Сергеевна
158 subscribers
1.54K photos
316 videos
69 files
7 links
Кунта хамăн пултарулăхпа паллаштаратӑп

Фото, ӳкерчĕк, литература, кулӑшла контент
Download Telegram
– Ҫуралнӑ кун ячӗпе, Насть!
– Сана та!
Хӗрачасем кухньӑна кайрӗҫ. Унта мама радио итлет, ташлать, икӗ хӑмла ҫырли торчӗ пӗҫерет. «Ҫуралнӑ кун ячӗпе, хӗрачасем! Юратап сире. Тӗнчере мӗн пур лайӑххине сунап! Тимофей, кил кунта!»
Тимофей хӗрачасене саламлама шариксемпе килчӗ те вӗсене записка пачӗ:
– Ку сире манран подарок. Ну, эсир запискӑра малалла ӑҫта каймаллине куратӑр. Чи юлашки вырӑнта клад пулать.
– Спасибо, пит интереслӗ! Эс кӑҫал пире хӳтӗлеместне?
Тимофей ҫӗвви ҫине пӑхса илчӗ те ним чӗнмесӗр кулса илчӗ.
Хӗрачасем ҫӑвӑнчӗҫ, апат ҫирӗҫ те мул шырама кайрӗҫ. «Эп вӑрмантан сирӗн пата килтӗм, эсир мана тӑрантартӑр, ҫитӗнтертӗр», – тесе ҫырнӑ пӗрремӗш запискӑра. Джек! Кукамӑшпе кукашшӗ патне чупрӗҫ (халь йытти вӗсен патӗнче пурӑнать). Джек будки ҫинче ҫыру тупрӗҫ, унта ҫапла ҫырнӑ: «Сире Шупашкара илсе ҫитерет, халь вара канать-ха». Кукаҫин гаражне чупрӗҫ. Запискӑна ҫӑраҫҫи шӑтӑкӗнче тупрӗҫ: «Вӗсене кукаҫи пуртӑпа ҫурать», – тесе ҫырнӑ. Мунча патӗнчи вутӑ! Тепӗр ҫырура: «Йывӑҫҫи пысӑк, ҫырли пӗчӗк, – тесе ҫырнӑ. – Чечеке ларсан сивӗ. Ҫырлине ҫисен, шӑлсем хуралаҫҫӗ». Ҫӗмӗрт! Йывӑҫ ҫинче юлашки запискӑна тупрӗҫ: «Унта какай нумай». Кукамай морозильникӗ патне чупрӗҫ, унта менельниксем валли мороженӑй.
Мороженӑй ҫисе пӗтерсен, хӗрачасем Джекпа выляма кайрӗҫ. Вӑл кӑшт ӳснӗ те ҫӑмӗ хӑйӑр тӗслӗ пулса тӑнӑ. Часах кукамай хӗрачасем патне компотпа тухрӗ: «Ӗҫӗр, унтан киле мамӑна пулӑшма кайӑр», – терӗ. Ҫынсем ӗҫсӗр ҫапкаланса ҫӳренине юратман вӑл.
Тваттӑра хӑнасем килме пуҫларӗҫ. Нумай ҫын. Павлик килчӗ. «Ме, – терӗ те вӑл Ксюшӑна чечек ҫыххи парнелерӗ. – С днем рожденьем». Вӑл Настьӑна та ҫавӑн пекех чечек ҫыххи парнелерӗ. Тата вӑл йӗкӗрешсене мул карттине тыттарчӗ. Маша та килчӗ, вӑл пӗр банка хӑмла ҫырли парнелерӗ.
«Эс те кунта. Салам, Надя. Хӑвах килтӗн-и вара Тутайкассинчен?» – тӗлӗнчӗ мама. Маринӑпа Наташа та килчӗҫ, хӗрачасене элеклеме вӗрентекенсем. Тима тусӗ Виталик та кунта, тата ытти домри туссем. Залра вырӑн юлмарӗ, аслисене пурне те кухньӑна лартрӗҫ, кукамайпа кукаҫие те. Ачасем вара салатпа килти пиццӑна ҫиме тытӑнчӗҫ.
Ксюша вӑйӑсем шухӑшласа кӑларнӑ пулнӑ. «Ҫок, ҫок!», «Эпӗ вӑтанап», – хирӗҫлеме пуҫларӗҫ хӑнасем. «Эпӗ хутшӑнап, мӗн тумалла?» – ыйтрӗ Виталик. Ксюша йӑл кулса илчӗ. Вӑййа Тима, Марина тата Наташа хутшӑнчӗҫ. Куҫа хупса менельниксене ӳкермелле пулчӗ. Кулӑшла портретсем ӳкерчӗҫ: куҫӗсем ҫамки ҫинче, сӑмси питҫӑмарти ҫинче, хӑлхасӑр. Хӑнасене килӗшрӗ ку. «Вӑйӑсем пур-и тата? Ман та выляс килет», – терӗ Павлик. Унӑн мӑйӑр ҫине ларса мӗн чухлӗ пулнине каламалла пулчӗ. Ачасем куҫҫуль кӑларса кулчӗҫ, аслисем те пӑхма килчӗҫ (вӗсен кухньӑра кунчул савӑнӑҫлӑ марччӗ).
Пурне те пӗрер татӑк лектӗр тесе мама икӗ торта питӗ ҫӳхе татӑкӑн-татӑкӑн касрӗ. Кашнине тата турилкке ҫине Машшӑн хӑмла ҫырлине хурса пачӗ. «Чи хаклӑ ресторансенче десертсем шӑпах та ҫапла, тӑраниччен ҫимеҫҫӗ», – ӑнлантарчӗ вӑл ачасене. Кайран мама патне хӑнасен амӑшӗсем хаклӑ ресторанти пек торт рецептне ыйтма темиҫе хут та пынӑ.
Йыт пек мороженӑй
Дискотека
Магазин патӗнче хӗрачасем ҫак пӗлтерӗве вуларӗҫ:
22 июля
19:00
Детская дискотека
Конарский СДК Вход свободный
Пӗлтерӗве курсанах Настьӑн дискотекӑна каяс килсе кайрӗ. Ксюшӑна ӳкӗте кӗртме йывӑр пулман. Вӑл та ташлама юратнӑ, кӑштах вӑтаннӑ ҫеҫ. Павлик дискотека хӗрачасем валли терӗ, ҫавӑнпа та кайма килӗшмерӗ. Маша нумайччен хирӗҫлерӗ. Паллах, унӑн ыттисенчен юлас килмен, ҫавӑнпа та туссем ӑна пурпӗрех ӳкӗте кӗртӗҫ тесе шанчӗ вӑл. «Эсир каяс умӗн ман пата тепӗр хут шаккӑр. Эпӗ, может, пырап синпе».
Кӑнтӑрла йӗкӗрешсем кӗнеке вуларӗҫ, килте тирпейлерӗҫ, мамӑна апат пӗҫерме пулӑшрӗҫ. Пиллӗкре вӗсем мӗн тӑхӑнассине суйлама тытӑнчӗҫ. Ксюша ҫӗнӗ джинсыпе шурӑ блузка тата шкулти туфли лайӑх пулать тесе шутларӗ. Настя хӑй валли сарӑ топик тата кроссовки суйласа илчӗ.
– Сӑрланар мар-и? – сӗнчӗ Настя.
– Помадӑпа пулсан ҫеҫ. Пӑртак.
Косметичка илсе килсе хӗрачасем спальнӑра шӑпланса ларчӗҫ. Настя помадӑна уҫрӗ, ӑна шӑршласа пӑхрӗ те тутине чӑннипе те хӗретрӗ.
– Вӑт это да! Мӗнле пысӑк ҫӑвар ман! На, эс те сӑрласа пӑх.
Ксюша тутине хӗретнӗ вӑхӑтра Настя косметичкӑна ҫаплах тӗпчерӗ. Тенипе кӑшт ҫех сӑрласа пӑхап. Ак ҫапла, куҫхаршисем таранах. Тата мӗн пур кунта? Настя тушь уҫрӗ. Щетка ҫине, унтан тӗкӗр ҫинчи куҫӗсем ҫине, унтан каллех щетка ҫине пӑхрӗ. Вӑл тӗкӗр ҫине пӑхса щеткӑна куҫӗ патне илсе пычӗ те аллине мӗнле хускатмаллине манчӗ, те хӑй аллине, те тӗкӗртине. Вӑл тивертеймерӗ те щетка куҫ мӑкӑльне лексе илчӗ. Настя куҫне мӑчлаттарса илчӗ, хӑранипе кӑшкӑрса ячӗ те куҫне сӑтӑрма тытӑнчӗ. Кӑшкӑрнине илтсе мама чупса пычӗ.
– Мӗн пулнӑ! А, хамах куртӑм, ӑнланмалла.
– Эп туса ҫех пӑхасшӑнччӗ.
Мама косметикӑна ҫуса яма пулӑшрӗ.
– Хӗрачасем, ӑҫта васкатӑр эсир ӳсме? Ак тушь патне те черет ҫитрӗ. Ну, пӑх-ха, мӗнле чиперскер эс косметикӑсӑр.
– Эс те, мама, чиперскер. Ун пек пулсан, мӗншӗн сӑрланан-ха?
– Кун пек ыйтсан пӗлмес те. Эп кун ҫинчен шухӑшласа пӑхап.
– Тата сан хӑлха ҫакки пур. Пире те кирлӗ.
– Юрать, юрать. Атьӑр августччен пурӑнар, унтан курӑпӑр.
– Ура!
– Сире ҫав тери интереслӗ пулсан, атя, хамах сире сӑрласа ярам.
Ҫичӗ сехетре Маша патне кайрӗҫ. Лешӗ, тумланнӑскер, алӑкран шаккасса кӗтсе ларать: «Эсир килместӗр пуль тесе шутлама пуҫланӑччӗ».
Хӗрачасем клуба кӗчӗҫ. Музыка вылять, подсветка янӑ. Хитреленнӗ ачасем стена ҫумӗнче лараҫҫӗ. Хӑш-пӗрисем пӗр-пӗрне ташлама тӗрте-тӗрте кӑлараҫҫӗ. Хӑш-пӗрисем пӗр енчен тепӗр енне чупа-чупа каҫаҫҫӗ. Анчах никам та ташламасть. «Ща все исправим», – терӗ те Настя хӗрачасене алӑран ҫавӑтса варрине илсе тухрӗ. «Ну где же вы, девчонки?» – юрлаҫҫӗ динамиксенчен. Хӗрачасем пӗр ушкӑна тӑчӗҫ. Машӑпа Ксюша юпа пек хытса тӑчӗҫ. Вӗсем Настя ҫине пӑхаҫҫӗ, урӑх ниҫта та. «Атьӑр, ташлӑр!» – терӗ вӑл музыкӑран хытӑ кӑшкӑрса. Лешсем хӑйсем пултарнӑ таран турӗҫ: сылтӑмалла ярса пусаҫҫӗ, унтан суллахаялла. Икӗ юрӑ хыҫҫӑн чи хӑюллисем ташлама пуҫларӗҫ. Часах пурте хутшӑнчӗҫ.
Ксюша канма ларчӗ. Вӑл чӳречерен Павлика курчӗ. Лешӗ кӗме хӑймасӑр ытти ачасемпе клуб патӗнче тӑрать. Ксюша урама тухрӗ, каялла вара Павликпа пӗрле кӗчӗ. Ӑна аллинчен ҫавӑтса ҫаврашкана сӗтӗрсе кӗчӗ. Тӑваттӑшӗ юлашки юрӑ хыҫҫӑн ҫеҫ киле кайрӗҫ.
– Эп нихҫан та кун пек савӑнман, тавтапуҫ! – терӗ те Павлик киле кӗчӗ.
Маша килӗшрӗ.
Киле икӗ куҫ-пуҫ кӗчӗ: помада сӑтӑрӑннӑ, тушь юхса аннӑ, ҫӳҫӗсем тарпа йӗпеннӗ.
– Ӳсеҫҫӗ, – терӗ папа мамӑна, хӗрачасене курса. Питҫӑмарти тӑрӑх арҫын куҫҫулӗ юхса анчӗ.
Мама, Ксюша тата Настя дневникӗнчен
Октябрь 1, 2000 (Ксюша ҫырать)
Купӑста пуҫтартӑмӑр. Пӗлтӗрхинчен нумайрах, мӗншӗн тесен эпир ӑна ҫуркунне случайно пӑрӑҫ ҫине лартрӑмӑр. Пӑрӑҫҫи ӳсмен-те, ха-ха.
Эпир Настьӑпа ташӑ кружокне ҫӳретпӗр.
Хӑлха шӑтартӑмӑр. Кукамай пире хӑлха ҫакки парнелерӗ (унӑн шкатулкинче нумай).
Январь 7, 2001 (Настя ҫырать)
Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе! Эпир каллех отличницӑсем. Лайӑх пурӑнатпӑр. Мама паян вареный сгущенкӑпа орешки пӗҫерчӗ. Джек пысӑк йытӑ пулмарӗ, вӑл дворняжка.
Май 1, 2001 (Настя ҫырать)
Эпир шашлыка вӑрмана кайнӑ, тутлӑ. Костер туса ҫӗрулми пӗҫертӗмӗр. Джек ҫӑврласа пачӗ. Халӗ эпир ӑна Жучка тесе чӗнетпӗр.
Июнь 1, 2001 (Ксюша ҫырать)
Малтан эпир хамӑр укҫана пухрӑмӑр, унтан папӑпа мама ӑна пирӗнтен кивҫен ыйтрӗҫ. Каялла тавӑрчӗҫ те эпир роликовый коньки илтӗмӗр! Папӑпа мама кӑшт (нумай) хушса хучӗҫ укҫине. Тепӗр ҫулла ҫитрӗ, ура!!!
ВУЛАСА ПӖТЕРТӖМӖР НиК КӖНЕКЕНЕ.

Тавах манпа пулнишĕн. Тепĕр хут вулас тесен е ҫынна сӗнес тесен, кӗнекесем кунта пур

Чӑвашла
https://author.today/work/211795

Вырӑсла
https://author.today/work/211691

Акӑлчанла та пур, манран ыйтса илме пулать
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
Китайри фастфуд. Ку - тулӑран тунӑ лапша. Ун вырăнне рис лапши ыйтма пулать. Куна сивӗлле ҫирӗм, ҫавнах вӗрилле ҫиме пулать тата яшкине ярса. 9 юань тӑрать (100 тенкӗ патне).
Тутлӑ-и? Виҫ ҫул иртсен тин хӑнӑхрӑм. Халь тутлӑ пек, анчах кашни кун ҫимӗттӗм.
Китайри ресторансенче питӗ тутлӑ ҫитереҫҫӗ (тутине хӑнӑхсан). Фотора тӗтӗмлесе тӳнӗ баклажан тата ҫӗрулми (карамельпе витнӗ пекех).

Мӗнле ҫиеҫҫӗ:
Пиалана риспа тултараҫҫӗ, унтан пӗрле ҫиекен турилккерен апата пӗртак илсе ҫиеҫ, унтан рис ҫиеҫ. Эпир ҫӑкӑрпа апата ҫиетпӗр, вӗсем риспа.
Фотора куртӑр, эпӗ тӗрӗс мар ҫиетӗп. Эпӗ рис пиалине мар, шӑм-шак турилккине усӑ куратӑп ҫиме, мӗншӗн тесен вӑл пысӑкрах, тата эп рис ҫимесӗрех тӑранатӑп.
Тата эпӗ ку ресторанта пӗччен ҫисе ларатӑп. Ресторана пӗччен никам та ҫӳремест.

Мӗнле ҫиеҫҫӗ. Ик ҫын пулсан, 3-4 апат илеҫҫӗ, тватӑ ҫын пулсан, 5-6.

Рис, пӗр какай, пӗр "симĕс" апат, пӗр яшка. Ытларах ҫын пулсан, ытларах какай тата пахча ҫимӗҫ илеҫҫӗ.

Ҫӗрулми Юньнаньте ҫиеҫҫӗ (тата Сычуаньте пулмалла), ытти провинцисенче ҫисех каймаҫҫӗ. Манӑн тус Хэнаньтен, вӑл Юньнане куҫса килсен питӗ тӗлӗннӗ, ҫӗрулмирен ҫавӑн чухлӗ апат тума пултарнирен.
Ак сире тата, ыхра тути калакан кофе