Чӑнах варварсем. Хисеплӗ Аҫтахарпа кӑштах кӑна килӗшместӗп - ку православи пичӗ мар, ҫынсен тӗттӗмлӗхӗн пичӗ.
Килӗштерсе пурӑнма вӗренмен.
Килӗштерсе пурӑнма вӗренмен.
Forwarded from Аҫтахар картишӗ
Тин кӑна мана питӗ хуйхӑллӑ хыпар пӗлтерчӗҫ: Мадуров вырнаҫтарнӑ юпана паян ҫунтарса янӑ иккен!
Мана темле те вӑрҫма пултаратӑр, анчах ҫакӑ православин чӑн-чӑн питне кӑтартать! Эпӗ урӑхла хаклама пултараймастӑп. Ну тӑнӑ юпа, вара мӗн, вӗсене вӑл ҫав териех чӑрмантарнӑ-ши? Ытти тӗнсем питех те кӑмӑла каймаҫҫӗ пулсан мӗншӗн мечӗтсем ҫине тапӑнмаҫҫӗ? Акӑ курнӑ та мӗскӗн чӑваш тӗнне — тапӑнаҫҫӗ те тапӑнаҫҫӗ! Вӑйӗ ҫук тесе тапӑнаҫҫӗ, никам та вӗсене хӳтӗлемӗ тесе… Малтан пуртӑпа чутларӗҫ — йӑвантараймарӗҫ... Халь ав, бензин сапса чӗртсе янӑ… Варварсем!
Ытла та кутӑнла ҫаврӑннӑ вӑхӑтра пурӑнатпӑр…

Вӑй ҫинчен
Эппин, мӗнле вӑйлӑрах пулса тӑрас?
Темиҫе мел пур.
🐒 Чи примитивлӑ вариант - ӳт-пӳ вӑйӗ тата агресси усӑ курни.
Кам шултрарах, вӑйлӑрах - ҫавна тапӑнма хӑраҫҫӗ. Вӑрӑм ҫӳҫлӗ тата татуировкӑллӑ пысӑк байкера никам сӑмах чӗнмест, ҫавӑн пекех типшӗм ҫамрӑк ачана ҫисех яраҫҫӗ.
Анчах агресси тата та пӗлтерӗшлӗрех. Урнӑ ҫынпа никам ҫыхланмасть, леш имшеркке кӑна пулсан та. Черетри карчӑксенчен эпӗ хальте хӑратӑп.
Агрессишӗн гормонсем яваплӑ - тестостерон (ытларах арҫынсен) тата окситоцин (амӑшсем ачисене хӳтӗленӗ чух).
Ҫак майпа илнӗ авторитет ҫынсем хӑрани ҫинче тытӑнса тӑрать, ҫавна кура ҫирӗп мар, кӗске дистанци валли кӑна юрӑхлӑ.
Енчен те "вӑйлӑ" ҫын "вӑйсӑррине" тапӑнсан "вӑйлине" пӗтӗм ушкӑн хирӗҫ тӑма пултарать - тӗрӗслӗхе эпир ӑшпа туятпӑр.
🐲 Оригиналлӑх.
Ыттисене питӗ килӗшекен япала тума пултаракансем: артистсем, ӳнерҫӗсем, ҫыравҫӑсем, юрӑҫсем...
Теветкел те пур - ҫынсене килӗшмесен таптаса каяҫҫӗ, килӗшсен алӑ ҫинче ҫӗклесе ҫӳреҫҫӗ. Нумай чухне апла та, капла та пулать.
🧪 Ӑслӑ тата компетентлӑ пулни.
Усӑллӑ ҫынсем иерархи тӗпӗнче пулас ҫук - вӗсен ыттисене кирли пур таран.
Лайӑх пуҫлӑх вӑйлӑ специалиста ӗҫре мӗнле майпа та пулин хӑйӗн патӗнче тытса хӑварма тӑрӑшать.
💞 Сӑпайлӑх.
Йӗркесене сӗмсӗррӗн пӑсакансем аутсайдер пулма ҫывӑх. Хӑйсене тӗрӗс тыткалакан ҫынсем пире ытларах килӗшеҫҫӗ.
Монархсем мӗншӗн ҫав тери ҫирӗп этикет тытаҫҫӗ те.
🎁 Дипломати.
Ҫынна пулӑшни шывпа юхса каймасть.
You scratch my back, I scratch yours.
Ҫынна пулӑшни ӑна сан енне ҫавӑрать, тепрехинче вӑл та сан майлӑ пулма тивӗҫ.
Кирлӗ чух пире пулӑшнӑ ҫынна пулӑшмасан - йӗркерен тухни пулать, ку вара социум ырламан япала, лвл тӳрех➖ . Хирӗҫле, этем ушкӑншӑн тӑрӑшать пулсан, ҫынсене ачисене пӑхнӑ пек пӑхать тата хӳтӗлет пулсан, ушкӑнра килӗшӳ тытма пӗлет пулсан - унӑн авторитет питӗ ҫӳллӗ тата ҫирӗп пулать.
💰 Пуянлӑх.
Кощей пек пуянлӑх сыхласа ларсан ӗҫ тухмасть - пайлашсан кӑна. Анчах пуянлӑхӗ пӗтсен туссем те ҫухалаҫҫӗ.
🦚 Илем.
Хитре ҫынсем пурне те килӗшеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсен хӑйсен енне ҫынсене ҫавӑрма ҫӑмӑлтарах.
Мӗн пирӗншӗн илемлӗ шутланать: пуянлӑх + сывлӑх + упчара хаклӑ кӑмӑл паллисем.
Тӗслӗхрен: яштака пӳ (сывлӑх тата пуянлӑх - тӗрӗс апатланма тата спортзала ҫӳреме май пур), лайӑх шурӑ шӑл (пуянлӑх тата сывлӑх), яка ҫутӑ ӳт (сывлӑх тата пуянлӑх - хӗвел ҫинче нумай ӗҫлеме тӳр килмест апла), хӗрсенче сӑпайлӑх (ырӑ кӑмӑл хакра), арҫынсенче ҫирӗп кӑмӑл (упча кӗтекен япала).
#longread
Эппин, мӗнле вӑйлӑрах пулса тӑрас?
Темиҫе мел пур.
🐒 Чи примитивлӑ вариант - ӳт-пӳ вӑйӗ тата агресси усӑ курни.
Кам шултрарах, вӑйлӑрах - ҫавна тапӑнма хӑраҫҫӗ. Вӑрӑм ҫӳҫлӗ тата татуировкӑллӑ пысӑк байкера никам сӑмах чӗнмест, ҫавӑн пекех типшӗм ҫамрӑк ачана ҫисех яраҫҫӗ.
Анчах агресси тата та пӗлтерӗшлӗрех. Урнӑ ҫынпа никам ҫыхланмасть, леш имшеркке кӑна пулсан та. Черетри карчӑксенчен эпӗ хальте хӑратӑп.
Агрессишӗн гормонсем яваплӑ - тестостерон (ытларах арҫынсен) тата окситоцин (амӑшсем ачисене хӳтӗленӗ чух).
Ҫак майпа илнӗ авторитет ҫынсем хӑрани ҫинче тытӑнса тӑрать, ҫавна кура ҫирӗп мар, кӗске дистанци валли кӑна юрӑхлӑ.
Енчен те "вӑйлӑ" ҫын "вӑйсӑррине" тапӑнсан "вӑйлине" пӗтӗм ушкӑн хирӗҫ тӑма пултарать - тӗрӗслӗхе эпир ӑшпа туятпӑр.
🐲 Оригиналлӑх.
Ыттисене питӗ килӗшекен япала тума пултаракансем: артистсем, ӳнерҫӗсем, ҫыравҫӑсем, юрӑҫсем...
Теветкел те пур - ҫынсене килӗшмесен таптаса каяҫҫӗ, килӗшсен алӑ ҫинче ҫӗклесе ҫӳреҫҫӗ. Нумай чухне апла та, капла та пулать.
🧪 Ӑслӑ тата компетентлӑ пулни.
Усӑллӑ ҫынсем иерархи тӗпӗнче пулас ҫук - вӗсен ыттисене кирли пур таран.
Лайӑх пуҫлӑх вӑйлӑ специалиста ӗҫре мӗнле майпа та пулин хӑйӗн патӗнче тытса хӑварма тӑрӑшать.
💞 Сӑпайлӑх.
Йӗркесене сӗмсӗррӗн пӑсакансем аутсайдер пулма ҫывӑх. Хӑйсене тӗрӗс тыткалакан ҫынсем пире ытларах килӗшеҫҫӗ.
Монархсем мӗншӗн ҫав тери ҫирӗп этикет тытаҫҫӗ те.
🎁 Дипломати.
Ҫынна пулӑшни шывпа юхса каймасть.
You scratch my back, I scratch yours.
Ҫынна пулӑшни ӑна сан енне ҫавӑрать, тепрехинче вӑл та сан майлӑ пулма тивӗҫ.
Кирлӗ чух пире пулӑшнӑ ҫынна пулӑшмасан - йӗркерен тухни пулать, ку вара социум ырламан япала, лвл тӳрех
💰 Пуянлӑх.
Кощей пек пуянлӑх сыхласа ларсан ӗҫ тухмасть - пайлашсан кӑна. Анчах пуянлӑхӗ пӗтсен туссем те ҫухалаҫҫӗ.
🦚 Илем.
Хитре ҫынсем пурне те килӗшеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсен хӑйсен енне ҫынсене ҫавӑрма ҫӑмӑлтарах.
Мӗн пирӗншӗн илемлӗ шутланать: пуянлӑх + сывлӑх + упчара хаклӑ кӑмӑл паллисем.
Тӗслӗхрен: яштака пӳ (сывлӑх тата пуянлӑх - тӗрӗс апатланма тата спортзала ҫӳреме май пур), лайӑх шурӑ шӑл (пуянлӑх тата сывлӑх), яка ҫутӑ ӳт (сывлӑх тата пуянлӑх - хӗвел ҫинче нумай ӗҫлеме тӳр килмест апла), хӗрсенче сӑпайлӑх (ырӑ кӑмӑл хакра), арҫынсенче ҫирӗп кӑмӑл (упча кӗтекен япала).
#longread
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
Мӗн вуламалли пур кунта
Ҫак канал кӗҫ ултӑ ҫул тултарать ӗнтӗ, анчах манӑн ӑна ертсе пыма вӑхӑт-вӑхӑт май/вӑй ҫукччӗ, йӗркеллӗрех тытма 2021 ҫул вӗҫнелле кӑна пуҫларӑм, ҫав вӑхӑтрах каналти контент та трансформаци иртрӗ: халь вӑл тарӑнрах та тирпейлӗрех [тесе шутлатӑп].
Мӗнле материалсем ҫавӑнтанпа тухрӗҫ - йӗркелеме тӑрӑшрӑм.
Хатӗр пулӑр, материал питӗ нумай.
👇 👇 👇

ЧӐВАШЛӐХ
🟡 Тӑван чӗлхесене вӗрентесси кирлех мар (саккун куҫӗпе)
🟡 "Мӗн тума кирлӗ чӑваш чӗлхи?"
🟡 Мӗншӗн эпир хамӑра чӑваш тетпӗр
🟡 Чӑваш чӗлхи хӑрушлӑхра (видео)
🟡 Мӗншӗн чӑвашла калаҫмалла
🟡 Мӗншӗн чӑвашсем урӑхла?
🟡 Наци харпӑр ӑнланӑвӗ
🟡 Мӑшӑр шырани ҫинчен кулӑшла (е ҫук)
🟡 Ь-чӑвашсем тата Ъ-чӑвашсем
🟡 Ҫутҫанталӑк чӑвашла калаҫать
🟡 Тӗрлӗ ҫулхи ачасене мӗнле чӗнеҫҫӗ
🟡 Интернет - пысӑк ял
🟡 Мӗншӗн хаҫат вуламастӑп
🟡 Хими элеменчӗсем
🟡 Вӗренӳ порталӗ
🟡 Паллӑ мар чӑваш сӑмахсем
🟡 "Фантастика" (йӳҫҫӗн)
🟡 Чӑваш чӗлхине пулӑшас тетӗп. Мӗн тумалла?
Йӑла-йӗркесем
*️⃣ Мӗнле уяв пӗтӗм-чӑвашсен-уявӗ: пуҫламӑшӗ, ыйтӑм, вӗҫӗ.
*️⃣ Пукрав ҫинчен хальччен пӗлменни.
*️⃣ Салтака кайни ҫинчен историллӗ экскурс тата питӗ хурлӑхлӑ авалхи салтак юрри.
*️⃣ Чӗкеҫпе ҫӑкӑр ҫинчен халлап.
*️⃣ Вилнӗ ҫын пушмакне ма салтаҫҫӗ - хӑрушӑ халлап.
*️⃣ Шӑрттан тутине аса илетпӗр.
*️⃣ Хӗр пуҫӑн ача тунӑшӑн кам айӑплӑ? Ӗмӗр каяллах пӗлнӗ.
*️⃣ Чӑваш тӗрри ҫинчен.
Сӑвӑҫсем
Кунта чи пӗрремӗш чӑваш хӗрарӑм-сӑвӑҫи Ваҫҫа Аниҫҫи тата ҫурма халлапла хӗрарӑм-сӑвӑҫӑ Эмине ҫинчен пӗлме пулать.
Чӗрене тивекен сӑвӑсем - "Амӑшӗн чунӗ" (Ю. Сементер) тата "Йӑваш пулсан..." вуларӑмӑр.
Юлашкинчен Шелепи сӑввисене аса илтӗмӗр.
Мифологи
Тӗнче тытӑмӗ ҫинчен кӑштах пелтӗмӗр,
Аҫтаха, Вӗри ҫӗлен, Ашапатман тата Вупӑр тытни ҫинчен халлапсем вуларӑмӑр.
Хӗвел, уйӑх, ҫӑлтӑрсем - мӗне пӗлтернине пӗлтӗмӗр.
Комикссем вуласа йӑпантӑмӑр:
Атӑл, Киремет тата Улӑп ҫинчен.
Пултарулӑх
🔘 "Вупӑр" фильм
🔘 "Аннене анне тееҫҫӗ" фильм (⚠️ пролайф!)
🔘 Шутлама вӗренетпӗр
🔘 "Шӑплӑх" мультфильм
🔘 "Уйӑхпи юмахӗсем" мультфильм
🔘 "Чемен" мультфильм
🔘 "Ми-ми-мишки" чӑвашла
🔘 Ача-пӑча литературине итлетпĕр
🔘 Электронла паззлсем
🔘 Сӑпка юрри
🔘 Тарай юрри
🔘 "Уҫ-ха, анне, чӳречӳне" халӑх юрри
🔘 Атӑл тӑлмач
🔘 "Виҫӗ хӗвел" бренд: пӗлтерӳ, тумсемпе мухтанатӑп
🔘 Полина Осипова
🔘 Чӑвашла каналсем
Нумай чӗлхелӗх
⏩ Брошюра
⏩ Лекци
⏩ Манӑн ачан ик чӗлхелӗхре мӗнле йывӑрлӑхсем пулчӗҫ тата мӗнле вӗсене татса патӑм.
⏩ Ют ҫӗршывра нумай чӗлхелӗ ача ӳстерни ҫинчен: пĕрре, иккĕ, виççĕ, тăваттă.
⏩ Ма ачасемпе чӑвашла калаҫмалла?
⏩ Ма ача чӑвашла калаҫмасть? Мӗн тумалла?
⏩ Ашшӗ-амӑшӗн йӑнӑшӗсем
⏩ Пӗчӗккисен сӑввисем
👇 👇 👇
Йӑла-йӗркесем
Сӑвӑҫсем
Кунта чи пӗрремӗш чӑваш хӗрарӑм-сӑвӑҫи Ваҫҫа Аниҫҫи тата ҫурма халлапла хӗрарӑм-сӑвӑҫӑ Эмине ҫинчен пӗлме пулать.
Чӗрене тивекен сӑвӑсем - "Амӑшӗн чунӗ" (Ю. Сементер) тата "Йӑваш пулсан..." вуларӑмӑр.
Юлашкинчен Шелепи сӑввисене аса илтӗмӗр.
Мифологи
Тӗнче тытӑмӗ ҫинчен кӑштах пелтӗмӗр,
Аҫтаха, Вӗри ҫӗлен, Ашапатман тата Вупӑр тытни ҫинчен халлапсем вуларӑмӑр.
Хӗвел, уйӑх, ҫӑлтӑрсем - мӗне пӗлтернине пӗлтӗмӗр.
Комикссем вуласа йӑпантӑмӑр:
Атӑл, Киремет тата Улӑп ҫинчен.
Пултарулӑх
Нумай чӗлхелӗх
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
ПУҪВАТМӐШСЕМ
🟢 Сӑмах тата шухӑш ҫинчен
🟢 Тесей карапӗн парадоксӗ
🟢 Нумай пысӑк ырӑ ӗҫшӗн пӗр пӗчӗк усал ӗҫ тума юрать-и?
🟢 Супермен тата Лекс Лютор тавлашӑвӗ ӑҫтан тухнӑ?
🟢 Пӗр лаша хӑвачӗ миҫе л.с. танлашать?
🟢 Авторитет сӑмахӗ: ырлӑх е хӗскӗч
🟢 Вӑрҫмалли сӑмахсем
🟢 Упӑтесем, банан тата сивӗ шыв
🟢 Вӑрӑ-хурах тупмалли, тупсăмĕ
🟢 Умберто Эко фашизм ҫинчен
🟢 Чарусем
КӖНЕКЕСЕМ
🔘 Ӑҫта вулас?
🔘 "Сӑмахсемпе шухӑшсем
🔘 Ҫанталӑк паллисем
🔘 Шатра касни ҫинчен
🔘 Чӑваш тӗрри
🔘 Лапшу Ҫтаппанӗ
🔘 Уксак Тимӗр Пӳлере илни ҫинчен
🔘 Гёте, "Фауст"
🔘 Шекспир: Гамлет, Сонетсем, Лир король, Ромеопа Джульетта
🔘 Гюго: "Эрнани", "Козетта"
🔘 Уленшпигель
🔘 Жюль Верн
🔘 Лермонтов, "Иван ӗмпӳ..."
🔘 Чехов калавӗсем
🔘 Аксаков, "Хӗрлӗ чечек", Андерсен, "Акӑшсем"
🔘 Китай поэзийӗ
🔘 Юрӑ кӗнеки
🔘 Аудиокенекесем
🔘 Йӑпатмӑшсем
🔘 Елена Енькка
🔘 Юмах пуххи
ЫТТИ ХАЛӐХСЕМ
💎 Кино якутла
💎 Уявсем
💎 Лондонри Олдгейт насосӗ
💎 Ӑҫта вӑл, Шемаха?
💎 Андалуси халлапӗ
💎 Мӗнле алӑкран китай усалӗ кӗреймест?
💎 Нанайсем те хӗвелсене вӗлернӗ
💎 Уйгурсен юмахӗ
💎 Куҫарма ҫук сӑмахсем
💎 Тӗрӗк чӗлхисене танлаштарни
💎 "Шыв" сӑмах
💎 "Ҫын" сӑмах
💎 Тутар википедийӗ чӑвашсем ҫинчен
👇 👇 👇
КӖНЕКЕСЕМ
ЫТТИ ХАЛӐХСЕМ
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
ҪЫНСЕНЕ ТӖПЧЕТПӖР
🔦 Мӗнле ҫын вӑйлӑрах?
🔦 Мӗншӗн ҫынсем пӗр-пӗрне пулӑшаҫҫӗ?
🔦 Мӗншӗн арҫынсем сахал пурӑнаҫҫӗ?
Ӑс-тӑн
📚 Ӑс мӗнрен килет?
📚 Тӗшмӗшлӗх
📚 Йӗвен хӑлхи тата хыпарсем
📚 Информаци тасалӑхӗ ҫинчен
📚 Логика
📚 Пӗлӳ тӗсӗсем
📚 Тавлашу ҫинчен
📚 Ӑс е кутӑнлӑх? Ма ҫынсем шухӑшне улӑштармаҫҫӗ?
📚 Интуици ҫинчен
Чун çинчен
🔸 Пултарулӑх тата ҫынлӑх
🔸 Сӑпайлӑх
🔸 Психологи чиккисем
🔸 Хӑрушлӑх витӗмӗ
🔸 Вӑрҫӑ суранӗсем
🔸 Кӑмӑл-туйӑм урапи
🔸 Тӗп туйӑмсем
🔸 Мультфильмсем ҫинчен
🔸 Уйрӑлни ҫинчен
🔸 Эпӗ аборт тума чарассине хирӗҫ.
🔸 Уяв пӑсмалли рецепт
🔸 Телей формули
Укҫа тата ҫын
💰 Светтуй Валентин кунӗнче укҫа юрататӑп терӗм
💰 Ҫӳҫ вӑрӑмӑшӗ, помада тата кӗпе арки экономикӑпа мӗнле ҫыхӑннӑ
💰 Мӗн чухлӗ эпир патшалӑха тӳлетпӗр?
💰 "Традиционные ценности"
Ача ӳстересси
🐥 Ача хакӗ ҫинчен
🐥 Мария Монтессори канашӗсем
🐥 Ача ӳстермелли виҫӗ вӑрттӑнлӑх
🐥 Аслӑ вӑрҫӑ ачисем: виҫӗ сыпӑк
* вӗҫӗ *
Ӑс-тӑн
Чун çинчен
Укҫа тата ҫын
Ача ӳстересси
* вӗҫӗ *
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
Хӑть те мӗне те лайӑх вӗренмелли меслет ҫинчен
Ричард Фейнман, Нобель премине тивӗҫнӗ чаплӑ физик, шутласа кӑларнӑ методикӑра тӑватӑ утӑм пур -- вӑл кирек мӗнле темӑна та тӗплӗн тӗпчесе пӗлме май парать.
Ку утӑмсем, паллах, вӑхӑт илеҫҫӗ, вӗсем патне вӑхӑт-вӑхӑт таврӑнма та тӳр килет:
1. Вӗренмелли концепци суйламалла.
Хӑвӑра пӗлес килнӗ тема суйлӑр та блокнот ҫине ҫырса хурӑр. Тирпейлӗ структура йӗркелесе темиҫе пункт ҫырӑр, вӗсем тӑрӑх эсир темӑна вӗренетӗр.
2. Хӑвӑра е урӑх ҫынна вӗрентмелле.
Темӑна тӗпченӗ хыҫҫӑн ун ҫинчен эсир ӑна, такама ӑнлантарса панӑ пек, мӗн пӗлнине пӗтӗмпех тӗплӗн ҫырса хурӑр. Пуш хӑлха тупса ҫав ҫынна вӗрентсен те аван.
3. Эсир материалта путса лартӑр пулсан ҫӑлкуҫсем патне тепӗр хут таврӑнӑр.
Кӗнеке патне, лекци конспектне, подкаста, т.ыт.те -- таврӑнӑр та хӑвӑр пӗлменнине вӗренӗр. Яланах ҫӗнӗ ҫӑлкуҫсене шырӑр. Темӑна пӗлекен ҫынсемпе калаҫассине ан тиркӗр.
4. Хӑвӑр ӑнлантарса панине ансатлатӑр та аналоги тӑвӑр.
Хӑвӑр ҫырса пынисене ача та ӑнланмалла шая ҫитиччен улӑштарӑр. Интитивлӑ ӑнланмалла тӗслӗхсем шутласа кӑларӑр.
Профи яланах хӑй пӗлнӗ япаласене ансат сӑмахсемпе ӑнлантарса пама пултарать. Тӗплӗн хӑй те пӗлмен ҫын вара кӑткӑс терминсем хыҫне хӑйӗн ҫитменлӗхне пытарать.
❓Мӗнле темӑра эсир профи?
Ҫӑлкуҫсем:
https://en.wikipedia.org/wiki/Richard_Feynman
https://fs.blog/feynman-learning-technique/

Ҫирӗм икӗ ҫул каялла тухнӑ "Тетте" журналта ак ҫапла кӑсӑклӑ япаласем тупрӑм.
Ачасем валли сӗтел ҫи вӑййи пичетленӗ пулнӑ, вӗҫӗнче тата ҫил ҫунатлӑ урхамах ҫыпӑҫтарса ӑсталамалли схема пур.
Ҫил ҫунатлӑ урхамах (аргамак, туркменсен ӑратлӑ лаши) вӑл туй такмакӗсенче час-час тӗл пулакан сӑнар:
"Çитмĕл çухрăм çеçен хир урлă килнĕ чух
Куртăмăр эпир çил çунатлă урхамах:
Унăн пуçĕ пĕлĕте тимес,
Ури çĕре тимест,
Утни-юртни сисĕнмест,
Шыв пек юхать,
Çил пек вĕçет,
Çав урхамах çине утланса
Килтĕмĕр эпир çак туя."
P.S. Сӑмахран, Тӑнӑҫ ӳнерҫӗ пӗлтӗр "Вупӑр" ятлӑ карт вӑййи тунӑ пулнӑ:
https://t.me/tonosch/46
#ачалӑх #халлап #пултаруллӑ_ҫынсем

Хайли рекомменд.
"The Handmaid's Tale" сериал хӑш-пӗрисем курнӑ-тӑр та, пурпӗр пурне те оригиналлӑ кӗнекине вулама сӗнетӗп.
Маргарет Этвуд (Канада) 1985 ҫулта пичетленӗ хайлавӗ паян кун ӑҫталла кусса анакан пурнӑҫ ҫинчен ҫырнӑн туйӑнать. Тӗлӗнмелли ҫук та -- вӑл тӗнчери лару-тӑру тата тенденцисене сӑнаса логикӑлла вӗҫленӳ тари ҫитернӗ кӑна.
«Вӑл хӗрлӗ тумланнӑ, унӑн ячӗ ҫук, прависем ҫук, харпӑрлӑхӗ ҫук. Тахҫан унӑн урӑх пурнӑҫ пулнӑ: вӑл хӗрарӑм, арӑм, амӑшӗ пулнӑ, вӑл ӗҫленӗ, хӑйӗн пурнӑҫӗпе пурӑннӑ, ирӗклӗ пулнӑ, вулама та ҫырма пӗлнӗ, хӑй суйлавӗпе тумланма пултарнӑ. Халӗ Вӑл Галаад Республикинче пурӑнать.»
Кӗнекинче экшн ҫук, вӑл пӗтӗмпех пӗр хӗрарӑмӑн кулленхи пурнӑҫне кӑтартать, унӑн шухӑшӗсене, вӑл мӗн курнине, илтнине, аса илнине.
Сериалтан тарӑнрах япала.
Ҫӑлкуҫ:
https://www.litres.ru/book/margaret-etvud/rasskaz-sluzhanki-140846

Forwarded from Сергеевна (Саша)
Осипов Александр Леонидович Ҫичӗ Пӳрт ялӗнче пурӑнать. Килӗнче галаерея йӗркелесе янӑ вӑл. Ӳкерчӗккисене мозаика техникинче тӑвать, кантӑк вырӑнне пластик усӑ курать. Александр хӑех ӳкерме вӗреннӗ.
Ҫичӗ пӳрте галерейӑна кайса курас тесен, ҫырса ярӑр, Александр Леонидовичӑн телефон номрине парӑп, хӑйӗнпе калаҫса татӑлма пулать (д. Сюндюково, ул. Центральная, 57 а).