Чувашская Газета Сувар
596 subscribers
8.51K photos
4.51K videos
22 files
1.58K links
Официальный телеграм-канал газеты «Сувар»
Здесь интересно
Наш сайт: http://suvargazeta.ru
ТикТок: www.tiktok.com/@suvargazeta
ВКонтакте: https://vk.com/suvargazeta
Связь @chuvashpiki
Download Telegram
Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнче паян Поклонный хӗрес лартнӑ. Районти Сергий Радонежский ячӗллӗ чиркӗвӗн пачӑшки Павел атте светить тунӑ. Мероприятие ял хутлӑхӗн пуçлӑхӗ Николай Усмендеев, ял-йыш хутшӑннӑ.
ФРОНТРИСЕНЧЕН САЛАМ!

Çӗпрел районӗн тӗрлӗ хирӗçтăрусене хутшăннă ветерансен канашӗн ертӳçи Виктор Петрович Петухов Ульяновск хулин Атăл леш енчи районӗн вăрçă, ӗç, йӗрке хуралӗн ветеранӗсен каншӗн пайташӗсемпе, Афган вăрçин ветеранӗпе Саяпов Марс Киямович подполковникпа, Çурçӗр Кавказри хирӗçтăру ветеранӗпе, Упи чăвашӗпе Ярухин Владмир Егорович подполковникпа пӗрле Укранинăри ятарлă çар операцине хутăнакан салтаксем (çав шутра мобилизаципе кайнисем) валли 6 миллион та 135 пин тенкӗлӗх гуманитари пулăшăвӗ пухнă. Çав шутра: ятарлă техника, тум, масхалатсем, медикаментсем. апат тата ыттине те туянса хăйсемех леçнӗ. Виктор Петрович Петухов пӗлтернӗ тăрăх, хальхи вăхăтра вӗсем çул çинче. Паян çӗрле чикӗ урлă Раççее каçнă. Гуманитари пулăшăвне Костромари 331-мӗш бригадин, Ульяновскри 31-мӗш штурмпа десант бригадин десантникӗсене, Чăваш Енрен хăйсен ирӗкӗпе кайнисен «Атăл» подразделение тата ыттисем патне çитсе панă.

Гуманитари миссийӗ пирки тӗплӗнрех «Сувар» хаçатăн çӗнӗ номерӗнче вулăр.
Валентина Тарават ертсе пыракан ансамбль «Обломовкăри туйра» çӗнтернӗ

Ульяновскра нумай пулмасть туй йăли-йӗркисен пӗтӗм çӗршыври «Обломовкăри туй» III конкурс-фестивалӗ вӗçленнӗ. Раççей халăхӗсен культура еткерлӗхӗн çулталăкӗн шайӗнче иртнӗ конкурс-фестивалӗн финалне хутшăнма конкурсантсем çӗршывăн 8 регионӗнчен килсе çитнӗ. Çак фестивальте Чăнлăри «Шанăç» халăх ансамблӗ чăваш туйӗн пӗр сыпăкне – хӗр вăрланине – кăтартса «Халăх юррин ансамблӗсем» номинацире I степеньлӗ Диплома тивӗçсе лауреат пулса тăнă.
Мобилизациленнисен çемйисене пур енлӗ тӗрев пама тăрăшаççӗ

Республикăра мобилизациленнисен çемйисене пур енлӗ тӗрев пама тăрăшаççӗ. Пособисемсӗр пуçне кредит каникулӗ, налог çăмăллăхӗсем параççӗ, тара илнӗ çӗршӗн тӳлессинчен хăтараççӗ. Паяна Тутарстанра пӗтӗмпе 620 миллион тенкӗлӗх кредит парăмне вăхăтлăха чарса хунă. Урăхла каласан, мобилизаципе ятарлă çар операцине хутшăннă çыннăн кредит парăмӗ пур пулсан ăна вăл хăй таврăниччен те тӳлемест. Таврăнсан та уйăхран тин тӳлевсене хупса пыма тытăнать. Кун пирки ноябрӗн 1-мӗшӗнче ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифингра каласа пачӗç. ТР экономика министрӗ Мидхат Шагиахметов палăртнă тăрăх, хăш-пӗр çыннăн харăсах темиçе кредит пур. Вӗсене пурне те мобилизациленнӗ çын килне таврăниччен «шăнтса» хураççӗ. «Мӗн чухлӗ çын заявка пани РФ Оборона министерствипе Федераллă налог служби пӗр-пӗринпе информаципе ылмашăнма тытăннă хыççăн паллă пулать», – терӗ экономика министрӗ.

Тӗплӗнрех
💢 Праздник к 150-летию первого чувашского букваря состоялся в Ульяновске

Событие стало частью Года культурного наследия народов РФ. Оно прошло в музее «Симбирская чувашская школа. Квартира И. Я. Яковлева», который посвящен жизни и деятельности просветителя, педагога и создателя современного чувашского алфавита Ивана Яковлева.
Программа включала чтение самого старого сохранившегося в Ульяновске издания чувашского букваря – оно датируется 1885 годом.
Гостям на специальной экскурсии рассказали о том, как Иван Яковлев создавал чувашскую народную школу, работал над алфавитом и букварем.
Хусанти ветеринари академийӗн доценчӗ Геннадий Пахомов Раççей чемпионатӗнче çӗнтернӗ

Çăмăл атлетика ветеранӗсен юхăмне 30 çул çитнине халалласа сентябрӗн 23 – 25-мӗшӗсенче Анапăра иртнӗ Раççей чемпионатӗнче пъедесталăн чи çӳллӗ картлашкисене чăвашсем йышăнчӗç. Хусанти ветеринари академийӗн доценчӗ, студентсене нумай çул терапи курсне вӗрентнӗ ентешӗмӗр, Пăва районӗнчи Пӳркел ялӗнче çуралса ӳснӗ Геннадий Авксентьевич Пахомов 10 километра хăвăрт утса – I, 5 километр дистанцире II вырăнсене йышăннă. Çăмăл атлетика ветеранӗ пӗрремӗш дистанцие 1 сехет те 06 минутра, иккӗмӗшне 31 минут та 40 çеккунтра утса тухнă. 74-ри спортсменшăн япăх кăтарту мар ку, уйрăмах чемпионата 76 регион хутшăннине шута илсен.

Тӗплӗнрех
Иннополисра экономикăн приоритетлă отраслӗсене цифрăна куçарасси пирки форум иртет

Ноябрӗн 24–26-мӗшсенче Иннополисра DID 2022 экономикăн приоритетлă отраслӗсене цифрăна куçарасси пирки форум иртет. Шутпа ку иккӗмӗш форум, пӗрремӗш 2021 çулта вӗрентӳре, бизнесра тата патшалăх управленийӗнче цифра трансформацине ирттересси пирки декабрӗн 2 – 4-мӗшсенче иртнӗччӗ. Digital Innopolis Days (DID) ун чухне Иннополиса Раççейрен, Францирен, АПШран, Сингапуртан, Германирен, Великобританирен тата ытти çӗршывсенчен 3158 çын килнӗччӗ, цифра трансформацийӗн опычӗпе 250 спикер паллаштарчӗ пухăннисене.

Тӗплӗнрех
Хăш яла интернет кӗртессине халăх суйлать

РФ Патшалăх услугисен порталӗнче онлайн мелӗпе ноябрӗн 12-мӗшӗччен, çырупа ноябрӗн 26-мӗшӗччен сасăламалла. Хăш-хăш пӗчӗк яла пысăк хăвăртлăхлă мобильлӗ интернет кӗртессине халăх хăй суйланине пӗлтерет ТР Патшалăх управленийӗнчи цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсемпе çыхăну министерствин пресс-служби. Тутарстанра хальхи вăхăтра сасăлавăн иккӗмӗш тапхăрӗ пырать. Унта 100-тен пуçласа 500 çын таран пурăнакан ялсем пурте хутшăнма пултараççӗ.

Кăмăл пуррисем (вӗсем 18 çултан аслă, РФ Патшалăх услугисен порталӗнче регистрациленнӗ, хăй пурăнакан регионта яланхи пропискăра тăракансем пулмалла) РФ Патшалăх услугисен порталне кӗрсе ноябрӗн 12-мӗшӗччен пӗр ялшăн сасăламалла. Çаплах РФ Цифра аталанăвӗн министерствине çыру (унта хушамата, ята, ашшӗ ятне, ăçта регистрациленнин тата интернет кӗртмелли ял адресӗсене кăтартмалла). Министерство ноябрӗн 26-мӗшӗччен килнӗ хут çырусене кăна пăхса тухать. 
Новинка Чувашского книжного издательства – «Любимая кукла. Юратнă пукане» Зои Осиповой – приглашает малышей в их мир, а взрослых возвращает в детство. Сборник подготовлен на русском и чувашском языках. Составитель и переводчик – Олег Кульев, художник – Мария Ермолаева.
Стихи, вошедшие в книгу, учат детей быть добрыми, трудолюбивыми, аккуратными, ценить дружбу и уважать старших. Автор с теплотой описывает жизнь мальчишек и девчонок, красоту родной природы.
Прочитав книгу, можно узнать, какую песенку спеть дождю, как грачи без рук и молоточка мастерят себе дом, как дети прощаются с осенью и радуются зиме… Стихотворения на чувашском языке звучат так же звонко и задорно, как и на русском. Олег Кульев сумел сохранить содержание произведений, передать их ритм и атмосферу.