Аҫтахар картишӗ
181 subscribers
392 photos
8 videos
10 files
115 links
Аҫтахар Плотников — «Чӑваш халӑх сайчӗн» тӗп редакторӗ. Кунта унӑн пултарулӑхӗпе тата шухӑшӗсемпе паллашма пулать.
Download Telegram
Lorem ipsum

Дизайн хатӗрленӗ чухне пӗр-пӗр текст кирлӗ пулса тӑрать. Ун чухне «рыба» текен текстпа усӑ кураҫҫӗ. Анчах мӗнле текст илмелле-ха? Ун пек текст «Lorem ipsum…» пулса тӑнӑ. Ӑна пирӗн эрӗчченхи 45 ҫулта латин чӗлхипе ҫырнӑ. Вӑл пысӑках мар. Ҫавна май, анлӑлатас тӗлӗшпе ун евӗр смыслсӑр текстсем генерацилеҫҫӗ.
Эпӗ те ӗнер пӗр проект валли ҫавнашкал текст хатӗрлерӗм. Кайран вара «Атӑл.Тӑлмачпа» чӑвашла куҫартӑм. Пит аван «пулӑ»-текст пулчӗ пулас.

Сирӗн шутпа мӗнле?
#кулленхиӗҫ
Каҫалсене кӑштах намӑслантарса илес-ха. «Чӑваш халӑх сайтӗнчи» текста ним мар вӑрланӑ. Ку вӗсемшӗн йӗркеллӗ япала пулас.

Ҫак «вӑрланӑ» текста асӑрханӑ хыҫҫӑн, паллах, вӗсем патне ҫырса ятӑм, вӑрлани аван мар тесе асӑрхаттартӑм. Шел те нимӗнле хурав та килмерӗ. Ни каҫару ыйтмарӗҫ, ни тӳрре тухма хӑтланмарӗҫ.

Эпӗ ӑнланатӑп, вӑхӑт яланах ҫук. Ҫакӑн пек пӗчӗк текста калӑплама та самант уйӑраймӑн. Анчах ҫавах та ҫӑлкуҫне те пулин кӑтартмаллах ӗнтӗ. Ав, Пушкӑртстанри «Ҫутӑ ҫул» хаҫатах илес. Вырӑсла текста куҫараҫҫӗ пулин те ҫӑлкуҫне кӑтартаҫҫӗ!

#намӑслантарни #ятлани
Сасӑпа ҫырма май паракан тепӗр сервис пур иккен. Кунта ӑнсӑрран илнӗ ҫак пуплевӗше сасӑланӑ: «Семинара Раҫҫейрен кӑна мар, Беларуҫ Республикинчен те, Казахстанран та нумай ҫын хутшӑннӑ».

@silero_voice_bot — ҫак ботпа усӑ курса сасӑлама пулать. Вӑл нумай чӗлхепе ӗҫлеме пултарать. Чӑвашлине суйлама: Меню — Выбор голоса — Кириллические языки — унта вара чӑвашлине суйламалла.

Унчченхине Библине вуланӑ ҫын сассипе ӑсталанӑ пулсан, кунта Mozilla Common Voice проектра пухнӑ сасӑсемпе усӑ курнӑ пулас. Апла-тӑк — пӗрлехи проектсене хутшӑннин усси пурах! Кам та пулин туса парасса кӗтсе лармалла мар, хамӑрӑн хастарлӑха кӑтартмаллах! Усси пур!

#интересли
https://chuvash.org/news/35766.html — паян ҫӗнӗ статья хатӗрлерӗм. Юлашки вӑхӑтра ытла та иртнишӗн тунсӑхлани пирки.

#шухӑшсем
Статьяпа паллашнисем валли: сирӗн ачалӑха таврӑнас килет-и?
Anonymous Poll
44%
Аха, питӗ таврӑнас килет
56%
Ҫук, капла та аван
Аҫтахар картишӗ
Каҫалсене кӑштах намӑслантарса илес-ха. «Чӑваш халӑх сайтӗнчи» текста ним мар вӑрланӑ. Ку вӗсемшӗн йӗркеллӗ япала пулас. Ҫак «вӑрланӑ» текста асӑрханӑ хыҫҫӑн, паллах, вӗсем патне ҫырса ятӑм, вӑрлани аван мар тесе асӑрхаттартӑм. Шел те нимӗнле хурав та килмерӗ.…
Тӗслӗх пек «Урал сасси» редакцине илме пулать. Вӗсем те нумай пулмасть пирӗн материалпа усӑ курнӑ. Анчах, йӗркене пӑхӑнса, ӑҫтан илнине кӑтартнӑ! Ҫӑпла пулмалла та!

Ку материала «Урал сасси» хаҫатӗнчи статьясене чӑваш чӗлхин корпусне кӗртнӗ май асӑрхарӑм. Хамӑр патри пек статья ятне куртӑм та «кӑсем те вӑрлаҫҫӗ-ши»? текен шухӑш пырса кӗчӗ. Ҫук, иккен. Вӑрламаҫҫӗ.
Видео сассине чӑвашлатса пӑхрӑм.
Forwarded from Ҫӗнӗ Капкӑн
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
Самокатсемпе капла та пулин усӑ курма пулать иккен… Вӗсене халӑх кӳлленчӗк урлӑ каҫма тӑратса тухнӑ.

Ҫалкуҫӗ: кунтан. «Атӑл.Тӑлмач»-па вырӑсла каланине куҫарнӑ. Кайран якатнӑ чӑвашла текста @silero_voice_bot ботпа сасӑланӑ. Ун хыҫҫӑн clideo.com онлайн редакторта сассине улӑштарнӑ.

#видеосем #чӑвашлатнисем
Паян Телеграмӑн Премиумӗ ҫине куҫрӑм. ‼️ Ҫӗн эмодзипе усӑ курайратӑп...

Тӗрӗссипе пӗрре те хаклӑ мар. Ҫулталӑкне 1990 ҫеҫ. Темиҫе кун маларах 1500-па куҫма сӗнетчӗҫ… Эх, куҫмаллаччӗ ун чухне. Халь вара кирлӗ пулса тӑчӗ.
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
Уй урлӑ выртакан ҫак ҫула тахҫанах хывмастчӗҫ. Вӑл Чӑркашран (Лапсартан тесен те йӑнӑш мар) Попойнелле каять. Ӗлӗк, Йӑршшу шывӗ урлӑ кӗпер пур чухне унпа утатчӗҫ... Кайран, кӗпере ҫунтарса янӑ хыҫҫӑн, вӑл ҫул пӗтрӗ.

Попойнелле каякан тепӗр ҫул та пур ӗнтӗ. Вӑл Йӑршшу хӗррипе иртет. Эпӗ пӗчӗк чухне тӑвансем патне шӑп та лӑп унпа ҫӳресе. Ку ҫулпа вара, тӳррӗн уй урлӑ тухаканнипе, пӗрре те утса курман. Лешӗ маншӑн тӳрӗрех пулнӑран ӗнтӗ.

Вӑт хайхи пӗлтӗртен пуҫласа ҫак ҫула ҫӗнӗрен хывма тытӑнчӗҫ. Малтанхи кӗпер вырӑнӗнче Йӑршшу урлӑ каҫҫа пӗр 5-7 ҫул каялла тунӑччӗ-ха... Ун чухне ӑна ҫак анлӑ уйсене «Юрма» каяш тӑкма хыврӗ. Унтанпа вӑл майӗпен ишӗлсе пырать… Апла-пулин те халӑх ку кӗске ҫула асӑрхама пуҫларӗ пулас.
Пӗлтӗр сайра хутра кӑна усӑ куратчӗҫ пулсан, кӑҫал самай такӑрлатнӑ иккен ӑна!

//аха, тырра халь те пуҫтарман. Ку сӑна виҫӗмкун тунӑччӗ.
#иртни #Попой #сукмаксем #сӑнсем
Ӗнер Йошкар-Олара хӑнара пултӑм. Сӑнсем нумаях ӳкереймерӗм — ӗҫпе каймалла пулчӗ те вӑхӑт ытлашши пулмарӗ.

Йӑшкар-Ола мана мӗнпе килӗшет — унта ҫитме инҫе мар. Чи нумаййи — сехет ҫурӑ. Блаблакар-па усӑ курсан хӑть те хӑҫан ҫитме май пур.

Хула тӑрӑх ытла нумай ҫӳремерӗм пулин те пӗр япала мана тӗлӗнтерчӗ: тӳрех пур енӗнче те ҫуран ҫӳренсем валли симӗс ҫутӑ ҫутӑлакан ҫул тӑваткалӗсем пит нумай. Шупашкарта унашкаллине Чукун ҫул вокзалӗ патӗнче пӗлетӗп. Кунта вара — пит нумай. Халӑххи вара чылай чухне диагональпе ҫул урлӑ каҫайрать…

#сӑнсем #курсаҫӳрени #ҫулҫӳрев #ЙошкарОла
🚜 Кӑҫал хамӑн мотоблок валли тем те пӗр туянса тултартӑм. Сухапуҫ, хур лаппи фреза, ҫӗрулми купаламалли, тележка, тата ытти те. Пурне те каласа тӑмӑп.

😉 Мӗнпур туяннисенчен чи сахал ыйту ҫуратаканни вӑл — ак ҫак туратсене вӗтетмелли хатӗр. Ну ӗнтӗ тата хур лаппи пит савӑнтарчӗ! Туратсене вӗтетмелли хатӗр пит аван ӗҫлет. Енчен те малтан вӗт туратсене ҫунтарса кӗл тума тиветчӗ пулсан — халь компост валли вӗтететӗп.

🛍 Тата ӗнтӗ, чи кӑмӑла кайман хатӗр — ҫӗрулми кӑларма тунӑскер. Пирӗн патри ҫӗр валли пӗрре те каймасть. «Нева» мотоблоксене туса кӑларакансем ӑна хатӗрленӗ пулин те, пирӗн ҫӗр ытла муклашкаллӑ пулнӑран кӗтнӗ пек ӗҫлемест. Ҫавна май Авитона сутлӑха лартрӑм. Енчен те сирӗнтен кам та пулин туянасшӑн пулсан — 12–13 пинпех парса яма пултаратӑп (18-па туянса, пӗрре кӑна усӑ курнӑ).

#мотоблок
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
🌧 Ӗнерхи хыпарсем: Ӑстампул шыв айне пулнӑ, Грецире талай, Ҫӗнҫӗпӗр хулинче тем мӑнӑш пӑр ҫунӑ... Унта та кунта вӑйлӑ ҫумӑрсем ҫӑваҫҫӗ... Пӗр пирӗн тӑрӑхра кӑна пуль ҫумӑр ҫӑвасшӑн мар. Мӗн калас та, кӑҫалхи ҫу вӑхӑтӗнче Мускаврах темиҫе хут витререн тӑкнӑ пек ҫуса кайрӗ, ҫынсем сахал мар шар курчӗҫ… Пирӗн патра вара тип-типӗ. Мускаври пек кирлӗ мар ӗнтӗ, кӑшт ҫуса кайни те ҫитет... Анчах…
Ҫанталӑк прогнозне пӑхатӑн та — ак ыран ҫумалла. Тӗрӗссипе ӗнер ҫумӑрлӑ кун пулмаллаччӗ. Ҫӗре кӑшт та пулин йӗпетсе кайӗ пуль тенӗччӗ… Ҫук, пӗр тумлам та ӳкмерӗ.
Куратӑр пуль, тӑпрара нӳрӗк ҫуккипе пӗрех. Юрать-ха пахча-ҫимӗҫӗ кӑҫал аван пулчӗ. Ҫакнашкал типӗ ҫанталӑк тӑрсан та.
Эх, хӗлле те пулин юр ҫӑватех пуль тетӗп-ха... Кӗр те кӑҫал, тен, типӗ пулмӗ... Анчах ҫумӑрӗ халь кирлӗ-ҫке... Ӗнерхи ҫумӑра кӗтсе горчица акса ятӑм та — халь темле ӗнтӗ… те шӑтӗ, те шӑтмӗ…

#ҫанталӑк
🎂 🎂 🎂 «Чӑваш халӑх сайчӗ» паян 18 ҫулхине паллӑ тӑвать. Ҫӑвна май, яланхилле, статья хатӗрлерӗм. Унта хӑш-пӗр унччен пӗлтермен вӑрттӑнлӑхсене ҫырса кӑтартрӑм. Сӑмахран, мӗншӗн «Чӑваш халӑх сайчӗ» ята суйланӑ.

Тата ӗнтӗ, кӑшт малашлӑхри плансем пирки асӑнтӑм. Журналистсен штатне кӑшт ӳстерес шухӑшлӑ…

➡️ ➡️ ➡️

#статьясем
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM