Тăм Куккук.
(Мана çак халлапа асатте каласа паратчĕ.)
Пурăннă тет пĕр ялта карчăкпа старик. Лайăх пурăннă, пахча тытнă, выльăх усранă, инкек курман. Пĕр енчен кăна начар – вĕсен ачисем пулман, çавăнпа ват çынсем пит хуйхăрнă.
Пĕррехинче старикки тăм илет те çав тăмран ача ăсталать. «Карчăк, эп хамăра валли ача илсе килтĕм», - тет. Карчăкки савăнать, çав ачана кăмака çине лартать те типĕтет. Ирхине карчăк кукли пĕçерме тытăнать те кĕтмен çĕртен ача сасси илтет: «Ман çиес килет, çиме пар», - тет сасă. Карчăк кăмака хыçне пăхать те тĕлĕнсе хытса тăрать – тăм ача чĕрĕлсе кайнă! Ват çынсем тем пек савăнаççĕ, çав ачана Тăм Куккук тесе ят хураççĕ.
Карчăк ăна кукли çитерет, унтан яшка, пăтă, аш… Тăм Куккук çиет те ÿсет, ÿсет те çиет, çисе тăранаймать, тек: «Ман çиес килет», - тесе кăшкăрать. Килте мĕн пур апата йăлтах çисе ярать хайхи, çапах тăранаймасть, хăй çурт пысăкăш пулнă ĕнтĕ. Унтан Тăм Куккук пĕтĕм тыррине çисе ярать те карчăкпа старикке те çăтать.
Питĕ выçă пулнипе картише тухать хайхи, пĕтем чăхсене, сурăхсене тытса çиет, нимĕн те хăвармасть, мĕн тупать, çавна çиет. Хайхи урамран карчăккин качаки картише кĕрет. «Эп сана та çисе ярап», - тет Тăм Куккук. «Çиен, паллах, - тет качака, - Эс ывăнтăн пуль, атя эс хапха умне лар та çăварна пысăкрах уç, эп вара тÿрех сан хырăмна лекетĕп». Тăм Куккук савăнать, хапха умне ларать те çăварне карса пăрахать. Качака хытă кăна чупса пырать те Тăм Куккук хырăмне вĕçлеке майракисемпе çурса ярать.
Тăм Куккук хырăмĕнчен пĕтĕм выльăх хыпаланса тухать, юлашкинчен вара карчăкпа старик те сывă тухаççĕ. Тăм Куккукран пĕр тăм купи кăна тăрса юлать. Унтанпа карчăкпа старик ача пулманнишĕн урăх хуйхăрман, савăнса пурăнна, качакине тутлă çитернĕ.
#халлап #юмах

Навигаци валли тег пуххи:
#опыт
#нумай_чӗлхелӗх
#longread
#рецепт
#сӑвӑ
#сӑмах
#юрӑ
#халлап
#юмах
#каларӑш
#уйăх
#кун
#пултаруллӑ_ҫынсем
#ачалӑх
#Путешествие в историю чуваш
#опыт
#нумай_чӗлхелӗх
#longread
#рецепт
#сӑвӑ
#сӑмах
#юрӑ
#халлап
#юмах
#каларӑш
#уйăх
#кун
#пултаруллӑ_ҫынсем
#ачалӑх
#Путешествие в историю чуваш
Хушмалли тата 🙂
Çĕлен 100 çул пурăнсан аçтаха пулса тăрать, çынсемпе выльăха çăтса пурăнать.
Иран чĕлхисенчен килнĕ - ажи - çĕлен, дахан - çыртакан.
Аçтаха 1000 çул пурăнсан юхха пулса тăрать, юхха хăйĕн ахаль халĕнче аçтаха пекех, сунара тухсан тем пек хитре хĕр сăнне илме пултарать. Шывсăр пурăнаймасть. Чăваш чӗлхине иран чĕлхисенчен килнĕ.

Асамлӑ кетмен
(Уйгур юмахӗ)
Ӗлӗк-авал пӗр патшан икӗ йӗкӗреш ывӑл пулнӑ тет. Юратса ӳстернӗ вӗсене патша.
Ҫулсем иртнӗҫем йӗкӗрешсем ӳссе ҫитӗнчӗҫ, вӑйлӑ та маттур йӗкӗтсем пулса тӑчӗҫ.
Анчах пӗррехинче патша ывӑлӗсем чирлесе ӳкнӗ тет -- вӗсен апат анми пулнӑ. Патша вӑйлӑ пӑшӑрханнӑ, пӗтӗм патшӑлӑхран тухтӑрсене, поварсене, навайчи [навайчи -- ҫинҫе ҫӑкӑр пӗҫерекен ҫын] чӗнсе ывӑлӗсене сиплеме хушнӑ, анчах ӗҫ тухман.
Вара ывӑлӗсем ашшӗнчен инҫе ҫула им шырама яма ирӗк ыйтрӗҫ. Ашшӗ ирӗк пачӗ.
Хуларан тухсанах йӗкӗтсем ватӑ хресчен типӗ ҫӗре кетменпе [кетмен -- катмак, маттик] ҫапнине курчӗҫ. Ыйтрӗҫ:
-- Ырӑ ҫын, каласа парсам, хӑш ҫӗршывра апат антаракан им-ҫам тупма май пур?
-- Ун пек им тупма йывӑр мар, -- тӗрӗ ватӑ ҫын. -- Анчах куратӑр, мӗн чухлӗ манӑн ӗҫ: кӑштах та пулин чумиза тата кукурус акма манӑн каҫчен ҫак сӑрта чавса якатмалла. Эсир мана пулӑшсан эпӗ сире питӗ лайӑх им-ҫам тупма пулӑшӑп, сӑмах паратӑп!
Йӗкӗрешсем килӗшрӗҫ.
Ватӑ ҫын вара вӗсене хӑйӗн кетменне хӑварчӗ те килне кайрӗ.
Мӗн каҫчен тӑрӑшса, тар юхтарса ӗҫлерӗҫ йӗкӗтсем кетменпе -- ҫав тери им тупас килнӗ вӗсен.
Ват ҫын вара, килне килсен, арӑмне каланӑ:
-- Каҫхи апата пысӑк хуранпа плов хатӗрлесе хур-ха. Кишӗр ҫитмесен, ҫарӑк нумайрах тураса яр.
Каҫхине ват ҫын йӗкӗтсене хӑйӗн килне чӗнсе килнӗ те вӗсен умне пас кӑларакан плов лартнӑ.
Йӗкӗтсем хӑйсем те сисмерӗҫ, пловран пӗр рис пӗрчине те хӑвармарӗҫ, тӗпӗ-йӗрӗпе ҫисе ячӗҫ. Питӗ тӗлӗнчӗҫ, йӗкереш хӑраххи ыйтрӗ:
-- Ырӑ ҫыннӑм, мӗнле асамлӑ им ятӑр эсир ҫак плов ӑшне? Вӑл ҫав тери тутлӑ пулчӗ!
-- Тӗрӗссипе каласан, -- хресчен чунтан кулса ячӗ, -- пловра нимӗнле асамлӑ им-ҫам та ҫук. Асамли вӑл ман кетмен, эпӗ сире хирте хӑварни...
Ӑнланчӗҫ йӗкӗтсем ватӑ хресченӗн сӑмахӗсене, вара малалла им шырама каймарӗҫ, килне таврӑнчӗҫ.

Сармантейӗн сарӑ чӑххи сарӑ ҫӑмарта тунӑ; ӑна шӑши пынӑ та хӳрипе ҫапса ҫӗмӗрнӗ. Сармантей те йӗрет, тет, сарӑ чӑххи те какалать, тет.
Хапхи калать, тет:
— Манӑн та уҫӑлса хупӑнас,—
тет.
Анать, тет, пӗр вӑкӑр шыва.
— Хапха, эсӗ мӗншӗн уҫӑлса хупӑнатӑн?—тесе ыйтать, тет.
— Уҫӑлса хупӑнмасӑр,— тесе калать, тет:
—Сармантейӗн сарӑ чӑххи сарӑ ҫӑмарта тунӑ, ӑна шӑши пынӑ та хӳрипе ҫапса ҫӗмӗрнӗ. Сармантей те йӗрет, сарӑ чӑххи те какалать!— тет.
Вӑкӑр калать:
— Эппин, манӑн та мӗкӗрсе анас
пулӗ,—тет.
Мӗкӗрсе анать, тет, шыв хӗррине.
Шыв калать:
— Мӗншӗн, вӑкӑр, мӗкӗретӗн? —
тет.
— Мӗкӗрмесӗр,— тет.
— Сармантейӗн сарӑ чӑххи сарӑ ҫӑмарта тунӑ, тет; ӑна шӑши пынӑ та хӳрипе ҫапса ҫӗмӗрнӗ, тет; Сармантей те йӗрет, тет, сарӑ чӑххи те какалать, тет, хапхи те уҫӑлса хупӑнать, тет.
Шыв калать:
— Манӑн та хумханас, эппин,—
тет.
Пӗр ҫӗнӗ ҫын шыв ӑсма анать.
— Шыв, эсӗ мӗншӗн хумханатӑн?—тет.
— Хумханмасӑр,—тет:
— Сармантейӗн сарӑ чӑххи сарӑ ҫӑмарта тунӑ, тет; ӑна шӑши пынӑ та хӳрипе ҫапса ҫӗмӗрнӗ, тет; Сармантей те йӗрет, тет, сарӑ чӑххи те какалать, тет, хапхи те уҫӑлса хупӑнать, тет, вӑкӑрӗ те мӗкӗрет, тет.
Ҫӗнӗ ҫын калать:
— Манӑн та пӗр витрине ҫапса
ҫӗмӗрес,— тет.
Ҫапса ҫӗмӗрет витрине.
Тавӑрӑнать киле. Хунямӑшӗ чуста ҫӑрать, тет:
— Кин, мӗншӗн хӑрах витрепе анчах ӑсса килтӗн?—тет.
— Хӑрах витрепе анчах пулмасӑр,— тет,
— Сармантейӗн сарӑ чӑххи сарӑ ҫӑмарта тунӑ, тет; ӑна шӑши пынӑ та хӳрипе ҫапса ҫӗмӗрнӗ, тет; Сармантей те йӗрет, тет, сарӑ чӑххи те какалать, тет, хапхи те уҫӑлса хупӑнать, тет, вӑкӑрӗ те мӗкӗрет, тет, шыв та хумханать,— тет.
Хунямӑшӗ калать:
— Манӑн та чустана кӑларса ывӑтас эппин,— тет.
Кӑларса ывӑтать, тет, чустине.
Ывӑлӗ кайнӑ вӑрмана. Таврӑнать вӑрмантан. Ывӑлӗ калать:
— Мӗншӗн яшка пӗҫермерӗр? —
тет.
Амӑшӗ калать:
— Сармантейӗн сарӑ чӑххи сарӑ
ҫӑмарта тунӑ; ӑна шӑши пынӑ та хӳрипе ҫапса ҫӗмӗрнӗ; Сармантей те йӗрет, сарӑ чӑххи те какалать, хапхи те уҫӑлса хупӑнать, вӑкӑрӗ те мӗкӗрсе анать, шыв та хумханать, ҫӗнӗ ҫын та хӑрах витрине ҫапса ҫӗмӗрнӗ,—тет.
Ывӑлӗ калать:
— Манӑн та хӑрах атта кӑларса
ывӑтас,— тет.
Вӑл та хӑрах аттине кӑларса ывӑтрӗ, тет.
Пӗтрӗ.