Чӑвашла шухӑшла
462 subscribers
719 photos
28 videos
32 files
253 links
Чӑвашла пуҫа ӗҫлеттеретпӗр.
Ҫыхӑну: @chushu_bot
Download Telegram
Мария Монтессори ашшӗ-амӑшӗсем валли ҫырнӑ канашсем:

1. Ачасене таврара мӗн пурри вӗрентет.

2. Ачана час-часах хурлаҫҫӗ пулсан -- вӑл айӑплама вӗренет.

3. Ачана час-часах мухтаҫҫӗ пулсан -- вӑл хаклама вӗренет.

4. Ачана курайманнине кӑтартаҫҫӗ пулсан -- вӑл ҫапӑҫма вӗренет.

5. Ачапа тӳрӗ пулсан -- вӑл тӗрӗслӗхе вӗренет.

6. Ачаран час-часах кулаҫҫӗ пулсан -- вӑл хӑюсӑр пулма вӗренет.

7. Ача хӑрушсӑрлӑх туйӑмӗпе пурӑнать пулсан -- вӑл ӗненме вӗренет.

8. Ачана час-часах намӑслантараҫҫӗ пулсан -- вӑл хӑйне айӑплӑ пек туйма вӗренет.

9. Ачана час-часах ырлаҫҫӗ пулсан -- вӑл хӑйне килӗшме вӗренет.

10. Ачапа час-час тӳсӗмлӗ пулсан -- вӑл та тӳсӗмлӗ пулма вӗренет.

11. Ачана час-часах хавхалантараҫҫӗ пулсан -- вӑл хӑйне хӑй шанма пуҫлать.

12. Ача туслӑхра пурӑнать пулсан, хӑйне кирлӗ пек туять пулсан -- вӑл ҫак тӗнчере юрату тупма вӗренет.

13. Ача ҫинчен начар ан калӑр -- ун умӗнче те, унсӑр та.

14. Ачара лайӑххине аталантарас тӗлӗшпе тимленӗр, вара начарри валли вырӑн юлмӗ.

15. Сирӗнтен ыйтакан ачана яланах итлӗр те хуравлӑр.

16. Йӑнӑш тунӑ та ҫав йӑнӑшне халех е кӑшт каярах тӳрлетме пултаракан ачана хисеплӗр.

17. Шыракан ачана пулӑшма тата пурне те тупнӑ ачашӑн курӑнми пулма хатӗр пулӑр.

18. Хальччен вӗренмен япалана ачана вӗренме пулӑшӑр. Ҫакна тавралӑха ыркӑмӑллӑхпа, лӑпкӑлӑхпа, шӑплӑхпа, юратупа тултарса тӑвӑр.

19. Ачапа калаҫнӑ чухне хӑвӑра яланах сӑпайлӑ тыткалӑр -- ӑна хӑвӑрта мӗн пур ыррине сӗнӗр.

Мария Монтессори -- 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи ӑсчах, педагог, врач, вӑл гуманизмлӑ педагогика самай аталантарнӑ тата тӗнчере "Монтессори системине" сарнӑ ҫын.

Системӑн тӗп тӗввисем:
- ача хӑй тӗллӗн хӑтланни;
- палӑртнӑ чикӗсенчи ирӗклӗх;
- ачан ҫутҫанталӑкпа килӗшӳллӗн аталанакан психологийӗ, ӳт-пӗвӗ тата социаллӑ ӳсӗмӗ.
#ачалӑх
Ача хакӗ ҫинчен

Ҫӗр ҫул каялла ачасем пит хаклӑ пулман. Контрацепци пулман -- ачасем пӗрмай ҫуралнӑ, ҫуралнисенчен нумайӑшӗ пӗчӗкле вилнӗ, ҫавӑнпа вӗсене пит юратма тӑрӑшман (кашни тин ҫуралнӑ ачана юратсан вӑл вилнине мӗнле чӑтмалла?) Вуникӗ ачаран иккӗшӗ ҫитӗнме пултарни -- ӑнӑҫу.

Никколо Макиавелли ("Государь", XVII пайӗнче) 1513 ҫулта ҫырнӑ: "Ҫынсене ырӑ тусан вӗсем саншӑн пурнӑҫне те, пурлӑхне те, ачисене те пама хатӗр, анчах эсӗ ҫавсене ыйтман чухне кӑна".
"Ҫынсем часрах ашшӗне вӗлернине каҫараҫҫӗ, анчах мулне туртса илнине -- нихҫан та".
Кунта курӑнать: ачасен, тӑвансен, пӗтӗмӗшле -- ҫынсен пурнӑҫ хакӗ питех пысӑк пулман, выльӑхпа пӗр тан тесен те чӑнлӑхран инҫе мар.

Ак Шолоховӑн "Тихий Дон" (ӗҫӗ 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче пулса иртет) хайлавӗнче миҫе ача ҫуралать те миҫе ачалла вилет? Наталья: йӗкӗрешсенчен хӑраххи дифтерийӑпа чирлесе вилет. Аксинья: ҫулталӑкри хӗрача скарлатина чирӗпе вилет. Дарья: иккӗри ача вилет. Пӗтӗмӗшле, ҫак хайлавра -- ¾ ачасем пӗчӗкле вилнӗ.

Ваҫҫа Аниҫҫи 1907-мӗш ҫулта поэмӑра амӑшӗ макӑракан чӗчӗ ачине мӗнле йӑпатнине ҫапла кӑтартнӑ:

«Ня...ня...ня... Ҫывăракан
Ачана, мур, вăратрĕ!
Чирлесе вилсем часрах!
Пурĕпĕр выҫă вилĕн!

Хăвна та канлĕ пулĕ.
Ытлашши пыр та чакĕ!..
Улттăшĕ ҫапла выҫах
Кăшкăрса, йĕрсе вилчĕҫ!..»

Nuff said.

Кайран, граждан вӑрҫи хыҫҫӑн, вакцинӑсем тата антибиотиксем ахаль ҫынсем патне те лексен, ачасенчен нумайӑшӗ ҫитӗниччен пурӑнма пултарайнӑ. Вара вуникӗ ачаран вуннӑшӗ ҫитӗннӗ. Кун чухлӗ ача, паллах, ӳстерме йывӑр пулнӑ, уйрӑмах чухӑнсемшӗн.

Аслӑ вӑрҫӑ хыҫҫӑн лайӑх контрацепци шутласа кӑларнӑ, анчах вӑл пысӑк дефицитра пулнӑ. Ҫавӑнпа нумай ача ҫуратасран питӗ нумайӑшӗ аборт тунӑ (1960-1970-мӗш ҫулсенчи статистика тӑрӑх -- 1 ҫуратнӑ, 2-3 пӑрахтарнӑ). 1990-мӗш ҫул хыҫҫӑн кӑна контрацепци пурин патне те ҫитнӗ.

Унтанпа ача вилни питӗ сайра япала пулса кайнӑ, тата ҫав ачана ытларах чухне ӳстерес тесе ятарласа ҫуратнӑран -- пысӑк трагеди пулнӑ. Ача хакӗ те питӗ вӑйлӑ ӳссе кайнӑ. Ачана халь вара юратса, пӑхса, лӑпкаса та ӳстерме юрать -- "ку ӑнмарӗ, тепри ӑнӗ-ха" тесе калакан ҫук. Чирленӗ ачине сыватас тесе ҫынсем пӗтӗм пурлӑхне сутма хатӗр.

#longread
#ачалӑх
Вӑрҫӑ ӑрусен виҫӗ сыпӑкне лӳчӗркесе хӑварать. Тӑваттӑмӑшӗ ҫӑлӑнма пултарать -- ҫынсем истори урокне вӗренсен.

Пӗтӗмӗшле паттернсем ҫапларах пулса тухаҫҫӗ (вӑхӑт иртнӗ май ытларах та ытларах вариативлӑ):

Нуль-сыпӑк. Вӑрҫӑ курнӑ ҫитӗннӗ ҫынсем.
Вӗсем ҫӗнтерни, хӑйне хӳтӗлекен тата ҫӗнтерӳҫӗ пек туйни PTSD паллисене ҫемҫетнӗ. Танлаштармалӑх, афган (чечен) синдромлӑ ҫынсен ҫӗнтерӳ пулман, вӗсен хӑйсене тӗрӗслӗхшӗн кӗрешнӗ пек туйман, PTSD вӗсем час-часах йывӑртарах тӳссе ирттернӗ. Ҫитӗнме ӗлкӗрнӗ ҫыннӑн темле хӑрушлӑха тӳссе ирттерме вӑйӗсем нумайрах, вӑл вара мӗнле те пулин ҫӗнтеретех - туйӑмӗсене сӳнтерсе, чӑмӑртанса, шӑлне ҫыртса. Анчах унӑн ачисене хытӑ лекет.

Пӗрремӗш сыпӑк. Вӑрҫӑ ачисем.
Ҫак сыпӑк пуринчен вӑйлӑрах аманнӑ. Варҫӑ иртнӗ, сивӗннӗ, хытнӑ, хуҫӑлнӑ ҫынсен лайӑх ашшӗ-амӑшӗ пулма вӑй юлман, ачисемпе ҫирӗп ҫыхӑну майлаштарайман. Ҫавӑнпа вӗсен ачисем курӑк пек ӳснӗ, ирӗксӗр хӑйсем тӗллӗн пурӑнма тӳр килнӗ, ашшӗ-амӑшӗсене кирлӗ чухне пӑхнӑ, кӗҫӗннисемшӗн ашшӗ-амӑшӗ вырӑнне пулнӑ. Ачалӑхӗ пулман, ашшӗ-амӑшӗнчен юрату курман, яланах йӑлт хӑйсем ҫинче тата ӑшӗнче сӗтӗрнӗ. Вӗсем ҫитӗнсен те, ватӑлсан та хӑйсене канма ("наянланма"), хӑйсене хӑйсем пӑхма ирӗк пама пултараймаҫҫӗ. Тавралӑх вӗсемшӗн питӗ хӑрушӑ, ют. Хӑйсен тӗрӗслӗхӗнче нихҫан та иккӗленмеҫҫӗ (иккӗленни вӗсемшӗн питӗ хӑрушӑ, ҫӗр чӗтреннӗ пек япала).
Ача чухне пулӑшу, ӑнлану курманнипе вӗсен эмпати аталанман. Ашшӗ-амӑшӗсемпе ҫывӑх пулманнипе вӗсем хӑйсен ачисемпе те кирлӗ пек тыткалама пултараймаҫҫӗ - ӳснӗ, анчах ҫитӗнмен, ашшӗ-амӑшӗ пулма ӑшӗ пиҫсе ҫитеймен, ача пулса юлнӑ. Вӗсене хӑйсене ҫав тери ачашлани, юратни ҫитмест.
Ҫавӑнпа вӑрҫӑ ачин хӑйӗн ачи ҫуралсан телей ҫитрӗ пек пулать: пӗчӗк ача ашшӗ-амӑшне тем пысӑкӑш таса юрату парнелет. Ашшӗ-амӑшӗ те ҫав ачана юратса тӑранаймаҫҫӗ. Виҫҫӗ тултариччен йӑлтах аван.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вӑрҫӑ ачисен ачисем. "Дядя Фёдор"-сем.
Вӗсен ачалӑхӗ телейлӗрех - вӗсене ашшӗ-амӑшӗ юратнӑ - мӗнле пӗлнӗ, ҫапла юратнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ "юрату выҫлӑхӗпе" аптранипе хӑйсене ҫитменнине ачисенчен туртса илнӗ - вӑйпа та пулин хӑйсене юраттарас тенӗ. Ачи виҫҫӗ тултарас патне сепараци пуҫлать, ашшӗ-амӑшне час-часах итлемест, хӑйӗнне перет. Ҫав сепараци тепрехинче 12-14 ҫул тултарнӑ тӗле вӑйлӑланать, унтан ҫитӗннӗ ача ашшӗ килӗнчен тухса уйрӑм хӑй тӗллӗн пурӑнать. Йӗркеллӗ чухне.
"Выҫӑ" ашшӗ-амӑшӗ валли ку чӑтма ҫук йывӑр япала. Вӗсем ачисене хӑйсен ҫумӗнчен, хӑйсен ирӗкӗнчен ниепле те кӑларасшӑн мар: "Эсӗ манӑн, пӑхӑн мана, юрат мана, маншӑн пурӑн". Ҫавна кура харпӑр чикӗсемсӗр ӳснӗ ачисен ҫитӗннӗ май хӑйсене валли ирӗк хирӗҫу урлӑ ҫӗнсе илме тӳр килет. Е пурнӑҫ тӑршшӗпе хӑйсен ирӗкӗпе пурӑнаймаҫҫӗ.
Ашшӗ-амӑшӗ пекех, вӑрҫӑ мӑнукӗсем мӗн пӗчӗкрен йӑлтах хӑйсем тума хӑнӑхнӑ. Вӗсем явап тытма пӗлеҫҫӗ тата пӗрмай пӑшӑрханаҫҫӗ - тӗрӗс тӑваҫҫӗ е ҫук? Хӑйсен чиккисене сыхлама пӗлмеҫҫӗ: е тӑвас темесен те меммелле тӑваҫҫӗ, е саботаж йӗркелеҫҫӗ - ҫирӗп "ҫук" калама пӗлмеҫҫӗ. Пуриншӗн те лайӑх пулма тӑрӑшаҫҫӗ (ӑнӑҫусӑр, паллах, ҫавӑнпа питӗ кулянаҫҫӗ).
Ашшӗ-амӑшӗсем "эпӗ саншӑн пӗтӗм пурнӑҫа хутӑм" тенипе ача ҫуратни лайӑх йӗркеленӗ пурнӑҫ валли хӑрушлӑх пек туйӑнать.
Вӑрҫӑ мӑнукӗсен ачи ҫуралсан вариацисем пулма пултараҫҫӗ: хӑшӗ тӗнчери чи лайӑх ашшӗ-амӑшӗ пулма тӑрӑшать (ӑнӑҫусӑр, паллах), хӑшӗ ачине мӗншӗн ҫуратнине пӗлмесӗр кукашшӗ-кукамӑш патне ӑсатать, хӑй ӗҫе тарать, ачине мӑй таран тӗрлӗ кружоксемпе тиет.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк тин ҫитӗнет-ха. Вӗсем халӗ питӗ тӗрлӗ, ҫапла пулмалла та, вӗсен пӗртен-пӗр "портрет" ҫук. Ку вӑл питӗ аван. Ирӗкре тата юратура пурӑнакан ачасем тӗрлӗ пулса ҫитӗнмелле.
Ҫак сыпӑкра вӑрҫӑ суранӗсем пӗтӗмпех сывалса пӗтмелле. Ҫӗнӗ сурансем пулмасан.

Ҫӑлкуҫсем:

https://www.pravmir.ru/lyudmila-petranovskaya-ofitsioznoe-otnoshenie-k-voyne-prestuplenie-pered-psihologicheskim-blagopoluchiem-natsii/
https://libking.ru/books/sci-/sci-psychology/1137534-lyudmila-petranovskaya-9-maya-ili-vojna-kak-travma.html
https://psy.su/feed/9975/
#longread
#ачалӑх
Ачасене ӳстермелли ылтӑн правилӑсем

Марина Мелия, психологи профессорӗ, хӑйӗн "Пирӗн мӗскӗн пуян ачасем" кӗнекинче виҫӗ ылтӑн правило сӗннӗ.

Анчах шута илмелле: ҫак правилӑсем пӗр ҫыхӑра пӗрле пулсан кӑна ӗҫлеҫҫӗ.

⛔️ Чикӗсем
Ачана ҫирӗп правилӑсем, чарусем, чикӗсем кирлӗ, вӑл хӑйне мӗнле тыткаламаллине пӗлтӗр, кайран мӗн пулассине ӑнлантӑр.

🌼 Ирӗклӗх
Ача валли пушӑ вӑхӑт уйӑрмалла. Выляса, тунсӑхласа, ӗмӗтленсе, тӗпчесе вӑл хӑйне шырать, йышӑнусем тума вӗренет, вӑхӑтпа тата хӑйӗн пурнӑҫӗпе хуҫаланма вӗренет.

❤️ Юрату
Ачана юрату тултармалла, ун вырӑнне нимӗн те ыйтмалла мар. Вӑл тем тусан та ӑна юратнине пӗлмелле -- вӑл пирӗн пулнӑшӑн, оценкӑшӑн, дипломсемшӗн, спорт трофейӗсемшӗн мар.

Марина Мелия:
«Чӑн-чӑн юрату урӑххине ӑнланма пултарнине пӗлтерет. Ӑнланмалли чи лайӑх меслет -- итлесси. Ачасемпе тата ҫамрӑксемпе ӗҫлекен психологсемпе психотерапевтсем ачана чи малтан итлекен, вӗсемпе чӑннипех интересленекен, ӑна мӗнле пур ҫаплах пӗтӗмпех йышӑнакан ҫын кирлӗ, тесе шутлаҫҫӗ.
Пирӗн ачасем пире кулленхи ӗҫе пӑрахтарса вӗсен енне ҫаврӑнса: "Эп сана итлетӗп", - тесе калаттарма тивӗҫ.»

Ҫӑлкуҫӗ:
https://magbook.net/read/37521
#ачалӑх
Ачасем

0-1 уйӑх -- тин ҫуралнӑ ача, пепке
1-12 уйӑх (утма вӗрениччен) -- чӗчӗ ачи, сӑпка ачи, алӑри ача, пепке
6-12 уйӑх -- упаленекен ача, шуса ҫӳрекен ача
1-3 ҫул -- тоддлер (лайӑх ҫӳреме вӗрениччен), тӑнкӑлти (тӑнкӑлтатса ҫӳрекен пӗчӗк ача)
3-7 ҫул -- сад ачи, шкул ҫулне ҫитмен ача
7-12 ҫул -- шкул ачи
12-16 ҫул -- ҫамрӑк ача, яш ача, хӗр, яш
16-18 ҫул -- хӗр, каччӑ (йӗкӗт)

#ачалӑх
Электронла чӑваш пазлсем

Чӑваш юмахӗсем тӑрӑх ӳкернӗ пазлсене ачасен библиотекин сайтӗнче онлайн пуҫтарма май пур.

Ак кунта:
http://pchd21.ru/pazzly

(Манӑн вара алӑпа тытса пӑхас килет...)

#ачалӑх
Ҫирӗм икӗ ҫул каялла тухнӑ "Тетте" журналта ак ҫапла кӑсӑклӑ япаласем тупрӑм.

Ачасем валли сӗтел ҫи вӑййи пичетленӗ пулнӑ, вӗҫӗнче тата ҫил ҫунатлӑ урхамах ҫыпӑҫтарса ӑсталамалли схема пур.

Ҫил ҫунатлӑ урхамах (аргамак, туркменсен ӑратлӑ лаши) вӑл туй такмакӗсенче час-час тӗл пулакан сӑнар:

"Çитмĕл çухрăм çеçен хир урлă килнĕ чух
Куртăмăр эпир çил çунатлă урхамах:
Унăн пуçĕ пĕлĕте тимес,
Ури çĕре тимест,
Утни-юртни сисĕнмест,
Шыв пек юхать,
Çил пек вĕçет,
Çав урхамах çине утланса
Килтĕмĕр эпир çак туя."

P.S. Сӑмахран, Тӑнӑҫ ӳнерҫӗ пӗлтӗр "Вупӑр" ятлӑ карт вӑййи тунӑ пулнӑ:
https://t.me/tonosch/46

#ачалӑх #халлап #пултаруллӑ_ҫынсем
Ҫар ҫыннисен савнийӗсем тата сӳннӗ юрату ҫинчен

Морган Скотт Пек, аслӑ вӑрҫӑра Окинавӑра ҫар психиатрӗ пулса ӗҫленӗ ҫын, хӑйӗн кӗнекинче ҫапла кӑсӑклӑ шухӑш парать:

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче американ салтакӗсем пинӗ-пинӗпе итали, нимӗҫ, яппун хӗрӗсемпе паллашса качча илнӗ. Шел пулин те, пӗрремӗш вӑхӑтра идеаллӑ пек курӑннӑ мӑшӑрсем час-часах вӑраха пулман, саланнӑ.

"Ҫарта ҫураҫнӑ хӗрсем" акӑлчанла вӗреннӗҫемӗн арҫынсем арӑмӗсен шухӑшӗсене, туйӑмӗсене, кӑмӑлӗсене хӑйсем тӗллӗн шутласа кӑларма май ҫухатнӑ. Ҫак хӗрарӑмсен хӑйсен шухӑшӗсемпе тӗллевӗсем пурри палӑрнӑ -- вара вӗсене ӗнтӗ маттуркка кушак ҫурине юратнӑ пек юратма май юлман.

Ҫак япала хӑш-пӗр мӑшӑрсен юратӑвне ҫирӗплетнӗ кӑна, анчах нумайӑшӗн пач кутӑнла пулса тухнӑ.

Чӗрчунсене юратма ансатрах.

Эпир пурте хамӑрӑн килти чӗрчунсене юрататпӑр. Анчах ҫакӑ ҫынсене юратни пек мар. Эпир чӗрчунсем мӗн шухӑшланине, мӗн туйнине пӗлместпӗр, ҫавӑнпа хамӑрӑн шухӑшсемпе туйӑмсене вӗсен ҫине куҫаратпӑр.
Чӗрчунсем пире савӑнтараҫҫӗ, анчах вӗсем йӑлтах пирӗн майлӑ тусан кӑна, мӗн те пулин пире килӗшменнине тума хӑтлансанах -- эпир вӗсене вӑрҫатпӑр. Тен, ҫавӑнпа та тӗнчере чӗрчунсене ҫеҫ юратакансем тата ҫав вӑхӑтрах урӑх ҫынсене чӑннипех юратма пултарайманнисем нумай.

Ашшӗ-амӑшӗсем те ҫавӑн пек хӑтланнине сӑнама пушшех те хурлӑхлӑ. Хӑш-пӗр амӑшӗсем хӑйсен ачисене икӗ ҫула ҫитиччен юратаҫҫӗ -- ҫитереҫҫӗ, лӑпкаҫҫӗ, савӑнса тӑранаймаҫҫӗ. Унтан пӗчӗкки ӳссе пырать те, унӑн хӑйӗн ирӗкӗпе кӑмӑлӗ пурри палӑрать. Вара ачан "икӗ ҫул кризисӗ" ҫинчен калаҫма пуҫлаҫҫӗ.

Морган Пек сӑмахӗпе, юрату вӑл -- савнийӗн аталанӑвӗшӗн савӑнма хатӗр пулни те.


Ҫӑлкуҫӗ:
Peck M Scott (психиатр) - The Road Less Traveled: A New Psychology of Love, Traditional Values and Spiritual Growth

#longread #ачалӑх
Сăтăрçă логопедсем çинчен

Кашни çур çул хамăн ачасен икчĕлхелĕх аталанăвĕ çинчен каласа паратăп.
Ак кунта пĕрремĕш пайĕ, ак кунта — иккĕмĕш.

Ача тăваттă тултарчĕ, чăвашла та, вырăсла та чиперех калаçать (хăйĕн çулĕсем валли), анчах та хăш-пĕр сасăсем йĕркеллĕ мар. Çавна кура логопед патне илсе кайма вăхăт çитрĕ тесе шутларăм.

Логопед ачапа калаçрĕ те çапла пĕтĕмлетсе пачĕ:
1. Вырăсла сăмахсем ача нормăран сахалтарах пĕлет (нож, белка, танк, локоть, колено, игла сăмахсене калаймарĕ). Ку вăл эпĕ ăна чăвашла калаçтарнăран, унăн шкулта вырăсла вĕренес пулать, çавăнпа та пирĕн приоритетлă чĕлхе суйламалла имĕш. "Если бы вы жили в стране, где государственный язык — чувашский..." Ăçта кун пек çĕршыв тупмаллине каламарĕ çав.
2. Ачапа малалла та чăвашла калаçсан, ача шкулта начар вĕренĕ. Мĕншĕн тесен вырăс чĕлхи ун чухне кирлĕ шая çитмест. Вӑхӑт сахал, васкамалла.
3. Темиçе сасă каламанни — питĕ япăх, ĕç пит нумай.

Çак логопед патне эпир урăх каймастпăр, паллах.
Пĕрремĕшĕнчен, мана унăн калаçăвĕнчи пассивлă агресси килĕшмерĕ.
Унтан — ачана ухмахрах вырăнне хуни (ача танк мĕн япала иккенне пĕлмесен логопедăн интонаци çав тери улшăнчĕ, тен мана туйăнчĕ кăна, анчах туйăма шанас терĕм).
Анчах чи пысăк сăлтавĕ — çак Агрессина Пассивовна икчӗлхелӗх пирки пач киревсĕр тата сиенлĕ канаш пани. Кун пек шовинистла шухӑшсем пирӗн ҫӗршыври логопедсен кӑна мар, пӗтӗм тӗнчере час-час тӗл пулаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Грецире.

Ачана тӑван чĕлхинчен уйăрни уншăн — амăшĕнчен тата çемьерен туртса илнипе пĕрех пулать [тесе шутлатӑп]. Чăваш тата вырăс чĕлхе хушшинче пĕрне кăна суйлани — амăшпе ашшĕ хушшинче суйланипе пĕрех.

Паянхи ӑслӑлӑх кун пирки мĕн шутлать:

❗️Логопедиллӗ проблемӑсемпе икчӗлхелӗх хушшинче ҫыхӑну ҫук.

🧠 Икчӗлхелӗх ӑс-хакӑл аталанӑвӗшӗн питӗ усӑллӑ. Шкулта ик чӗлхеллӗ ачасем пӗр чӗлхеллисем пекех вӗренеҫҫӗ.

🧑‍🎓 Мӗн пӗчӗкрен нумай чӗлхеллӗ ӳснӗ ҫынсен тиркевлӗ шухӑшлав (критическое мышление) вӑйлӑрах.

🏃‍♀️ Билингвӑн чӗлхисем, монолингвӑн чӗлхи пекех, индивидуаллӑ хӑвӑртлӑхпа аталанаҫҫӗ, анчах пӗр харӑс.

💞 Ик чӗлхеллӗ ача валли сасӑсем лартма унӑн проблемӑллӑ чӗлхепе ӗҫлекен логопед кирлӗ. Кун пекки пулмасан - нумай чӗлхелӗх аталанӑвне ӑнланакан логопед.

Ҫапла эпир хамӑра юрӑхлӑ логопед тата шыратпӑр-ха 🙂

Ҫӳлерех ҫырнӑ тезиссене ҫирӗплетекен ӑслӑ статьясем ҫакӑнта пухрӑм:

🔹Мӗн пӗчӗкренхи икчӗлхелӗх ача аталанӑвӗшӗн пӗртте сиенлӗ мар:
https://www.ncbi.nlm.nih.gov/pmc/articles/PMC6168212/

🔹Ик чӗлхелӗх ачасен пуҫ мимине улӑштарать:
https://www.frontiersin.org/articles/10.3389/fpsyg.2017.00552

https://www.ncbi.nlm.nih.gov/pmc/articles/PMC3583091/

🔹Сад ачисене ик чӗлхеллӗн вӗрентнин паха енӗсем:
https://www.researchgate.net/publication/369065583_The_benefits_of_bilingualism_in_early_childhood_education

🔹Икчӗлхеллӗ ачасем валли вӗсен тӑван чӗлхипе ӗҫлекен логопед кирлӗ:
https://cyberleninka.ru/article/n/logopedicheskaya-pomosch-dvuyazychnym-detyam-v-rechevom-razvitii/viewer

🔹Икчӗлхеллӗ ачасем социаллӑ-когнитивлӑ енчен вӑйлӑрах пулса ӳсеҫҫӗ:
https://www.child-encyclopedia.com/second-language/according-experts/second-languagebilingualism-early-age-emphasis-its-impact-early

🔹Пӗтӗмлетӳ (вырӑсла):
https://mel.fm/blog/daria-timoshchuk/76839-logopedy-vas-obmanyvayut

#нумай_чӗлхелӗх #ачалӑх #longread
Ҫитӗннӗ ҫынсем

Пуҫламӑшӗ:
https://t.me/chushu/1302

18-25 ҫул -- ҫула ҫитнӗ ҫамрӑк, ҫитӗннӗ ҫын, ҫын ачи, каччӑ/йӗкӗт, хӗр
25-30 ҫул -- ҫамрӑк, арҫын, хӗр/хӗрарӑм
35-45 ҫул -- вӑтам ҫулти ҫын, ҫын ҫурри
45-60 ҫул -- ҫулланнӑ ҫын
60+ ҫул -- ватӑ ҫын, старик, карчӑк
Икӗ ачан икчӗлхелӗхӗ ҫинчен

Кашни ҫур ҫул хамӑн ачасен чӗлхе аталанӑвӗ ҫинчен ҫыратӑп:
1⃣ ача малтан вырӑсла лайӑхрах калаҫни ҫинчен
2⃣ чӑваш чӗлхине тӳрлетни ҫинчен
3⃣ логопедиллӗ проблемисем

Паян кун аслӑ ывӑл 4,6 ҫулта, вӑл логопед патне ҫӳрени 4 уйӑх. Садика та кӑҫалтанпа ҫӳрет, унта пурте вырӑсла калаҫаҫҫӗ паллах.
Логопед патне ҫӳренин уссине пит курмарӑм-ха: хальччентемпе сасӑ лартма пуҫлаймарӗ, ытлашши нумай йӑнӑш тусан ачан кӑмӑлӗ пӑсӑлать те вӑл урӑх ӗҫлесшӗн мар пулать. Анчах та логопедпа та эрнере иккӗ, манпа тата кашни кун чӗлхе гимнастикине тата массаж тунин усси курӑнать: с, з, ш сассисем халь йӗркеллӗ, тата т, д, л, р юлчӗҫ.

Паян мана унӑн "хӑйне тыткалани" ҫинчен аслӑрах логопед патне калаҫма чӗнчӗҫ. Вӑл ачана диагностика тунӑччӗ.
1. Ача имӗш иртӗхнӗ, ҫавӑнпа итлесшӗн мар, ӗҫлесшӗн мар. Эпӗ ача хыҫҫӑн каятӑп имӗш.
2. Эпир килте икӗ чӗлхепе калаҫнипе ачан чӗлхе шайӗ час хӑпармасть, ҫавӑнпа ӗҫ хӑвӑртах кайтӑр тесен килте пӗр чӗлхе ҫине куҫмалла.

Икӗ тезиспа та эп килӗшес ҫук.
Пӗрремӗшне тӗкӗнместӗп, иккӗмӗш ҫинчен каласа хӑвармалли пур:
🔹Икӗ чӗлхеллӗ ачан кашни чӗлхепе "словарный запас" унӑн пӗр чӗлхеллӗ тантӑшӗсенчен пӗчӗкрех пулни йӗркеллӗ япала. Ку япала вӑхӑтлӑха кӑна, кайран, шкула кайиччен е (чи кайри) вӑтам шкула куҫиччен вӑл шайлашать.
🔹Сасӑ проблемисем икӗ чӗлхелӗхпе ҫыхӑнман, кун пирки ҫирӗп тӗпчевсем пур (ача пӗр чӗлхере пӗр-пӗр сасӑ калаймасан, вӑл ӑна урӑх чӗлхере те калаймасть). Ҫавна кура пӗр чӗлхе ҫине куҫни хӑвӑртрах сасӑ лартма пулӑшмасть.
🔹Пирӗн ҫӗршывра 80% вырӑс пурӑнать, вӗсем пурте тенӗ пек пӗчӗкрен пӗр чӗлхеллӗ кӑна. Ытти 20%-ран та хӑшӗсем килӗнчӗ вырӑсла кӑна калаҫнӑ.
Ҫавна кура пирӗн логопедсем, уйрӑмах республикӑсен тулашӗнче, мӗн пӗчӗкрен икӗ чӗлхеллӗ ачасене сайра кураҫҫӗ, вӗсен нормисем урӑхла пулнине пӗлмеҫҫӗ.

⚠️ Ашшӗ-амӑшӗ яланах ачине ырӑ кӑна сунать, ҫавӑнпа логопедсем кун пек канашсем парсан нумайӑшӗ итлеҫҫӗ. Ҫак канашсем пулӑшмаҫҫӗ кӑна мар, сиенлӗ иккенне пурин те пӗлмелле.

Эпир хамӑрӑн логопед патне ҫавах ҫӳреме шут тытрӑмӑр. Паян ак пурпӗр прогресс пулчӗ -- педагог мӗн каланине ача йӑлтах савӑнса турӗ тет, чиперех ӗҫлерӗ тет. Майӗпен пулсан та, усси пулатех тетӗп.

Кӗҫӗн ывӑл иккӗре халь. Эпӗ те, пиччӗшӗ те унпа ҫуралнӑранах чӑвашла калаҫнипе вӑл хӑйӗн ҫулӗсем валли питӗ лайӑх тата нумай калаҫать. Вырӑсла кӑштах сахалтарах, анчах куншӑн эп пӑшӑрханмастӑп, вӑл-ха кӑҫал садика каять.
Уйрӑмах мана мӗн килӗшет: вӗсем хӑйсен хушшинче 95% вӑхӑт чӑвашла калаҫаҫҫӗ.
Ҫапла диалог пӗр кун илтрӗм:
-- Пичче, пойдём! 😊
-- Эс мӗн манпа вырӑсла калаҫан? 🤨

#нумай_чӗлхелӗх #ачалӑх #longread
Чӗлхе хӑҫан уҫӑлать тата мӗнле манӑҫать

Нумай чӗлхелӗх ҫинчен каласа паракан ҫуркуннехи лекцисенчен пӗчӗк конспект турӑм:

🔹Чӗлхе чӑн-чӑн тӑван пултӑр тесен ӑна 10 тултариччен вӗренме пуҫламалла ("кӑштах ӑнланатӑп" шайӗ те билингвизм шутланать).

🔸Чӗлхе аталантӑр тесен ачасемпе эрнере 15-20 сехетрен нумайрах калаҫмалла. Сахалтарах пулсан -- чӗлхе манӑҫать, е пач уҫӑлмасть.

🔹Нумай чӗлхеллӗ ача нормисем:
1 ҫулхи ача -- миҫе чӗлхепе унпа калаҫаҫҫӗ, ҫавсене ӑнланать.
1,5 - 2 ҫултан пуҫласа 3 - 4 тултариччен -- икӗ чӗлхе хутӑштарма пултарать.
2 - 5 ҫулта -- чӗлхе аталанӑвӗ пӗр чӗлхеллӗ ачасенчен кӑштах кая юлса пырать.
4 - 5 ҫулта -- икӗ чӗлхе уйӑрать.
5 ҫулта -- ачасен чӗлхе туйӑмӗ, чӗлхе шайӗ пӗр чӗлхеллисенчен ирттерме пуҫлать.

🔸Ачасем 9 тултариччен урӑх чӗлхе ҫине пӗтӗмпех куҫсан пӗрремӗш чӗлхи манӑҫать. Миноритарлӑ чӗлхепе 30%-ран кая мар усӑ курмалла.

🔹Мӗнле маларах чӗлхепе усӑ курма пӑрахаҫҫӗ, ҫапла хӑвӑртах чӗлхе ҫухатаҫҫӗ.

🔸Ачалла пӗрре вӗреннӗ, анчах унтан маннӑ чӗлхене ҫӗнӗрен вӗренме ҫӑмӑлтарах -- пуҫ миминчи нейронлӑ ҫулӗсем пурпӗр юлаҫҫӗ, вӗсене ҫӗнетме пулать.

🔹Килте калаҫни чӗлхе уҫма пултарать, анчах "кухньӑран" ҫулерех шая ҫитме ҫав чӗлхепе эрнере пӗрре те пулин вӗренмелле, вуламалла, сӳтсе явмалла.


Ҫӑлкуҫӗ:
https://youtu.be/8qlqA_nO8ec
https://t.me/chushu/1473

#нумай_чӗлхелӗх #ачалӑх
Ача ӗҫӗ ҫинчен

Ялта пире яланах мӗн пӗчӗкрен аслисемпе пӗрле ӗҫе явӑҫтарса ӳстернӗ. Хӑш-пӗр чухне ача валли ытлашши йывӑр ӗҫ те пулкаланӑ ӗнтӗ. (Тен, ҫавӑнпа ял ҫамрӑкӗсем хуларисенчен лутрарах та, ҫав вӑхӑтрах чӑтӑмлӑрах).

Хальхи вӑхӑтра нумайӑшӗ хулара пурӑнать, килти ӗҫ сахалтарах та, йывӑрах та мар. Ҫапах ылтарах та ытларах "ачасене ӗҫлеттермелле мар, вӗсен ӗҫӗ -- вӗренесси" тени илтӗнет. Хӑшӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ачисем килӗнче вуҫех нимӗн те тумаҫҫӗ, ашшӗ-амӑшӗ вӗсене ытлашши ывӑнасран сыхлаҫҫӗ.

Ҫав вӑхӑтрах, килти ӗҫ ачасене мӗнле витӗм кӳни ҫинчен пӗлтерекен пысӑк тӗпчевсем тухсах тӑраҫҫӗ.
Чи интереслӗ вырӑнсем ҫапла:
🔹Килте ӗҫлекен ачасем ӳссе ҫитӗнсен вӗсен ӗҫ этики ытларах аталаннӑ, ҫавна кура вӗсем лайӑхрах специалистсем пулса тухнӑ.
🔹Пахча ӗҫӗ ҫичӗ ҫултан аслӑрах ачасен 2-мӗш типлӑ сахӑр диабечен хӑрушлӑхне 13% чакарнӑ.
🔹Кашни кун килти ӗҫ тӑвакан ачасен ӳссе ҫитсен деменци теветкелӗ 21% сахалтарах пулнӑ.
🔹Килте пач ӗҫлемен ачасене вӗсен пурнӑҫӗ 30% ытларах килӗшмест.
🔹Килте ӗҫлекен ачасем хӑйсене пысӑкрах хаклаҫҫӗ, мӗншӗн тесен куллен пӗчӗкшер ӗҫ "ҫӗнтерни" вӗсене хӑйсен вӑйне ӗненме пулӑшать.

Ҫӑлкуҫсем:
https://pubmed.ncbi.nlm.nih.gov/35640882/
https://link.springer.com/article/10.1007/s12671-014-0360-9
https://pubmed.ncbi.nlm.nih.gov/30507727/
https://www.medicalnewstoday.com/articles/new-study-investigates-which-activities-are-tied-to-a-lower-dementia-risk
https://www.litres.ru/book/bi-fogg/nanoprivychki-malenkie-shagi-kotorye-privedut-k-bolshim-peremenam-57424317/chitat-onlayn/

#longread #ачалӑх