Чӑвашла шухӑшла
457 subscribers
715 photos
27 videos
32 files
250 links
Чӑвашла пуҫа ӗҫлеттеретпӗр.
Ҫыхӑну: @chushu_bot
Download Telegram
Симӗс

Пӗр садра чӑваш тата тутар ачисем хутӑш пулнӑ.
Пӗррехинче тутар хӗрачи хитре симӗс кӗпе тӑхӑнса килнӗ тет. Чӑваш ачи ҫакна курса тӗлӗннипе: "Симӗс, симӗс!" -- терӗ тет. Тутар хӗрачи, ҫиленсе: "Сам ты -- симӗс!" -- тесе хучӗ тет.

Тутарла "симез" -- "мӑнтӑр" иккен 😅
#халлап
Сармантей

Ҫак юмахпа темиҫе параллель ирттерме пулать: те "эффект бабочки", те "курочка ряба", те Арменфильм психоделики, те "сказка про белого бычка"...
⬇️⬇️⬇️
Test

Сармантей
Чӑваш сӑмахлӑхӗ -- сасӑпа пӗр-пӗрне каласа памалли япала. Манӑн тахҫанах юмахсене сасӑласа пӑхас шухӑш пурччӗ, ак пӗрремӗш хут ҫыртӑм.

Хаклӑр тархасшӑн, анонимлӑ реакципе те пулин пӗлтерӗр, кун пек япала кирлӗ-и, е эпӗ кун валли юрӑхлӑ ҫын мар?

Сире кӑмӑла кайсан уйӑхне пӗрре кун пек сасӑланӑ халлап е юмах кӑларӑп.

Текст кунта
⬇️⬇️⬇️
Сармантейӗн сарӑ чӑххи сарӑ ҫӑмарта тунӑ; ӑна шӑши пынӑ та хӳрипе ҫапса ҫӗмӗрнӗ. Сармантей те йӗрет, тет, сарӑ чӑххи те какалать, тет.
Хапхи калать, тет:
— Манӑн та уҫӑлса хупӑнас,—
тет.

Анать, тет, пӗр вӑкӑр шыва.
— Хапха, эсӗ мӗншӗн уҫӑлса хупӑнатӑн?—тесе ыйтать, тет.
— Уҫӑлса хупӑнмасӑр,— тесе ка­лать, тет:
—Сармантейӗн сарӑ чӑххи сарӑ ҫӑмарта тунӑ, ӑна шӑши пынӑ та хӳрипе ҫапса ҫӗмӗрнӗ. Сармантей те йӗрет, сарӑ чӑххи те какалать!— тет.
Вӑкӑр калать:
— Эппин, манӑн та мӗкӗрсе анас
пулӗ,—тет.

Мӗкӗрсе анать, тет, шыв хӗррине.
Шыв калать:
— Мӗншӗн, вӑкӑр, мӗкӗретӗн? —
тет.
— Мӗкӗрмесӗр,— тет.
— Сарманте­йӗн сарӑ чӑххи сарӑ ҫӑмарта тунӑ, тет; ӑна шӑши пынӑ та хӳрипе ҫапса ҫӗмӗрнӗ, тет; Сармантей те йӗрет, тет, сарӑ чӑххи те какалать, тет, хап­хи те уҫӑлса хупӑнать, тет.
Шыв калать:
— Манӑн та хумханас, эппин,—
тет.

Пӗр ҫӗнӗ ҫын шыв ӑсма анать.
— Шыв, эсӗ мӗншӗн хумханатӑн?—тет.
— Хумханмасӑр,—тет:
— Сарман­тейӗн сарӑ чӑххи сарӑ ҫӑмарта тунӑ, тет; ӑна шӑши пынӑ та хӳрипе ҫапса ҫӗмӗрнӗ, тет; Сармантей те йӗрет, тет, сарӑ чӑххи те какалать, тет, хап­хи те уҫӑлса хупӑнать, тет, вӑкӑрӗ те мӗкӗрет, тет.
Ҫӗнӗ ҫын калать:
— Манӑн та пӗр витрине ҫапса
ҫӗмӗрес,— тет.
Ҫапса ҫӗмӗрет витрине.

Тавӑрӑнать киле. Хунямӑшӗ чуста ҫӑрать, тет:
— Кин, мӗншӗн хӑрах витрепе анчах ӑсса килтӗн?—тет.
— Хӑрах витрепе анчах пулмасӑр,— тет,
— Сармантейӗн сарӑ чӑххи сарӑ ҫӑмарта тунӑ, тет; ӑна шӑши пынӑ та хӳрипе ҫапса ҫӗмӗрнӗ, тет; Сармантей те йӗрет, тет, сарӑ чӑххи те какалать, тет, хапхи те уҫӑлса хупӑнать, тет, вӑкӑрӗ те мӗкӗрет, тет, шыв та хумханать,— тет.
Хунямӑшӗ калать:
— Манӑн та чустана кӑларса ывӑтас эппин,— тет.
Кӑларса ывӑтать, тет, чустине.

Ывӑлӗ кайнӑ вӑрмана. Таврӑнать вӑрмантан. Ывӑлӗ калать:
— Мӗншӗн яшка пӗҫермерӗр? —
тет.
Амӑшӗ калать:
— Сармантейӗн сарӑ чӑххи сарӑ
ҫӑмарта тунӑ; ӑна шӑши пынӑ та хӳрипе ҫапса ҫӗмӗрнӗ; Сармантей те йӗрет, сарӑ чӑххи те какалать, хапхи те уҫӑлса хупӑнать, вӑкӑрӗ те мӗкӗрсе анать, шыв та хумханать, ҫӗнӗ ҫын та хӑрах витрине ҫапса ҫӗмӗрнӗ,—тет.
Ывӑлӗ калать:
— Манӑн та хӑрах атта кӑларса
ывӑтас,— тет.
Вӑл та хӑрах аттине кӑларса ывӑтрӗ, тет.
Пӗтрӗ.

#юмах
Савӑт-сапан тӑванӗсем ҫинчен

Тӗрӗк халӑхӗсем куҫса ҫӳрекен пулнипе выльӑх тирӗнчен тӗрлӗ савӑт тунӑ, ҫав савӑтсенче сӗт те кӗвӗлтернӗ, вӗсене сапа тенӗ (савӑт-сапа).
Танлаштармалӑх -- пушкӑртсем те ӑна hаба тӗҫҫӗ.

Пушкӑртсен турһыҡ (выльӑх тирӗнчен тунӑ савӑт тӗсӗ - ӳкерчӗкре тӗллесе кӑтартнӑ) тата пирӗн турӑх пӗрпекрех илтӗнни те ахальтен мар. Ҫавӑнтан вырӑссен творог та тухса кайнӑ [вырӑс этимологи тӑрӑх, праславян чӗлхинчи тӑпӑрчӑ савӑчӗн ячӗнчен тет, анчах та 18 ӗмӗрччен ку сӑмах вырӑссен пач пулман].

Ҫав сапасенче пирӗн Кавказри инҫетри тӑвансем -- карачайсемпе балкарсем 15-мӗш ӗмӗрсенелле сӗтрен кефир тума вӗреннӗ. Ӑна вӗсем гипи тенӗ ("гипит" тенӗрен -- "сапа").
Танлаштармалӑх, тутарсен көфер сӑмахӗ пирӗн кӗвӗл сӑмахне тӑванлӑ, кӗвӗлнӗ сӗте пӗлтерет: йӳҫнӗ, пӑсӑлнӑ имӗш -- кафир (ислам тӗннӗ йышӑнман ҫын). Мӑсӑльманла Кавказра арап чӗлхи 19-мӗш ӗмӗрте лингва франка пулнипе вырӑс чӗлхине гипи "кефир" пек кӗнӗ.

Ӳкерчӗкре:
Оренбург тӑрӑхӗнчи пушкӑртсем, 1870 ҫул (К.А. Фишер ӳкернӗ)

#сӑмах
Интереслӗ, кефир пӗрчисене (темиҫе тӗрлӗ пӗчӗк кӑмпасен тата бактерисен симбионтлӑ колонийӗ) карачайсем "Мохаммед пӗрчисем" тенӗ, Турӑ парни тесе шутланӑ, ҫавна кура ҫав пӗрчисене те никама та паман, кефир рецептне те каламан. Каласа парсан - Турӑ ҫиленет, пӗтӗм кефир пӗрчисем вилӗҫҫӗ тесе хӑранӑ.

19-мӗш ӗмӗрте ҫамрӑк вырӑс хӗр Ирина Сахарова ятарласа ҫав кефир пӗрчисене ыйтма Кавказа килнӗ. Карачай мӑрси Бек-Мурза Байчоров ҫав хӗре куҫ хунӑ та авалхи йӑлапа хӗр вӑрланӑ. Хӗре ҫул ҫинче каялла тавӑрнӑ, мӑрсана суда панӑ, хӗр вара Бек-Мурзана кефир пӗрчисене пама ыйтнӑ.
Тен, ку халлап кӑна, анчах та Ирина Сахарова каялла кефир пӗрчисене илсе килнӗ-килнех.

#халлап
Кризис вӑхӑтӗнчи танатасем ҫинчен

Йывӑр самана этем/ушкӑн/халӑх шухӑшлавне яланах улӑштарать, тата, шел пулин те, -- ансатлату, деградаци енне.
Малтанхи шайра юлас тесен хамӑра пӗрмай ревизи тума тӳр килет, анчах апла пулсан та -- ку паллиативлӑ япала кӑна, чӑннипе пуҫ ӑш-чиккине рете кӗртме лӑпкӑ тата сыхлӑ пурнӑҫ сывлӑш пек кирлӗ.

Тӑшмана куҫран пӗлни пурпӗр усӑллӑ:

🕸 Монохромлӑ (е дихотоми) шухӑшлав танати
Е лайӑх, е питӗ начар.
Эсӗ пирӗнпе мар пулсан, эсӗ пире хирӗҫ.
Шурӑ мар пулсан -- хура.
"Ситхсем анчах пӗтӗмӗшне абсолюта ҫитереҫҫӗ". Ӳссе ҫитӗнмен ҫынсемшӗн ҫапла хура-шурӑ шухӑшлав йӗркеллӗ япала, анчах кайран -- сиенлӗ, ҫынсен хушшинчи агресси шайне питӗ вӑйлӑ ӳстерет.

🕸 Ытла-пӗтӗмлетӳ
Сахал объект тӑрӑх пӗтӗм объект классӗ ҫинчен пӗтӗмлетӳ туса ҫавна чӑнлӑх вырӑнне хуни. "Учительсем пурте садистсем". "Пур мигрантсем те педофилсем".
Ҫынсене ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе тиркени питӗ нумай тӗрӗсмарлӑх ҫуратать.

🕸 Фундаментализм
Пулӑмсене тата япаласене тишкернӗ чух догматизм палӑрать, сӳтсе явма та, кӑштах тиркевлӗ хак пама та май ҫук, пӗр культурӑна никӗсе тата ытла пысӑка хурса ытти культурӑсене татӑклӑ хирӗҫ пулнипе палӑрать.
Культурӑсем пӗр-пӗринпе мӗн чухлӗ япӑхрах "калаҫма" пултараҫҫӗ, ҫавӑн чухлӗ вӗсен пӗр-пӗрин уйрӑмлӑхӗсене хӑйсен куҫӗнче ытла пысӑклатса кӑтартма тивет.
Фундаментализм яланах фанатизм ҫуратать.

🕸 Ушкӑнлӑ шухӑшлав
Хупӑ тата туслӑ ушкӑнри ҫынсем хушшинче килӗшӳ шырасси питӗ вӑйлӑ пулсан вӗсен шухӑшлавне пӑхӑнтарать. Тачӑ ҫыхӑннӑ ҫынсем хӑйсен харпӑр шухӑшӗсене ҫӑмӑллӑнах улӑштараҫҫӗ, идеологӑн тата нумайӑшӗн шухӑшӗпе шайлаштараҫҫӗ.
Ҫакна палӑртакан кӑмӑла "эпир-кӑмӑл" теҫҫӗ.

Хупӑ ушкӑнсем хӑйсене критикӑран хӳтӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа та ют ҫынсем ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑхаҫҫӗ, хӑйсене "чи-чи" тесе шутлама пуҫлаҫҫӗ.
Ушкӑнла шухӑшлав ҫынсене пӗрпеклетет, "пирӗн--ют = лайӑх--начар" категорисемпе усӑ курса ҫынсене пайлать.

🕸"Ирсӗр этем" эффекчӗ
Хӑш-пӗр лару-тӑрура ушкӑн пӗр ҫынна тапӑнать, ӑна ыйтман ҫӗрте характеристика пама тӑрӑшать, ҫав ҫӗрте килӗшмен енӗсене анчах ытла пысӑклатса ярать, ҫав хушӑрах лайӑх енӗсене асӑрхамӑш пулать.
Хӑш чухне ҫав ушкӑн суйланӑ ҫын ҫине юриех пысӑк пусӑм кӳрет, ӑна йӑнӑшсем тума чышать. Ҫын хирӗҫ тӑрать пулсан, социаллӑ йӗркесене пӑхӑнмасть пулсан -- лекрӗ, ӑна е хӗссе кӑлараҫҫӗ, е пурте пӑрахаҫҫӗ (изгой пулать).
Ку вӑл социум йӗркеленӗ тата ҫӗнӗ норма пек йышӑннӑ буллинг пулать.

🕸 Шухӑшсӑрлӑх
Пӗтӗмӗшле психика активлӑхӗ чакни, шаблонсемпе паттернсене суккӑрла пӑхӑнни.
Кӗске вӑхӑтлӑха усӑллӑ та пулма пултарать, канса илмелӗх, анчах вӑраха тӑсӑлсан -- ҫын хӑй ирӗкне ҫухатать.

📌Ҫакӑн пек танатасене нумайрах та нумайрах ҫын лексен мӗн кӗтмеллине ак кунта ҫырнӑччӗ:
https://t.me/chushu/1099

💊 Хамӑрта ҫынна упраса хӑварас тесен мӗн тума пултаратпӑр:
1. Чӗрӗ юлма тӑрӑшмалла. Пӗр питӗ ырӑ ҫын ҫапла каланӑччӗ: "Кам пӗр пурнӑҫ ҫӑлать -- ҫав тӗнче ҫӑлать, мӗншӗн тесен кашни ҫын вӑл -- тӗнче".

2. Аркатуран, курайманлӑхран пӑрӑнса ырлӑх, усӑллӑх, илем хӑпартмалли енне куҫмалла. Чун ӑҫта туртӑнать, ҫавӑнта вӑй хумалла. (Ӳнерҫӗсем, ку сирӗн вӑхӑт.) Ҫӗнӗ япала тӑвакан -- чӗрӗ.

3. Кама та пулин вӑйсӑртараххине пулӑшмалла. Пӗрре мар, яланах, ырӑ сӑмахпа та пулин. Ҫывӑх ҫынсемпе ӑшӑ юлмалла.

Кризис иртетех, ун хыҫҫӑн пирте мӗн юлать вара -- курайманлӑхпа ҫилӗ е ырлӑхпа ҫынлӑх -- пиртен килет.



Ҫӑлкуҫсем:

Социальное мышление как человеческий капитал
https://cyberleninka.ru/article/n/sotsialnoe-myshlenie-kak-chelovecheskiy-kapital/viewer

Социальная психология. Интенсивный курс, Майерс Девид
https://royallib.com/read/mayers_devid/sotsialnaya_psihologiya_intensivniy_kurs.html#0

«Бегство от свободы», Эрих Фромм
https://www.litres.ru/book/erih-fromm/begstvo-ot-svobody-23188720/chitat-onlayn/

«Кто останется в живых? Основы социометрии, групповой психотерапии и социодрамы», Якоб Леви Морено
https://www.litres.ru/book/yakob-levi-moreno/kto-ostanetsya-v-zhivyh-osnovy-sociometrii-gruppovoy-psi-69598549/

Социальная психология. Курс лекций, В.Т. Крысько

#longread
Хӳтлӗх ҫинчен

Эпӗ яланах хӗҫпӑшал легализацине хирӗҫ...чӗ.
Мӗншӗн тесен мана пӑшал тыттар -- эп ҫынна переес ҫук. Хама е ҫемьене вӗлерме хӑтланаканран хӳтӗлес тесен кӑна, тен.
Анчах пурте ман пек мар вӗт. Кам-тӑр пӗр шутламасӑрах ҫапма, хӗнесе тӑкма, вӗлерме пултарать. Пултарнипе кӑна. Вӗсемшӗн пурнӑҫ хакӗ виҫ пус. Манпа ҫакӑн пек ҫын тӗл пулсан камӑн-тӑр 100% икӗ пӑшал пулса тӑрать (манӑн мар).

Хӗҫпӑшал легализацилеме питӗ лайӑх ӗҫлекен саккун системи кирлӗ. Пирӗн лару-тӑру урӑхла-ха.

Мӗншӗн -чӗ.
Мӗншӗн тесен эпӗ хама хӳтлӗхре туймастӑп. Халь вара иккӗленетӗп.

Кам-тӑр ҫынна хӗнесе тӑкать, ӑна ҫакӑн хыҫҫӑн герой тата пӗр купа урӑх орден параҫҫӗ.
Кам-тӑр хӑйӗн мӑшӑрне виҫӗ сехет хушши пит тискерле муритлесе вӗлерет, 17 ҫул вырӑнне икӗ ҫул тӗрмере ларать те вӑрҫа каять, унтан таврӑнать те ак ҫур ҫул ӗнтӗ ҫынсем хушшинче урамра ҫӳрет.
Кам-тӑр варҫӑран таврӑнса унтан тем-тепӗр ҫаклатса килет, урампа хайӗнпе граната йӑтса ҫӳрет. Тепри ачасен умӗнчех ҫав граната мӗнле шаплатма пултарнине кӑтартать.
Ку вӑл юлашки виҫ уйӑхра пулса иртнинчен кӑна.

Мана ҫакӑн пек тискерсенчен саккун хӳтӗлемест пулсан кам/мӗн хӳтӗлет?

P.S. куботан пур, перцовка пур, шокер ҫук (пӗлекен ҫынсем усси ҫук терӗҫ).
Асамҫӑ-хӗр ҫӳҫне турать
📍Аксу районӗ
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
Улӑп пики ҫинчен каласа паракан халлап.
Текст ⬇️

#халлап
Улӑп пики
Пирӗн енче темле калама та ҫук ҫӳллӗ тусемех ҫук. Ҫапах та вӗсене пирӗн халӑх ту тесе калать. Пӗрне Валим хуҫа тӑвӗ теҫҫӗ, вӑл Пӳлер патӗнче. Теприне Хуралту тесе ят панӑ. Вӑл Ҫарӑмсан шывӗнчен ытла аякрах мар. Елӗк-авал, Пӑлхар саманинче, вӗсен тӑрринче вут ҫунтарса тимӗр шӑратнӑ, тет.
Виҫҫӗмӗшӗ вара Кереметпуҫ ялӗпе Аксу хушшинче вырнаҫнӑ, ӑна Улӑпту теҫҫӗ. Ҫак тусене мӗн авалтанпах Улӑп ура пуснӑ вырӑнсем тенӗ. Вӗсем хушшисем вӑтӑршар ҫухрӑма яхӑн пуль. Улӑп ҫапла пӗрре ярса пусмассерен вӑтӑршар ҫухрӑм утнӑ, тет. Пӗрисем тата ҫав Улӑпту ҫине вуникӗ паттӑра пытарнӑ тесе калаҫҫӗ.

Ӗлӗк, эпӗ ача чухне, ҫурхи тӗттӗм каҫсенче ҫав Улӑпту тӑрринче вут хӗмӗсем вӗл-вӗл варкӑшса тӑнине кураттӑмӑр. Ваттисем вара пире:
— Улӑпӑн савнӑ пики, Асамҫӑ-хӗр, ҫӳҫне турама тытӑнчӗ. Вӑл ялан ҫапла, вӑййа тухас умӗн илемлӗ ҫӳҫне варкӑштарса ҫивӗт тӑвать. Кам та кам ҫав пикене ҫывӑхран курать, туранӑ чухне ӳкнӗ ҫӳҫ пӗрчине тупать, ҫав ҫын асамҫӑ пулать, телейлӗ пулать,— тетчӗҫ.

Хӑшпӗр каччӑсем вара ҫав пикене ҫывӑхран курасшӑн, унӑн ҫӳҫ пӗрчине тупасшӑн ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе Сатук арманӗ патӗнче тип ҫырмара пытанса ларнӑ. Анчах Асамҫӑ-хӗре вӗсем пӗрре те ҫывӑхран курайман, тет, телей паракан ҫӳҫ пӗрчине те тупайман, тет -- Пике никама та хӑй ҫывӑхне яман, тет, куҫран ҫухалнӑ, тет.

#халлап
Иртнӗ юнкун ҫак кӗнекене туянтӑм. Халь тӗпчетӗп. Чӑваш чӗлхинче ҫӗнӗ терминсем ӑсталама юратакансем валли питӗ кирлӗ кӗнеке тесе шутлатӑп.

#кӗнекесем
Тиркевлӗ шухӑшлав ҫинчен

Ку япала мӗн иккенне эпир калама ҫук кукӑр-макӑр ӑнланатпӑр.
Тӗрӗссипе чи малтан тиркевлӗ шухӑшлав вӑл ҫын хӑйӗн тӗрӗслӗхӗнче яланах иккӗленнине пӗлтернӗ.

Пирӗн вара ку термин мӑнкӑмӑллӑх ярлыкӗ пек усӑ курӑнма пуҫларӗ: "Эпӗ нимӗне те ӗненместӗп, эпӗ никама та шанмастӑп".
Урӑхла каласан, "эпӗ яланах ҫын шухӑшне тиркетӗп, манӑн хамӑн шухӑш вара, паллах, тӗрӗс, вӑл тавлашуллӑ япала мар."

Ҫын хӑйӗн шухӑшӗсене яланах тӗрӗс тесе шутласан, унӑн пуҫӗнче аташу пуҫланса каять, чӑнлӑх кукӑр куҫлӑхри пек курӑнать.

Тиркевлӗ шухӑшлав вара -- ӑслӑлӑх туптамалли чаплӑ инструмент тата уҫӑ ӑс-тӑн палли. Пӗтӗм тӗнчери экономистсен форумӗнче ӑна ҫитес ӗмӗрти чи кирлӗ soft skills хушшинче палӑртнӑ.

Мӗнле ӑна аталантармалла?
Тӗрлӗ меслетсем пур, пуринче те тӗп "юпасем": логика, анализ, синтез тата шухӑшлав йӑнӑшӗсене пӗлни (ак кунта ҫырнӑччӗ: https://t.me/chushu/1144)

Мана килӗшекен оригиналлӑ хӑнӑхтару ҫапла:
1️⃣хама килӗшмен условисене йышӑнмалла.
2️⃣кирек мӗнле те тавлашуллӑ шухӑш илмелле.
3️⃣PRO тата CONTRA аргументсене суйламалла, шухӑш йӗркелемелле.
Оппонентсен енне "куҫма" хӑтланса пӑхмалла, ҫав енче чӑнахах та пулнӑ пулсан, мӗнле аргументсемпе усӑ курма юрӗччӗ?

Тиркевлӗ шухӑшлав аталантарма мӗн чӑрмантарать вара?
🔘Кӑмӑл-туйӑмсене ытла ирӗк пани (уйрӑмах курайманлӑха парӑнни).
🔘Ансӑр тавракурӑм.
🔘Мӑнкӑмӑллӑх.
🔘Шанчӑксӑр ҫӑлкуҫсене суккӑрла ӗненни.


Ҫӑлкуҫсем:
https://postnauka.ru/wtf/157181
https://www.weforum.org/agenda/2020/10/top-10-work-skills-of-tomorrow-how-long-it-takes-to-learn-them/
https://www.litres.ru/book/richard-dokinz/slepoy-chasovschik-kak-evoluciya-dokazyvaet-otsutstvie-zamy-9243263/
https://media.foxford.ru/articles/critical-thinking#

#longread
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
Пит ҫӑмартине тӑм илнӗ
(Асаннен халлапӗ)

Манӑн асанне кӗҫӗн классене вӗрентнӗ чухне чӑваш ачисем вырӑсла лайӑхах пӗлмен. Ҫавӑнпа асанне вӗсене вырӑсла та калаҫтарма тӑрӑшнӑ.
Пӗррехинче хӗлле пӗр ача шкула питне шӑнтса килнӗ пулнӑ. Асанне ӑна: "Сан пит ҫӑмартине тӑм илнӗ, ҫакна вырӑсла кала-ха", -- тесе ыйтнӑ.
Леш шутланӑ-шутланӑ та:
-- Лицо яйцо глина взял! --
тесе куҫарнӑ тет.

#халлап
ТӖНЧЕ ЛАВККИ - Роберт Шекли.txt
24.1 KB
Манӑн юратнӑ ҫыравҫӑсенчен пӗри -- фантаст Роберт Шекли.
Унӑн пӗр питӗ чӑнкӑ калавне чӑвашла куҫартӑм.

Sheckley Robert - Store of the Worlds:
https://royallib.com/book/Sheckley_Robert/store_of_the_worlds_the_stories_of_robert_sheckley.html

Вулав вӑхӑчӗ: 20 минут тавраш.

Upd 19.12.23
Текст якатса кӑштах улӑштартӑм

#куҫару
"Чӑваш" этноним ӑҫтан пулса кайнине паянхи куна никам та тӗплӗн пӗлмест. Темиҫе верси ҫӳрет, вӗсенчен пӗри те ҫирӗп мар.
Тата тепӗр верси ҫинчен каласа паракан халлап та пур.

Текст ⬇️

#халлап
Чӑваш ятлӑ сунарҫӑ

Елӗк-авал пӗр Чӑваш ятлӑ ҫын пурӑннӑ, тет. Вӑл ухӑран пит тӗл пенӗ. Пӗррехинче вӑл тусем ҫине ухутана кайнӑ. Ҫӳресен-ҫӳресен, вӑл пӗр ту хысакӗ ҫинче ҫав тери илемлӗ кайӑк ларнине курнӑ. «Персе антарам-ха ку кайӑка»,— тесе, вӑл ҫивӗч вӗҫлӗ ҫӗмренне кӑларнӑ. Кайӑк, ӑна курса, этем чӗлхипе калать:
— Ан пер мана, Чӑваш, киле илсе кай: кирлӗ кунта кирлӗ пулӑп,— тет.
Чӑваш килӗшет, кайӑка килне илсе таврӑнать.

Каҫ пулать, Чӑваш ҫывӑрма выртать. Ҫӗрле ку темӗнле шӑв-шав илтет. Сиксе тӑрать те тула чупса тухать. Ана хирӗҫ пӳрте пӗр хитре кӑна йӗкӗт чупса кӗрет, кӗрет те ҫухалать. Чӑваш ҫак йӗкӗтӗн тумӗ пӗтӗмпех кӗмӗлтен пулнине курать.
Ҫӗлӗк те уйӑх ҫутипе йӑл-ял ҫиҫет, тет.

Унччен те пулмасть — йӗкӗт хыҫҫӑн ял ҫыннисем чупса ҫитеҫҫӗ. Чӑваш вӗсенчен мӗн пулнине ыйтса пӗлет. Ҫынсем ӑна каласа параҫҫӗ. Вӑрӑ-хурах кӑпчаксем ял ҫине тапӑннӑ та лашасене, выльӑхсене хӑваласа каясшӑн пулнӑ иккен. Вара ҫав йӗкӗт вӗсене хӑваласа янӑ. Ял ҫыннисем вӑл Чӑваш патне кӗнине курнӑ, кам пулнине пӗлесшӗн килнӗ.
— Аҫта кайрӗ ҫав йӗкӗт? Вӑл пирӗн выльӑх-чӗрлӗхе ҫӑлса хӑварчӗ, тӑшмансене хӑваласа ячӗ, — теҫҫӗ.

Чӑваш калама та пӗлмест. Вӑл пӳрте кӗрет, пӑхать — никам та ҫук, кайӑк анчах ларать. Чӑваш пырать те кайӑка ҫапса ӳкерет. Унччен те пулмасть — кайӑкран пит чипер, хитре хӗр пулса тӑрать. Тумӗ те кӗмӗлтен, тет. Вара кӑпчаксене ҫак хӗр хӑваласа янине чухласа илет Чӑваш. Ҫынсем те пӗлеҫҫӗ.
— Ну, эпӗ халь санӑн арӑму пулатӑп, — тет ҫак хӗр.
Чӑваш ӑна хапӑлласах йышӑнать.

Пурӑнаҫҫӗ кусем пурнӑҫа. Нумай та вӑхӑт иртмест — ҫав хӗр ҫинчен ӗмпӳ илтет, ӑна хӑй патне илсе пыма, арӑм тума шутлать. Ҫав шутпа вӑл хӑйӗн нукерӗсене Чӑваш патне ярать. Кусем ҫитеҫҫӗ те кайӑк-хӗре ӗмпӳ патне пыма хушаҫҫӗ. Чӑваш ҫилленсе каять те ҫав нукерсене пурне те вӗлерсе пӗтерет. Вара вӑл арӑмӗпе пӗрле выльӑх-чӗрлӗхне пухать те, лашасем кӳлет те тинӗс хӗррине тарса каять.

Нумай вӑхӑт ыр курса пурӑнаҫҫӗ вӗсем, ватӑлса вилеҫҫӗ.
Вӗсем вилсен, вӗсен ачисене «чӑвашсем» теме тытӑннӑ пулать. Чӑваш ятлӑ ҫынтан чӑвашсем ҫапла пулса кайнӑ, тет.

#халлап
Ҫӗнӗ ҫул ҫитеспе асаттен пӗр чуна ӑшӑтакан халлапне каласа парас килет.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи чухӑн ҫулсем, ман асатте ун чух пӗр 5-7 ҫулта пулнӑ.
Пӗррехинче ялта тин уйӑрнӑ пыл сутнӑ тет, ҫынсем хӑйсен савӑчӗпе пынӑ, сутуҫӑ вӗсене ҫавӑнта пыл антарса панӑ. Ялти ача-пӑча йӗри-тавра явӑннӑ, паллах, анчах пыл илме никамӑн та укҫи пулман.

Пӗр ватӑ арҫын лавккаран ҫӑкӑр илчӗ тет те ҫемҫе ӑш-чиккине унтан кӑларса илчӗ тет. "Манӑн савӑт ҫук, ак ҫакӑнта пыл ярса парӑр-ха", -- терӗ тет. Шӑп-тулли тултарчӗҫ тет. Арҫынни кӑссисене шаккаса пӑхрӗ тет те: "Ак тамаша, укҫана илме маннӑ", -- терӗ тет, вара пылне каллене силлесе тӑкрӗ тет.
Ҫак пыллӑ ҫӑкрине урамра вылякан ачасене валеҫсе ҫитерчӗ тет ҫав арҫын.

Кашнине кӑштахшар кӑна лекнӗ пулсан та, асатте ҫав ҫӑкрине мӗн ватӑличчен аса илетчӗ.

#халлап
Хӑҫан мӗнле чӗлхе усӑ курни ҫинчен

XIX-мӗш ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче дворянсем час-часах французла ҫырнӑ. Вырӑс чӗлхи ҫав вӑхӑтра ытларах хресченсен, ахаль ҫынсен чӗлхи пулнӑ.

Пушкин хӑйӗн ҫураҫнӑ хӗрӗ патне ҫырнӑ чухне француз чӗлхипе усӑ курнӑ: мӗншӗн тесен ун чухне вӑл сӑпайлӑх тата аристократи йышӑннӑ йӗркене пӑхӑннин палли кӑна пулнӑ.

Вӗсен ҫемье пурнӑҫӗ пуҫлансан вара, Пушкин Наталья Гончарова патне ҫырнӑ чух чӗлхине тӳрех улӑштарать:
🔹ҫырусенче ӑна "эсӗ" тесе чӗнме тытӑнать (французла "vous" ҫав вӑхӑтри ҫырура "эсӗ" пек те, "эсир" пек те куҫать, анчах ытларах дистанци тытнине пӗлтерет);
🔹вырӑсла ҫырать, паян вуласан хӑш чухне тӳрккесрех тата хытӑрах пек те туйӑнать -- анчах ун чухне вӑл арӑмне кӳрентересшӗн пулман, ӑна хӑйӗн тӗнчине, хӑйӗн ҫывӑхне кӗртесшӗн, тулашри тӗнчерен уйӑрасшӑн пулнӑ.

Ҫӑлкуҫ:
Левкович Я. Л. Письма Пушкина к жене.

#нумай_чӗлхелӗх
🔔🔔🔔 Чӑвашла пӗлекен ҫынсем кирлӗ!

1) журналист: Чӑваш Енри пурнӑҫа ҫутатакан. Мӗн тумалла? Чӑваш Республикинче пулса иртекен пулӑмсене куллен ҫутатмалла.

2) текстпа ӗҫлекен: чӑваш чӗлхин икчӗлхиллӗ ҫӳпҫине (чӑваш чӗлхи корпусӗ) чӑвашла текстсемпе пуянлатакан. Мӗн тумалла? Тӗрлӗ сайтсенчи текстсене корпуса кӗртмелле.

3) куҫаруҫӑ: чӑваш чӗлхи корпусӗнчи чӑвашла текстсене вырӑсла куҫармалла. Мӗн тумалла? Корпусри текстсене чӑвашла куҫармалла («Атӑл.Тӑлмач» куҫарнине якатмалла).

4) Википеди куҫаруҫи: Википедири вырӑсла текстсене чӑвашла куҫаракан. Мӗн тумалла? «Атӑл.Тӑлмач» куҫарнӑ текстсене якатса Википедине кӗртмелле.

5) Сасӑ ҫыракан: чӑвашла текстсене сасӑлакан. Мӗн тумалла? Чӑваш чӗлхи корпусӗнчи текстсене сасӑламалла. Лайӑх сас кирлӗ. Хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтеретпӗр.

Ӗҫ тӳлевлӗ. Вӗрентетпӗр. Уйрӑмах кирлӗ: 4, 5, 3, 2.
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM