Чӑвашла шухӑшла
462 subscribers
719 photos
28 videos
32 files
253 links
Чӑвашла пуҫа ӗҫлеттеретпӗр.
Ҫыхӑну: @chushu_bot
Download Telegram
Симӗс

Пӗр садра чӑваш тата тутар ачисем хутӑш пулнӑ.
Пӗррехинче тутар хӗрачи хитре симӗс кӗпе тӑхӑнса килнӗ тет. Чӑваш ачи ҫакна курса тӗлӗннипе: "Симӗс, симӗс!" -- терӗ тет. Тутар хӗрачи, ҫиленсе: "Сам ты -- симӗс!" -- тесе хучӗ тет.

Тутарла "симез" -- "мӑнтӑр" иккен 😅
#халлап
Интереслӗ, кефир пӗрчисене (темиҫе тӗрлӗ пӗчӗк кӑмпасен тата бактерисен симбионтлӑ колонийӗ) карачайсем "Мохаммед пӗрчисем" тенӗ, Турӑ парни тесе шутланӑ, ҫавна кура ҫав пӗрчисене те никама та паман, кефир рецептне те каламан. Каласа парсан - Турӑ ҫиленет, пӗтӗм кефир пӗрчисем вилӗҫҫӗ тесе хӑранӑ.

19-мӗш ӗмӗрте ҫамрӑк вырӑс хӗр Ирина Сахарова ятарласа ҫав кефир пӗрчисене ыйтма Кавказа килнӗ. Карачай мӑрси Бек-Мурза Байчоров ҫав хӗре куҫ хунӑ та авалхи йӑлапа хӗр вӑрланӑ. Хӗре ҫул ҫинче каялла тавӑрнӑ, мӑрсана суда панӑ, хӗр вара Бек-Мурзана кефир пӗрчисене пама ыйтнӑ.
Тен, ку халлап кӑна, анчах та Ирина Сахарова каялла кефир пӗрчисене илсе килнӗ-килнех.

#халлап
Улӑп пики ҫинчен каласа паракан халлап.
Текст ⬇️

#халлап
Улӑп пики
Пирӗн енче темле калама та ҫук ҫӳллӗ тусемех ҫук. Ҫапах та вӗсене пирӗн халӑх ту тесе калать. Пӗрне Валим хуҫа тӑвӗ теҫҫӗ, вӑл Пӳлер патӗнче. Теприне Хуралту тесе ят панӑ. Вӑл Ҫарӑмсан шывӗнчен ытла аякрах мар. Елӗк-авал, Пӑлхар саманинче, вӗсен тӑрринче вут ҫунтарса тимӗр шӑратнӑ, тет.
Виҫҫӗмӗшӗ вара Кереметпуҫ ялӗпе Аксу хушшинче вырнаҫнӑ, ӑна Улӑпту теҫҫӗ. Ҫак тусене мӗн авалтанпах Улӑп ура пуснӑ вырӑнсем тенӗ. Вӗсем хушшисем вӑтӑршар ҫухрӑма яхӑн пуль. Улӑп ҫапла пӗрре ярса пусмассерен вӑтӑршар ҫухрӑм утнӑ, тет. Пӗрисем тата ҫав Улӑпту ҫине вуникӗ паттӑра пытарнӑ тесе калаҫҫӗ.

Ӗлӗк, эпӗ ача чухне, ҫурхи тӗттӗм каҫсенче ҫав Улӑпту тӑрринче вут хӗмӗсем вӗл-вӗл варкӑшса тӑнине кураттӑмӑр. Ваттисем вара пире:
— Улӑпӑн савнӑ пики, Асамҫӑ-хӗр, ҫӳҫне турама тытӑнчӗ. Вӑл ялан ҫапла, вӑййа тухас умӗн илемлӗ ҫӳҫне варкӑштарса ҫивӗт тӑвать. Кам та кам ҫав пикене ҫывӑхран курать, туранӑ чухне ӳкнӗ ҫӳҫ пӗрчине тупать, ҫав ҫын асамҫӑ пулать, телейлӗ пулать,— тетчӗҫ.

Хӑшпӗр каччӑсем вара ҫав пикене ҫывӑхран курасшӑн, унӑн ҫӳҫ пӗрчине тупасшӑн ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе Сатук арманӗ патӗнче тип ҫырмара пытанса ларнӑ. Анчах Асамҫӑ-хӗре вӗсем пӗрре те ҫывӑхран курайман, тет, телей паракан ҫӳҫ пӗрчине те тупайман, тет -- Пике никама та хӑй ҫывӑхне яман, тет, куҫран ҫухалнӑ, тет.

#халлап
Пит ҫӑмартине тӑм илнӗ
(Асаннен халлапӗ)

Манӑн асанне кӗҫӗн классене вӗрентнӗ чухне чӑваш ачисем вырӑсла лайӑхах пӗлмен. Ҫавӑнпа асанне вӗсене вырӑсла та калаҫтарма тӑрӑшнӑ.
Пӗррехинче хӗлле пӗр ача шкула питне шӑнтса килнӗ пулнӑ. Асанне ӑна: "Сан пит ҫӑмартине тӑм илнӗ, ҫакна вырӑсла кала-ха", -- тесе ыйтнӑ.
Леш шутланӑ-шутланӑ та:
-- Лицо яйцо глина взял! --
тесе куҫарнӑ тет.

#халлап
"Чӑваш" этноним ӑҫтан пулса кайнине паянхи куна никам та тӗплӗн пӗлмест. Темиҫе верси ҫӳрет, вӗсенчен пӗри те ҫирӗп мар.
Тата тепӗр верси ҫинчен каласа паракан халлап та пур.

Текст ⬇️

#халлап
Чӑваш ятлӑ сунарҫӑ

Елӗк-авал пӗр Чӑваш ятлӑ ҫын пурӑннӑ, тет. Вӑл ухӑран пит тӗл пенӗ. Пӗррехинче вӑл тусем ҫине ухутана кайнӑ. Ҫӳресен-ҫӳресен, вӑл пӗр ту хысакӗ ҫинче ҫав тери илемлӗ кайӑк ларнине курнӑ. «Персе антарам-ха ку кайӑка»,— тесе, вӑл ҫивӗч вӗҫлӗ ҫӗмренне кӑларнӑ. Кайӑк, ӑна курса, этем чӗлхипе калать:
— Ан пер мана, Чӑваш, киле илсе кай: кирлӗ кунта кирлӗ пулӑп,— тет.
Чӑваш килӗшет, кайӑка килне илсе таврӑнать.

Каҫ пулать, Чӑваш ҫывӑрма выртать. Ҫӗрле ку темӗнле шӑв-шав илтет. Сиксе тӑрать те тула чупса тухать. Ана хирӗҫ пӳрте пӗр хитре кӑна йӗкӗт чупса кӗрет, кӗрет те ҫухалать. Чӑваш ҫак йӗкӗтӗн тумӗ пӗтӗмпех кӗмӗлтен пулнине курать.
Ҫӗлӗк те уйӑх ҫутипе йӑл-ял ҫиҫет, тет.

Унччен те пулмасть — йӗкӗт хыҫҫӑн ял ҫыннисем чупса ҫитеҫҫӗ. Чӑваш вӗсенчен мӗн пулнине ыйтса пӗлет. Ҫынсем ӑна каласа параҫҫӗ. Вӑрӑ-хурах кӑпчаксем ял ҫине тапӑннӑ та лашасене, выльӑхсене хӑваласа каясшӑн пулнӑ иккен. Вара ҫав йӗкӗт вӗсене хӑваласа янӑ. Ял ҫыннисем вӑл Чӑваш патне кӗнине курнӑ, кам пулнине пӗлесшӗн килнӗ.
— Аҫта кайрӗ ҫав йӗкӗт? Вӑл пирӗн выльӑх-чӗрлӗхе ҫӑлса хӑварчӗ, тӑшмансене хӑваласа ячӗ, — теҫҫӗ.

Чӑваш калама та пӗлмест. Вӑл пӳрте кӗрет, пӑхать — никам та ҫук, кайӑк анчах ларать. Чӑваш пырать те кайӑка ҫапса ӳкерет. Унччен те пулмасть — кайӑкран пит чипер, хитре хӗр пулса тӑрать. Тумӗ те кӗмӗлтен, тет. Вара кӑпчаксене ҫак хӗр хӑваласа янине чухласа илет Чӑваш. Ҫынсем те пӗлеҫҫӗ.
— Ну, эпӗ халь санӑн арӑму пулатӑп, — тет ҫак хӗр.
Чӑваш ӑна хапӑлласах йышӑнать.

Пурӑнаҫҫӗ кусем пурнӑҫа. Нумай та вӑхӑт иртмест — ҫав хӗр ҫинчен ӗмпӳ илтет, ӑна хӑй патне илсе пыма, арӑм тума шутлать. Ҫав шутпа вӑл хӑйӗн нукерӗсене Чӑваш патне ярать. Кусем ҫитеҫҫӗ те кайӑк-хӗре ӗмпӳ патне пыма хушаҫҫӗ. Чӑваш ҫилленсе каять те ҫав нукерсене пурне те вӗлерсе пӗтерет. Вара вӑл арӑмӗпе пӗрле выльӑх-чӗрлӗхне пухать те, лашасем кӳлет те тинӗс хӗррине тарса каять.

Нумай вӑхӑт ыр курса пурӑнаҫҫӗ вӗсем, ватӑлса вилеҫҫӗ.
Вӗсем вилсен, вӗсен ачисене «чӑвашсем» теме тытӑннӑ пулать. Чӑваш ятлӑ ҫынтан чӑвашсем ҫапла пулса кайнӑ, тет.

#халлап
Ҫӗнӗ ҫул ҫитеспе асаттен пӗр чуна ӑшӑтакан халлапне каласа парас килет.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи чухӑн ҫулсем, ман асатте ун чух пӗр 5-7 ҫулта пулнӑ.
Пӗррехинче ялта тин уйӑрнӑ пыл сутнӑ тет, ҫынсем хӑйсен савӑчӗпе пынӑ, сутуҫӑ вӗсене ҫавӑнта пыл антарса панӑ. Ялти ача-пӑча йӗри-тавра явӑннӑ, паллах, анчах пыл илме никамӑн та укҫи пулман.

Пӗр ватӑ арҫын лавккаран ҫӑкӑр илчӗ тет те ҫемҫе ӑш-чиккине унтан кӑларса илчӗ тет. "Манӑн савӑт ҫук, ак ҫакӑнта пыл ярса парӑр-ха", -- терӗ тет. Шӑп-тулли тултарчӗҫ тет. Арҫынни кӑссисене шаккаса пӑхрӗ тет те: "Ак тамаша, укҫана илме маннӑ", -- терӗ тет, вара пылне каллене силлесе тӑкрӗ тет.
Ҫак пыллӑ ҫӑкрине урамра вылякан ачасене валеҫсе ҫитерчӗ тет ҫав арҫын.

Кашнине кӑштахшар кӑна лекнӗ пулсан та, асатте ҫав ҫӑкрине мӗн ватӑличчен аса илетчӗ.

#халлап
Усал улӑштарнӑ ача

Ӗлӗк-авал, вакцинаци, антибиотиксем тата путлӗ чир диагностики пулман чухне, ачасем пӗчӗкле нумай вилнӗ. Ҫынсем кун пек чирсене ӑнлантарма пӗлмен. Ҫавна кура пӗтӗм тӗнчепе пӗрпӗкрех мифсем пулса кайнӑ: ҫыннӑн сывӑ ачине темле усал хӑйӗн сусӑр е ахаль нумай макракан ачапа улӑштарса хӑварать имӗш.
Ҫав усалӗ сывӑ ачана тавӑртӑр тесе чирлӗ "улӑштарнӑ" ачине вӑйлӑ хӗнемелле пулнӑ имӗш.
Пирӗн те кун пек халлап пур.

Каҫӑ:
https://en.wikipedia.org/wiki/Changeling

Текст ⬇️⬇️⬇️
#халлап
Улӑштарнӑ ача ҫинчен

Ийе вӑл шуйттан тавраш, вак усал. Вӑл мунчара та, пушӑ пӳртре те пурӑнать тет. Ваттисем ҫапла каланӑ: «Ачана пӳрте пӗччен хӑварма юрамасть, усал улӑштарса каять», — тенӗ.
Ийе вара ҫыннӑн ачине илсе кайса хӑйӗн уксак, суккӑр, чӑлах, сӗлекеллӗ ачине парса хӑварать тет, е урӑх тӗрлӗ чирлӗ ача парса хӑварать тет. Ийе улӑштарнӑ ача пуҫне тӳрӗ тытаймасть, сӗлекине юхтарать, ахӑлтатса кулать, аллисемпе пӗрмаях вылять тет.

Ийе хӑй ачине каялла илсе кайса ҫын ачине кӳрсе патӑр тесен, акӑ ҫапла тӑваҫҫӗ. Сывӑ мар ачана (ийе улӑштарнӑ ачана) вӗри мар кӑмакана пӑрахаҫҫӗ. Кӑмака ҫӑварӗ умне типӗ, тылламан йӗтӗн хураҫҫӗ те вут чӗртсе яраҫҫӗ. Пӗр хӗррине ийе кӗмелӗх уҫӑ хӑвараҫҫӗ.
Вара йӗплӗ хулӑ илеҫҫӗ те кӑмака умӗнче ийе ачине хӗнетпӗр тесе ҫапаҫҫӗ: «Ак сана, ийе ачи! Ийе каялла илсе каймасан, сана вӑйлӑ хӗнетпӗр те ҫунтаратпӑр!» — тесе ҫапаҫҫӗ.

Ача кӑмакара макӑрса выртать. Унтан тата хытӑрах: «Ийе, ман ачана каллене пар, памасан сан ачуна вӗлеретпӗр!» — тесе, ачана кӑларса, ерипен ҫапаҫҫӗ.
Ийе вара, хӑй ачине хӗрхенсе, ҫын ачине калла пырса парать тет, хӑй ачине калла илсе каять тет.

#халлап
#longread
#халлап

Пукрав

Пукравра мӗн уявлаҫҫӗ?
Малтан ӑна юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче палӑртнӑ, унтан 14-мӗшне куҫарса лартнӑ.

Уяв тымарӗсене XII-мӗш ӗмӗрте шырамалла.
1164 ҫулта ҫурла уйӑхӗнче вырӑс ҫарӗ Атӑлҫи Пӑлхар ҫӗрӗсене тапӑннӑ:
«...и поможе им Бог и Святая Богородица на болгары: самех исекоша множьство, а стягы их поимаша, и одва в мале дружине утече князь болгарьскый до Великаго города»

"Князь болгарский" -- пӑлхарсен патши мар, ҫарпуҫӗ.
"Великий город" -- Атӑлҫи Пӑлхар тӗп хули, Пӳлер, Кӗҫӗн Ҫарӑмсан ҫырмин сулахай ҫыранӗнче вырнӑҫнӑ (хальхи Тутарстанри Алексеевски районӗнче, Чулман Атӑлтан 40 ҫухрӑм кӑнтӑралла).

Владимирти кнеҫ Андрей Боголюбский пӑлхарсен ҫӗрне ҫаратнӑ, нумай пуянлӑх вӑрласа тухнӑ, 4 хула тӗпӗ-йӗрӗпе ҫунтарса янӑ:
«И шедше взяша град их славный Бряхимов, а переди 3 городы их пожгоша. Се же бысть чюдо новое Святое Богородици Володимерское, юже взял бяше с собою благоверный князь Андрей…»