Чӑвашла шухӑшла
462 subscribers
719 photos
28 videos
32 files
253 links
Чӑвашла пуҫа ӗҫлеттеретпӗр.
Ҫыхӑну: @chushu_bot
Download Telegram
Кăрлач - мĕншĕн вăл кăрлач?
Ĕлĕк уйăх чăн-чăн УЙĂХ пулнă - çĕнĕ уйăхпа уйăх тытăннă, çавăнпа çулталăкра 13 уйăх пулнă. Кăрлач уйăхĕ иккĕ пулнă: мăн кăрлаç та кĕçĕн кăрлаç (хальхи нарăс) - Ашмарин "Ç" урлă çырнă.
Кăрлачă тесе кунсем КĂР-сивĕ пулнипе калаççĕ тет. Тутарсен те çак уйăх ĕлĕк кырлач ятлă пулнă, кайран гыйнвар пулса тăнă.
#уйăх
Пирĕн халĕ НАРĂС уйăхĕ пырать. Нарăс - перс чĕлхинчен "çĕнĕ кун". Чăнах та, кун вăрăмланчĕ, çуркунне те инçе мар... (Юр пĕтсе кайса çăвать пулин те 😄)
Тĕрĕссипе чăвашсен кивĕ календарĕ тăрăх нарăс тытăнман-ха, кĕçĕн кăрлач кăна: https://t.me/chushu/204

Ваттисен нарăс çинчен пĕчĕк халлап пур:
Нарăспа кĕçĕн кăрлач ĕлĕк вăрçнă тет. "Кам урасене тĕпеклĕ тăвать?" - тесе каларĕç тет пĕр-пĕрне.
- Эп çынна тăла сыртаратăп! - тесе кăшкăрчĕ тет кĕçĕн кăрлач.
- Эпĕ ташлаттаратăп, - терĕ тет нарăс.
Çавăнпа чăвашсем: "Нарăс çитсессĕн ташла, вăл ташланине юратать", - тесе калаççĕ тет.
#халлап #уйăх
ПУШ уйăхĕн ячĕ пушă пăрахнинчен килет тет. Хĕр килĕшсен евчĕсем хĕрĕн ашшĕ-амăшĕ килĕнче пушă хăварнă, туйне вара нумай хутра Çимĕкре ирттернĕ.
Çапла, пуш уйăхĕ вăл - хĕр килĕшмелли уйăх.
#уйăх
АКА уйăхĕ хăйĕн ячĕ тăрăх çĕр сухаламалли, вăрлăх акмалли вăхăт.
"Хире ака çитсессĕн чăваш акапуçне тÿрлетет.
- Ачам, хире тухсассăн "Ака, пулăш" те."

"Ака" сăмах "ÿк" сăмахпа пĕртăван, акнă чух вăрлăха çĕр çине ÿкереççĕ, сапаççĕ-çке (кунтан тутарла "сабан" = ака). Ака - ÿк - ытти тĕрĕк чĕлхисенче - эк, ег, ик, çав тымартан тутарла çăкăр пулса кайнă - "икмәк".
#сӑмах #уйăх
Çу уйăхĕнчен туй вăхăчĕ тытăнать, çавăнпа ăна çамрăксен уйăхĕ тенĕ.
"Çу уйăхĕнче савăнман - ĕç çинче те ĕçлеймен".
Хăш чăвашсем çу уйăхне "вутă уйăхĕ" тесе каланă.
#уйăх
Çĕртме уйăхĕ пуçланчĕ.
Çĕртме вăл - çĕре кантармалăх пĕр çула акмасăр хăварса сухалани. Çак уйăх пуçламăшĕнче, ака пĕтсен, çĕртме тăваççĕ.

Тупмалли сăмах:
Çĕртме туман ана çинче, шăтман хурăн кутĕнче çуратман мулкач выртĕ. (Суя)

#уйăх
УТĂ уйăхĕ
Ҫак вӑхӑтра ял ҫыннисем ҫавапа утӑ ҫулаҫҫӗ, сенӗкпе тавӑрса типӗтеҫҫӗ, кӗреплепе пуҫтараҫҫӗ те тиесе хӗл каҫмалли ҫӗре хӑпартаҫҫӗ. Ҫав ӗҫрен уйӑх ячӗ те пулса кайнӑ.
Ӗлӗк хӑш-пӗр чӑвашсем ӑна "ыраш аки уйахӗ" тата "хӗр уйӑхе" тенӗ.
#уйăх
ҪУРЛА уйӑхӗ
Тырӑ вырмалли вӑхӑт ячӗ

"Ҫурла" сӑмах чӑваш чӗлхине ӗлӗк-авалах индоиран чӗлхинчен чагатай (авалхи узбек) чӗлхи урлӑ кӗнӗ, вӗсенче "ҫур" мӑйрака тенине пӗлтӗрет.
Пӑлхар чӗлхинчен ҫак сӑмах удмурт (сюрло) тата мари (сорла) чӗлхисене кӗрсе юлнӑ.

"Ҫурла" сӑмах пӗлтерӗшӗ тата ик версиллӗ: 1 - ҫур+ла, ҫурмалла кас; 2 - чар+ла, хӑйра.

#уйăх #сӑмах