Типшӗм рулит
3.38K subscribers
4.45K photos
2.87K videos
2 files
137 links
Двигайся в тишине.
Download Telegram
Ясар майра,
Пӗҫҫи ҫара,
Каллех ҫӗнӗ "енчӗк" ҫумра.
Кашни каҫах
Тӗрлӗ клубра,
Вӗҫсӗр уяв ун пурнӑҫра.

Аскӑн майра,
Хӑй те,ара,
Бутикри хаклӑ кӗпе пек.
Кам тӳлеет,
Нухрат ҫитет,
Ҫавӑнпа вӑхӑт ирттерет.

Пӗрмай чатра,
Е шопингра.
Сидни Суини пек чисти.
Арсем курсан
Каяҫ ӑсран,
Пыл сӗрнӗ тейӗн вӗт ....(рифмине хӑв шутласа туп.)🤨

Хыт сӑрланнӑ.
Тюнингланнӑ,
Пӗтӗмпех стразӑ ӑшӗнче.
Намӑс-симӗс
Мӗнне маннӑ,
Шухӑ пурнать ҫак ҫӗр ҫинче.

Ирпе килет,
Ыйха ҫапать,
Каҫпа движуха пуҫланать.
Хӑйӗн хакне
Аван пӗлет,
Мучи те ҫаврӑнса пӑхать.

Ан ятлаҫӑр!
Ан ылханӑр.
Вӑл простӑ пурӑнма пӗлет.
Савса пӑхӑр,
Уншӑн савнӑр,
-Зендеяран вӗт ирттерет.

Ылтӑн ҫӗрӗ,
Ылтӑн сехет.
Ҫӗн джиппа ҫех шӑлса ҫӳрет.
Лӗпӗш пекех
Ҫӳллӗ вӗҫет.
Арҫынсене пит килӗшет.
10.11.2026
Шупашкар
Типшӗм Сашук
😁6❤2❤‍🔥1
"Кашни хӑйӗн хуйхине,хӑй пӗлнӗ пек тӳссе ирттерет."
( Вера Иванова)

Кашни хӑй хуйхине,
Хӑй пӗлнӗ пек сиплет.
Ҫак пурнӑҫ ҫӑмхине
Кун хыҫҫӑн кун сӳтет.

Пӗри ҫӑва ҫине
Куллен кайса йӗрет.
Тепри вырӑн ҫине
Выртать те ӗсӗклет.

Ҫапла ҫухатӑвне
Хӑй чӗринче усрать.
Каҫсерен ҫитарне
Куҫҫӳльпе шӑварать.

Теприйӗ пытарать,
Ӑшри ыратӑвне.
Губка евӗр ҫӑтать
Пӗтерсе сывлӑхне.

Эп ҫӗнӗ юрӑпа
Сурансене сиплеп.
Юрлатӑп та чунпа
Вара кӑшт йӑл илеп.

Расна эпир... кашни
Хӑй хӗресне йӑтать.
Чи ҫывӑх ҫын кайни,
Шалтан темӗн хуҫать.
12.11.2026
Шупашкар
Типшӗм Сашук
🙏6💯3❤‍🔥1
Друзья.
Освободилась дата на 21 ноября.
Если ищете ведущего или артиста на ваш праздник,звоните моей начальнице:
📞 89279992914 -Татьяна
👍5
Весело проведем Новогодний корпоратив,праздничный концерт.
Команда Типшема к вашим услугам.
Телефон администратора:
📞 89279992914 (Татьяна)
🔥4
Юлташсем.
Ҫак ссылкӑпа кӗрсе vk.ru/wall-67414311_243867 -"Савни" юрӑшӑн сасӑласамӑр.
Пурне те пысӑк Тав.🤝
👍3
Подпишитесь на меня в Мах.
👉 https://max.ru/join/ZS27y0lirGU2MQnVXjF7mKPKxF-oUJKwhxEGy64ViE8
🙏1
Юлташсем.
Ҫак ссылкӑпа 👉 vk.ru/wall-67414311_244191 кӗрсе Типшем Сашук -"Савни" юрӑшӑн сасӑласа тухӑр-ха.Пӗрлӗхре-вӑй.Эсир пулӑшсан тепӗр эрнере ҫӗнтеретпӗрех!💪
Пурне те пысӑк Тав.🤝
👍6👏1
This media is not supported in the widget
VIEW IN TELEGRAM
👍4
This media is not supported in the widget
VIEW IN TELEGRAM
❤8