Аҫтахар картишӗ
181 subscribers
396 photos
8 videos
10 files
115 links
Аҫтахар Плотников — «Чӑваш халӑх сайчӗн» тӗп редакторӗ. Кунта унӑн пултарулӑхӗпе тата шухӑшӗсемпе паллашма пулать.
Download Telegram
«Атӑл.Тӑлмачпа» усӑ курса кунне мӗн чухлӗ куҫараҫҫӗ? Статистика ҫакна кӑтартать.

Паян статистика страницине майлаштарса ҫитертӗм. Тӗрӗсрех, вӑл унччен те пурччӗ-ха, анчах хӑвӑрт-хӑвӑрт ӑсталанӑскер. Паян вара йӗркелесе ҫитертӗм: темиҫе чӗлхепе ӗҫлемелле турӑм, баннер вырнаҫтартӑм, кӑштах якаткаларӑм.

Статистика страницинче кунне мӗн чухлӗ куҫарнине, тата ҫавӑн пекех хаклавнипе юсанисен шутне курма пулать. Ҫак пӗтӗм ӗҫпе пӗтӗмпех «Атӑл.Тӑлмача» каярахпа вӗрентнӗ чухне усӑ курӑпӑр. Пӗччӗкӗн-пӗчӗккӗн кун пек те пулин пирӗн пухмач пухӑнсах пырать!

#программӑлани
Паян тата «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» ӗҫлерӗм. Шырава анлӑлатрӑм (хӗрлипе палӑртнӑ икӗ опци хушрӑм).

Мӗн тӑваҫҫӗ-ха вӗсем?
Пӗрремӗш, сӑмах форминсен сӑмах тӗпне тупса ӑна шырать. Калӑпӑр, «ҫутатать» тесе шырасан «ҫутатать» тесе ҫырнине кӑна мар, «ҫутат» сӑмахӑн тӗпӗнчен пулнӑ мӗнпур сӑмахсене шута илсе шырӗ. Иккӗмӗшӗ темиҫе сӑмах шыранӑ чухне мӗнле шырамаллине палӑртать: ахаль чухне шыракан сӑмахсенчен хӑть те хӑшне те пулин тупсан ҫав пуплевӗшсене кӑтартӗ. Паян вара тепӗр 3 опци хушрӑм: 1) «кашни пулмалла» (кун пек чухне «хӗвел ҫутатать» тенине шырасан пуплевӗшре икӗ сӑмахӗ те пулмалла); 2) «Пӗрремӗшӗ тата ыттисенчен хӑшӗ те пулин» (кун пек чухне пӗрремӗш сӑмах пулмаллах, ыттисенчен вара хӑшӗ те пулин пулмалла: «хӗвел ҫутатать хӗртет» тесе шырасан е "хӗвел" тата "ҫутатать" е "хӗвел" тата "хӗртет" пулмалла); 3) «Пӗрремӗшӗ, ыттисемсӗр» (кунта пӗрремӗш сӑмах пулмалла, ыттисем вара пулмалла мар; ку опципе «хӗвел ҫутатать» шырасан «хӗвел» пур, анчах «ҫутатать» ҫук пуплевӗшсене кӑтартӗ).

Каярах пулӑшу страницине хатӗрлӗп — унта ҫак опцисемпе мӗнле ӗҫлемеллине ӑнлантарса парӑп. Апла пулин те ку ҫӗнӗлӗхсем корпусри шырава самай анлӑлатӗҫ.

#ЧЧЛ #программӑлани
Паян юрҫӳренӗн обкаткине вӗҫлерӗм. Пурӗ 499,1 ҫухрӑм пулчӗ. Ҫула май Шорккари Николай Алексеевич Платонов патне кӗрсе тухрӑм. Сӑн ҫинче унӑн ҫурчӗ.
Паян замӑн малтанхи Sharmax-S550 MaxPro юрҫӳрен валли кофр турӑм.

Тӗрӗсрех каласан, вырнаҫмашкӑн касрӑм. Ку кофра малтанах тунӑччӗ — «Рысь» юрҫӳрен валли. Пӗлтӗрхи хӗлле ӑна сутса ятӑм та — кофрӗ юлчӗ. Анчах Sharmax кӑшт ансӑртарах, 6 см сарлакӑшне кӗскетме тиврӗ.

Ӑсталасса 8 мм фанерӑран туса. Уҫсан хупӑлчипе сӗтел пек усӑ курма пулать. Ун ҫинче хуҫалта ларса пыракан валли ҫемҫе хыҫ ҫук, ҫавна май ку кофр ларса пыракан валли те меллӗ пулӗ.

Сӑрлаканӗ — эпӗ мар. Халь кӗскетнӗ хыҫҫӑн каснӑ вырӑнсене тепре сӑрлама тивет-ха.

#юрҫӳрен #столяр ӗҫӗ
1️⃣2️⃣0️⃣0️⃣0️⃣0️⃣0️⃣

«Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» 1 миллион та 200 пин ытла мӑшӑр! Паян ҫак виҫе урлӑ каҫрӑмӑр!

Корпусри сӑмахсен йышӗ те 15 миллион та 800 пинрен иртрӗ. Кӑҫал тума планласа хунӑ 16 миллион таран тепӗр иксӗр пин сӑмах кирлӗ… 2023 ҫулталӑк вӗҫлениччен эрне ытларах кӑна юлчӗ-ха та… Те ӗлкерӗпӗр, те ҫук. Халь икӗ кӗнекен текстне юсаҫҫӗ. Каярах вӗсене тата корпуса кӗртмелле... Ҫакӑн валли вӑхӑт кирлӗ. Ҫитес эрнере Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗ хӑйсен корпусне хӑтламалла — ҫак вӑхӑтччен 16 миллион сӑмахлӑ корпус тусан пит аванччӗ... Анчах… икҫӗр пин сахал мар вӑл — виҫӗ пысӑк кӗнеке кирлӗ!

Тата: эпӗ мӑшӑрланӑ сӑмахсен йышӗ 6 миллионран иртрӗ. Ку хыпара ҫырнӑ чухнехи калӑпӑш: 6 001 910.

Пӗчӗк утӑмсемпе те пулин малалла пыратпӑр!

#ЧЧЛ #кулленхиӗҫ #чӑвашчӗлхи
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
Ӗнер хам хатӗрлекен «Чӑвашла топонимсен онлайн словарӗнчи» статьясен йышне 300-тен ирттертӗм. Халь пурӗ 307.

Ӗнер Тӑвай район энциклопединче тӗл пулаканнисене хушкаларӑм. Пит кӑсӑклисем тӗл пулаҫҫӗ. Хӑш-пӗр ялсенне питӗ тӗплӗ ҫырса кӑтартнӑ, теприсенне вара ячӗшӗн кӑна тенӗ пек кӗртнӗ. Вырӑсла ҫырнисем те тӗл пулаҫҫӗ — вӗсем, паллах, ман словаре кӗреймӗҫ, малтан чӑвашла мӗнле пулнине палӑртас пулать.

Майӗпен ҫапла май ятсем пухӑнса пыраҫҫӗ-ха. Тен, ҫитес ҫул, халӑха ытларах хутшӑнтармалла пуль. Уйрӑмах вӑл е ку вырӑн ӑҫта вырнаҫнине кӑтартсан пит аван.

#кулленхиӗҫ #топонимика #топонимикасловарӗ
Хама валли ҫӗнӗ «тетте» туянтӑм — арбалет. Чӑвашла вӑл «тапкӑч» ятлӑ пулас.

Халь усӑ курма хӑнӑхатӑп. Ӗнер пӗр ҫӗмренне ҫухатма та ӗлкӗртӗм (ҫӗрле ним те курӑнмасть, мишене те пысӑкраххине суйламалла пулнӑ пулас — юр ӑшне чӑмрӗ те ҫухалчӗ). Мӗн тӑвӑн — арҫынсен хӑйсен вӑййисем, хӑйсен йӑпатмӑшӗсем. Тӳрех калатӑп — ку ман пӗрремӗш тапкӑч, ҫавна май хӑнӑхмалли пайтах-ха. Унсӑрӑн пуҫне, хӑрушсӑрлӑх пирки те манмалла мар…

#тапкӑч
Акӑ тепӗр туяну — ку вара электроэнерги енчен хӳтӗленме кирлӗ. Лапсарта час-часах ҫутӑ сӳнтереҫҫӗ. Ҫавна май «Чӑваш халӑх сайчӗ»-пе тата ытти сайтсемпе усӑ курма май ҫук. Кӑна туянни, паллах, туллин хӳтӗлеймӗ (ҫыхӑну точниксем пур — вӗсене пула), анчах пӗрремӗш утӑм теме пулать. Ҫӗнӗ ҫулта провайдера Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗнчи точкӑпа тӳрреммӗн ҫыхӑнтарма ыйтасшӑн. Вара ИБП лартмалла та ӗҫ лайӑхланӗ. Ку бензогенератора автоматически ҫутма май пур — вӑл япалана та тусан — тата та аванрах пулӗ.

Бензогенератор моделӗ: HYUNDAI 3020FE — электротапранупа, AVR (напряжение тӗрӗслесе тӑрать) пур, масло датчикӗпе (малтан тапратас умӗн пӑхрӑм — пур пек, анчах тапратма хӑтланатӑп — тапранасшӑн мар; кайран тепре тӗрӗслерӗм те машшин ҫӑвӗ ҫук иккен; ятӑм та чиперех тапранчӗ — апла датчик ӗҫлет!). Мӗн килӗшрӗ — шавӗ вӑйлах мар.

#туянусем #бензогенератор
🔔🔔🔔 Чӑвашла пӗлекен ҫынсем кирлӗ!

1) журналист: Чӑваш Енри пурнӑҫа ҫутатакан. Мӗн тумалла? Чӑваш Республикинче пулса иртекен пулӑмсене куллен ҫутатмалла.

2) текстпа ӗҫлекен: чӑваш чӗлхин икчӗлхиллӗ ҫӳпҫине (чӑваш чӗлхи корпусӗ) чӑвашла текстсемпе пуянлатакан. Мӗн тумалла? Тӗрлӗ сайтсенчи текстсене корпуса кӗртмелле.

3) куҫаруҫӑ: чӑваш чӗлхи корпусӗнчи чӑвашла текстсене вырӑсла куҫармалла. Мӗн тумалла? Корпусри текстсене чӑвашла куҫармалла («Атӑл.Тӑлмач» куҫарнине якатмалла).

4) Википеди куҫаруҫи: Википедири вырӑсла текстсене чӑвашла куҫаракан. Мӗн тумалла? «Атӑл.Тӑлмач» куҫарнӑ текстсене якатса Википедине кӗртмелле.

5) Сасӑ ҫыракан: чӑвашла текстсене сасӑлакан. Мӗн тумалла? Чӑваш чӗлхи корпусӗнчи текстсене сасӑламалла. Лайӑх сас кирлӗ. Хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтеретпӗр.

Ӗҫ тӳлевлӗ. Вӗрентетпӗр. Уйрӑмах кирлӗ: 4, 5, 3, 2.
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
Аҫтахар картишӗ
🔔🔔🔔 Чӑвашла пӗлекен ҫынсем кирлӗ! 1) журналист: Чӑваш Енри пурнӑҫа ҫутатакан. Мӗн тумалла? Чӑваш Республикинче пулса иртекен пулӑмсене куллен ҫутатмалла. 2) текстпа ӗҫлекен: чӑваш чӗлхин икчӗлхиллӗ ҫӳпҫине (чӑваш чӗлхи корпусӗ) чӑвашла текстсемпе пуянлатакан.…
Ӗнерхи пӗлтерӳ хыҫҫӑнхи пӗтӗмлетӳсем:
• 3 ҫын Википедири статьясене куҫарас ӗҫе хутшӑнма кӑмӑлларӗҫ; пӗри 2 статья куҫарчӗ.
• 3 ҫын сасӑласа пулӑшма хатӗр пулчӗҫ; иккӗшне ӑнлантарса патӑм, пӗри вӗсенчен 21 минут сасӑлама та ӗлкӗрчӗ.
• 1,2,3 — ку пунктсене никам та ыйтмарӗ-ха...

4-мӗш пункт тӗлӗшпе темиҫе ҫынна хутшӑнтармалла пуль. Бюджет палӑртас та — кам ытларах ӗҫлӗ, вӗсене ытларах лекӗ. Хальлӗхе ҫапла йышӑну тӑвас тетӗп. Ҫавна май, кӑмӑл пур пулсан ҫыхӑнма пултаратӑр: @astahar
«Чӑваш Ен калаҫать» каналта Владимир Путинӑн салам сӑмахне имӗш нейросеть чӑвашла куҫартнӑ тесе пӗлтерчӗҫ.

Шел те, ку фейк кӑна. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен кунашкал аван калаҫма (интонаципех-ҫке!) пит нумай даннӑйсем кирлӗ. Хальхи вӑхӑтра вара арҫын сасси ҫителӗклӗ калӑпӑшпа Библие сасӑланинче кӑна пур. Нейросетьпе сасса улӑштарма та май пур — анчах кунта темшӗн ҫапла туман.

Куҫарӑвне те тишкертӗм — ни «Яндекс.Тӑлмач» сӗнекенни мар, ни «Атӑл.Тӑлмачӑн» мар. Ҫапла май алӑпах куҫарни курӑнать.

Кунашкал фейксен сиенӗ мӗнре-ха? Ахаль халӑха, паллах, улталама пулать. Анчах ҫав халӑхах ҫакӑн хыҫҫӑн «пирӗн ӗҫлекен нейросеть пур-ҫке, эсир мӗн унта мӑшӑрсем кирли пирки, текста сасӑласси пирки ыйтатӑр?» тесе ыйтма пултарать. Япали пур-ҫке, мӗншӗн ӑна тумалла тет? Пулӑшасшӑн та пулмӗҫ.

Хайп тума пулать-ха ӗнтӗ кунашкал «салам»-семпе. Анчах сиенӗ те пит пысӑк!
Паян тахҫанпах калаҫман, тӗл пулман ҫынпа калаҫса илтӗм. Ахаль пулсан темех марччӗ ӗнтӗ. Анчах та гороскоппа шантарнӑ тӑрӑх шӑп ҫакӑ пулса иртмеллеччӗ.

Гороскопа ӗненекенсем те, ӑна шанманнисем те пур. Иккӗмӗшӗсем, паллах, ытларах енӗпе ӑслӑлӑха шанакан ҫынсем, астрологие вӗсем суя ӑслӑлӑх шутне кӗртеҫҫӗ. Ман шутпа вара унта темскер пурах. Ӑнсӑртран тӗл текнӗ прогноз кӑна мар тесе шутлатӑп. Тӗслӗх пек хамӑн юрҫӳрене обкатка тухнӑ вӑхӑта илме те пулать: ун чухне ман Пикшик ялӗнче пӗр ҫырма урлӑ каҫмаллаччӗ. Анчах шывӗ йӗркеллӗ шӑнманччӗ. Каҫасси пит иккӗленӳллӗччӗ. Анчах ҫав кун гороскоппа кун йӗркеллӗ, тӗр пӑтӑрмахсӑр иртесси ҫинчен каланӑччӗ те, теветкеллӗ пулин те, ҫавах каҫасах терӗм. Каҫрӑм та. Ҫӳхе пӑра ҫӗмӗрсе чӑнкӑ ҫырана хӑпарса кайрӑм. Пӗр пӑтӑрмахсӑр. Малалал та кун йӗркеллех иртрӗ.

Эпӗ паллах, гороскоппа пулӑ, ҫавна май ҫавнашкал тӗлӗнтермӗш япаласене ӗненкелетӗп. Ҫав шутра тӗлӗкре курнине те. Апла пулин те астрологи маншӑн тем тесен те суя ӑслӑлӑх мар. Хальлӗхе, ман шутпа, эпир ӑна тӗп тӗрӗс пӗлсе ҫитеймен кӑна. Астрологире темскер ҫавах пурах. Кашнин хӑйӗн шӑпи теҫҫӗ, шӑп ҫав шӑпана астрологи кӑтартать те пуль. Апла пулин те шӑпа вӑл вӑрманти сукмак пек кӑна. Эсир ҫитме палӑртнӑ ҫӗре такӑрлатнӑ ҫулпа утса тухма пултаратӑр, е терт тӳссе, нушаланса — калӑпӑр, вӑрман витӗр ҫулсӑр-мӗнсӗр тӳррӗн тухма. Хӑш ҫула суйлассине кашни хӑй суйлать. Астрологи вара ҫав ҫулсене курма май парать. Ку ман шухӑш кӑна.

Астрологине эсир мӗнле йышӑнатӑр?
Паян юрҫӳренпе Анаткас Марки пӗви патне ҫул шырама кайрӑм. Мӑнал – Мишер – Опытнӑй – Ырашпулӑх маршрутпа тухрӑм та ҫулне тупрӑм. Хайхи каялла ҫула тухрӑм. Мишер ялӗ патнелле вӗҫтерсе пынӑ чухне чипер уйрах тӗмескесем (тӗрӗсрех каласан, малтан иртсе кайнӑ юрҫӳрен йӗрӗпе пытӑм, ҫавсем хыҫҫӑн юр муклашкисем юлнӑ ӗнтӗ) ҫине лекрӗм те ман юрҫӳрене пӗрре сулахаялла, тепре сылтӑмалла тайӑлтарчӗ... Яка уй тесе тата пӗчӗкех мар хӑвӑртлӑхпа пыратӑп…

Пӗтӗмлетсе каласан, юр ӑшне чӑмрӑм. Юрать хам шлемпа, тата юр та ӳкнине ҫемҫетрӗ... Юрҫӳрен те тӳнсе каймарӗ, эп вӗҫсе тухнӑ хыҫҫӑн хӑйех чарӑнчӗ. Кайран каялла ҫаврӑнса пӑхрӑм та ҫакнашкал йӗр хӑварнине куртӑм. Интереслӗ пек пулчӗ те сире те кӑтартас терӗм.

#юрҫӳрен
‼️ Ыран, кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче, тунтикун, 19:00 сехетре, Яндекс.Телемост урлӑ видео-урок ирттерӗп. Тема: Википедири статьясене вырӑс уйрӑмӗнчен чӑвашла куҫарасси. Вӑл урока ирттерме ӗнер ятарлӑ инструкци ҫыртӑм, унпа кунта паллашма май пур. Видео-урокра ҫак инструкципе мӗнле ӗҫлемеллине ӑнлантарса парӑп. Тепӗр май каласан, Википедири статьясене «Атӑл.Тӑлмачпа» усӑ курса чӑвашла куҫарма хӑнӑхса ҫитӗпӗр.

Урока хутшӑнмалли каҫӑ: https://telemost.yandex.ru/j/42811304884070 (тӳлевсӗр, ҫак каҫӑна уҫса браузер урлӑ е Яндекс.Телемост программӑна лартса итлеме май пур)

Ку пӗрремӗш урок, пуҫласа ирттеретӗп. Тен, пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулсан, малашне урӑх темӑсемпе те уроксем пулӗҫ.

#уроксем
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
Пӗрремӗш видео-урок иртрӗ. 5-6 ҫын хутшӑнчӗ пулас. Хӑш-пӗр ҫитменлӗхсем пулчӗҫ-ха ӗнтӗ, вӗсене тепӗр видео-урокчен майлаштарса ҫитерме шутлатӑп. Видео-урока ҫырасшӑнччӗ — анчах май пулмарӗ.

Те ытла ӑнланмалла ӑнлантартӑм, те урок теми ытла йывӑр пулчӗ, те итлекенсем ытла вӑтанчӗҫ, ыйту паракан пулмарӗ :)

Тепӗр урока мӗнле темӑпа ирттермелле? Mozilla Common Voice-ра сасӑ ҫырасси? Google.Translate-ра чӑвашла мӑшӑрсене тӗрӗслесси? «Атӑл.Тӑлмач» куҫарӑвӗсене хакласси? — суйлӑр, комментарире пӗлтерӗр. Видео-уроксене ирттерессине мӗнле лайӑхлатмаллине те ҫырсан аванччӗ.

Эп вара видео-урокра тӗслӗх пек усӑ курнӑ статьяна вӗҫне ҫити майлаштарса ҫитерӗп.

#видеуроксем #Википеди
Паянхи ҫил-тӑман хыҫҫӑн.
🖥 «Яндекс.Тӑлмач» аван куҫарнине асӑрхарӑм та паян Википедин куҫаруҫине тишкерес терӗм. Пӗтӗмлетӳ вара аванах мар: унти куҫаруҫӑ «Яндекс.Тӑлмач»-па усӑ курса ӗҫлет пулин те, куҫару аван пулса тухмасть. Пӗтӗм сӑлтавӗ вики-разметкӑра пулас. Енчен те пуплевӗшри сӑмахсем ҫинче каҫӑсем ҫук пулсан — «Яндекс.Тӑлмачри»-пе пӗрешкелех. Каҫӑсем пур пулсан вара — куҫарнӑ текст йӑлт сӑмах купи пулса тӑрать. Пӗрремӗш пуплевӗшех сӑнӑр: нимӗнле каҫӑ ҫук та — куҫару пӗрешкелех. Иккӗмӗш абзацри пӗрремӗш пуплевӗше сӑнӑр: сӑмахсем ҫинче каҫӑсем пит нумай та — куҫарнӑ пуплевӗш йӑлт сӑмах купи кӑна пулса тӑнӑ.

📈Малалла «Атӑл.Тӑлмачпа» «Яндекс.Тӑлмач» хушшинчи уйрӑмлӑха тишкерсе пӑхмалла (1а 1п — кунта 1-мӗш абзацри 1-мӗш пуплевӗш; АТ — «Атӑл.Тӑлмач», ЯТ — «Яндекс.Тӑлмач»; хаклав 10 балран):
1а 1п) АТ аванрах хатӗрленӗ, «Жрака» ята тӗрӗс нихӑш те куҫарайман; АТ — 7; ЯТ — 5.
1а 2п) кунта ЯТ самай аванрах ӑнланнӑ, АТ — 3, ЯТ — 6.
1а 3п) нихӑшӗ те йӗркеллӗ куҫарайман, АТ — 4, ЯТ — 3.
2а 1п) кӑна АТ аванрах куҫарнӑ, анчах ЯТ та питӗ япӑх куҫарнӑ теме ҫук, АТ — 8, ЯТ — 7.
2а 2п) пӗрешкелех куҫарнӑ темелле, Ят кӑшт аванрах, АТ — 7, ЯТ — 8.
2а 3п) кунта ЯТ аван куҫарнӑ, пайӑр ята ҫеҫ ӑнланса ҫитереймен, АТ — 6, ЯТ — 8.
2а 4-5п) ЯТ ӑна икӗ пуплевӗш пек курнӑран пӗрле пӑхмалла. Пахалӑхӗпе пӗрешкелех темелле, иккӗшне те 7 балл лартӑп.
Вӑтам бала шутласан АТ — 6, ЯТ — 6,28. «Яндекс.Тӑлмач» аванрах пулса тухрӗ.

⚠️Паллах, ку тӗслӗхсем — питӗ йывӑр пуплевӗшсем. Анчах «Атӑл.Тӑлмача» шӑп та шай ҫавнашкал йывӑртӗслӗхсемпе ӗҫлеме хӑнӑхтармалла та. Калӑпӑр, «Эта проклятая река сожрала моего сына» тенине «Ку ылханлӑ юханшыв ман ывӑлӑма тӗп турӗ» тесе куҫармалла, вара, каярах, унашкал тӗслӗхсем нумайлансан, вӑл ӑна ҫавӑн пек куҫарма вӗренӗ.

👀Сирӗн шутпа хӑш тӑлмач аванрах куҫарать?

#тишкерӳ #Википеди #куҫару #ЯндексТӑлмач #АтӑлТӑлмач
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM