Алёна Елизарова | Минтруд Чувашии
1.7K subscribers
1.88K photos
86 videos
108 links
Официальный канал Алены Елизаровой Министра труда Чувашской Республики
Download Telegram
Алран кайми аки-сухи!..Кӗр кӗрлетӗр Акатуй!

Республикăри хуçалăхсенче ака тапхарӗ вӗҫленчӗ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, çурхи ĕçсене пĕтерсен çĕр ĕçченĕ ака пăтти пĕçерет, юрласа-ташласа савăнать.

💯Пӗрлӗхре –вӑй! Ӗҫе ҫеҫ мар, юрра-ташша, савӑнӑҫа та пӗр-пӗринпе пайлама хӑнӑхнӑран, çак ырă уяв паянхи кун та пурне те пĕр тĕвве пухрӗ!

🎶Паян Элӗк тӑрӑхӗнче Акатуй уявĕнче эпир çĕр ĕçченĕсене, тăван тăрăхăмăрăн пуласлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшакан хастарсене хисеп хучӗсемпе, парнесемпе чысларӑмӑр, мӑнаҫланнине палӑртрӑмӑр! Элӗк тарӑхӗ яланах маттур, хастар та ӗҫчен, пултаруллă ентешсемпе палӑрса тарать! Чыс та мухтав вĕсене!

👉Ӗҫе юратасси, аслисене хиспелесси ҫемьерен пырать. Паянхи уявра нумай ачаллӑ ҫемьесене курма хавас. Вӗсем те паян тимлӗхе, ӑшӑ сӑмахсене тивӗҫ. Сцена ҫинче вӗсене чыс тумасӑр май ҫук! Савӑнтарать, чылай ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене ҫеҫ мар, усрава илнӗ ачасене те ҫемье ӑшшине парнелеме пултарнӑ!

👵Ӑслӑ ӑрури ҫынсем вара яланах пирӗншӗн хисепре тата тӗслӗх вырӑнӗнче. Элӗк тӑрӑхӗнчи «кӗмӗл» ӳсӗмри волонтерсем яланах пулӑшу аллине тӑсма хатӗр! Любовь Михайловна Константиновӑна тав сӑмахӗ калатӑп ҫак юхӑма ертсе пынӑшӑн!

🖼️🪡Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх ал-ӗҫ куравӗ те кашнинех савӑнтарать. Еплерех пултаруллӑ ӑстасем пӗр вырӑнта! Тухья-хушпу, тӗрӗпе эрешленӗ капӑрлӑхсем, йывӑҫран ӑсталанӑ хатӗрӗсем, усӑллӑ чейсем! Тӗлӗнмелли нумай! Павловсен ҫемйи вара пурне те хуран куклипе сӑйлама хатӗр! Питӗ тутлӑ)

Акатуй уявĕ – чăваш халăхĕн мĕн авалтан пыракан йăли. Ҫак ырӑ пулӑм ламран лама куҫса пырасса шанас килет. Уяв ячӗпе!

#МинТруд21 #МинТрудЧувашии #АленаЕлизарова #Акатуй2024