Аҫтахар картишӗ
181 subscribers
380 photos
8 videos
10 files
114 links
Аҫтахар Плотников — «Чӑваш халӑх сайчӗн» тӗп редакторӗ. Кунта унӑн пултарулӑхӗпе тата шухӑшӗсемпе паллашма пулать.
Download Telegram
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
«Чӑваш халӑх сайтӗнче» ҫӗнӗ пай хушрӑм: Телеграмри каналсенчи кӑсӑклӑ материалсем. Вӗсене, паллах, хамӑр суйлӑпӑр.

Ку пая унчченех ӑсталанӑччӗ, анчах «Ҫӗнӗ Капкӑн» валли. Кайрах тытса пыма вӑхӑт ҫитми пулчӗ, ҫапла май вара сайтран ку пая илнӗччӗ. Халӗ вара урӑхларах турӑм: хальтерех кӗртнӗ 10 сообщенинчен пӗрине кӑтартӗ. Ҫӗнелессе яланхи пекех 15 минутра пӗрре ҫӗнелсе тӑрӗ.

Хӑш каналсенчи сообщенисем пулӗҫ-ха? Паллах, хамӑра ҫывӑх каналсенчисем. «Ҫӗнӗ Капкӑн», «Рувики чӑвашла», «Аҫтахар картишӗ» тата ыттисем те. Хам эп кулленех «Чӑвашла шухӑшла», «Вӗт шӑрҫа», «Сергеевна» пеккисемпе паллашса тӑратӑп. Вӗсенче тухнӑ кӑсӑклӑ сообщенисем те пулӗҫ. Суйланӑ чухнехи тӗп критери: каналти сообщени чӑвашла пулни (харӑсах вырӑсла та чӑвашла та ҫырнӑ пулсан та суйламӑпӑр пуль). Вырӑслисем валли те вырӑсла версире ҫак блока хатӗрлес шухӑшлӑ. Анчах каярах… (паян кун ҫумӑрлӑ пулать теҫҫӗ те, тен, паянах ӑсталӑп...)

Сайтра ҫак пая вырнаҫтарнин тӗп тӗллевӗ: телеграмри чӑвашла каналсем пирки халӑх патне ҫитересси. Аттук вӗсем, тен, пӗлмеҫҫӗ те!

Тата, ман шутпа, хамӑр хушӑра пӗр-пӗрин каналӗсене хутран-ситрен рекламӑласан та пӑсмӗ.

#ЧӑвашХалӑхСайчӗ #ЧХС #программӑлани
Forwarded from Сергеевна (Саша)
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
Манӑн проект лакса ларнӑ. Эсир манпа лайăх кун ҫинчен хальччен калаҫман пулсан, ҫырса ярӑр.
Тавах
Пулӑшу кирлӗ…

«Тӑван Атӑл» журнал номерӗсене пӑхса тухнӑ май китай халӑх юмахӗсен куҫарӑвне тӗл пултӑм.

Никамӑн та ҫак текстсене юсаса тухас кӑмӑл ҫук-и? Кӑмӑл тупӑнсан — ҫыхӑнӑр, вӗсем пысӑках мар. Чи кирли — хӑвартрах туса парсан аванччӗ...
Тин кӑна Кукӑль.Тӑлмачра интереслӗ функци асархарӑм. Куҫарнӑ предложени ҫине пуссан темиҫе вариант сӗнет.

Вӑл кӑна та мар — кашни вариантӑн тата каялла куҫарни пур.

Хамӑр «Атӑл.Тӑлмачра» та ку функци евӗр япалана ӑсталамалла пуль.

#ҫӗнӗренпӗлни
Паян Сӑмахсарсен сайтӗнче API валли ключсемпе ӗҫлемелли меслете турӑм. Унччен хӑть те кам API-пе ӗҫлеме пултаратчӗ.

Мӗн валли ключ-па усӑ курни кирлӗ-ха?
🔤Ахаль ботсенчен сыхланма май пулӗ (калӑпӑр, Яндекс и Гугл шывравҫӑсен бочӗсем ӑнсӑртран ан усӑ курччӑр тесе);
🔤Кам мӗн ыйтнине тишкерме пулать.

Паллах, API-не ключпа хупса хуни ӑна пач хупнине пӗлтермест. Сире унпа ӗҫлени кирлӗ пулсан — паллах, ыйтсан ключпа тивӗҫтеретпӗр. Хыткукарланса тӑмӑпӑр.

Тата паян корпус сайтӗнче те кӑшт ӗҫлерӗм — унта та сӑмахсарсен сайчӗпе API урлӑ ҫыхӑнмалла турӑм (унччен тӳррӗн серверти даннӑйсен базипе ӗҫленӗ иккен; халь сӑмахсарсен сайчӗ тепӗр серверта, ҫавна май ку тӗрӗсех мар).

#программӑлани
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
🎆 Тӑванӑмӑрсем! Атьӑр-ха, кӑшт та пулин вӑхӑт тупса, Mozilla Common Voice-ра сасӑсен базине пуянлатар!

Мӗн тума ку кирлӗ-ха? Ара, тӗрлӗ сасса лайӑхрах палласа илмешкӗн. ASR (сасӑран текст тӑвасси) текен япала тӗрлӗ сасса аванран палласа илсе тӗрӗс текстлатӑр тесен 100 сехет ҫырнӑ сасӑ кирлӗ. Чӑваш чӗлхи валли хальлӗхе 70 сехете яхӑн кӑна пур. Тепӗр 30 сехет кирлӗ. Пулас ӑрусем валли хӑвӑр сасса ҫырса хӑварни те пит аван пулмалла!

https://chuvash.org/news/29888.html — сасӑ мӗнле ҫырмаллине ҫакӑнта ӑнлантарса панӑччӗ.

Ҫавӑн пекех хӑвӑр сассӑра Чӑваш чӗлхи корпусӗнче те ҫырма пултаратӑр. Унта ҫакнашкал функционал тӗп страницӑра вырнаҫнӑ. Тӗплӗнрех унпа мӗнле ӗҫлемеллине ҫак каҫӑпа ӑнлантарса панӑ: https://corpus.chv.su/content/voice.html

Такам тӑвасса ан кӗтӗр! Эсир хӑвӑр тусан кӑна ӗҫ ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӗ! Паянах, ырана хӑвармасӑр темиҫе пуплевӗше сасӑласан — тата та аванрах!

#йыхравсем #пулӑшу
Паян 300 ытла сыпӑк ҫыртӑм. Ҫапла май хам ҫырнӑ пуплевӗшсен шучӗ икӗ пинрен иртрӗ. Апла пулин те эп чи малта мар :(. Манран ытларах тепӗр виҫӗ ҫын сасӑ ҫырнӑ.

Сӑмах май, хамӑр корпусра эп ҫырнӑ (тата, паллах, видеорепортажсенчен кӗртнӗ) сасӑ калӑпӑшӗ 7 сехетрен иртрӗ. Mozilla Common Voice-ра пӗтӗмпе 28 сехет ҫырса илнӗ пулсан, пирӗн корпусра — 39 сехет ытла (вӗсенчен 30 сехечӗ Алинӑн).

#ҫитӗнӳсем
Куккуксем

Динамиксенчен юрӑ шӑранать. Игорь Никифоров «Куккуксем» юрра юрлать.

Шухӑшларӑм та — вӗт чӑннипе ҫак юрӑ пирӗн чӑваш халӑхӗ пирки. «Чӗппи ӳснӗ ун ют йӑвара…» — чӑн та, хамӑр чӑваш пулин те, ачасем пирӗн чӑваш йӑвинче мар, ют йӑвара ӳсеҫҫӗ. Куккука ҫапла ҫутҫанталӑк туса янӑ-ха та ӗнтӗ, анчах хамӑр халӑха вара ятарласа ҫапла ҫул ҫине тӑратаҫҫӗ. Ирӗксӗртен вара «Тăван амăшĕпе тăван хĕрĕ пĕрле Пĕр-пĕрне палламаççĕ çаплах» пулса тухать те. Ашшӗ-амӑшӗ чӑвашла калаҫать, ачи-пӑчи — вырӑсла. Ӑнланмаҫҫӗ пӗр-пӗрне…

Пуҫа килнӗ шухӑша ҫырса хурас терӗм… Сайтра вырнаҫтармашкӑн ҫавах та статья валли кӗскерех...

#шухӑш
Чӑн та пирӗн хушшинче тӗлӗнтермӗш ҫынсем питӗ нумай. Эпир вӗсем ҫинчен пӗлместпӗр те. Ак паян Ефремов Панфил Афанасьевич ҫинчен пит нумай пӗлтӗм: https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%95%D1%84%D1%80%D0%B5%D0%BC%D0%BE%D0%B2_%D0%9F%D0%B0%D0%BD%D1%84%D0%B8%D0%BB_%D0%90%D1%84%D0%B0%D0%BD%D0%B0%D1%81%D1%8C%D0%B5%D0%B2%D0%B8%D1%87 . «РУВИКИ чӑвашла» каналта «Кӑсӑклӑ» рубрикӑра вырнаҫтармалла та анчах паянхи кун валли унта урӑх статья суйларӑмӑр (ӑна Владислав хатӗрлет).

Вӑт, чӑн та, питӗ вӑйлӑ этем! Улӑп! 13 ҫулта ашшӗсӗр юлнӑ, йӑмӑкӗсемпе пиччӗшӗсене хӑй ӳстернӗ темелле. Шкулта пӗлӳ илсе Хусанти учительсен семинарийӗнче экстерн мелӗпе экзамен тытнӑ, учитель профессие алла илнӗ. Каяран 56 ҫул хушши ачасене вӗрентнӗ (вӗсенчен 40 ҫул — тӑван ял шкулӗнче).

Паллах, ку мар мана тӗлӗнтерчӗ. Ишек шкулӗнче вӑл механизациленӗ ӑслатӑх лаҫҫи (мастерской) тунӑ, унта ҫил вӑйӗпе ӗҫлекен генератор та вырнаҫтарнӑ пулнӑ. Хӑйӗн конструкципе сӳре ӑсталанӑ, тӑван колхоз валли тырӑ типӗтмелли хатӗр туса панӑ. Тата ку ҫын йывӑҫран велосипед (эп ку транспорт хатӗрне питӗ кӑмӑллатӑп) ӑсталанӑ! Унпа ярӑннӑ чухне ялти пӗтӗм ача курма тухнӑ тет.

Ҫакӑн пек биографисене вуланӑ хыҫҫӑн хӑвна ытла та пӗчӗк ҫын пек куратӑн...

#шухӑшсем
Телеграммра чӑвашла ҫыракан ҫӗнӗ канал уҫӑлнӑ: Фактсем. Вӑл тӗнчере кӑсӑклӑ ӗҫсем пирки ҫырма тӗллевлет.
https://t.me/factsem
Чӑвашла ҫӗнӗ каналсем уҫӑлни яланах савӑнтарать. Уйрӑмах, ҫакнашкаллисем. Тематики те «РУВИКИ Чӑвашла» канала ҫывӑх. :)

#пӗлме
Паян хама валли чӑваш ялавӗ валли эмоджи тупрӑм. 🟧 Хӑш-пӗр чухне пит кирлӗччӗ. Сире те кирлӗ пулсан, кунтан илме пулать.
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
Паян — Пӗтӗм тӗнчери куҫару кунӗ! Ҫак куна мӗнле палӑртма пулать-ха?

1) «Атӑл.Тӑлмач»-ра куҫарнӑ пуплевӗшсене хакласа тухма. Ҫапла май куҫару пахалӑхне каярах ӳстерме май пулӗ.

2) Чӑваш чӗлхи корпусӗнче чӑвашларан вырӑсла куҫарса. Паллах, ку ӗҫе тӑвиччен регистрациленес пулать. Корпусра пулӑшакан хатӗр те пур — унпа усӑ курса куҫару ӗҫне хӑварт туса ирттерме пулать!

#куҫару
🆕🆒🆓Чӑвашла эмоджисем тума тытӑнтӑм. Аттук вырӑслисем кӑна пур.
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
Хамӑн эмоджине тепӗр эмоджи хушрӑм: 🗣👥
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
🆕🆒🆓МИНИ-КОНКУРС «Кӑсӑклан»

Кам ирттерет: «РУВИКИ» чӑвашла уйрӑмӗн редакторӗсем (Николай Плотников, Владислав Николаев)

Вӑхӑт: юпа уйӑхӗн 7-11-мӗшӗсем

Мӗнле хутшӑнмалла?
Пирӗн каналта тухакан статьясенчи (конкурс тапхӑрӗнчи) хӑвӑр кӑмӑла кайнӑ чи кӑсӑклӑ факт ҫинчен комментарире чӑвашла ҫырса пӗлтермелле. Кашни хутшӑнакан пӗр статья айӗнче 1 комментари ҫеҫ хӑварма пултарать.

Приз: Телеграмӑн премиум акканчӗ (парнелӗпӗр), 1 шт. Хутшӑнакансем йышлӑ пулсан — телефон балансӗ ҫине тепӗр 2 ҫынна 100 тенкӗ хурса пама пултаратпӑр.

Конкурс пӗтӗмлетӗвӗ: ҫӗнтерӳҫӗне юпан 14-мӗшӗччен палӑртӑпӑр, камӑн ытларах комментари пулать — ҫав ҫӗнтерет. Шучӗпе пӗрешкел пулсан камӑн кӑсӑклӑрах — ҫавна суйлӑпӑр.

🤝👍Енчен те факчӗсем те пӗрешкел кӑсӑклӑ пулсан, шучӗпе те пӗр тан пулсан — кам маларах ҫырнине шута илӗпӗр.

#конкурссем
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
РКН Раҫҫей халӑхне ӑслӑрах та ӑслӑрах тӑвасшӑн курӑнать. Мӗнле пуҫпа шухӑшлаҫҫӗ — ӑнланмастӑп. Ак илчӗҫ те Дискордра блокласа хучӗҫ — ман вара вӑл ӗҫ инструменчӗ.

Пӗрисем тӗнчене ҫутӑрах тума тӑрӑшаҫҫӗ, кӑсем вара — тӗксӗмрех тӑвасшӑн. Сӑмах ҫитмест.

Юрать-ха блокланинчен хӑтӑлмалли мел тупрӑм… Тата мӗн шухӑшласа кӑларӗҫ-ши? Блоклани кама ырӑ тӑвать? Йӗрке пӑсакансем вӗсем ахаль те шӑтӑк тупӗҫ, нуша куракансем — ахаль ҫынсем кӑна вӗт! Халь критиклеме юрамасть те — мӗн тӑвас теҫҫӗ, ҫавна тӑваҫҫӗ! Кашни утӑмӗ вӗсен тӗрӗс тесе шутлаҫҫӗ пуль… Анчах критиклени тӗрӗс мар утӑмсенчен упрама тивӗҫ. Шӑп ҫав япалана эпир ҫухататпӑр та... Ырри патне ҫакӑ пӗрре те илсе пымасть.

//Чӑтӑм ҫук ӗнтӗ! Йӑлӑхтарса ҫитерчӗҫ ӗҫлекен япаласене ватса!

#шухӑшсем