Чӑвашла шухӑшла
461 subscribers
719 photos
28 videos
32 files
253 links
Чӑвашла пуҫа ӗҫлеттеретпӗр.
Ҫыхӑну: @chushu_bot
Download Telegram
#longread
#нумай_чӗлхелӗх
#опыт

ИММИГРАЦИРЕ НУМАЙ ЧӖЛХЕЛЛӖ АЧА ӲСТЕРНӖ ОПЫТ

1/9 пайӗ https://t.me/chushu/1074
2/9 пайӗ https://t.me/chushu/1078
3/9 пайӗ https://t.me/chushu/1085
4/9 пайӗ

Полилингв ача-пӑчасем калаҫӑва хӑнӑхнӑ чухне йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма пултараҫҫӗ, сӑмахран, чӗлхе пӑтратни, теприсен (йывӑртарах) чӗлхине улӑштарни, пурте ӑнланаҫҫӗ, анчах темле чӗлхепе калаҫма килӗшменни тӗл пулать. Сирӗн мӗнле те пулин йывӑрлӑхсем пулнӑ-и, пулнӑ пулсан, эсир вӗсене мӗнле сиртӗр?

Йывӑрлӑхсем 5 ҫул тӗлне ҫухалнӑ. Питӗ нумай чӑтӑмлӑх кирлӗ, тепӗр хут калатӑп. Штатсенче (эпир пулнӑ пур ҫӗрте те) халӑх пурне те пӗлме тӑрӑшни пулӑшрӗ. Магазинта панулми ыйтнӑ чух: "Эпӗ тата вырӑсла панулми ыйтма пултаратӑп, ыйтас-и?" Анечка ҫавӑнпа сӗмсӗррӗн усӑ куратчӗ, мухтасса, тӳлевсӗр канфет парасса лӑпкӑн шанма пултаратчӗ.

Ҫавӑн пекех акӑлчанла "калаҫман" вылямалли теттесем йӗркелени те питӗ пулӑшрӗ, ҫавӑ пилӗк ҫул ҫурӑччен ӗҫлерӗ. Унтан вӑл вырӑссен ача садне лекрӗ, анчах унта чӗлхе аталанӑвӗн пур стадийӗсенче те ачасем пулнӑ, пӗр вырӑсла е акӑлчанла кӑна калаҫакансенчен пуҫласа вӗсене ивритпа тата испани чӗлхипе хутӑштариччен. Унӑн полиглот пултарулӑхӗ унта кирлӗ пулнӑ, ҫавӑнпа та вӑл мӑнкӑмӑлланса кайнӑ. Сӑмах майӗн, вӑл чӗлхепе усӑ курма пултарни обществӑшӑн кӑна мар пулнине часах ӑнланса илчӗ. Тепӗр уйӑхран ӑна тата тепӗр хӗрачана, акӑлчанла ҫеҫ калаҫаканскере, печени вӑрлассине сӳтсе явнине курнӑ. Акӑлчанла "мӗне пӗлтерет ку" тесе ыйтнине хирӗҫ вӑл вырӑсла мӑнкӑмӑллӑн "ку пирӗн хӗрупраҫ вӑрттӑнлӑхӗсем" тесе хуравларӗ:)

Тен, ытлашши йывӑрлӑхсем пулман пулӗ, мӗншӗн тесен эпир хамӑр чӗлхесене уйӑратпӑр. Эпир ӑна хамӑр калаҫусене хутшӑнтарма (паллах, интимлӑ плансӑр пуҫне) нихҫан та чӑрмантарман. Ҫавӑнпа та уншӑн паллӑ пулнӑ: "аннепе ӑслӑлӑх кухньӑра" (телевизор передачисен ҫаврӑмӗ) телевизорпа акӑлчанла пулса иртет пулсан, эпир ӑна акӑлчанла тӑватпӑр, анчах кӑнтӑрлахи апата пельмень ҫисен - эпир вырӑсла калаҫатпӑр, мӗншӗн тесен пельмень вырӑс.
Пӗррехинче эпир Пушкина сӳтсе яврӑмӑр та сисмесӗр акӑлчанла куҫрӑмӑр. Унӑн тӳрех ыйту тухса тӑчӗ - Пушкин вырӑс-ҫке, мӗншӗн кӳрентеретӗр эсир ӑна?

--- 4/9 пайӗн вӗҫӗ ---
"Мӗн тума кирлӗ чӑваш чӗлхи?" -- тени час-час илтӗнет.
Кун пек ыйту лартни пач тӗрӗс мар:

1. Мӗн пур чӗлхесен те тӗнчере пӗр пек функци. Чӗлхе вӑл -- калаҫу хатӗрӗ. Акӑ, тейӗпӗр, икӗ кӗреҫе пур -- пӗри пирӗн, тепри кӳршӗн. Вӗсем тӗрлӗ пулсан та, иккӗш те пӗр пекех ӗҫ хатӗрӗ, пӗр пекех лайӑх. Анчах эпир хамӑрӑн кӗреҫене темшӗн хурласа, ӑна хамӑра кирлӗ пек улӑштарас вырӑнне кӳршӗрен яланах кӗреҫе ыйтсан, -- пирӗн кӗреҫе пӑнтӑхать те ӗҫлӗхрен тухать.

2. Тӗнчери хутшӑнусенче усӑ куракан чӗлхесен шучӗ -- 7, вырӑс чӗлхи ҫав шута кӗрет, ҫавӑнпа ашшӗ-амӑшӗсем, вырӑсли кирлӗрех тесе, ачисене чӑвашли вырӑнне вырӑсла калаҫтараҫҫӗ (анчах ача ик чӗлхе пӗлни вырӑс чӗлхине кӑшт та пӑсмасть!).
Анчах та юлашки вӑхӑтра онлайн-куҫаруҫӑсем вӑйлӑ аталанса кайрӗҫ. Мӗнле чӗлхепе сайт пулсан та, ӑна пурпӗр эпир вуласа ӑнланма пултаратпӑр. Кӑшт тӑрсан ҫынсем пӗр-пӗринпе чӗлхе пӗлмесӗрех аванах калаҫма пултарӗҫ акӑ -- миелофон пек япала пулӗ те.. Ун чухне вара мӗнле чӗлхе кирлӗрех пулӗ?

3. Ҫынсем урӑх чӗлхесене тӗрлӗ сӑлтавпа вӗренеҫҫӗ. Нумай хутра ҫак ӗҫӗн рационаллӑ сӑлтав ҫук. Ак, тӗслӗхрен, пӗр 15-20 ҫул каялла анимешниксен хушшинче яппун чӗлхине вӗренни анлӑ сарӑлнӑччӗ. Пӗр 10-15 ҫул каялла корей дорамисем пирӗн ҫамрӑксен пурнӑҫне кӗчӗҫ, унтан K-pop (korean pop-music). Вара пурте тенӗ пек корей чӗлхине вӗренме пикенчӗҫ.

4. Ытти чӗлхесем нумай, тӑван чӗлхе -- пӗрре. Чӑваш пулса чӗлхе пӗлменни вӑл маншӑн -- хӑйӗн килӗ ҫуккипе ют хваттерсем тӑрӑх ҫапкаланни пек. Ун пек те пурӑнма пулать, паллах, кама-тӑр килӗшет те пулмалла, анчах манӑн хам килте хуҫа пулас килет.

Чӗлхе вӗреннӗ чухне эпир вара яланах "чӗлхе кирлӗ" принциппа усӑ куратпӑр-и?
Эпир тем пек ӑслӑ та лайӑх вӗреннӗ пулсан та, яланах тулӑклӑ йышӑнусем тума хӑтланнӑ пулсан та, пурпӗрех ытларах кӑмӑл-туйӑмсене пӑхӑнса пурӑнатпӑр. (Кун ҫинчен уйрӑм ҫырӑп-ха.)

Чӑваш чӗлхи те маншӑн ма паха: вӑл асаттен халлапӗсем, асаннен сӑввисем, аннен апачӗсем, аттен юррисем, юлташсен вӑййисем.
Урӑхла каласан -- пӗтӗмпех ачалӑхри ҫутӑ самантсемпе тачӑ ҫыхӑннӑ япала. Ҫакна эпир "тӑван" тетпӗр.

#longread
#нумай_чӗлхелӗх
Чӑвашла шухӑшла
Ҫак куна пирӗн каналта яланхи #сӑмах рубрики сайра тухать, шел пулин те. Тӳрленме тӑрӑшӑп-ха малашне. Сӑлтавӗ ансат та, кӑткӑс та: манӑн икӗ пӗчӗк ача, пӗри кӗҫ виҫҫӗ тултарать, тепри пилӗк уйӑхра. Ачасене эп ҫуралнӑранах чӑвашла калаҫтаратӑп, анчах та, виҫӗ…
Ултӑ уйӑх иртрӗ. Улшӑнусем лайӑх енне пулса иртрӗҫ, аслӑ ывӑл халь чиперех чӑвашла та, вырӑсла та калаҫать, кӗҫӗнни те пӗтӗмпех ӑнланать, чӑвашла пӗрремӗш сӑмахсем те пур.

Мӗн турӑм:

1. Телевизор сассине минимум таран чакартӑм. Вара мультфильмсене хамах чӑвашла "калаҫтартӑм".

2. Ҫывӑрма вырттарас умӗн, кӑнтӑрла та, каҫпа та, чӑваш юррисене юрлатӑп. Ачасене килӗшет.

3. Ачисене чӑвашла калаҫтарма тӑрӑшакан ашшӗ-амӑшӗсен ушкӑнне телеграмра хутшӑнтӑм. Пӗр-пӗрне пулӑшни, хавхалантарни вӑхӑт-вӑхӑт питӗ кирлӗ. Тата унта ачасем чӑвашла калаҫнине ҫыртарнӑ видеосене ачасем питӗ юратаҫҫӗ -- ҫапла вӗсем пӗччен маррине ӑнкарса илеҫҫӗ, вӗсем пекех чӑвашла калаҫакан ачасем тата та пуррине кураҫҫӗ. "Ачисем ӑҫта, атя пӑхатпӑр?" - тесе калать ман ача.

4. Константин Доброхотов блогер питӗ ансат та илемлӗ кӗске видеосем чӑвашла ҫыртарать, унсӑр пуҫне тата Александра Сергеевна блогер нумай пулмасть пӗтӗмпех чӑвашла видео тӑвать. Ҫавсене те кашни кун тенӗ пек кӑтартатӑп. "Хамӑр ял пар!" -- тесе ыйтать ача.

5. Кукашшӗпе кукамӑш мӑнукӗсемпе тинех чӑвашла кӑна калаҫма тытӑнчӗҫ. Тӑтӑшах вӗсемпе чӑвашла калаҫни те витӗм кӳрет, паллах.

6. Ачасемпе пӗрмай чӑвашла калаҫатӑп. Ашшӗ халь хӑй те чӑвашла лайӑх ӑнланать, кӑштах калаҫать те, ҫавӑнпа ҫак енчен килте чӑрмав ҫук. Ашшӗпе эпӗ те, ача та вырӑсла калаҫатпӑр.

Ҫапла вара, эпӗ таврара пӗртен-пӗр чӑвашла калаҫакан ҫын пулсан та, ачасем чӑвашла калаҫма пултарни паллӑ.
Паллах, питӗ вӑйлӑ мотиваци кирлӗ, хӑш чух -- пулӑшу, хӑш чух -- ҫӗнӗ пӗлӳ.

#нумай_чӗлхелӗх
Ача-пӑча литературине ак кунта итлеме май пур:

http://pchd21.ru/poslushaem

Шел пулин те, пурӗ 10 страницӑран чӑвашла 2,5 кӑна..

#нумай_чӗлхелӗх
⚡️"Хавал" тӑрӑшнипе ашшӗ-амӑшсем валли икӗ чӗлхеллӗ ача ӑнӑҫлӑ ӳстерме пулӑшакан брошюра хатӗр!

Хӑвӑр усӑ курӑр, малалла сарӑр!

P.S. Эстонларан вырӑсла куҫарни кунта:
https://t.me/chushu/899

#нумай_чӗлхелӗх
Сăтăрçă логопедсем çинчен

Кашни çур çул хамăн ачасен икчĕлхелĕх аталанăвĕ çинчен каласа паратăп.
Ак кунта пĕрремĕш пайĕ, ак кунта — иккĕмĕш.

Ача тăваттă тултарчĕ, чăвашла та, вырăсла та чиперех калаçать (хăйĕн çулĕсем валли), анчах та хăш-пĕр сасăсем йĕркеллĕ мар. Çавна кура логопед патне илсе кайма вăхăт çитрĕ тесе шутларăм.

Логопед ачапа калаçрĕ те çапла пĕтĕмлетсе пачĕ:
1. Вырăсла сăмахсем ача нормăран сахалтарах пĕлет (нож, белка, танк, локоть, колено, игла сăмахсене калаймарĕ). Ку вăл эпĕ ăна чăвашла калаçтарнăран, унăн шкулта вырăсла вĕренес пулать, çавăнпа та пирĕн приоритетлă чĕлхе суйламалла имĕш. "Если бы вы жили в стране, где государственный язык — чувашский..." Ăçта кун пек çĕршыв тупмаллине каламарĕ çав.
2. Ачапа малалла та чăвашла калаçсан, ача шкулта начар вĕренĕ. Мĕншĕн тесен вырăс чĕлхи ун чухне кирлĕ шая çитмест. Вӑхӑт сахал, васкамалла.
3. Темиçе сасă каламанни — питĕ япăх, ĕç пит нумай.

Çак логопед патне эпир урăх каймастпăр, паллах.
Пĕрремĕшĕнчен, мана унăн калаçăвĕнчи пассивлă агресси килĕшмерĕ.
Унтан — ачана ухмахрах вырăнне хуни (ача танк мĕн япала иккенне пĕлмесен логопедăн интонаци çав тери улшăнчĕ, тен мана туйăнчĕ кăна, анчах туйăма шанас терĕм).
Анчах чи пысăк сăлтавĕ — çак Агрессина Пассивовна икчӗлхелӗх пирки пач киревсĕр тата сиенлĕ канаш пани. Кун пек шовинистла шухӑшсем пирӗн ҫӗршыври логопедсен кӑна мар, пӗтӗм тӗнчере час-час тӗл пулаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Грецире.

Ачана тӑван чĕлхинчен уйăрни уншăн — амăшĕнчен тата çемьерен туртса илнипе пĕрех пулать [тесе шутлатӑп]. Чăваш тата вырăс чĕлхе хушшинче пĕрне кăна суйлани — амăшпе ашшĕ хушшинче суйланипе пĕрех.

Паянхи ӑслӑлӑх кун пирки мĕн шутлать:

❗️Логопедиллӗ проблемӑсемпе икчӗлхелӗх хушшинче ҫыхӑну ҫук.

🧠 Икчӗлхелӗх ӑс-хакӑл аталанӑвӗшӗн питӗ усӑллӑ. Шкулта ик чӗлхеллӗ ачасем пӗр чӗлхеллисем пекех вӗренеҫҫӗ.

🧑‍🎓 Мӗн пӗчӗкрен нумай чӗлхеллӗ ӳснӗ ҫынсен тиркевлӗ шухӑшлав (критическое мышление) вӑйлӑрах.

🏃‍♀️ Билингвӑн чӗлхисем, монолингвӑн чӗлхи пекех, индивидуаллӑ хӑвӑртлӑхпа аталанаҫҫӗ, анчах пӗр харӑс.

💞 Ик чӗлхеллӗ ача валли сасӑсем лартма унӑн проблемӑллӑ чӗлхепе ӗҫлекен логопед кирлӗ. Кун пекки пулмасан - нумай чӗлхелӗх аталанӑвне ӑнланакан логопед.

Ҫапла эпир хамӑра юрӑхлӑ логопед тата шыратпӑр-ха 🙂

Ҫӳлерех ҫырнӑ тезиссене ҫирӗплетекен ӑслӑ статьясем ҫакӑнта пухрӑм:

🔹Мӗн пӗчӗкренхи икчӗлхелӗх ача аталанӑвӗшӗн пӗртте сиенлӗ мар:
https://www.ncbi.nlm.nih.gov/pmc/articles/PMC6168212/

🔹Ик чӗлхелӗх ачасен пуҫ мимине улӑштарать:
https://www.frontiersin.org/articles/10.3389/fpsyg.2017.00552

https://www.ncbi.nlm.nih.gov/pmc/articles/PMC3583091/

🔹Сад ачисене ик чӗлхеллӗн вӗрентнин паха енӗсем:
https://www.researchgate.net/publication/369065583_The_benefits_of_bilingualism_in_early_childhood_education

🔹Икчӗлхеллӗ ачасем валли вӗсен тӑван чӗлхипе ӗҫлекен логопед кирлӗ:
https://cyberleninka.ru/article/n/logopedicheskaya-pomosch-dvuyazychnym-detyam-v-rechevom-razvitii/viewer

🔹Икчӗлхеллӗ ачасем социаллӑ-когнитивлӑ енчен вӑйлӑрах пулса ӳсеҫҫӗ:
https://www.child-encyclopedia.com/second-language/according-experts/second-languagebilingualism-early-age-emphasis-its-impact-early

🔹Пӗтӗмлетӳ (вырӑсла):
https://mel.fm/blog/daria-timoshchuk/76839-logopedy-vas-obmanyvayut

#нумай_чӗлхелӗх #ачалӑх #longread
Нумай чӗлхеллӗ этикет ҫинчен

Культурӑсен хушшинчи нумай чӗлхеллӗ калаҫу ӑнӑҫлӑ тата пуриншӗн те кӑмӑллӑ пултӑр тесен этикетӑн пӗртен-пӗр ылтӑн йӗркине пӑхӑнмалла:
Хӑвна та, ҫынсене те хисепле.

Хамӑра хисеплесе эпир:
Тӑван чӗлхерен вӑтанмастпӑр
Чӑвашсемпе чӑвашла калаҫатпӑр: хӑть хӑҫан, хӑть ӑҫта
Иртен-ҫӳрен ҫынсем пире ӑнланманшӑн пӑшӑрханмастпӑр

Чӑвашла ӑнланман ҫынсене хисеплесе эпир:
✳️ Хутӑш ушкӑнра пурте ӑнланмалла чӗлхепе кӑна калаҫатпӑр, ыттисен умӗнче чӑвашла калаҫма тиврӗ пулсан куҫарса паратпӑр
✳️ Ҫын ҫинче (транспортра, лавккара, пульницара, т.ыт.те) чӑвашла (е урӑх чӗлхепе те) хытӑ калаҫмастпӑр. Хытӑ калаҫни ыттисене харпӑр калаҫӑва ирӗксӗр хутӑштарни пулать.
✳️ Уйрӑм лару-тӑрусенче пӗр-пӗрин хушшинче мӗнле тата хӑҫан калаҫмаллине ятарлӑн калаҫса татӑлатпӑр

Ку-ха вӑл чӗрӗ калаҫу ҫинчен. Интернетра калаҫу йӗрки кӑштах урӑхла:
❇️ Чӗлхе суйласа илнӗ чухне ушкӑн правилисене тата темине шута илмелле
❇️ Теми чӑвашсемпе ҫыхӑннӑ тата правилисем чармаҫҫӗ пулсан чӑвашла ҫырма юрать
❇️ Мӗнле чӗлхепе коммент ҫырнӑ, ҫавӑнпа хуравлатпӑр [ҫав ҫын чӑвашла пӗлни паллӑ мар пулсан]
❇️ Пире хуравлакан начар ӑнланать пулсан, унран ыйтсан аван, тен вӑл вӗренет кӑна, ҫавӑнпа ҫӑмӑлтарах чӗлхе ҫине куҫасшӑн мар?

P.S. эсир кунта ҫырнипе килӗшменни те йӗркеллӗ, эпир тӗрлӗ, ҫав паха.

#нумай_чӗлхелӗх
Хӑҫан мӗнле чӗлхе усӑ курни ҫинчен

XIX-мӗш ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче дворянсем час-часах французла ҫырнӑ. Вырӑс чӗлхи ҫав вӑхӑтра ытларах хресченсен, ахаль ҫынсен чӗлхи пулнӑ.

Пушкин хӑйӗн ҫураҫнӑ хӗрӗ патне ҫырнӑ чухне француз чӗлхипе усӑ курнӑ: мӗншӗн тесен ун чухне вӑл сӑпайлӑх тата аристократи йышӑннӑ йӗркене пӑхӑннин палли кӑна пулнӑ.

Вӗсен ҫемье пурнӑҫӗ пуҫлансан вара, Пушкин Наталья Гончарова патне ҫырнӑ чух чӗлхине тӳрех улӑштарать:
🔹ҫырусенче ӑна "эсӗ" тесе чӗнме тытӑнать (французла "vous" ҫав вӑхӑтри ҫырура "эсӗ" пек те, "эсир" пек те куҫать, анчах ытларах дистанци тытнине пӗлтерет);
🔹вырӑсла ҫырать, паян вуласан хӑш чухне тӳрккесрех тата хытӑрах пек те туйӑнать -- анчах ун чухне вӑл арӑмне кӳрентересшӗн пулман, ӑна хӑйӗн тӗнчине, хӑйӗн ҫывӑхне кӗртесшӗн, тулашри тӗнчерен уйӑрасшӑн пулнӑ.

Ҫӑлкуҫ:
Левкович Я. Л. Письма Пушкина к жене.

#нумай_чӗлхелӗх
Урӑх чӗлхе -- урӑх ҫын

Эсир миҫе чӗлхе пӗлетӗр? Ҫакна вулатӑр пулсан -- сахалтан та иккӗ. Урӑх чӗлхене куҫнӑ чухне эсир хӑвӑра урӑх ҫын пек туятӑр-и, ҫук-и?

Пӗр нумай чӗлхеллӗ хӗр хӑй сӑнанипе пайлашрӗ:
🔹Вырӑсла (ун тӑван чӗлхи) калаҫнӑ чухне вӑл яланах хӑйне тиркессе, чышасса кӗтет, "кӗрешме" хатӗр.
🔹Акӑлчанла калаҫма ӑна пит ҫӑмӑл, хӑйне хапӑл тӑвасса пӗлет.
🔹Французла лайӑхах пӗлмесен те калаҫура хӑйне питӗ ирӗклӗ туять.
🔹Корейла пит хӑюсӑр, яланах аван мар пек пулать.
Сӑлтавӗ -- вӗрентекенсем тата калаҫакансем унпа хӑйсене мӗнлерех тыткаланинче тесе шутлать. Тӗслӗхрен, корейла вӗрентекенсем студентсенчен йӗплесе кулма юратнӑ, французсем вара кӑштах та пулин чӗлхе пӗлекенсене питӗ мухтанӑ.

Эпӗ хама чӑвашла тата вырӑсла калаҫнӑ чух тӗрлӗ ҫын пек туймастӑп, тен, мӗн пӗчӗкрен вӗреннипе. Акӑлчанла ман опыт лайӑхах мар ҫав, мана калаҫма йывӑр, ытлашши ҫӑвар уҫмастӑп та (ҫырма, вулама, итлеме -- аванах). Тутарла -- темиҫе ҫул калаҫман.

Эсир мӗн шутлатӑр? Ҫын урӑх чӗлхене куҫсан чӑнах улшӑнать-и?
Улшӑнать пулсан, тен, чӑвашла тин вӗренекенсене чышмалла мар, кӑсӑкланнӑшӑн, калаҫма хӑтланнӑшӑн, тӑрӑшнӑшӑн ытларах мухтамалла?

Каҫӑ:
https://t.me/mezhkulturno/819

#нумай_чӗлхелӗх
Икӗ ачан икчӗлхелӗхӗ ҫинчен

Кашни ҫур ҫул хамӑн ачасен чӗлхе аталанӑвӗ ҫинчен ҫыратӑп:
1⃣ ача малтан вырӑсла лайӑхрах калаҫни ҫинчен
2⃣ чӑваш чӗлхине тӳрлетни ҫинчен
3⃣ логопедиллӗ проблемисем

Паян кун аслӑ ывӑл 4,6 ҫулта, вӑл логопед патне ҫӳрени 4 уйӑх. Садика та кӑҫалтанпа ҫӳрет, унта пурте вырӑсла калаҫаҫҫӗ паллах.
Логопед патне ҫӳренин уссине пит курмарӑм-ха: хальччентемпе сасӑ лартма пуҫлаймарӗ, ытлашши нумай йӑнӑш тусан ачан кӑмӑлӗ пӑсӑлать те вӑл урӑх ӗҫлесшӗн мар пулать. Анчах та логопедпа та эрнере иккӗ, манпа тата кашни кун чӗлхе гимнастикине тата массаж тунин усси курӑнать: с, з, ш сассисем халь йӗркеллӗ, тата т, д, л, р юлчӗҫ.

Паян мана унӑн "хӑйне тыткалани" ҫинчен аслӑрах логопед патне калаҫма чӗнчӗҫ. Вӑл ачана диагностика тунӑччӗ.
1. Ача имӗш иртӗхнӗ, ҫавӑнпа итлесшӗн мар, ӗҫлесшӗн мар. Эпӗ ача хыҫҫӑн каятӑп имӗш.
2. Эпир килте икӗ чӗлхепе калаҫнипе ачан чӗлхе шайӗ час хӑпармасть, ҫавӑнпа ӗҫ хӑвӑртах кайтӑр тесен килте пӗр чӗлхе ҫине куҫмалла.

Икӗ тезиспа та эп килӗшес ҫук.
Пӗрремӗшне тӗкӗнместӗп, иккӗмӗш ҫинчен каласа хӑвармалли пур:
🔹Икӗ чӗлхеллӗ ачан кашни чӗлхепе "словарный запас" унӑн пӗр чӗлхеллӗ тантӑшӗсенчен пӗчӗкрех пулни йӗркеллӗ япала. Ку япала вӑхӑтлӑха кӑна, кайран, шкула кайиччен е (чи кайри) вӑтам шкула куҫиччен вӑл шайлашать.
🔹Сасӑ проблемисем икӗ чӗлхелӗхпе ҫыхӑнман, кун пирки ҫирӗп тӗпчевсем пур (ача пӗр чӗлхере пӗр-пӗр сасӑ калаймасан, вӑл ӑна урӑх чӗлхере те калаймасть). Ҫавна кура пӗр чӗлхе ҫине куҫни хӑвӑртрах сасӑ лартма пулӑшмасть.
🔹Пирӗн ҫӗршывра 80% вырӑс пурӑнать, вӗсем пурте тенӗ пек пӗчӗкрен пӗр чӗлхеллӗ кӑна. Ытти 20%-ран та хӑшӗсем килӗнчӗ вырӑсла кӑна калаҫнӑ.
Ҫавна кура пирӗн логопедсем, уйрӑмах республикӑсен тулашӗнче, мӗн пӗчӗкрен икӗ чӗлхеллӗ ачасене сайра кураҫҫӗ, вӗсен нормисем урӑхла пулнине пӗлмеҫҫӗ.

⚠️ Ашшӗ-амӑшӗ яланах ачине ырӑ кӑна сунать, ҫавӑнпа логопедсем кун пек канашсем парсан нумайӑшӗ итлеҫҫӗ. Ҫак канашсем пулӑшмаҫҫӗ кӑна мар, сиенлӗ иккенне пурин те пӗлмелле.

Эпир хамӑрӑн логопед патне ҫавах ҫӳреме шут тытрӑмӑр. Паян ак пурпӗр прогресс пулчӗ -- педагог мӗн каланине ача йӑлтах савӑнса турӗ тет, чиперех ӗҫлерӗ тет. Майӗпен пулсан та, усси пулатех тетӗп.

Кӗҫӗн ывӑл иккӗре халь. Эпӗ те, пиччӗшӗ те унпа ҫуралнӑранах чӑвашла калаҫнипе вӑл хӑйӗн ҫулӗсем валли питӗ лайӑх тата нумай калаҫать. Вырӑсла кӑштах сахалтарах, анчах куншӑн эп пӑшӑрханмастӑп, вӑл-ха кӑҫал садика каять.
Уйрӑмах мана мӗн килӗшет: вӗсем хӑйсен хушшинче 95% вӑхӑт чӑвашла калаҫаҫҫӗ.
Ҫапла диалог пӗр кун илтрӗм:
-- Пичче, пойдём! 😊
-- Эс мӗн манпа вырӑсла калаҫан? 🤨

#нумай_чӗлхелӗх #ачалӑх #longread
Чӗлхе хӑҫан уҫӑлать тата мӗнле манӑҫать

Нумай чӗлхелӗх ҫинчен каласа паракан ҫуркуннехи лекцисенчен пӗчӗк конспект турӑм:

🔹Чӗлхе чӑн-чӑн тӑван пултӑр тесен ӑна 10 тултариччен вӗренме пуҫламалла ("кӑштах ӑнланатӑп" шайӗ те билингвизм шутланать).

🔸Чӗлхе аталантӑр тесен ачасемпе эрнере 15-20 сехетрен нумайрах калаҫмалла. Сахалтарах пулсан -- чӗлхе манӑҫать, е пач уҫӑлмасть.

🔹Нумай чӗлхеллӗ ача нормисем:
1 ҫулхи ача -- миҫе чӗлхепе унпа калаҫаҫҫӗ, ҫавсене ӑнланать.
1,5 - 2 ҫултан пуҫласа 3 - 4 тултариччен -- икӗ чӗлхе хутӑштарма пултарать.
2 - 5 ҫулта -- чӗлхе аталанӑвӗ пӗр чӗлхеллӗ ачасенчен кӑштах кая юлса пырать.
4 - 5 ҫулта -- икӗ чӗлхе уйӑрать.
5 ҫулта -- ачасен чӗлхе туйӑмӗ, чӗлхе шайӗ пӗр чӗлхеллисенчен ирттерме пуҫлать.

🔸Ачасем 9 тултариччен урӑх чӗлхе ҫине пӗтӗмпех куҫсан пӗрремӗш чӗлхи манӑҫать. Миноритарлӑ чӗлхепе 30%-ран кая мар усӑ курмалла.

🔹Мӗнле маларах чӗлхепе усӑ курма пӑрахаҫҫӗ, ҫапла хӑвӑртах чӗлхе ҫухатаҫҫӗ.

🔸Ачалла пӗрре вӗреннӗ, анчах унтан маннӑ чӗлхене ҫӗнӗрен вӗренме ҫӑмӑлтарах -- пуҫ миминчи нейронлӑ ҫулӗсем пурпӗр юлаҫҫӗ, вӗсене ҫӗнетме пулать.

🔹Килте калаҫни чӗлхе уҫма пултарать, анчах "кухньӑран" ҫулерех шая ҫитме ҫав чӗлхепе эрнере пӗрре те пулин вӗренмелле, вуламалла, сӳтсе явмалла.


Ҫӑлкуҫӗ:
https://youtu.be/8qlqA_nO8ec
https://t.me/chushu/1473

#нумай_чӗлхелӗх #ачалӑх