Чӑвашла шухӑшла
461 subscribers
719 photos
28 videos
32 files
253 links
Чӑвашла пуҫа ӗҫлеттеретпӗр.
Ҫыхӑну: @chushu_bot
Download Telegram
Ҫар ҫыннисен савнийӗсем тата сӳннӗ юрату ҫинчен

Морган Скотт Пек, аслӑ вӑрҫӑра Окинавӑра ҫар психиатрӗ пулса ӗҫленӗ ҫын, хӑйӗн кӗнекинче ҫапла кӑсӑклӑ шухӑш парать:

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче американ салтакӗсем пинӗ-пинӗпе итали, нимӗҫ, яппун хӗрӗсемпе паллашса качча илнӗ. Шел пулин те, пӗрремӗш вӑхӑтра идеаллӑ пек курӑннӑ мӑшӑрсем час-часах вӑраха пулман, саланнӑ.

"Ҫарта ҫураҫнӑ хӗрсем" акӑлчанла вӗреннӗҫемӗн арҫынсем арӑмӗсен шухӑшӗсене, туйӑмӗсене, кӑмӑлӗсене хӑйсем тӗллӗн шутласа кӑларма май ҫухатнӑ. Ҫак хӗрарӑмсен хӑйсен шухӑшӗсемпе тӗллевӗсем пурри палӑрнӑ -- вара вӗсене ӗнтӗ маттуркка кушак ҫурине юратнӑ пек юратма май юлман.

Ҫак япала хӑш-пӗр мӑшӑрсен юратӑвне ҫирӗплетнӗ кӑна, анчах нумайӑшӗн пач кутӑнла пулса тухнӑ.

Чӗрчунсене юратма ансатрах.

Эпир пурте хамӑрӑн килти чӗрчунсене юрататпӑр. Анчах ҫакӑ ҫынсене юратни пек мар. Эпир чӗрчунсем мӗн шухӑшланине, мӗн туйнине пӗлместпӗр, ҫавӑнпа хамӑрӑн шухӑшсемпе туйӑмсене вӗсен ҫине куҫаратпӑр.
Чӗрчунсем пире савӑнтараҫҫӗ, анчах вӗсем йӑлтах пирӗн майлӑ тусан кӑна, мӗн те пулин пире килӗшменнине тума хӑтлансанах -- эпир вӗсене вӑрҫатпӑр. Тен, ҫавӑнпа та тӗнчере чӗрчунсене ҫеҫ юратакансем тата ҫав вӑхӑтрах урӑх ҫынсене чӑннипех юратма пултарайманнисем нумай.

Ашшӗ-амӑшӗсем те ҫавӑн пек хӑтланнине сӑнама пушшех те хурлӑхлӑ. Хӑш-пӗр амӑшӗсем хӑйсен ачисене икӗ ҫула ҫитиччен юратаҫҫӗ -- ҫитереҫҫӗ, лӑпкаҫҫӗ, савӑнса тӑранаймаҫҫӗ. Унтан пӗчӗкки ӳссе пырать те, унӑн хӑйӗн ирӗкӗпе кӑмӑлӗ пурри палӑрать. Вара ачан "икӗ ҫул кризисӗ" ҫинчен калаҫма пуҫлаҫҫӗ.

Морган Пек сӑмахӗпе, юрату вӑл -- савнийӗн аталанӑвӗшӗн савӑнма хатӗр пулни те.


Ҫӑлкуҫӗ:
Peck M Scott (психиатр) - The Road Less Traveled: A New Psychology of Love, Traditional Values and Spiritual Growth

#longread #ачалӑх
Стресс тӗрӗс йышӑнакан ҫын нумайрах пурӑнать

Арҫынсем мӗншӗн час вилни ҫинчен:
https://t.me/chushu/1349

Ҫыннӑн автономлӑ (вегетативлӑ) нервӑ системи икӗ пайран тӑрать:
1. Симпатик;
2. Парасимпатик.

😱 Симпатик системи стресслӑ лару-тӑрура хусканать, унӑн ӗҫӗпе юнра адреналин, норадреналин тата кортизол нумайланать, ҫавна кура юн тымарӗсем ансӑрланаҫҫӗ, чӗре хӑвӑртрах тапать, сывлӑш ҫулӗсем сарӑлаҫҫӗ.

😌 Парасимпатик системи ҫын каннӑ чух ӗҫлет.

📌 Стресс ҫынна хытса тӑратмалла мар, вӑраха та пымалла мар: унӑн пӗтӗм вӑйсене пуҫтарттармалла та хӑвӑрт иртмелле.

Вӑрттӑнлӑх: симпатик тата парасимпатик системисене сывласа алла илме май пур. Ҫак практика ҫинче йога, медитаци тата акушерсен канашӗсем никӗсленеҫҫӗ.

Ерипен, тарӑн сывласан пуҫ мими хӑрушлӑх иртрӗ тесе "шутлать":

🔹Тӑваткалла сывлани
Фридрайдерсен техники -- 4-ччен шутласа сывлӑш ҫавӑрса илетпӗр, чарӑнатпӑр, унтан 4-ччен шутласа сывлӑш кӑларатпӑр, татах чарӑнатпӑр.

🔹Хытарни тата ҫемҫелни
5 секунд хушши кашни мышцӑна пӗтӗм вӑйпа хытармалла, унтан сывлӑш кӑларса ҫемҫетмелле.

🔹Пӗр литр шыв хӑвӑрт ӗҫни
Сӑмахран, 10 минут хушшинче.
Анчах 1 литртан ытлашши мар, атту гипокалиемия тата гипонатриемия пулма пултарать (питӗ хӑрушӑ япала).
Ҫур литр - пӗр литр шыв хӑвӑрт ӗҫни адренокортикотроплӑ гормон сигналне пусарать, ҫавна кура организм кортизол тума пӑрахать.

🧘🏻‍♀ Ан тарӑхӑр.

#longread
Ваттисен сӑмахӗ ҫинчен

Норвегире 980-мӗш ҫулта Хӗрлӗ Ҫӳҫлӗ Эрик викинг ҫынна вӗлернӗ те тинӗсе тарнӑ. Темиҫе ҫул хушши вӑл пурнӑҫ валли юрӑхлӑ ҫӗр шыраса ҫӳренӗ. Юлашкинчен Эрик тата унӑн ҫарӗ Гренландире тӗпленме шут тытнӑ. 1000-мӗш ҫул тӗлне унӑн ялӗнче пилӗк пин ҫын яхӑн пурӑннӑ.

Малтан вӗсем норвегсем пекех пурӑнасшӑн пулнӑ: хуҫалӑхра ӗнесемпе сыснасем, сурӑхсемпе качакасем, ҫавӑн пекех темиҫе лаша, кӑвакалсемпе хурсем усранӑ.
Анчах Гренландире климат урӑхла, выльӑх тытма услови начар тата курӑк ытла сахал.
Ҫавӑнпа выльӑхсене шыв курӑкӗсемпе тӑрантарма пуҫланӑ, выльӑх хӑнӑхайманнипе майӗпен вилсе пынӑ. Вара гренландецсем сунара ҫӳреме пуҫланӑ. Анчах ку та вӗсене тӑрантарма пултарайман.

Гренланди тавра тинӗсри пулӑ ҫав тери нумай та паха, вӑл халь экспорт таварӗ пек ытти тӗнчене сутӑнать. Хӑш чух пулӑсене ҫара алӑпах тытма пулать.

Скандинавсем вара выҫӑпа вилнӗ, анчах пулӑ ҫимен.

Джаред Даймонд, эволюци биологӗ, шухӑшӗ тӑрӑх Хӗрлӗ Ҫӳҫлӗ Эрик чӗрӗ пулӑ ҫисе хырӑмпа аптранӑ пулнӑ. Сывалсан вӑл пурне те: "Пулӑ -- сывлӑхшӑн питӗ сиенлӗ япала, эпир вара Исландипе Норвегири ӑҫтиҫуксем ҫисе пурӑнакан апата нихҫан та ҫиместпӗр", -- тесе каланӑ.

Вӑхӑт иртнӗҫемӗн пулӑ ҫисе хырӑм пӑсӑлни те манӑҫнӑ, анчах "пулӑ ҫиме юрамасть" текен йӗрке юлнӑ. Мӗншӗн? Ан ыйт, юрамасть та ӗҫӗ пӗтнӗ, мӗншӗн тесен асаттесем ҫапла пилленӗ.

Йӑла тата нумай ҫул хушши этем пурнӑҫӗнчен хаклӑрах пулнӑ.
Урӑхла каласан, ҫынсем улшӑнма, майлашуллӑ пулма, хутлӑха улӑштарма, ҫӗнӗ условисенче пурнӑҫ ҫӗнӗлле йӗркелеме пултарайман -- ҫавӑнпа пӗтӗм колони вилсе пӗтнӗ.

Ҫӑлкуҫ:
https://www.litres.ru/book/dzhared-m-daymond/kollaps-pochemu-odni-obschestva-prihodyat-k-procvetaniu-21375823/

#longread #халлап
Ытти халӑхсем ҫинчен пӗчӗкренех вулама юрататӑп.
Малтан юмахсем илӗртетчӗҫ, унтан истори, илемлӗ литература...

Ак ҫакӑн пек кӗнеке тӗл пулчӗ. Дагестанра пурӑнакан Амина Дамадаева хайӗн тӑван вырӑнсем ҫинчен тата ватӑ асламӑшӗ ҫинчен питӗ ӑшшӑн ҫырнӑ. Кӗнеки туристсем валли тет, ҫӑмӑл тата ҫавӑнӑҫлӑ.

Питӗ кӑмӑллӑ. Калатӑп та, тӑван ҫӗршывпа, чӗлхепе, халӑхпа ҫыхӑнтаракан пӗртен-пӗр япала -- телейлӗ ачалӑх.

P.S. Facebook-ра тата унӑн тексчӗсене тупма пулать, сӗре вӑйлӑ ҫырать.

Ҫӑлкуҫсем:
https://etokavkaz.ru/chitalnya/kherosya
https://etokavkaz.ru/author/amina-damadaeva
Икӗ тӗрлӗ шимпанзе ҫинчен

Бонобо -- карликла шимпанзе. Ахаль шимпанзерен кӑштах пӗчӗкрех, аҫипе ами хушшинчи уйрӑмлӑх пысӑках мар -- ку вӑл мирлӗ чӗрчун палли. Чӑнах та, бонобо -- хиппи упӑте. Икӗ уйрӑм ушкӑн пӗр паха вырӑн пайлама пуҫлаҫҫӗ пулсан, вӗсем вӑрҫӑшас вырӑнне хутӑшаҫҫӗ те пӗрле ҫумлӑн ҫиеҫҫӗ. Ушкӑн ӑшӗнче те агресси шайӗ пит аял.

Ахаль шимпанзе урӑхла. Вӗсен аҫисем амисенчен самай шултра та вӑйлӑрах -- агрессивлӑ чӗрчун палли. Икӗ тӗрлӗ ушкӑн хушшинче тискер тата юнлӑ вӑрҫӑсем иртеҫҫӗ. Ушкӑн ӑшӗнче -- ҫирӗп иерархи, пӗр-пӗрне амантни те, вӗлерни те сайра мар.

Мӗншӗн-ха икӗ пӗрпекрех упӑтесем хушшинче ҫав тери пысӑк уйрӑмлӑх? Хурав пур.
🔅Бонобо пин-пин ҫул тутӑ условисенче аталаннӑ.
💥Ахаль шимпанзесен пӗрмай ресурс ҫитменлӗхре пурӑнма тивнӗ.

Ҫӑлкуҫ:
https://www.litres.ru/book/frans-de-vaal/istoki-morali-v-poiskah-chelovecheskogo-u-primatov-7616711/
Forwarded from Ан та кала!
Как выиграть научный грант на видеоигры? Чем мотивировать студентов учиться? Что общего у чувашей с Бейонсе и Джей Зи?

Гость 6 выпуска подкаста «Ан та кала!» — кандидат философских наук, доцент кафедры литературы и культурологии ЧГПУ им. Яковлева Александра Никитина.

Она придумала Центр изучения видеоигр, проект «Чуваши как в кино», сайт Noezis, а еще выпустила больше сотни студентов-культурологов.

Переворачиваем календарь и врываемся в эту осень 📚

♦️ Поддержать подкаст
Капкӑна реанимаци тунӑ апла 🙂
Камӑн кулӑшпа сатира журналӗпе паллашас килет 👇
@senkapkan
🔔🔔🔔 Ку трактор 🚜 юпа ҫине хӑҫан тата ӑҫта хӑпарма пуҫланӑ-ха? Пӗлес килет-и?

Апла «Ҫӗнӗ Капкӑн» канала ҫырӑнӑр! Кулӑшла калавсем, анекдотсем, видеосем — кунта вӗсем йӑлт пур. Тӳлевсӗр! Ҫитменнине, чӑвашла!

🔔🔔🔔

#реклама
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM