Чӑвашла шухӑшла
462 subscribers
719 photos
28 videos
32 files
253 links
Чӑвашла пуҫа ӗҫлеттеретпӗр.
Ҫыхӑну: @chushu_bot
Download Telegram
Forwarded from Сергеевна (Саша)
Асамлӑ кетмен
(Уйгур юмахӗ)

Ӗлӗк-авал пӗр патшан икӗ йӗкӗреш ывӑл пулнӑ тет. Юратса ӳстернӗ вӗсене патша.
Ҫулсем иртнӗҫем йӗкӗрешсем ӳссе ҫитӗнчӗҫ, вӑйлӑ та маттур йӗкӗтсем пулса тӑчӗҫ.

Анчах пӗррехинче патша ывӑлӗсем чирлесе ӳкнӗ тет -- вӗсен апат анми пулнӑ. Патша вӑйлӑ пӑшӑрханнӑ, пӗтӗм патшӑлӑхран тухтӑрсене, поварсене, навайчи [навайчи -- ҫинҫе ҫӑкӑр пӗҫерекен ҫын] чӗнсе ывӑлӗсене сиплеме хушнӑ, анчах ӗҫ тухман.
Вара ывӑлӗсем ашшӗнчен инҫе ҫула им шырама яма ирӗк ыйтрӗҫ. Ашшӗ ирӗк пачӗ.

Хуларан тухсанах йӗкӗтсем ватӑ хресчен типӗ ҫӗре кетменпе [кетмен -- катмак, маттик] ҫапнине курчӗҫ. Ыйтрӗҫ:
-- Ырӑ ҫын, каласа парсам, хӑш ҫӗршывра апат антаракан им-ҫам тупма май пур?
-- Ун пек им тупма йывӑр мар, -- тӗрӗ ватӑ ҫын. -- Анчах куратӑр, мӗн чухлӗ манӑн ӗҫ: кӑштах та пулин чумиза тата кукурус акма манӑн каҫчен ҫак сӑрта чавса якатмалла. Эсир мана пулӑшсан эпӗ сире питӗ лайӑх им-ҫам тупма пулӑшӑп, сӑмах паратӑп!
Йӗкӗрешсем килӗшрӗҫ.

Ватӑ ҫын вара вӗсене хӑйӗн кетменне хӑварчӗ те килне кайрӗ.
Мӗн каҫчен тӑрӑшса, тар юхтарса ӗҫлерӗҫ йӗкӗтсем кетменпе -- ҫав тери им тупас килнӗ вӗсен.
Ват ҫын вара, килне килсен, арӑмне каланӑ:
-- Каҫхи апата пысӑк хуранпа плов хатӗрлесе хур-ха. Кишӗр ҫитмесен, ҫарӑк нумайрах тураса яр.

Каҫхине ват ҫын йӗкӗтсене хӑйӗн килне чӗнсе килнӗ те вӗсен умне пас кӑларакан плов лартнӑ.
Йӗкӗтсем хӑйсем те сисмерӗҫ, пловран пӗр рис пӗрчине те хӑвармарӗҫ, тӗпӗ-йӗрӗпе ҫисе ячӗҫ. Питӗ тӗлӗнчӗҫ, йӗкереш хӑраххи ыйтрӗ:
-- Ырӑ ҫыннӑм, мӗнле асамлӑ им ятӑр эсир ҫак плов ӑшне? Вӑл ҫав тери тутлӑ пулчӗ!
-- Тӗрӗссипе каласан, -- хресчен чунтан кулса ячӗ, -- пловра нимӗнле асамлӑ им-ҫам та ҫук. Асамли вӑл ман кетмен, эпӗ сире хирте хӑварни...

Ӑнланчӗҫ йӗкӗтсем ватӑ хресченӗн сӑмахӗсене, вара малалла им шырама каймарӗҫ, килне таврӑнчӗҫ.

#юмах
Электронла чӑваш пазлсем

Чӑваш юмахӗсем тӑрӑх ӳкернӗ пазлсене ачасен библиотекин сайтӗнче онлайн пуҫтарма май пур.

Ак кунта:
http://pchd21.ru/pazzly

(Манӑн вара алӑпа тытса пӑхас килет...)

#ачалӑх
Вĕри çĕлен ҫинчен

«Пĕрре каçпа вăрманта кăвайт тавра лашасем çитерме тухнă ачасем лараççĕ, тет. Вăсен хошшинче пĕр старик пор, тет.

Çавăн чохне çӳлте Вĕри çĕлен йăлтăртатса, хĕм тăкса пырать, тет. Çавна корсан, старик: «Ачасем, камăн та полин сирĕн конта онкăллă çĕçĕ çок-ши?» ‒ тесе каларĕ, тет.
Пĕр ача: «Манăн пор, мочей!» ‒ тесе каларĕ, тет.
Вара старик çĕççе илчĕ тет те, онки виттĕр темĕскер каласа кăвар кăларчĕ тет те, Вĕри çĕлен чу! туса, çак ачасем патнерех ӳкрĕ тет те, çохалчĕ, тет.

«Ĕнтĕ шырăр, йот çын çок-и?» ‒ тесе каларĕ, тет, старик. Шырама поçларĕç тет те, аяккарах пĕр сăхманпа пĕркенсе выртакана корчĕç, тет.
Сăхманне оçса пăхрĕç тет те, пĕр хоп-хора, вот поççи пек, çонса кайнă арăм выртать, тет. Вара палларĕç тет те, вăл Вĕри çĕлен полнине пĕлчĕç, тет.»

(1900-мӗш ҫулта Самар кӗпернин Бугуруслан уесӗнчи Микушкино ялӗнче Егоров Афанасий ҫырса хӑварнинчен.)

Метеорит ӳкнине курнӑ кӑсам, пулмалла. Тата кам-тӑр ҫав хӗрарӑмне вӗлерсе ҫунтарнӑ пулнӑ ӗнтӗ..

#халлап
Пӗр лаша хӑвачӗ 15 л.с. (лаша вӑйне) тан

Мӗнле пурӑнмалла ӗнтӗ ҫак пӗлӳпе 😁 Транспорт ҫинчен каланӑ чухне 1 лаша вӑйӗ 735,499 Вт танлашать, ҫак виҫепе ОСАГО тата налук шутласа кӑларнӑ чухне усӑ кураҫҫӗ.

Кунсӑр пуҫне тата электрикӑлла лаша вӑйӗ пур (тьху, перверси), вӑл 746 Вт танлашать.

Мӗн валли кӗртнӗ ку тирпейсӗр виҫене?
Джеймс Уатт 18 ӗмӗр вӗҫӗнче пӗрремӗш пас машинине шутласа кӑларнӑ та ҫав ӗҫне хаклӑрах сутас шутпа реклама тума хӑтланнӑ. Ҫавӑншӑн вӑл хӑйӗн пас двигателӗн хӑватне лаша вӑйӗпе танлаштарнӑ.
Реклама ӑнӑҫлӑ пулнӑ.

Кӑсӑклӑ:
Пӗр ҫын хӑвачӗ = 1,2 лаша вӑйӗ.
Усейн Болт хӑвачӗ = 3,5 лаша вӑйӗ.

(Астӑватпӑр, хӑват вӑл -- пӗр ҫеккунт хушшинче тӑкнӑ энерги/тунӑ ӗҫ).

Ҫӑлкуҫӗ:
https://www.nature.com/articles/364195a0
The end justifies the means
(Тӗллевӗ меслет хакне кӑларать)

Ҫак "ҫунатлӑ" кӑларӑшӗн авторӗ тесе Никколло Макиавелли, пӗрремӗш политолог, ҫинчен калаҫҫӗ: "Il fine giustifica i mezzi" евӗрлӗрех шухӑшсем унӑн "Государь" кӗнекинче пур имӗш.
Анчах ҫак сӑмахсен тымарӗсем тарӑнрах, тӗрлӗ вӑхӑтра вӗсене каланӑ:
-- Антонио Эскобар-и-Мендоза иезуит (1644, "Liber theologiae moralis")
-- Томас Гоббс философ (1646, "Elementa philosophica de cive")
-- Герман Бузенбаум теолог-иезуит (1645, "Medulla theologiae moralis"): cum finis est licitus, etiam media sunt licita.

Кунта
курӑнать, ҫак шухӑшсем пӗр вӑхӑталла тӗнчере сарӑлма пуҫланӑ, анчах Ватикан кӑна каярахпа айӑпласа тиркенӗ. Францире ку шухӑшпа хупланса 1757-мӗш ҫулта пӗр ҫын, Дамьен, Людовик ХV вӗлересшӗн пулнӑ та ҫӗҫӗпе чиксе амантнӑ, кун хыҫҫӑн Бузенбаумӑн кӗнекисене ҫав ҫӗршывра ҫунтарса яма хушнӑ. Ҫак сюжетне Чарльз Диккенс хӑйӗн "A Tale of Two Cities" романӗнче кӗскен кӑна сӑмах май ҫырса кӑтартнӑ.

Чӑнах та, "тӗллевӗ меслет хакне кӑларать" тесе темле усал ӗҫе те каҫарма пулать.
Тӗслӗхрен -- ҫав каларӑш Лекс Лютор девизӗ.

Иезуитсем ҫинчен тата ик сӑмах. Вӗсен девиз -- "Erit sicut cadaver" ("Виле пекех") -- вӗсен тӗп принципне кӑтартать: санран ҫӳлерех тӑракана пӗр сӑмахсӑр пӗтӗмпех пӑхӑнмалла, ҫирӗп иерархи тытмалла. Вӗсем пӗтӗм принципсене хӑйсене кирлӗ пек ӑнлантарнӑшӑн ӗлӗк "иезуит" тени "икӗпитлӗх" сӑмахӑн синонимӗ пулнӑ.

Ҫак каларӑш евӗрлӗрех сӑмахсем ытти чӗлхесенче те пур.

Вырӑсла:
🚩Благими намерениями вымощена дорога в ад.

Чӑвашла:
🚩Чун пӗрре, ӗмӗт ҫӗр те пӗрре.
🚩Ӗмӗт хыҫҫӑн ан кай.

[Эп ӑнланнӑ тӑрӑх, ку "ҫын ӗмӗт хуҫи пулмалла, тарҫи мар" тенине пӗлтерет].

Анчах та Европӑра 17-мӗш ӗмӗрте сарӑличчен те ку каларӑш паллӑ пулнӑ. Ӗлӗк-авал, Христос ҫураличчен 10-мӗш ӗмӗрте Овидий хӑйӗн "Epistulae Heroidum" (е "Heroides sive Epistolae" - "паттӑр хӗрарӑмсен ҫырӑвӗсем") хайлавӗнче ҫапла ҫырнӑ пулнӑ:  "exitus ācta probat" -- "ӗҫе тухӑҫӗпе виҫеҫҫӗ". Унта пӗлтерӗшӗ пач хирӗҫле пулса тухать: ӗҫ пахалӑхне тухӑҫӗ кӑтартать-мӗн.

#каларӑш
Мандаринне вӗлернӗ пулӑттӑр-и?

Достоевскин Раскольниковӗ (1866 ҫул) пӗр палламан, никама кирлӗ мар карчӑка вӗлерсе пуйса темиҫе ырӑ ӗҫ тума шут тытать. Имӗш темиҫе ырӑ ӗҫсемшӗн пӗр "пӗчӗк" усал тума юрать. Ҫак шухӑш ҫӗнӗ пулман.

Унран кӑштах маларах Оноре де Бальзак хӑйӗн "Горио ашшӗ" (Le père Goriot, 1835) романӗнче ҫапла ҫырнӑ:
«Енчен те таҫта инҫетре пӗр питӗ пуян та питӗ ватӑ мандарина [китай улпучӗ] пӗр кӑмӑлпа кӑна [кнопка пусса, тӗслӗхрен], юнсӑр, пӳрнепе тӗкӗнмесӗр, Парижран тухмасӑрах вӗлерме май пулнӑ пулсан тата унӑн пуянлӑхне хӑвна илме пултарсан, ҫавна никам та пӗлмест, ҫавӑншӑн нихҫан никам та айӑплаймасть пулсан -- ҫапла тунӑ пулӑттӑр-и?»

Анчах ҫак этика дилеммине Бальзак та хӑй шутласа кӑларман. Шатобриан "Христос тӗнӗн генийӗ" (Le Génie du Christianisme, 1802), тата маларах -- Дени Дидро (1773) ҫав ыйтӑвах тӗпченӗ пулнӑ.

Чи пӗрремӗш вара Платон пулнӑ, вӑл этем хӑйне йӗркеллӗ тыткаланин пӗртен-пӗр сӑлтавӗ -- явап тыттарасран хӑрани тесе ҫырнӑ.

Бальзак хыҫҫӑн "мандарина вӗлерни" тесе пит тасах мар меслетпе укҫа илнине пӗлтерме пуҫланӑ.


Ҫӑлкуҫӗ:
https://cyberleninka.ru/article/n/paradoks-o-mandarine-eticheskiy-eksperiment-v-literature

#каларӑш
Гном ҫӑкри ҫинчен

Сирӗн кун пекки пулнӑ-и:
апат пӗҫерни ӑнмасан, тутлӑ мар пулсан,
вӑл пӗр кун плита ҫинче ларать,
унтан холодильника куҫать, манӑҫать,
унтан, ун ӑшӗнче ҫӗнӗ пурнӑҫ ҫуралсан, ӑна тин ҫӑмӑллӑн тӑкма алӑ ҫитет? Апат тутлӑ мар пулсан ҫиес те килмест.

Терри Пратчетт хӑйӗн Diskworld ҫаврӑмӗнче ("Wierd sisters") гном ҫӑкри ҫинчен каласа парать. Ку шедевра пӗр улӑштармасӑр куҫартӑм:

«Кутамккара гном кукли тытакан ҫын чӑн-чӑн выҫлӑх мӗнне нихҫан та пӗлмест. Ҫак кукӑле куҫ хӳрипе курсанах, эс ҫисе яма пултаракан вӑтӑр япала пуҫа пырса кӗрет. Тӗслӗхрен, хӑвӑн аттусем. Ту. Вилнӗ сурӑх. Хӑвӑн уру.»


#куҫару
Ача ӳстересси -- пысӑк, йывӑр тата питӗ кирлӗ ӗҫ.

Ача ӳстерес енпе ҫыхӑннӑ ҫӗнӗ канал пуҫарса ятӑм, унта эпӗ кашни атте-аннене ҫывӑх япаласем ҫинчен ҫырас тетӗп.
@anneketese

Тата пӗр-пӗрне пулӑшма, йывӑрлӑхсемпе пайлашма, канаш ыйтма уйрӑм чат:
@atte_anne

Чӗлхепе кӑна ҫыхӑнман, пӗтӗмӗшле атте-аннелӗх ҫинчен пултӑр.
Йӑваш пулсан -- таптаяҫҫӗ,
Хастар пулсан -- хупаяҫҫӗ,
Ӑса текех -- ӑнланмаҫҫӗ,
Ырра текех -- ырламаҫҫӗ,
Ҫылӑх пулсан -- ҫыхаяҫҫӗ,
Чечекленсен -- татаяҫҫӗ,
Таса пулсан -- таканлаҫҫӗ,
Усал пулсан -- тыллаяҫҫӗ,
Мӗнле пулас -- ӑнланмастӑп...
Шӑпапала вӑй вылятӑп,
Хама хам лӑплантаратӑп:
"Хам телейпе хам пурнатӑп..."

Игорь Тальков (?) сӑввине чӑвашла Владимир Алексеев куҫарнӑ, 28.03.2023

Ҫӑлкуҫсем:
https://vk.com/wall208805031_1856
https://www.inpearls.ru/187101

#сӑвӑ
Чӑвашла: ҫын
Алтайла: йон
Уйгурла: jan (جان)
Тывалла: чон
Сахалла: дьон
Бурятла: хүн / зон
Монголла: хүний

Тымарӗ китайран: 人(жэнь) -- ҫын.

#сӑмах
Ача-пӑча литературине ак кунта итлеме май пур:

http://pchd21.ru/poslushaem

Шел пулин те, пурӗ 10 страницӑран чӑвашла 2,5 кӑна..

#нумай_чӗлхелӗх
«Чи-чи кӑсӑя», 1987ç.
Ача-пӑча валли Петӗр Эйзин пухнӑ юрӑсем, Зинаида Чернова ӳкерсе илемлетнӗ.

Электронлӑ вариант тупӑнмарӗ.

Ма кун пек кӗнекесене ҫӗнӗрен пичетлемеҫҫӗ?