Чӑвашла шухӑшла
462 subscribers
719 photos
28 videos
32 files
253 links
Чӑвашла пуҫа ӗҫлеттеретпӗр.
Ҫыхӑну: @chushu_bot
Download Telegram
Мӗн чӑваш ҫыннишӗн 100% паха япала -- ҫак пӗчӗк ҫыравсенче те питӗ лайӑх палӑрать.
Хӗрарӑмсем те, арҫынсем те хӑйсене валли ӗҫчен мӑшӑр шыраҫҫӗ 🙂
Ваҫҫа Аниҫҫи - пӗрремӗш чӑваш хӗрарӑм-сӑвӑҫи. Чӗмпӗр облаҫӗнчи Анатри Тимӗрҫен ялӗнче ӳснӗ. 1901-мӗш ҫулта унта шкул уҫнӑ пулнӑ, вара вӑл ҫавӑнта 1904-мӗш ҫулччен вӗреннӗ, анчах вӑл вӗренекенсен хушшинче пӗртен-пӗр хӗрача пулнӑ.

"Хӗрачана вӗренме ямаҫҫӗ" сӑввине вӑл 14-ра чухне ҫырнӑ.

#сӑвӑ
Килме пӗлес пулать,
Кайма пӗлес пулать...
(Халӑх юрринчен,
https://t.me/chushu/956)

❗️Малашне постсем сайра тухма пуҫлаҫҫӗ.

Эпӗ ҫак канала пуҫарнӑ чух манӑн кулленхи пурнӑҫра чӑвашла калаҫни питӗ сахалланса кайнӑччӗ, чӑваш тг каналӗсем ҫукпа пӗрехччӗ, халь вара вӗсен йышӗ те, пахалӑхӗ те ӳсет, чӑвашла ҫыракансем те нумайланаҫҫӗ -- ку питӗ савӑнтарать.
Ертсе пыракансем, хутшӑнакансем -- пысӑк маттурсем, ӑнӑҫу сире, вӑй, хавхалану! 🤍
Халь ман хамӑн ачасемпе те кашни кун нумай калаҫма май пур, ман чӗлхе шайӗ урӑх чакас ҫук.
Пӗр сӑмахпа -- ҫак каналӑн кирлӗлӗхне урӑх курмастӑп.

Эпӗ сывпуллашмастӑп, анчах малашне кунта кашни кун мар, уйӑхне 1-2 кӑна ҫырӑп. Е уйрӑм каламалли пур пулсан.
Тав сире манпа пӗрле пулнӑшӑн! 🤍

Халь манӑн тепӗр проект шухӑш: пирӗн атте-анне валли тг канал ҫукччӗ (е эпӗ кӑна курман, тӳрлетӗр мана йӑнӑшатӑп пулсан), халь пур -- @anneketese. Унӑн приоритет маншӑн ҫӳлерех пулать.
Уйрӑлни ҫинчен

Юлашки вӑхӑтра час-часах вулатӑп:
"Арканнӑ ҫемьесен шучӗ ӳсет!"
"Ҫамрӑксем инфантилсем, пӗр-пӗринпе килӗшӳллӗн пурӑнма пӗлмеҫҫӗ!"
"Арӑмсен ӑслӑрах пулмалла, упӑшки пуҫӗ, арӑмӗ мӑйӗ!"

Ман шутпа, пӗр-пӗринпе урӑх пурӑнас килмест пулсан ҫынсем уйрӑлни лайӑх.

Виҫӗ вариант пур:
1) чи лайӑххи -
Ҫемьере йӑлтах килӗшӳллӗ, арӑмӗ те, упӑшки те пӗр-пӗрне хисеплесе калаҫма пӗлеҫҫӗ, йывӑрлӑхсене пӗрле иртеҫҫӗ. Ҫирӗп ҫемье, ачасене ӳсме аван.

2) чи начарри -
Семьере мӑшӑрсем йытӑпа кушак пек, вӗсенчен пӗрин е иккӗшӗн те кун пек пурӑнас килмест, вӗсенчен пӗрне е иккӗшне те пӗчченшер лайӑхрах. Анчах уйрӑлмаҫҫӗ -- харкашаҫҫӗ, хирӗҫеҫҫӗ, ҫапӑҫаҫҫӗ. Ачисен кӑна курса чӗри ҫурӑлать.

3) Мӑшӑр ниепле пӗрле йӗркеллӗ пурӑнаймасть, пӗчченшер лайӑхрах -- уйрӑлаҫҫӗ. Ачисене мӗнле ӳстересси ҫинчен калаҫса татӑлаҫҫӗ е суд пулӑшать. Ачисемшӗн ку йывӑр паллах, анчах ҫӳлерехри вариант тата та йывӑртарах пулӗччӗ.

Ӗлӗк арҫынпа хӗрарӑм пӗрле пурӑнни пурнӑҫа самай ҫӑмӑллатнӑ. Арҫын ӗҫӗ пулнӑ, хӗрарӑм ӗҫӗ, пӗрле ӗҫлемелли, ачисем те пулӑшнӑ. Уйрӑм пурӑнма йывӑр, ҫавӑнпа пӗр-пӗринпе телейлӗ пулмасан та чӑтнӑ. Ӳсӗр упӑшки арӑмӗпе ачисене пуртӑпа хӑвалать пулсан та уйрӑлман. Те намӑс пулнӑ?

Халь пӗччен те лайӑх пурӑнма пулать. Ҫавӑнпа каччӑпа хӗр пӗрлешнӗ чух пӗр-пӗриншӗн чӑн-чӑн ҫывӑх ҫынсем пуласшӑн.
Пурнӑҫ пӗрре кӑна, ӑна телейлӗн пурӑнас килет. Ҫемьере вара телей те, килӗшӳ те пулмасан мӗншӗн ылтӑн вӑхӑта сая ямалла?

#longread
Тутарсен википедийӗ чӑваш ҫинчен ҫырнӑ чух альтернативлӑ этногенезпа усӑ курать (Закиев филолог ӗҫӗсене тайӑнса).

Кунта чӑвашсем суассемпе ҫармӑссем (мари) хутӑшнӑран пулса кайнӑ тет, чӑвашсене вырӑссемпе мӑкшӑсем "веда/ветьке" тесе чӗннӗ/чӗнеҫҫӗ имӗш. "Суас" кунта - пӑлхарсен ҫӗрӗнче пурӑнакан тӗп халӑх ячӗ.

«Суасламарисен, урӑхла каласан чӑвашсен тӗп пайӗ Пӑлхар ҫӗршывне кӗмен-тӗр, ахӑртнех, мӗншӗн тесен чӑвашсенче Пӑлхартан юлнӑ йӗрсем ҫукпа пӗрех.»

"Суас" тесе ҫармӑссем тутарсене чӗннӗ, "мари" вара ҫармӑссен этнонимне кӑна мар, "ҫын" тенине тата пӗлтернӗ.
Закиев - филолог, унӑн истори енӗпе ҫырнӑ ӗҫӗсенӗ историксем фолк-хистори пек палӑртаҫҫӗ.

Хальхи лингвистсем (Дыбо, тӗслӗхрен) пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш чӗлхи ҫармӑс чӗлхине монгол тата тутар чӗлхи "пӑснӑран" мар (Закиев калашле), хӑй тӗллӗн мӗн авалтан аталаннӑ япала теҫҫӗ.

Мӗн пайлаҫҫӗ-ши, пӑлхарсем ҫукки те ӗнтӗ сакӑрҫӗр ҫул.
Салтак юрри

Хире тухрӑм эп ҫывӑрма,
Пуҫма хутӑм эп тумхаха.
Алла чиксе кумӗр илтӗм *,
Ҫамрӑк пуҫма инкеке.

Приюмӑн ** крильцисем, тӑвӑр икӗ алӑкӗсем,
Приюмӑн ӑшӗнче чун илекен пур иккен,
Приюмӑн алӑкӗсем кӗленче иккен,
Хӗвел пӑхсан, ҫуталать,
Ҫуталманни вутпа ҫунтӑр,
Ҫамрӑк пуҫӑм манӑн ҫухалать.

Кӑҫал каснӑ пӗрмесем ***
Шурӑ Атӑлта сул пулать.
Ҫухалнӑ пуҫ ҫухалать,
Ман ылханӑм ҫав пултӑр.

Тӑваттӑлла явнӑ сӳс кутлӑх,
Мӗншӗн часах татӑлать-ши,
Сӳсӗ начартан-и-мӗн?
Ҫук, сӳсӗ те начартан мар,
Лаша ҫинчен пӗртех хывӑнманран.

Мӗншӗн та маттурах салтака кайнӑ ачасем
Тӳсӗмсӗр те халь пулаҫҫӗ,
Хуйхӑран-ши вӑл вара?
Ҫук, хуйхӑран мар, мӗн те мар,
Кунӗн-ҫӗрӗн ҫӗмӗрӗлсе ҫӳренӗрен.

#юрӑ #сӑвӑ

* Алла чиксе кумӗр илтӗм - шӑпа туртса (жеребьёвкӑра) салтака каймаллине туртса кӑларни (кумӗр = кӑмрӑк)

** Приюм - приём, "военкомат"

*** Пӗрме = пӗрене, сулӑ (плот) валли каснӑ йывӑҫ
Салтака кайни ҫинчен

Сӑнанӑ-и, салтак юррисем мӗнле хурлӑхлӑ?

Пирӗн халӑх авалтанах survival mode хускатса пурӑнать. Эпир сахалӑн, пуян мар, пирӗншӗн кашни чӑвашӑн пурнӑҫӗ -- тем пек хаклӑ.

Салтака ӗлӗк нумай ҫула илсе кайнӑ. Яш каччӑ пӗрре кайса таврӑнать-и, ҫук-и -- паллӑ пулман.

1699—1705 ҫулсенче рекрут хӗсмечӗ пулнӑ. Малтан салтака мӗн виличчен илсе кайнӑ.
1793-мӗш ҫултан —25 ҫула,
1834-мӗш ҫултан —20 ҫула.
1855—1872 ҫулсенче 12, 10 тата 7 ҫул ҫарта ирттернӗ тата отпускра 3, 5 тата 8 ҫул
1874-мӗш ҫултан пӗтӗмӗшле ҫар хӗсмечӗ тунӑ, 21 ҫул тултарнӑ каччӑсене салтака 15 ҫула илсе кайнӑ (6-7 ҫул ҫарта тата запасра 9 ҫул).
1912 ҫулта яшсене 20 ҫултан илме пуҫланӑ, 23 ҫула (3-4-5 ҫул ҫарта тата 15-13 ҫул запасра).

Ҫав ҫулсем пурте тӑнӑҫлӑ пулман ҫав.

Мӗнле йӗркеленӗ.
Ҫур ҫул маларах ялсерен ят тухнине пӗлтернӗ, кайран юпа уйӑхӗнче ят тухнӑ каччӑсене "приёма" ("военкомата") илсе кайнӑ, ҫавӑнта шӑпа туртнӑ (жеребьевка).
Вӑйпитти каччӑсем салтака каясшӑн маррипе хӑйсене хӑйсем сиен кӳнӗ. Куншӑн 1874 ҫулти Указӑн 218 ст. тӑрӑх ҫур ҫулччен тӗрмене хупнӑ.

♦️Халь салтака каяс мар тесе тараккан, йĕкел, улмасем, табак çиеç тенине илтнĕ, хăшĕ салтака каяс тесе типĕ тытмаççĕ, ят тухсан начарланас мар тесе.
(1903 ҫ., Ярхунушкăнь ялӗ, Етӗрне уесӗ)

♦️Салтака каяс маршăн нумайччен тараккан [так] çиса начарланаççĕ, тет.
Тата хăшĕ ура тупанне табак хурса çӳреççĕ, тет.
Тата хăшĕ пĕç хушшинчи çăмартана антараççĕ, тет.
Пĕр ача пӳрнине татса пăрахнă тет те, татнăшăн кайран хупса лартнă, тет.
Салтакран юлашшăн тутана та пăртараççĕ (?).
Тата хĕвел çаврăнăш нумай çисан начарланать, тет. Пĕри тата ыраш çăнăхне нумай çинă, тата йăвăç çу, кантăр вăрри çу, хупах сăри ĕçсе кӳпĕнсе вилнĕ.
(1904 ҫул, Купӑрля ялӗ, Етӗрне уесӗ)

♦️Халĕ те пĕр çын салтака каяс мар тесе куçне тапак шывĕпе çунă, вара çав çыннăн халĕ те пăсăк çӳрет…
(1904 ҫул, Тӑварӑмпуҫ ялӗ, Пӗкӗлме уесӗ, Самар кӗперни)

♦️Салтака каяс мар тесе хăшĕ çимасăр пурăнаççĕ, хăшĕ тараккан çияççĕ, ура тупанне табак хураççĕ те, вара сăсă [костный мозг] тăрăх хупарса çынна типĕтет, начарлатать.
Тата хăшĕ çăмартине антараççĕ. Манпа пĕрле Норуса хамăр ялсем Яков ятлă ача çăмартине антарса пычĕ те, салтака илмерĕç. Кайран çăмарти тӳрленмерĕ вара, çăмартине йытсах çӳрерĕ виличчен, çăмарти пăсăлнипех вилчĕ.
(1904 ҫул, Етӗрне)

Халӑх ҫапла каланӑ:

🔹Кайнă салтака кайнă çĕрте пултăр, теççĕ. [Мӗне пӗлтерет ку, кам ӑнланчӗ?]
🔹Салтакăн качака чухлĕ ăсĕ çук, теççĕ – ăна ĕлĕкхи 25-шер çул пурăнакан салтаксем çинчен каланă.

Анчах та ҫамрӑксене шелленӗ, паллах, салтак ачине лӑплантарма тӑрӑшнӑ:
🌀«Салтака кайман çын мĕн вăл? Ухмах тунката. Салтака каять, çут çанталăк курса çӳрет, вырăсла вĕренет. Турăпа Патшана юрать. Эпир, мужиксем, мĕн пĕлетпĕр, хамăр анкартинче мĕн пулнине те пĕлместпĕр. Ан хуйхăр, Торă парсан, килĕн. Вилĕм кирек ăçта та пĕрех. Эпир пурте вилĕмлĕ, çут çанталăк анчах вилĕмсĕр.»

(Тем, пит лӑплантармасть пек).

Ҫӑлкуҫсем:
https://nnov.hse.ru/ba/law/igpr/ustav_o_voinskoy_povinnosti_1874

https://runivers.ru/new-encyclopedia/material_culture/katalog_statey/592206/

#longread
Паян аҫта та пулин "чӑваш, ачуна чӗлхе пар" теекен видеоролик куртӑр-и?

Пӗрре те пулин?
Минцифры @info_cap_news маттурсем!

Сӑмах вӗҫҫен те пулин соцроликсем тумаллине йышӑннӑ теҫҫӗ.
Куҫран вӗҫертместпӗр, ӗҫне пурнӑҫласса тимлӗн кӗтетпӗр.

Истори пуҫламӑшӗ ак кунта
https://t.me/chushu/1011

P.S. чӑлха мар ӗнтӗ, чӗлхе пулмалла 😁
Чӑваш юрӑ-кӗвӗ кӗнекисене ак кунта тупма пулать:
http://www.nbchr.ru/aslamas/anisim_literatura.html
Мир_пултӑр_ӗмӗр_ӗмӗре_чӑваш_композиторӗсен_кӗввисем.pdf
13 MB
Мир пултӑр ӗмӗр-ӗмӗре.
Чӑваш композиторӗсен юрӑ-кӗввисен пуххи.
1986 ҫул.
Мир пурнӑҫа! Вилӗм вӑрҫа!

Вӑрҫӑ пире хӑратман, хӑратмасть,
Вӑйлӑ эпир вӑрҫӑран.
Вилӗме пурнӑҫ чӑтма пултармасть,
Тулӗ шӑпу сан, тӑшман!

Пӗтӗм тӗнче янратать, кӑшкӑрать:
Мир пурнӑҫа! Мир пурнӑҫа!
Пӗтӗм тӗнче кӑшкӑрать:
Вилӗм вӑрҫа! Вилӗм вӑрҫа!
Мир пурнӑҫа!

Мул хуҫисемшӗн тӑван ачине
Амӑш вӑрҫа парас ҫук,
Халӑх тӑхлан сапакан пӑшалне
Хӑй ҫинелле йӑтас ҫук.

Пӗтӗм тӗнче янратать, кӑшкӑрать:
Мир пурнӑҫа! Мир пурнӑҫа!
Пӗтӗм тӗнче кӑшкӑрать:
Вилӗм вӑрҫа! Вилӗм вӑрҫа!
Мир пурнӑҫа!

Сарӑ хӗвел выляса ҫӗкленет
Ылтӑн шевле сапалать.
Пирӗн тӑван ҫӗршыв ҫутӑ кӳрет,
Пӗр тӗрӗс ҫул кӑтартать.

Пӗтӗм тӗнче янратать, кӑшкӑрать:
Мир пурнӑҫа! Мир пурнӑҫа!
Пӗтӗм тӗнче кӑшкӑрать:
Вилӗм вӑрҫа! Вилӗм вӑрҫа!
Мир пурнӑҫа!
© Стихван Шавли

#сӑвӑ #юрӑ
Тесей карапӗн парадоксӗ ҫинчен

Тесейе Критран илсе килнӗ карапне афин ҫыннисем Деметрий Фалерей вӑхӑтне ҫити упраса хӑварнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем кивелнӗ хӑмисем вырӑнне вӑхӑтлӑ ҫирӗпрех, ҫӗнӗ хӑмасем лартса улӑштарнӑ.
Ҫав карап философсем хушшинче яланах улшӑнакан япаласем ҫинчен шухӑшламалли логикӑлла ыйту валли тӗслӗх пулса тӑнӑ:
- пӗрисем карап ҫав карапах пулса юлнӑ тесе шутланӑ,
- теприсем вӑл урӑх япала пулса тӑчӗ апла тесе ҫине тӑнӑ.
(Плутарх, "Тесей пурнӑҫӗ", 1-мӗш ӗмӗр).

Ҫак икӗ пин ҫулхи ыйту ҫинчен Терри Пратчетт ҫапла ҫырни мана килӗшет:

«Мистер Ваймс, ку манӑн ӑруран ӑрӑва куҫакан пуртӑ. Вӑл ман ҫемьере тӑхӑрҫӗр ҫула яхӑн, ӑнланатӑн-и? Паллах, ҫивӗчӗшне пӗр икӗ хут улӑштарнӑ. Темиҫе хут -- пуртӑ аврине. Тимӗр пайӗсен конструкцине улӑштарнӑ, эрешӗсене ҫӗнетнӗ, анчах ҫавӑнпа тӑхӑрҫӗр ҫулхи пуртӑ пулма пӑрахнӑ-и вара вӑл? Вӑхӑт иртнӗҫемӗн улшӑнса пынӑран ҫеҫ вӑл хальте лайӑх, ӗҫе юрӑхлӑ пуртӑ.»

Эсир мӗнле шутлатӑр?
Тесей карапӗнчен малтанхи хӑмисем пач юлмасан вӑл Тесей карапӗ тесе шутланма пултарать-и?
Вулакансем миҫерине пӗлес килчӗ.
Эсир миҫере?
Final Results
6%
18 ҫултан кӗҫӗн
29%
18 - 24
36%
25 - 34
18%
35 - 44
10%
45 - 60
1%
60 ҫултан аслӑ
Ырлӑх-пурлӑх ҫинчен

Пӗр ултӑ ҫул каялла манӑн кивӗ ӗҫре кризис пулнӑччӗ (компани пуҫлӑхӗсене Мускаврисемпе ылмаштарнӑ хыҫҫӑн мӗншӗн-тӗр тухӑҫ укҫи хӑвӑрт чакрӗ).
Ӗҫлеттӗмӗрччӗ нумай, анчах преми тӳлеме пӑрахрӗҫ. Соцпакета чакарчӗҫ. Ҫынсем ҫур ҫул пек чӑтрӗҫ те хуллен-хуллен урӑх ҫӗре ӗҫе куҫма пуҫларӗҫ.

Вара пире, ҫамрӑк ӗҫченсене, шеф пуҫтарчӗ те ҫапла сӑмах каларӗ: имӗш эпир коллектив кӑна мар, команда пулмалла, пурте ӗҫлеҫҫӗ, пурте ывӑннӑ, анчах эпир пӗр ӗҫ тӑватпӑр та, пӗрлех юлмалла...пӑрахса каякансем -- намӑссӑр, хӑравҫӑсем, укҫа чурисем.

Итлерӗмӗр, нимӗн те чӗнмерӗмӗр. Тепӗр уйӑхра хамӑр отделтан пӗр харӑс виҫҫӗн урӑх ҫӗре куҫрӑмӑр. Мӗншӗн тесен идея манӑн хваттершӗн тӳлемест, хырӑма тӑрантмасть. Выҫӑлла идея ма-тӑр илӗртмест ҫав.

Эпӗ ун чухне пире шеф тӳлемесӗрех ӗҫлеттересшӗн тесе, ку вара "традиционные ценности" пулнӑ иккен.

Сӑмахран, компанийӗ кун хыҫҫӑн икӗ ҫултан пачах саланчӗ.

P.S. скрин ҫинче палӑртнине, ман шутпа, тӗрӗссипе урӑхларах ӑнланмалла:
https://t.me/chushu/1316

#longread