем патне тухнă.
Шуйттансем ăна: "Пире лаша урисене таканласа пар", -- тенĕ. Тимĕрçĕ, вӗсем кам иккенне пĕлмесĕр, часрах лашисене таканлама тытăннă. Лашине ăстан çине кӳртсе тăратса, урине тимĕр пăтасем çапа пуçласан, хай лаша ыратнине тӳсеймесĕр, çын чĕлхи кăларса: «Ах Туру! ыратат-ĕçке, питĕ
хытă ан çап», — тесе кăшкăрса, макăрса янă. Шуйттанĕсем: «Çап хытăрах, ан хĕрхен», — тенĕ.
Çак сăмахсене илтсен, тимĕрçĕн аллинчи мăлатукĕ лаштах ӳкнĕ. Хăй те хăранипе тимĕрçĕ лаççинчен тухсах тарнă.
Шуйтансем сунтал çине вунă тенкӗ укçа хурса хăварнă. Вăл укçапа тимĕрçĕ эрек ĕçнĕ те хăй те вилнĕ, тет.»
P.S. чӑн-чӑн лашана таканланӑ чух ӑна ыраттармасть, мӗншӗн тесен пӑтисене чӗрнине ҫапса кӗртеҫҫӗ.
Кунта шуйттан лашисем -- лашасем мар, лаша сӑнне илнӗ ҫынсем.

Ятлаҫма юратакан ҫын тата шуйттан лаши ҫинчен
Шупашкар енче пĕр çын Шупашкара тавар патне кайнă. Çул çинче вăл усал сăмахсем асăнкаласа çӳренĕ. Ун хыçĕнчен пар лашапа ямшăкпа пĕр улпут пырать. Çын тĕлне çитсен улпут калать: "Тăрат лашуна, çын. Лашуна çавăнта кайса кăкар та атя манпа пĕрле, лашуна никам та тивес çук."
Çын лашине тăратса хăварать, улпут çумне ларчĕ, ямшăк улпута калать: "Ӑçта каяс?" Улпут калать: "Ҫавăнта хăй çутти пур, атя," -- тет.
Çитрĕç. Пӳртрен пĕр хĕр тухрĕ. Хĕре каларĕç: "Часрах тапранса тух". Хĕрпе пĕрле ампара кĕчĕç. Çын улав çинче ларать, пĕр лаши калать: "Эсĕ вăрмана çитсен кăпчан тĕмĕ çине сиксе юл, пирĕнпе ан пыр", -- терĕ. Хĕр тапранса тухрĕ те кайрĕç.
Вăрмана çитсен, çын сиксе анса юлчĕ те Турра асăнчĕ. Ним те çук. Çын каялла кайре те хĕр тапранса тухнă пӳрте кĕчĕ.
Ир тăрсан ампарта хĕр кĕлетки çакăнса тăнине курнă, ун чунне усалсем лашапа, ямшăкпа илсе кайнă. Ку ĕçе çак çын куçăнах курнă тет.

Чӑваш тухатмӑшсене асӑрхамалӑх
Тухатмăшсене, чĕлхеçĕсене, çынна тухатса пăсакансене усал илет; вилсен, вĕсене усалсем пăсса çӳреççĕ. Турă вĕсене ырă вырăн памасть.
Усалсем тухатмăшсене хĕлле çӳреме хăшне çуна тăваççĕ, хăшне çуна тупанĕ тăваççĕ, турта, çуна кĕресли, турта пăявĕ, хăмăт, котлăх, йĕвен, тилкепе тăваççĕ. Кам çĕр çинче йывăртарах çылăха кĕнĕ, ăна унта та йывăртарах вырăн параççĕ. Хăшне лаша тăваççĕ, тет.
Вара çĕрле туха-туха çӳреççĕ, Покравран тапратса Кăмальни каçчен çĕрсерен атан авăтиччен çӳреççĕ. Как атан авăтать, так сейчас усалсем шыва-тăк шыва, çĕре-тĕк çĕре, пӳрте-тĕк пӳрте кĕреççĕ.
Кăмальна каç çул çине, çурт çине хĕрес хăвиччен хĕвел аниччен пурте вара çĕре е шыва путанаççĕ. Шыва кĕрсе йолнисем шыва Турă шывĕ сапсан вутра çоннă пек çонаççĕ, часрах çĕре кĕрсе каяççĕ.
P.S. Чӗлхеҫӗ - вӗрӳ-суру чӗлхине пӗлекен ҫын. Кӑмальна - Калӑм.

Симӗс
Пӗр садра чӑваш тата тутар ачисем хутӑш пулнӑ.
Пӗррехинче тутар хӗрачи хитре симӗс кӗпе тӑхӑнса килнӗ тет. Чӑваш ачи ҫакна курса тӗлӗннипе: "Симӗс, симӗс!" -- терӗ тет. Тутар хӗрачи, ҫиленсе: "Сам ты -- симӗс!" -- тесе хучӗ тет.
Тутарла "симез" -- "мӑнтӑр" иккен 😅

Интереслӗ, кефир пӗрчисене (темиҫе тӗрлӗ пӗчӗк кӑмпасен тата бактерисен симбионтлӑ колонийӗ) карачайсем "Мохаммед пӗрчисем" тенӗ, Турӑ парни тесе шутланӑ, ҫавна кура ҫав пӗрчисене те никама та паман, кефир рецептне те каламан. Каласа парсан - Турӑ ҫиленет, пӗтӗм кефир пӗрчисем вилӗҫҫӗ тесе хӑранӑ.
19-мӗш ӗмӗрте ҫамрӑк вырӑс хӗр Ирина Сахарова ятарласа ҫав кефир пӗрчисене ыйтма Кавказа килнӗ. Карачай мӑрси Бек-Мурза Байчоров ҫав хӗре куҫ хунӑ та авалхи йӑлапа хӗр вӑрланӑ. Хӗре ҫул ҫинче каялла тавӑрнӑ, мӑрсана суда панӑ, хӗр вара Бек-Мурзана кефир пӗрчисене пама ыйтнӑ.
Тен, ку халлап кӑна, анчах та Ирина Сахарова каялла кефир пӗрчисене илсе килнӗ-килнех.

Улӑп пики
Пирӗн енче темле калама та ҫук ҫӳллӗ тусемех ҫук. Ҫапах та вӗсене пирӗн халӑх ту тесе калать. Пӗрне Валим хуҫа тӑвӗ теҫҫӗ, вӑл Пӳлер патӗнче. Теприне Хуралту тесе ят панӑ. Вӑл Ҫарӑмсан шывӗнчен ытла аякрах мар. Елӗк-авал, Пӑлхар саманинче, вӗсен тӑрринче вут ҫунтарса тимӗр шӑратнӑ, тет.
Виҫҫӗмӗшӗ вара Кереметпуҫ ялӗпе Аксу хушшинче вырнаҫнӑ, ӑна Улӑпту теҫҫӗ. Ҫак тусене мӗн авалтанпах Улӑп ура пуснӑ вырӑнсем тенӗ. Вӗсем хушшисем вӑтӑршар ҫухрӑма яхӑн пуль. Улӑп ҫапла пӗрре ярса пусмассерен вӑтӑршар ҫухрӑм утнӑ, тет. Пӗрисем тата ҫав Улӑпту ҫине вуникӗ паттӑра пытарнӑ тесе калаҫҫӗ.
Ӗлӗк, эпӗ ача чухне, ҫурхи тӗттӗм каҫсенче ҫав Улӑпту тӑрринче вут хӗмӗсем вӗл-вӗл варкӑшса тӑнине кураттӑмӑр. Ваттисем вара пире:
— Улӑпӑн савнӑ пики, Асамҫӑ-хӗр, ҫӳҫне турама тытӑнчӗ. Вӑл ялан ҫапла, вӑййа тухас умӗн илемлӗ ҫӳҫне варкӑштарса ҫивӗт тӑвать. Кам та кам ҫав пикене ҫывӑхран курать, туранӑ чухне ӳкнӗ ҫӳҫ пӗрчине тупать, ҫав ҫын асамҫӑ пулать, телейлӗ пулать,— тетчӗҫ.
Хӑшпӗр каччӑсем вара ҫав пикене ҫывӑхран курасшӑн, унӑн ҫӳҫ пӗрчине тупасшӑн ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе Сатук арманӗ патӗнче тип ҫырмара пытанса ларнӑ. Анчах Асамҫӑ-хӗре вӗсем пӗрре те ҫывӑхран курайман, тет, телей паракан ҫӳҫ пӗрчине те тупайман, тет -- Пике никама та хӑй ҫывӑхне яман, тет, куҫран ҫухалнӑ, тет.

Пит ҫӑмартине тӑм илнӗ
(Асаннен халлапӗ)
Манӑн асанне кӗҫӗн классене вӗрентнӗ чухне чӑваш ачисем вырӑсла лайӑхах пӗлмен. Ҫавӑнпа асанне вӗсене вырӑсла та калаҫтарма тӑрӑшнӑ.
Пӗррехинче хӗлле пӗр ача шкула питне шӑнтса килнӗ пулнӑ. Асанне ӑна: "Сан пит ҫӑмартине тӑм илнӗ, ҫакна вырӑсла кала-ха", -- тесе ыйтнӑ.
Леш шутланӑ-шутланӑ та:
-- Лицо яйцо глина взял! --
тесе куҫарнӑ тет.

"Чӑваш" этноним ӑҫтан пулса кайнине паянхи куна никам та тӗплӗн пӗлмест. Темиҫе верси ҫӳрет, вӗсенчен пӗри те ҫирӗп мар.
Тата тепӗр верси ҫинчен каласа паракан халлап та пур.
Текст ⬇️