Аҫтахар картишӗ
177 subscribers
353 photos
7 videos
10 files
98 links
Аҫтахар Плотников — «Чӑваш халӑх сайчӗн» тӗп редакторӗ. Кунта унӑн пултарулӑхӗпе тата шухӑшӗсемпе паллашма пулать.
Download Telegram
«Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине» Василий Алентейӗн «Курӑксене тайса ҫил вӗрет» романне кӗртетӗп. Кӗртнӗ май ҫакӑн пек танлаштару куҫа лекрӗ. Кӑмӑла кайрӗ, сире те паллаштарас терӗм.

#цитатӑсем
Вӑрман сарала пуҫланӑ. Кӑмпа пӑхма ыйрӗҫ те вӑрмана ҫитрӗм-ха... Уплюнкка пуррипе ҫуккине пӑхмалла...
Сирӗн «Яндекс.Клавиатура» ларать-и? Ҫак каҫӑпа лартма пулать. Унта вара чӑвашла клавиатурӑ та пур. Хамӑр чӑвашсемпе чӑвашлах ҫырсан пит аван!

Кунта вара ӑна смартфон ҫине мӗнле лартмаллине ӑнлантарса панӑ.
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
Паян вӑрманта пултӑм... Ҫӗр ҫине купи-купипе уплюнкка шӑтса тухнӑ!

#кӑмпасен #сӑнсем
Audio
Тинех вырнаҫтарчӗҫ, хам та итлерӗм. Аван вуланӑ!
Йошкар-Олари Вальдберис. Хайсен чӗлхипе те ҫырнӑ! // паян каллех Йошкар-Олара...
Аҫтахар картишӗ
Йошкар-Олари Вальдберис. Хайсен чӗлхипе те ҫырнӑ! // паян каллех Йошкар-Олара...
📌 Ӗнер каярах сӑнасарах пӑхрӑм та — мӗнпур вывескӑсенче ҫармӑсла ҫырнӑ иккен. Пирӗн Шупашкарпа танлаштарсан ҫакӑ чӑн та питӗ тӗлӗнтерет.

Андрей Чемышевран (@mari_kanal) ыйтрӑм та — ку мӗншӗн ҫапла пулнине ӑнлантарса пачӗ. Иккен, хулара вывеска ҫакма усламҫӑсен малтан проект хатӗрлемелле. Ҫав проекта вӗсем хулари комиссине (архитектура енӗпе ӗҫлекенсем патне) илсе кайса кӑтартаҫҫӗ. Лешсен вара килӗшни пирки алӑ пусмалла. Вӑт, вывескӑсем пурте тенӗ пекех хӑйсен чӗлхипе пулни йӑлт ҫавна пула иккен — ҫармӑсла ҫырни ҫук пулсан алӑ пусмаҫҫӗ кӑна, тӳрлетме ыйтаҫҫӗ. Ман шутпа пирӗн тӳре-шаран ҫак опыта тем тесен те алла илмеллех! Унсӑрӑн Литература музейӗн вывескипе сиксе тухнӑ пӑтӑрмахсем малашне те пулӗҫ.

Ҫармӑссем, тӗрӗссипе, наци туйӑмӗ тӗлӗшӗнчен чӑвашсенчен пӗрре те малта мар ӗнтӗ. Хула тӑрӑх самай утса ҫӳрерӗм, хӑйсен чӗлхипе калаҫнине сайра тӗл пултӑм. Мана Шупашкара илсе каякан автобус водителӗ пӗр хӗрерӑмпа телефон урлӑ калаҫса пычӗ… Вырӑсла калаҫрӗҫ. Эп маршруткӑн хыҫнелле ларатӑп пулин те вӗсен калаҫӑвӗ лайӑх илтӗнсе пычӗ. Калаҫӑва вӗҫленӗ май хӗрарӑмӗ чӑвашла каларӗ. Кайран вара: «эп сана ҫакнах халь чӑвашла каларӑм» тесе ӑнлантарса пачӗ… Автобусӗ Йошкар-Олариччӗ… 🚌

Апла пулин те кӳршӗллӗ республикӑра ҫармӑсла ҫырнисем ытларах тӗл пулаҫҫӗ. Тулашра кӑна мар, шалта та. Пирӗн патри столовӑйра пӗрре те пулин чӑвашла ҫырнине асӑрхаса-и? Ҫук пуль. Вӗсен патӗнче вара — куртӑм. Ку ман шутпа йӑлтах тулашра ҫӑрмӑсла ҫырма ыйтнипе ҫыхӑннӑ. Халӑх хӑнӑхса ҫитнӗ те — хӑйех тӳрех ҫармӑсла та ҫырса хурать /пирӗн вара ҫак япалашӑн «ҫӑпӑҫма» тивет :(/.
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
❄️ Хӗле хатӗрленетӗп. Ҫӗнӗ юрҫӳрен туянтӑм. Вӗр-ҫӗнӗскер!

Шел те, йывӑрлӑхсем те сиксе тухрӗҫ. Пирӗн Шупашкар тӑрӑхӗпе ӗҫлекен Ростехнадзор ӗҫченӗ отпускра иккен, ҫитес тунтикун кӑна тухать. Ман вара, туяннӑ хыҫҫӑн 10 кун хушшинче регистрацилемелле. Шупашкар хулинче регистрацилеме тивет пулас :(.

Хакӗсем, уф! мӗн тери ӳссе кайнӑ! Ҫавах хамӑн ӗмӗте пурнӑҫласах терӗм кӑҫал — туянса ятӑм. Халь юр ларасса кӑна кӗтмелле.

Ку хакпа, паллах, ют ҫӗршывра кӑларнӑ чаплӑ юрҫӳрен те туянма май пулӗччӗ. Анчах — усӑ курнине. Ман вара унашкаллисемпе темскер ӗҫ тухмарӗ. Ҫавна май вӗр ҫӗннинех туянас терӗм. Йошкар-Олана та ҫав тӗллевпех темиҫе кайса килме тиврӗ (Шупашкарта Stels юрҫӳренсене сутмаҫҫӗ те). Чи аванни вара — Андрей Чемышевпа калаҫса илни, унӑн опычӗпе паллашни.
Сӑмах май, Йошкар-Олари «Драйв» салон тараватлӑ ӗҫлени ман кӑмӑла кайрӗ. Юрҫӳрене пит хӑвӑрт илсе килсе пачӗҫ.

#юрҫӳрен
Цитата килӗшрӗ те ӳкерчӗк пек хатӗрлерӗм.

#цитатӑсем
Паян пӗрремӗш хут Шупашкарти васкавлӑ пулӑшу хыҫӗнче вырнаҫнӑ вӑрманта пулса куртӑм. Ҫула кӗскетмелле кӗрсе кайрӑм та...
Чи кӑсӑкли — ҫӳп-ҫап ҫуккипе пӗрех. Пӗр вырӑнта кӑна асӑрхарӑм...
Паян тӗлӗкре ҫак сӑмах ҫыхӑнӑвӗ йӗркеленчӗ… Тен, хӑҫан та пулин усӑ курма май пулӗ тесе ӳкерчӗклесе упраса хӑварас терӗм.

#тӗлӗк
«Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине» пӗрремӗш вӗренӳ кӗнекине кӗртетӗп. Текстсен ҫак тӗсӗ унччен пирӗн корпусра ҫукччӗ. Ҫапла май пирӗн чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрӗсенче малашне ҫак тӗс те пулӗ.
Ку кӗнеке пирки калас пулсан: ӑна 1941 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ. Чӑвашла Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Текстсене Светлана юсаса пулӑшрӗ. //сӑмах май, енчен те эсир пирӗн корпуса пуянлатма пулӑшас тетӗр пулсан, сирӗн пушӑ вӑхӑт пур пулсан — ҫыхӑнӑр. Тен, пире ҫывӑх вӑхӑтра ҫынсем кирлӗ пулӗҫ.

#кулленхиӗҫ #ЧЧЛ
Кӑна сире мӗншӗн кӑтартасшӑн-ха? Ара, мӑшӑрсен йышӗ 1 миллион та 190 пинрен иртрӗ! «Географи» вӗренӳ кӗнеки ҫӑмӑллӑн мӑшӑрланать. Хӑш-пӗр вырӑнта кӑна йывӑрлӑх пулчӗ: те пирӗн куҫаруҫӑсем урӑх топонимсемпе усӑ курнӑ, те пирӗн алла лекнӗ вырӑсла текст вӗсем усӑ курнипе пӗрешкелех мар… Паян 1 пин мӑшӑр патнелле хушма та ӗлкӗртӗм.

#кулленхиӗҫ #статистика #ҫитӗнӳсем