Чӑвашла шухӑшла
463 subscribers
719 photos
27 videos
32 files
253 links
Чӑвашла пуҫа ӗҫлеттеретпӗр.
Ҫыхӑну: @chushu_bot
Download Telegram
Перевод на чувашский хакасской песни "Сибдей - Хыргыз ыры" про кагана, покидающего родину:

Кăркăс юрри
Çул тусанĕ сăмсана çаптарать,
Урапа тĕнĕлĕ кустăрмине хыртарать.
Манăн шухăшсем сапаланнă
Тусем хыçĕнче, çеçен хир çинче.

Анне çĕрĕнче выртса юлнă халăх
Хура пылчăк пулса уйăх çуттипе уйрăлнă.
Атте çĕрĕнче йăхăма тустарнă
Кăркăс пулса чура вăйĕ хăтăлнă.
Куççуль тумламĕ çĕре шăварать,
Вĕрекен юн тымарсене таттарать.
Кÿренĕвĕме пусараймăн,
Турă йĕркинчен аслă пулаймăн.

Уйăх çăвăнать, ишĕлнĕ чулсем…

Çĕре пытарăннă патвар ывăлсем,
Куланай йÿççине курса чăтайман,
Чура çыннисемшен хĕç пăнтăхтарман.
Малта вырăн – сарлака çĕр çийĕ…
Кайăк сасси пулин лăплантартăрччĕ…

Манăн хĕвĕмре юнланнă хутаç,
Унта ывăлăн парăнман чĕри…

Сана, ман ачам, хĕç эп тыттартăм,
Ăйăр ытлашши мала çăрхалаттартăм.
Кăркăс çыру хӑртса вулаттарса
Ăраскалăн çулне курма вĕрентрĕм.

#куҫару #юрӑ
Çĕршывăм (Елим=Ел=Эл=Ен)
Каратау пуçĕнчен ял куçса килет
Куçакан ялпа пĕчченçи тĕве пăрушĕ килет
Çĕршывăм, çĕршывăм.

Тăван çынсенчен уйрăлни начар иккен
Хура куçсенчен пăчлатса таса куççÿль ÿкет
Çĕршывăм, çĕршывăм.

Мĕнле самана ку самана? Асаплă самана
Таврăнсамччĕ малтанхи самана
Çĕршывăм, çĕршывăм.

Ашшĕнчен ывăлĕ, амăшĕнчен хĕрĕ уйрăлчĕ
Куçран куççуль кÿлленсе юхать

Мĕнле самана ку самана? Йывăр самана
Телей кайăкĕ алашран (Алаш – казах халăхĕ) вĕçсе кайнă самана

Чакăр тÿпене тăпрапа тусан хăпарать
Кун сивĕрех кăрлачран, хĕллерен хаяр

Мĕнле самана ку самана? Асаплă самана
Çапла пулать-ши тăта самана?

Йăмăкпа хура вырăна хăварсассăн
Куçран куççуль кÿлленсе юхать.
#куҫару
Кăштах вырăссем
Сибдей Том

Хакас çынни, ăçта сан ăс-халу?
Ăçта сан авалхи никĕсÿ?
Мĕншĕн-ши Турă витĕмне
Çитермен парса яланлăха?

Мĕншĕн-ши ăслисен мимийĕ
Килнĕ çыннăн ăрăвĕпе тухатланнă?
Мĕншĕн-ши çеçен хир сывлăшĕ
Ÿпкев сăмахсем çеç хыпаланă?

Кăштах вырăссем – хура куçлисем,
Хакас чĕлхине пачах маннă халăх.
Хура куçлисем халь тĕпренчĕксем,
Тăван чĕлхе манса пĕтекен халăх.

Хакас çын хушшинче эп çÿретĕп,
Хакассен ачапчине куркалатăп.
Апла евĕрлекен çынна мĕн тăван?
Вырăсла саламлатăн-çке мана.

Хакас чĕлхи пĕл(ек)ен пулать ача,
Пĕлетĕп эп – ăслă атте-анне!
Хакас чĕлхи вĕренни – ăс-тăнлă!
Манпа пĕрле юрлать вăл халĕ те:

Кăштах вырăссем – хура куçлисем,
Хакас чĕлхине пачах маннă халăх.
Хура куçлисем халь тĕпренчĕксем,
Тăван чĕлхе манса пĕтекен халăх…

Хакас çын, чĕлхÿ çук, эс мĕскер?
Кĕнекÿсене эс,тен, çухатрăн?
Çапах та ман чĕре килĕшеймест,
Çапах та манăн тусене юратмасть.

#юрӑ #куҫару
Çĕршывăм (Елим=Ел=Эл=Ен)
Каратау пуçĕнчен ял куçса килет
Куçакан ялпа пĕчченçи тĕве пăрушĕ килет
Çĕршывăм, çĕршывăм.

Тăван çынсенчен уйрăлни начар иккен
Хура куçсенчен пăчлатса таса куççÿль ÿкет
Çĕршывăм, çĕршывăм.

Мĕнле самана ку самана? Асаплă самана
Таврăнсамччĕ малтанхи самана
Çĕршывăм, çĕршывăм.

Ашшĕнчен ывăлĕ, амăшĕнчен хĕрĕ уйрăлчĕ
Куçран куççуль кÿлленсе юхать

Мĕнле самана ку самана? Йывăр самана
Телей кайăкĕ алашран (Алаш – казах халăхĕ) вĕçсе кайнă самана

Чакăр тÿпене тăпрапа тусан хăпарать
Кун сивĕрех кăрлачран, хĕллерен хаяр

Мĕнле самана ку самана? Асаплă самана
Çапла пулать-ши тăта самана?

Йăмăкпа хура вырăна хăварсассăн
Куçран куççуль кÿлленсе юхать.
#куҫару
Гном ҫӑкри ҫинчен

Сирӗн кун пекки пулнӑ-и:
апат пӗҫерни ӑнмасан, тутлӑ мар пулсан,
вӑл пӗр кун плита ҫинче ларать,
унтан холодильника куҫать, манӑҫать,
унтан, ун ӑшӗнче ҫӗнӗ пурнӑҫ ҫуралсан, ӑна тин ҫӑмӑллӑн тӑкма алӑ ҫитет? Апат тутлӑ мар пулсан ҫиес те килмест.

Терри Пратчетт хӑйӗн Diskworld ҫаврӑмӗнче ("Wierd sisters") гном ҫӑкри ҫинчен каласа парать. Ку шедевра пӗр улӑштармасӑр куҫартӑм:

«Кутамккара гном кукли тытакан ҫын чӑн-чӑн выҫлӑх мӗнне нихҫан та пӗлмест. Ҫак кукӑле куҫ хӳрипе курсанах, эс ҫисе яма пултаракан вӑтӑр япала пуҫа пырса кӗрет. Тӗслӗхрен, хӑвӑн аттусем. Ту. Вилнӗ сурӑх. Хӑвӑн уру.»


#куҫару
ТӖНЧЕ ЛАВККИ - Роберт Шекли.txt
24.1 KB
Манӑн юратнӑ ҫыравҫӑсенчен пӗри -- фантаст Роберт Шекли.
Унӑн пӗр питӗ чӑнкӑ калавне чӑвашла куҫартӑм.

Sheckley Robert - Store of the Worlds:
https://royallib.com/book/Sheckley_Robert/store_of_the_worlds_the_stories_of_robert_sheckley.html

Вулав вӑхӑчӗ: 20 минут тавраш.

Upd 19.12.23
Текст якатса кӑштах улӑштартӑм

#куҫару