Аҫтахар картишӗ
182 subscribers
397 photos
8 videos
10 files
115 links
Аҫтахар Плотников — «Чӑваш халӑх сайчӗн» тӗп редакторӗ. Кунта унӑн пултарулӑхӗпе тата шухӑшӗсемпе паллашма пулать.
Download Telegram
Ман килте ҫакӑн пек икӗ шӑпарлан ӳсет. Сарри — аҫа, сарый тӗсли — ама. Ҫывӑх вӑхӑтра Авито-на вырнаҫӗҫ-ха... Унччен вара килтех...
Авито-на эпӗ икӗ уйӑхран вырнаҫтаратӑп. Шӑп та лӑп 2–3 уйӑх хушшинче амӑшӗ кушак ҫурисене пӗтӗмпех вӗрентсе ҫитерет те теҫҫӗ. Кӑсене вара хальлӗхе уйӑх та ҫук. Ҫут тӗнчене вӗсем ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кӑна килнӗччӗ.

Сӑмах май, енчен те ҫак хитре кушак ҫурисем сирӗн кӑмӑла кайрӗҫ пулсан — ҫырӑр, парса ярӑп. Ячӗшӗн 10 тенкӗ кӑна тӳлемелле пулӗ.

#кушаксем
Кӑштах канса илтӗм Ҫимӗк хыҫҫӑн. Апла пулин те кӑшт ӗҫлерӗм. Сӑмахран, «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ» ҫӳпҫинчи сӑмахсен йышӗ 15 миллионтан иртрӗ. Чӑн-чӑн корпус пулса тӑмашкӑн тата 25% ҫеҫ тултарасси юлчӗ темелле. 20 миллионлӑ корпуссене тивӗҫлӗ шайра теҫҫӗ те… Пирӗн 15М кӑна… Темех мар, майӗпен ҫитӗпӗр. Чи кирли — пахалӑхлӑ тӑвасчӗ ӑна.
#чӑвашчӗлхи
Чӑн та ҫын пӗтӗмпех пӗлмест иккен. Паян, ак, хама валли тимӗр укҫасем ҫинче тӗрлӗ гербсем пуррине пӗлтӗм. Сӑнӑр, 2015 ҫулччен пӗр тӗслӗ герб, каярах кӑларнӑ укҫасем ҫинче вара — урӑхли.
Маларах кӑларнисем ҫинче — «Раҫҫей тӗп банкӗн» эмблеми. Вӑл РФ гербӗнчен кӑшт уйрӑлса тӑрать: пуҫӗсем ҫинче кӑшӑлсем, урисенче влаҫ статусне кӑтартакан скипетрпа держава ҫук. Вӑл 1917 ҫулта вӑхӑтлӑх правительство усӑ курма планланӑ герб (монархине пӗтернӗрен ҫав статуслӑ япаласене илнӗ). 1991 ҫулта ҫӗнӗ герб йышӑнмашкӑн ыйту тухса тӑрсан ҫак герба та сӗннӗ. Ӑна йышӑнман, ҫавах вӑл Раҫҫей банкӗн эмблеми пек хӑйӗн вырӑнне тупнӑ.
2015 ҫулччен Раҫҫей банкӗ укҫа ҫине хӑйӗн эмблемине вырнаҫтарнӑ. 2015 ҫулта вара, халӑх Раҫҫей Федерацийӗн гербне ан пӑтраштартӑр тесе, тӗрӗс пӗлтӗр тесе (хӑшӗсем иккен, РФ гербӗ пек ҫак герба шутланӑ) укҫасем ҫине Раҫҫей Федерацийӗн гербне вырнаҫтарма пуҫланӑ.
Ҫавӑнпа ҫак тимӗр укҫасен хушшинче эсир икӗ тӗрлӗ герб куратӑр: пӗри РФ гербӗ, тепри — Раҫҫей банкӗн эмблеми.
#кӑсӑклӑ
Чӗрчун кӗлеткисен температури

Этем кӗлеткин температури 36,7°С пулнине пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ. Анчах ытти чӗрчунсен кӗлетке температури урӑхларах.
Сӑмахран, йытӑн — 37,5–39°С, кушаксен тата та пысӑкрах — 38–39,5°С. Мулкачӑн температури кушаксен евӗр…
Килти выльӑха илес пулсан, сыснасен температури те этемӗннинчен пысӑкрах: 38–40°С. Анчах ку та чи пысӑк виҫе мар. Чӑх температури 40,5–42°С, хурӑн — 40–41°С, кӑвакалӑн — 41–43°С… Ҫыннӑн температури ку виҫене хӑпарсан сывлӑхшӑн питӗ хӑрушӑ, анчах ку кайӑксен ҫакӑ ахаль температура кӑнаҫ…
Ашакӑн температури — 37,5–38,5°С, лашан — 37,5–38,5°С, сырахсемпе качакасен — 38,5–40°С.

Хама кӑсӑклӑ пулса кайрӗ те пӑхса илес терӗм. Хам пӗлнӗ хыҫҫӑн сире те пӗлтерес терӗм :).
#кӑсӑклӑ
Эпӗ ӑсталанӑ чечек клумби сӑрланӑ хыҫҫӑн ҫакӑн пек пулса тӑчӗ. Йӑмӑк ӗнер сӑрласа лартрӗ. Мана хама ытларах йывӑҫ тӗсӗ килӗшет пулсан, йӑмӑк вара сӑрлама юратать. Мӗн тӑвӑн — вӑл штукатур-маляр-ҫке :).
Паян хама валли тинех хӗскӗч туянтӑм. Столярсен хӗскӗчӗ пур-ха, усӑ курма яланах питӗ меллӗ, анчах вӑл йывӑҫпа ӗҫлеме юрӑхлӑскер кӑна. Хуҫалӑхра вара чылай чухне тимӗрпе те ӗҫлеме тивет. Апла пулин те ӑна туянассине темиҫе ҫул тӑсрӑм ӗнтӗ…
Чи кӑсӑкли ку мар-ха. Ку тискине хамӑр патра, Шупашкарта тунӑ. Мӗнле хӗскӗч туянас-ши тесе самай пуҫ ватрӑм. Китайра кӑларнисем йӳнӗ ӗнтӗ, анчах темскер шанчӑклах мар пек туйӑнаҫҫӗ. Нумай пулмасть 2GIS сервисра тиски ӑҫта сутнине шырарӑм та Шупашкарта «Литейно-инструментальный завод» пуррине куртӑм. Лапсар тӑкӑрлӑкӗнче вырнаҫнӑ иккен, кӑларакан продукци хушшинче ҫак хӗскӗч та пур. Вара, вӗсен тиски кӑшт хаклӑрах пулнине пӑхмасӑр, вӗсенне суйлас терӗм.
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
Леопардсем пӗр йывӑрлӑхсӑр йывӑҫ ҫине хӑпараҫҫӗ. Ҫакна тума вӗсене чӗрчунӑн физиологийӗ пулӑшать: кайри урисем кӗске пулин те вӑйлӑ, ҫапла май йывӑрӑш центрӗ вӗсен аялта вырнаҫнӑ тата ҫакӑ йывӑҫ хуппипе лайӑх тытӑнма май парать, вӑрӑм хӳри вара балансировка тытма пулӑшать.
Хӑш чухне ҫак чӗрчунсем йывӑҫсемпе апат управӑшӗ пек усӑ кураҫҫӗ. Леопард питӗ вӑйлӑ, ярса тытнӑ апата вӑл пӗр йывӑрлӑхсӑр йывӑҫ ҫине улӑхтарать, капла вӑл, никам та чӑрмантарман чухне, хӑйӗн апачӗпе киленме пултарать. Апат юлашкисене вӑл туратсен хушшине вырнаҫтарса кайран валли пытарса усрать.

Кунтан илнӗ. Ку текст «Чӑваш халӑх сайчӗ» кӗске. Кунти канал валли вара шӑп та шай пек туйӑнчӗ.

#кӑсӑклӑ
Ҫӳп-ҫап реформи ҫакнашкалтарах ӗҫлет ҫав. Ӑна мухтанӑ май мӗн тетчӗҫ-ха? Йӗри-тавра халӑх ҫӳпӗлеме пӑрахӗ имӗш. Чӑнлӑх вара мӗнле? Мӗнле ҫӳпӗленӗ, ҫавӑн пекӗх ҫӳпӗлеҫҫӗ. Сӑн ҫинче пӗрял патӗнчи мусор вырӑнӗ. Унччен ӑна ҫӗрпе хупланӑччӗ. Халӑх вара ҫавах килсе тӑкать. Ҫӳп-ҫап реформин тӗрӗссипе пӗр тӗллев кӑна пулнӑ пулас: халӑхран хушма укҫа пухасси. Ӑна чӑн та пурнӑҫланӑ... Ытти сӑмах вара - юмах кӑна.
Йӑршу юханшывӗн айлӑмӗ. Питӗ илемлӗ. Малта Самуккасси ялӗ курӑнать.
Аҫтахар картишӗ
Photo
Эпӗ ӳкернӗ сӑн ҫинчи объексен вырнаҫӑвӗ тӗплӗнрех.
Яндексӑн картти ҫинче
#сӑнсем
Ӗнер тунӑ сӑнсем. Ҫӗр ҫырли пиҫме те ӗлкӗрнӗ иккен!

Эх, ачалӑха аса илетӗп те… ун чухне ҫак ҫырлана тупма пит йывӑрччӗ. Мӗншӗн? Пӗрремӗшӗ: хурӑн ҫырлипе ҫӗр ҫырлине ҫырмари чӑнкӑ ҫырансенче кӑна тупма май пурччӗ — ытти вырӑнта, кӗтӳ таптаса пӗтернӗрен, пуҫтарма май ҫукччӗ. Ҫав ҫырмасенче те тупма йывӑрччӗ: юнашар поселок вырнаҫтнӑран унти ача-пӑча питӗ хӑварт пуҫтарса каятчӗ… Паллах, инҫетри улӑхсенче те пурччӗ ҫӑв ҫырла. Анчах ҫитме инҫе-ҫке…

Халӗ вара: кӗтӳ ҫӳремест, никам та курӑка таптамасть (ҫавна май ҫӳллӗ ӳссе кайнӑ…). Хальхи ачасене те ку ҫырла ытлашши илӗртмест…
Паян электронлӑ вулавӑша пуянлатрӑм (сӑмах май, паян Шупашкар районӗн Акатуйӗ иртет…). 100 ытла ҫӗнӗ хайлав кӗртрӗм. Ҫак кӗнекесенчен:
• Юрий Скворцовӑн «Ҫул юлташӗ»;
• Герасим Харлампьевӑн «Утарта»;
• Мальвина Петровӑн «Ирӗк ҫил» (ярса панӑ кӗнеке);
• Анатолий Васильевӑн «Сана ҫырма сӑмах ҫитет» (ярса панӑ кӗнеке).

Юрий Скворцовӑнне кӗртсе пӗтертӗм, ыттисенчен вара тата ҫуррине кӗртмелле…

#кулленхиӗҫ
Виҫӗмкун тунӑ сӑн. Шорккари ҫак ачасем мӗнпе кӑсӑклантарчӗҫ-ха? Ҫук, чӑвашла калаҫнипе мар. Вырӑсла калаҫатчӗҫ вӗсем. Пӗчӗкскерсем пӗр-пӗринпе усал сӑмахсемпе перкелешеҫҫӗ кӑна! Пуркелешеҫҫӗ тесен те тӗрӗс мар, пӗчӗкренех матнӑй сӑмахсем вӗсемшӗн куллен усӑ куракан сӑмахсем пулса тӑнӑ... Эсир вара вырӑс чӗлхи пысӑк культурӑна тухма май парать тетӗр… Ҫук, анса ларма кӑна пулӑшать пулас. Темскер, чӑвашла калаҫакансем пӗчӗкренех матнӑй сӑмахсемпе (чӑваш чӗлхинче те пур вӗсем) усӑ курнине курманччӗ-ха…

Николай Платонова шыраса килтӗм ку яла. Виҫӗмкун кивӗ арман вырӑнне пӑхма тухсаччӗ те, шӑп та вӑл вырӑнне пӗлет терӗҫ мана... Телефонне ниепле те тупайманран хӑйне шырама тиврӗ. Ял халӑххисенчен ыйта-ыйта ӑҫта пурӑннине тупрӑмах вара…
Ҫӗршыва кирлӗ те усӑллӑ…
//кунта автора шухӑша янӑ шухӑш пирки сӑмах пулӗ, ҫавна май вуламасӑр та пултаратӑр...

Ҫывӑх вӑхӑтра «Атӑл.Тӑлмача» ҫӗнетме шутлатпӑр. Хӗветӗр Уярӑн икӗ романне те мӑшӑрласа пӗтертӗмӗр те — куҫаруҫӑна ҫӗнетмелле пуль тетпӗр. Ҫӗнӗ мӑшӑрсем нумаях пулмаҫҫӗ ӗнтӗ, мӗнпурӗ те пӗр 50 пин кӑна… Ҫавах та, ҫӗнӗ терминсене вӗрентмеллех-ҫке… Уйрӑмах районсене муниципалитетланӑ хыҫҫӑн ку питӗ актуаллӑ. Тата ҫулталӑк тӑршшӗнче ялсен ячӗсене нумай кӗртме тӑрӑшнӑччӗ. Ку вара чӑваш ялӗсене тӗрӗс куҫарма май парӗ. Пурте ҫакланмӗҫ ӗнтӗ, анчах хӑшӗ-пӗрине тӗрӗсрех куҫарма тытӑнех.

Ку умсӑмах пулчӗ. Вӑт, ҫак ӗҫе хатӗрленнӗ май, мӑшӑрсен йышне татах та ӳстерех килет. Ҫавна май паян пӗр текст куҫартӑм. 2020 ҫулта «Пурнӑҫ ҫулӗпе» пичетленнӗ вӑл. Зоя Степанова Михайлова пирки ҫырнӑскер. Халӗ ӗнтӗ те пурӑнать, те пурӑнмасть... Пурӑнать пулсан ҫирӗп сывлӑх сунатӑп ӑна, чир-чӗрсем ытлашши ан кансӗрлеччӗр.
Акӑ статьяра вулатпӑр:

…Михайловсем виҫӗ ачана пӑхса ӳстереҫҫӗ. Улми улмуҫҫинчен епле аякка ӳктӗр. Икӗ хӗрӗпе ывӑлӗ те тӑван ҫӗршывшӑн кирлӗ те усӑллӑ ҫынсем. Пурте аслӑ пӗлӳллӗ. Венерӑпа Таня воспитательницӑсем. Сергей ҫар ҫынни

Малалла вара ҫапларах текст:

…Унӑн савнӑ мӑшӑрӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ ӗнтӗ. Ачисем те хӑйсен вырӑнӗсене тупнӑ. Зоя Степановна вара кил ӑшшине пӗчченех тытать пулин те ахаль пурӑнма хӑнӑхман. Ӳркенменскере валли тӑрӑшмалли, вӑй хумалли тупӑнсах пырать

Ку ӗнтӗ те журналистсем ҫапла ҫырма хӑнӑхни, те пурнӑҫӗ пирӗн ҫавӑн пек паян. Мӗнле пулса тухать-ха? Ачисем ҫӗршывшӑн усӑллӑ пулса тӑнӑ, анчах тӑван амӑшӗшӗн усӑллах мар? Темшӗн ватлӑхне пӗччен ирттерет… Хама илес пулсан, ман йӑмӑк качча кайма хатӗрленнине пӗлнӗ хыҫҫӑн эп апине (лит. чӗлхипе аннене) пӗччен хӑварас мар тесе Чулхулари ӗҫе пӑрахса киле таврӑнтӑм. Ӑшӑ вырӑнччӗ унта, укҫине лайӑх тӳлетчӗҫ... Ҫавах таврӑнтӑм.
Вӑт темшӗн хаҫат-журнал, радио-телевидени ача-пӑчана ҫӗршывшӑн усӑллӑ ӳстерме вӗрентесшӗн, тӑван ашшӗ-амӑшӗшӗн те усӑ паракансем пулччӑр тесе сахал илтетӗн…
Зоя Степановна лайӑх амӑш пулнӑ ӗнтӗ, ачисене тӗрӗс воспитани панӑ (хӑнана килсе ҫӳреҫҫӗ-ҫке, апла манман), анчах ҫавах та ачи-пӑчи ҫӗршывшӑн усӑллӑ пулни ҫине пусӑм туни мана питӗ кӑмӑла каймасть, килӗшмест. Патриотизм вӑл тем тесен те ҫемьерен пуҫланмалла. Кайран тӑван тавралӑх пулмалла, унтан — хамӑр халӑх… Вара тин ҫӗршыв пирки калаҫма пулать. Пирӗн вара темшӗн малтанхи пунктсем урлӑ сиксе кайса тӳрех ҫӗршыв пирки калаҫма тытӑнаҫҫӗ...

Ытлашши ан ятлӑр, ку ман шухӑш кӑна. Те тӗрӗс вӑл, те йӑнӑш…

#шухӑшсем
Кӑҫал Асса пӗви патӗнче ҫакӑн пысӑкӑш ҫӗр ишӗлсе аннӑччӗ. Халь ҫула май вӑл мӗнле-ха тесе пӑхма кӗрсе тухрӑм.
Ишӗлессе ҫӗрӗ Чӑркаш енче ишӗлнӗ...