Чувашская Газета Сувар
596 subscribers
8.51K photos
4.51K videos
22 files
1.58K links
Официальный телеграм-канал газеты «Сувар»
Здесь интересно
Наш сайт: http://suvargazeta.ru
ТикТок: www.tiktok.com/@suvargazeta
ВКонтакте: https://vk.com/suvargazeta
Связь @chuvashpiki
Download Telegram
Рустам Минниханов полици участковыйӗсене ӗҫ машинисен уҫҫисене панӑ

Мероприяти паян ир-ирех ТР ШӖМ ГИБДД Управленийӗн плацӗнче иртнӗ. Республикӑри общество хӑрушсӑрлӑхӗн программипе панӑ автомобильсем – шанчӑклӑ «Нивӑсем».

Рустам Минниханов Шалти ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсене професси уявӗпе саламланӑ. «Республикăра пурăнакансен ятӗнчен тата хам ятран сиртен кашнине ӗçӗршӗн, республикăри тăнăçлăха упранăшăн тав тăватăп. Тутарстан – промышленность тӗлӗшӗнчен аталаннă регион, çавăнпа та хăрушсăрлăхпа тивӗçтермесен пирӗн территорире инвестицисем пулаймаççӗ, çавăн пекех туризм та аталанаймасть. Шалти ӗçсен органӗсенче тăрăшакансен ӗçӗ яланах стабильлӗ. Эсир çакна пӗлетпӗр, куратпăр. Паян çӗнӗ автотранспорта полици участковăйӗсем илеççӗ. Эсир çынсене чи çывăх влаç представителӗсем, яланах куç умӗнче», – тенӗ Рустам Минниханов ШӖМ сотрудникӗсене ӗçре ăнăçу сунса.  
Унпа пӗрле хӑйӗн ӗҫтешӗсене ТР ШӖМ министрӗ Артём Хохорин та ырӑ сӑмахсем каланӑ.
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
"Сувар" хаҫатӑн тӗп редакторӗ Ирина Фёдоровна Трифонова Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ Вӑрҫи вӑхӑтӗнче Виктор Липатов фронтран ярса панӑ ҫырӑвӗсене вулать
Проходит прием граждан по вопросам исполнительных производств мобилизованных

В целях обеспечения прав граждан 10 ноября текущего года в ГУФССП России по Республике Татарстан пройдет Единый прием граждан. Судебные приставы проконсультируют по вопросам, связанных с исполнительными производствами в отношении попадающих под частичную мобилизацию граждан, военнослужащих, участвующих в СВО и их родственников.

Прием также будет вестись по обращениям кредиторов, связанных с возвратом просроченной задолженности указанных категорий граждан.

Прием пройдет с 10:00 до 18:00  во всех районных отделениях ГУФССП России по Республике Татарстан. Адреса районных отделений указаны на сайте в разделе «Структура».  Кроме того граждане могут обратиться за консультацией в Главное управление ФССП России по Республике Татарстан по адресу: г. Казань, ул. Яхина, д. 3.  
При себе необходимо иметь паспорт либо нотариально оформленную доверенность (представителям сторон исполнительного производства).
Мобилизациленнисене укçа тӳлеме тытăннă

Чăваш Республикинчен мобилизциленнӗ салтаксем пирки ноябрьти уявсем хыççăн калаçма чарăнчӗç. Пăлханнă хыççăн вӗсем патне Ульяновск облаçӗн экс-кӗпӗрнаттăрӗ, халӗ Патшалăх Думин депутачӗ Сергей Морозов килсе кайнă хыççăн чӗмпӗрти резервистсене канмалли кунсене килӗсене янă.

Ноябрӗн 6-мӗшӗнче Олег Николаевпа Леонид Черкесов Чӗмпӗрти çар чаçне ятарласа Шупашкартан янă мобильлӗ стоматологи кабинечӗ еплерех ӗçленине тӗрӗслеме килсе кайнă. Вăл вăхăтра ентешӗсенчен ытларах пайӗ килӗсенче пулнă ахăр. Салтаксемпе курса калçнисем çинчен пӗлтернисем çук.

ЧР Пуçлăхӗн сайтӗнче вăл хăйӗн республикинчен мобилизациленнӗ салтаксене 50 000 тенкӗ укçа тӳлевӗ парасси çинчен указ кăларни çинчен калакан хыпар пур. Олег Николаев укçана кӗске вăхăтра мобилизациленнисем патне çитерме хушнă. 
Палăртнă укçасене мобилизациленнисем илме пуçланă ӗнтӗ тесе çыраççӗ телеграм-каналсенче. 
Forwarded from За языки РФ
Памятник букве Ӑ чувашского алфавита в Ульяновске
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
"Уяв пики 2022" конкурс, Пӑва хӗрӗ ташлать😊
Тутарстанри кашни иккӗмӗш аслӑ ҫын ӗҫлӗх служби пулӑшнипе ҫӗнӗрен ӗҫ тупма пултарнӑ

2022 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта Тутарстанӑн ӗҫлӗх службине аслӑ ӑрури 330 ҫын ӗҫ шыраса пынӑ, вӗсенчен ҫурри ӗҫ тупайнӑ
Пенси ҫулне ҫывхаракан граждансемшӗн вакансисен ярмаркисем тӑтӑшах иртеҫҫӗ. Кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта ултӑ ярмарка иртнӗ, вӗсенче 30 ӗҫпе тивӗҫтерекен аслӑ ҫулти ҫынсем валли 200 яхӑн ваканси тӑратнӑ.

Ӗҫе вырнаҫма пулӑшассипе ҫыхӑннӑ федераллӑ проекта пула Тутарстанра кӑҫал 50-ран иртнӗ ҫынсем тата пенси ҫулне ҫывхаракансем профессисене вӗренме пултарнӑ. 550 ытла ҫын ҫӗнӗ специальноҫсене алла илнӗ. Пӗрремӗш ҫур ҫул пӗтӗмлетӗвӗсемпе Патшалӑх ӗҫ инспекцине пенси ҫулне ҫывхаракан ӗҫлекенсенчен тватӑ обращени килнӗ. Инспекци сотрудникӗсем ӗҫпе тивӗҫтерекенсене вунӑ асӑрхаттару ҫырса панӑ.
Коррупципе çыхăннă преступленисене профилактикăлас тӗлӗшпе йышăну иртет

Ноябрӗн 11-мӗшӗнче 10.00 сехетрен пуçласа 12.00 сехетчен Тутарстан Республикин Общество палатинче çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăх сферинче коррупцие хирӗç кӗрешмелли ыйтусемпе çыхăннă йышăну пулать.

Республикăра пурăнакансен ыйтăвӗсене Тутарстан Республикин Президенчӗн Коррупцие хирӗç политикин ыйтăвӗсемпе ӗçлекен управленин, Тутарстан Республикин Прокуратурин, ТР Патшалăх çурт-йӗр инспекцийӗн, ТР Общество палатин Общество контролӗн комиссийӗн представителӗсем хуравлӗç.

Çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăх сферинче коррупцие хирӗç кӗрешмелли ыйтусемпе çыхăннă йышăну Хусанти Батурин урамӗнчи 7а çуртри : г. Казань, ул. Батурина, д. 7 А, зал 136-мӗш залра пулать.

Граждансен обращенийӗсене ТР Общество палатин Интернет-приемнăйӗнче 2022 çулхи ноябрӗн 11-мӗшӗнче 10:00 сехетчен https://oprt.tatarstan.ru/ipriem/message-form.htm ссылкăпа йышăнаççӗ тата йышăну кунӗнче «хӗрӳ линин» 8(800)350-44-72 телефонӗпе.
БЫСТРО (экс-не в ТАТМЕДИА) - оперативные новости спецоперации, политические и экономические события. Иногда про технологии и спорт.

Будьте в курсе событий, подпишитесь на @tatmediaofftop
https://t.me/tatmediaofftop
❗️Чăваш патшалăх академи драма театрĕ ыр кăмăллăх акцийĕ ирттерет.

Чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче театрта «Эс ман чунра» спектакль кăтартма палăртнă. Билет сутнă укçана «Пĕрле» фонда хывĕç. Унпа мобилизациленĕ ентешсене пулăшма усă курĕç.
Чăваш драма театрĕн труппи юпа уйăхĕнче те ыр кăмăллăх акцине хутшăннăччĕ. Ун чухне Халăх фончĕн регионти штабне Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли гуманитари пулăшăвĕ çитерсе панăччĕ.
Спектакле вырăсла та итлеме пулать. Пушкин карттипе усă курса билет илме те май пур.
«СУВАР» ÇЫРĂН ТА ИКӖ АКЦИЕ ХУТШĂН

Ҫырăнтару – 2023 2023 çулăн 1-мӗш çур çулӗ валли хаçат-журнал çырăнас кампани малалла тăсăлать. «Сувар» хаçата кашни çыхăну уйрăмӗнчех çырăнма май пур. Çавăн пекех Раççей Почтин podpiska.pochta.ru сайчӗ урлă килтен тухмасăрах çырăнма пулать.

Редакци «Сувар» çырăн та çӗвӗ машинки санăн! Хаçат 30 çул тултарнă ятпа тата ытти хаклă парнесем!» акци ирттерет. «Сувара» 2023 çулăн 1-мӗш çур çулӗ валли 6 уйăха çырăннисен хушшинче парнесем вылянтаратпăр. Тӗп парне – çӗвӗ машинки! Унсăр пуçне тата нумай паха парне кӗтет акцие хутшăнакансене. Эппин «Сувар» хаçат çырăнăр та хаклă парнеллӗ пулма васкăр!

Çавăн пекех «Сувар» хаçат çырăнса эсир «ТАТМЕДИА» АО ирттерекен акцие те хутшăнма пултаратăр. Вăл акцие хутшăнас тесен сирӗн 2023 çулăн 1-мӗш çур çулӗ валли «Суварпа» пӗрле «ТАТМЕДИА» АО кăларакан пӗр журнал çырăнмалла, квитанцисен копийӗсене podpiska@tatmedia.ru электронлă почта çине 2023 çулхи январӗн 21-мӗшӗччен ярса памалла. Сăмах май, «ТАТМЕДИА» акционерлă общество халиччен ирттернӗ акцисене хутшăнса парнене тивӗçнисен хушшинче пирӗн вулакансем те пур.

«Сувар» хаçат ирттерекен акцие хутшăнакансен вара квитанцисене 420066, г.Казань, а/я 64 почта адресӗпе, suvar@mail.ru электронлă адреспа е редакцин +79179076881 телефон номерӗпе мессенджерсем урлă ярса памалла.

Хаçат индексӗ Тутарстанра – П2340, Раççейӗн ытти регионӗсенче – П7093.
«Сувар» хаçат кашни чăваш çемйинчех пултăрччӗ!

Реклама АО «ТАТМЕДИА».
АЧАСЕМ АННЕСӖР ЮЛНĂ

Чистай районӗ урлă иртекен Хусан – Оренбург трасса çинче ноябрӗн 3-мӗшӗнче пулнă пысăк инкекре икӗ ача тăлăха юлнине пӗлтерет tatarstan24.tv сайт.

Hyundai» çăмăл машина пысăк хăвăртлăхпа çул çине сиксе тухнă та хирӗç килекен тиевлӗ машина çине çитсе çапăннă. Самантрах тимӗр купине çаврăннă. Руль умӗнче ларнă водитель-хӗрарăм сывă юлайман, хыçалта ларса пынă икӗ ачи аманнă.
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
«Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр» конкурс, Харитонова Альбина сӑвӑ калать👍🏻
Forwarded from Ан та кала!
Ещё один красивый пример с каури — шейное девичье украшение.

XIX век. Раковины каури, бусы, монеты. Низовая этнографическая группа (анатри). Подлесная подгруппа. Частная коллекция.
Чувашская Газета Сувар
АЧАСЕМ АННЕСӖР ЮЛНĂ Чистай районӗ урлă иртекен Хусан – Оренбург трасса çинче ноябрӗн 3-мӗшӗнче пулнă пысăк инкекре икӗ ача тăлăха юлнине пӗлтерет tatarstan24.tv сайт. Hyundai» çăмăл машина пысăк хăвăртлăхпа çул çине сиксе тухнă та хирӗç килекен тиевлӗ машина…
ÇУЛ ÇИНЧЕ АН ВАСКА!

Тепӗр кунхине çакнашкалах авари Тури Услонра Хусан – Ульяновск трасса çинче пулнă. «КамАЗ» аварие пула чарăннă çăмăл машина çине кӗрсе кайнă кунта. Иккӗмӗшӗн водителӗ вырăнтах вилнӗ, пассажирӗ аманнă.

Ноябрӗн 4-мӗшӗнче Пӗкӗлме çулӗ çинче те çамрăк çыннăн пурнăçӗ вăхăтсăр татăлнă. Авари каçхине 18 сехет те 50 минутра «Лада Калина» автомашинăн 22-ри водителӗн айăпӗпе пулнă. Хирӗç килекен çул çине тухнăскер «КИА» машинăпа çапăннипе иккӗшӗ те çул хӗррине чăмнă. Ладăн водителӗ вилмеллех аманнă, тепӗр 4 çын суранланнă.
👰🤵 Книга о главном празднике любви

Чувашское книжное издательство выпустило в свет книгу «Чăваш туйĕ» (Чувашская свадьба). Составитель – В.В. Степанов. Издание знакомит с чувашскими свадебными обрядами, начиная с помолвки и завершая послесвадебными церемониями. В старину свадьба являлась значимым событием в жизни не только семьи, но и всей родни. Свадебные обряды нашего народа очень разнообразны и устремлены в будущее. Они обладают завораживающей театральностью и внутренней красотой, в них проявляется мудрость эпох и поколений. Убедиться в этом легко: возьмите в руки новинку и вы поневоле станете участником свадебных церемоний. Читателю будет интересно сопоставлять старинные свадебные обряды с их современными проявлениями. Несомненно, сравнение свадебных торжеств чувашского мира прошлого и настоящего вызывает чувство светлой грусти: мы многое потеряли и немного приобрели.
Тем не менее, свадьбы никто не отменял, это главный праздник любви, где царит радость от всего происходящего.
Центр Чебоксар. 20е-30е годы прошлого века.

Фото из потрясающей книги Алексея Кирова и Владимира Трофимова «Чебоксары. Виды города за последние 150 лет».