Топ 5 аннен сăмахĕсем:
1. Тухăр çиме, яшка антартăм, час сивĕнет акă
2. Сĕтел çине сăтăрса илнĕ хыççăн тепренчĕксем хăварсан упăшку кукша пулать
3. Çÿç-пуçна пуçтар, алпасти пек ан çÿре
4. Сана валли куян кучченĕç парса ячĕ
5. Уруна тăхăн, çара çерçи
#каларӑш

«Упа кутне çу сĕрнĕ, тет те: ытла çемçе, тесе каларĕ, тет; эс те çавăн пек: сана темле лайăх туса парсан та, юрас çук.»
Ооо, пӗлетӗп эп ун пек ҫынсене 😁
#каларӑш
Ооо, пӗлетӗп эп ун пек ҫынсене 😁
#каларӑш
Навигаци валли тег пуххи:
#опыт
#нумай_чӗлхелӗх
#longread
#рецепт
#сӑвӑ
#сӑмах
#юрӑ
#халлап
#юмах
#каларӑш
#уйăх
#кун
#пултаруллӑ_ҫынсем
#ачалӑх
#Путешествие в историю чуваш
#опыт
#нумай_чӗлхелӗх
#longread
#рецепт
#сӑвӑ
#сӑмах
#юрӑ
#халлап
#юмах
#каларӑш
#уйăх
#кун
#пултаруллӑ_ҫынсем
#ачалӑх
#Путешествие в историю чуваш
The end justifies the means
(Тӗллевӗ меслет хакне кӑларать)
Ҫак "ҫунатлӑ" кӑларӑшӗн авторӗ тесе Никколло Макиавелли, пӗрремӗш политолог, ҫинчен калаҫҫӗ: "Il fine giustifica i mezzi" евӗрлӗрех шухӑшсем унӑн "Государь" кӗнекинче пур имӗш.
Анчах ҫак сӑмахсен тымарӗсем тарӑнрах, тӗрлӗ вӑхӑтра вӗсене каланӑ:
-- Антонио Эскобар-и-Мендоза иезуит (1644, "Liber theologiae moralis")
-- Томас Гоббс философ (1646, "Elementa philosophica de cive")
-- Герман Бузенбаум теолог-иезуит (1645, "Medulla theologiae moralis"): cum finis est licitus, etiam media sunt licita.
Кунта курӑнать, ҫак шухӑшсем пӗр вӑхӑталла тӗнчере сарӑлма пуҫланӑ, анчах Ватикан кӑна каярахпа айӑпласа тиркенӗ. Францире ку шухӑшпа хупланса 1757-мӗш ҫулта пӗр ҫын, Дамьен, Людовик ХV вӗлересшӗн пулнӑ та ҫӗҫӗпе чиксе амантнӑ, кун хыҫҫӑн Бузенбаумӑн кӗнекисене ҫав ҫӗршывра ҫунтарса яма хушнӑ. Ҫак сюжетне Чарльз Диккенс хӑйӗн "A Tale of Two Cities" романӗнче кӗскен кӑна сӑмах май ҫырса кӑтартнӑ.
Чӑнах та, "тӗллевӗ меслет хакне кӑларать" тесе темле усал ӗҫе те каҫарма пулать.
Тӗслӗхрен -- ҫав каларӑш Лекс Лютор девизӗ.
Иезуитсем ҫинчен тата ик сӑмах. Вӗсен девиз -- "Erit sicut cadaver" ("Виле пекех") -- вӗсен тӗп принципне кӑтартать: санран ҫӳлерех тӑракана пӗр сӑмахсӑр пӗтӗмпех пӑхӑнмалла, ҫирӗп иерархи тытмалла. Вӗсем пӗтӗм принципсене хӑйсене кирлӗ пек ӑнлантарнӑшӑн ӗлӗк "иезуит" тени "икӗпитлӗх" сӑмахӑн синонимӗ пулнӑ.
Ҫак каларӑш евӗрлӗрех сӑмахсем ытти чӗлхесенче те пур.
Вырӑсла:
🚩Благими намерениями вымощена дорога в ад.
Чӑвашла:
🚩Чун пӗрре, ӗмӗт ҫӗр те пӗрре.
🚩Ӗмӗт хыҫҫӑн ан кай.
[Эп ӑнланнӑ тӑрӑх, ку "ҫын ӗмӗт хуҫи пулмалла, тарҫи мар" тенине пӗлтерет].
Анчах та Европӑра 17-мӗш ӗмӗрте сарӑличчен те ку каларӑш паллӑ пулнӑ. Ӗлӗк-авал, Христос ҫураличчен 10-мӗш ӗмӗрте Овидий хӑйӗн "Epistulae Heroidum" (е "Heroides sive Epistolae" - "паттӑр хӗрарӑмсен ҫырӑвӗсем") хайлавӗнче ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: "exitus ācta probat" -- "ӗҫе тухӑҫӗпе виҫеҫҫӗ". Унта пӗлтерӗшӗ пач хирӗҫле пулса тухать: ӗҫ пахалӑхне тухӑҫӗ кӑтартать-мӗн.

Мандаринне вӗлернӗ пулӑттӑр-и?
Достоевскин Раскольниковӗ (1866 ҫул) пӗр палламан, никама кирлӗ мар карчӑка вӗлерсе пуйса темиҫе ырӑ ӗҫ тума шут тытать. Имӗш темиҫе ырӑ ӗҫсемшӗн пӗр "пӗчӗк" усал тума юрать. Ҫак шухӑш ҫӗнӗ пулман.
Унран кӑштах маларах Оноре де Бальзак хӑйӗн "Горио ашшӗ" (Le père Goriot, 1835) романӗнче ҫапла ҫырнӑ:
«Енчен те таҫта инҫетре пӗр питӗ пуян та питӗ ватӑ мандарина [китай улпучӗ] пӗр кӑмӑлпа кӑна [кнопка пусса, тӗслӗхрен], юнсӑр, пӳрнепе тӗкӗнмесӗр, Парижран тухмасӑрах вӗлерме май пулнӑ пулсан тата унӑн пуянлӑхне хӑвна илме пултарсан, ҫавна никам та пӗлмест, ҫавӑншӑн нихҫан никам та айӑплаймасть пулсан -- ҫапла тунӑ пулӑттӑр-и?»
Анчах ҫак этика дилеммине Бальзак та хӑй шутласа кӑларман. Шатобриан "Христос тӗнӗн генийӗ" (Le Génie du Christianisme, 1802), тата маларах -- Дени Дидро (1773) ҫав ыйтӑвах тӗпченӗ пулнӑ.
Чи пӗрремӗш вара Платон пулнӑ, вӑл этем хӑйне йӗркеллӗ тыткаланин пӗртен-пӗр сӑлтавӗ -- явап тыттарасран хӑрани тесе ҫырнӑ.
Бальзак хыҫҫӑн "мандарина вӗлерни" тесе пит тасах мар меслетпе укҫа илнине пӗлтерме пуҫланӑ.
Ҫӑлкуҫӗ:
https://cyberleninka.ru/article/n/paradoks-o-mandarine-eticheskiy-eksperiment-v-literature