Сергеевна
148 subscribers
1.28K photos
268 videos
69 files
6 links
Кунта хамăн пултарулăхпа паллаштаратӑп

Фото, ӳкерчĕк, литература, кулӑшла контент
Download Telegram
Чӑн-чӑн

Ҫулла. Шӑрӑх. Папа уйра утӑ ҫулать. Настьӑпа Ксюшӑна ӑна чейпе кукӑль ҫитерме ячӗҫ. Папа хӗрӗсене аякранах курчӗ, вӗсене ал сулчӗ. Ҫамки ҫинчи тарне шӑлса илчӗ, икӗ чечек татрӗ те кӑмӑл тулли кӗтме ларчӗ.

– Пулӑшакансем килчӗҫ! Тавтапуҫ. Ак сире куншӗн чечек.

– Спасибо, папа. Ывӑнтӑн-и?

– Ҫок ӗнте, ывӑнман.

– Йӗм тӑхӑннӑ эс, сана пӑчӑ мар-и?

– Тата мӗнпе ҫӳремелле вара?

– Шортӑпа.

– Ҫок ӗнте. Чӑн-чӑн арҫынсем шортӑпа ҫӳремеҫҫӗ.

– Мӗншӗн?

– Йӑли ҫавӑн пек.

– Тима вара чӑн-чӑн арҫын мар-и?

– Вӑл пӗчӗккӗ, уна юрать.

– Чӑн-чӑн арҫынсем тата мӗн тумаҫҫӗ?

– Шухӑшласа пӑхмалла (вӑл куҫлӑхне тӳрлетрӗ). Сӑмахран, макӑрмаҫҫӗ. Зонт йӑтса ҫӳремеҫҫӗ.

– Мӗншӗн?

– Йӑли ҫавӑн пек тетӗп-ҫке.

– Тата мӗн?

– Темӗн те, халь астумас.

– Папа, эс вара чӑн-чӑн арҫын-и?

– Хӑвӑр мӗнле шутлатӑр?

– Тӗрӗслесе пӑхар, – терӗ Настя, шӗвӗр пӳрнине ҫӳлелле ҫӗклесе. Вӑл йӑмӑкне темскер пӑшӑлтатса каларӗ, вара иккӗшӗ те папӑна кӑтӑклама тытӑнчӗҫ. Лешӗ хихиклетсе вӗсенчен пӑрӑнма пуҫларӗ.

– Ну, мӗн, папа, чӑн-чӑн арҫынсем кӑтӑкран хӑраҫҫӗ-и?

– Кӑтӑкран хӑрама юрать пуль вӗсен.

– Павлик ашшӗ сана тапнӑ пулсан, эс мӗн тунӑ пулӑттӑн? Эсир ҫапӑҫнӑ пулсан, эс ӑна ҫӗнтерӗттӗн-и?

– Чӑн-чӑн арҫынсем сӑлтавсӑр ҫапӑҫмаҫҫӗ.

– А вӑл сана кӑтӑклама пуҫласан, вара эс ӑна тапнӑ пулсан, вӑл Мускава ҫити вӗҫсе кайма пултарӗччӗ-и?

Папа кулса ячӗ те кукӑльне ҫиме тытӑнчӗ.
Вулакансем, асӑрхӑр, диалогсенче эпӗ Кӑнарта чӑн-чӑн мӗнле калаҫнине кӑтартас тенӗ, ҫавӑнпа та литература норминчен пӑрӑнни пур, вырăс ҫӑмахӗсем пур, "ҫук" вырӑнне "ҫок" тетпӗр ытларах эпир тата ытти те. "Пирӗн енче урӑхла калаҫҫӗ куна", - ҫапла шухăш пырса кĕрет пулсан, комментаринче тӳрех ҫырӑр
Channel name was changed to «Сергеевна»
Шарик
– Эп аслӑрах.
– Мӗншӗн эс-ха? Эп аслӑрах.
– Ҫок, эпӗ.
– Манӑн кӗҫӗнни пулас килмеҫ.
– Эп пӗлеп, – шухӑшласа кӑларчӗ Настя, – атя, кам хӑвӑртрах йывӑҫ патне чупса таврӑнать, ҫавӑ аслӑрах та.
Йӗкӗрешсенчен хӑшӗ пӗрремӗш ҫуралнӑ, амӑшӗпе ашшӗсӗр пуҫне никам та пӗлмен. «Эсир иксӗвӗр те маншӑн пӗрремӗш, нихӑшӗ те иккӗмӗш мар, никам та аслӑрах мар», – час-часах калама юратать мама. Анчах та Настя ӑмӑртура выляса илнӗ хыҫҫӑн пӗтӗмпех паллӑ пулчӗ: вӑл – асли. Ксюша тавлашмарӗ те.
Тимофей, вунӑ ҫулалла ҫитнӗскер, ун пек шухӑшламан. Икӗ йӑмӑкӗ те уншӑн пӗр пекех виҫӗ ҫул кӗҫӗнрех пулнӑ, хӗрачасем уншӗн «вӗттисен» йышне кӗнӗ, ҫавӑнпа та вӗсене хӳтӗлемелле пулнӑ. Паян вара уйрӑмах хӳтӗлемелли кун, мӗншӗн тесен ку вӗсен ҫуралнӑ кунӗ вӗт.
Утӑ уйӑхӗнчи шӑрӑх ир. «С-днем-рождени! Паян эп сире хӳтӗлеп, ку – ман подарок. Эп сирӗнпе уҫӑлса ҫӳреме те каяп», – терӗ Тима. Пӗр пек шортӑпа футболка тӑхӑннӑ хӗрачасем ҫакӑн пек хаклӑ парнешӗн савӑнчӗҫ.
Урама тухсанах Тимофей йӗри-тавра хӗрачасене хӳтӗлемелли хӑрушлӑха шырама пуҫларӗ. Ак Павлик тӑра парать. Ырханкка та пӗчӗкскер, иккӗмӗш класа ҫеҫ куҫнӑ-ха. Тимофей арҫын ача патне пычӗ, ӑна куҫран пӑхрӗ те ҫирӗп сасӑпа ыйтрӗ:
– Эс мӗн, вӗсене кӳрентересшӗн-и?
– Кама?
– Йӑмӑксене. Обижать тӑвас тетне?
– Ҫок. Кун пек шутламан та эп.
– Асту эс. Атту парап сана!
Пиччӗшӗ Настьӑпа Ксюшӑна пысӑк ҫын евӗр хӳтӗленӗшӗн савӑнчӗ, малалла хӑрушлӑх шырама кайрӗ.
Ҫавӑнтах героя тепӗр паттӑр ӗҫ кӗтет. Юнашарти çурт картишӗнче хурсем ҫӳреҫҫӗ. Ачасене курсанах вӗсем чӑшлатма пуҫларӗҫ.
– Ан хӑрӑр. Пӑхӑр, ак ҫампек тумалла, – Тима шӗвӗр пӳрнипе вӑта пӳрнине тӳрлетрӗ те ыттисене чышкӑна чӑмӑртрӗ. – Ман пек тӑвӑр. Халь «с-с-с» тейӗр, вара вӗсем сирӗнтен хӑраҫ.
Пиччӗшӗ ҫине пӑхса хӗрачасем те хур сӑхнӑ пек сасӑ кӑларма пуҫларӗҫ. Хурсем ку ӗҫе хисеплерӗҫ, анчах пӗр хурӗ мӗн те пулин пуласран сыхланса ачасене хӑвалама шут тытрӗ. Çапах та пӗрне те сӑхаймарӗ.
Утса пынӑ ҫӗртре Шарике, домри йытта, тӗл пулчӗҫ. Вӑл никампа та харкашма шутламасӑр шӑммине ӳркевлӗн кӑшласа выртать.
– Ак, пире Шарикран защищать ту, – хӗтӗртрӗ Настя.
– Ку Шарик вӗт, вӑл хӑрушӑ мар, домра пурӑнать, – тӗлӗнчӗ Тима.
– Эс унӑн шӑммине тапса пӑх-ха, вара мӗн пулать?
Шарик, тен, ачана кӳрентересшӗн те пулман пулӗ, анчах хӑй тупӑшӗшӗн ҫапӑҫма хатӗрех пулнӑ. Йытӑ Тимӑна вӗрсе илчӗ те ӑнсӑртран шӑлӗпе унӑн урине чӗрсе ячӗ. Юн курсан, Тима макӑрса ячӗ. Хӗрачасем ҫавӑнтах амӑшне шырама чупрӗҫ, лешӗ кухньӑра «Графские развалины» ятлӑ торт пӗҫерет. Мама ывӑлӗпе юлчӗ те хӗрачасене ашшӗне пахчаран чӗнсе килме ыйтрӗ. Мотоблок юсакан папа мӗн тунине пӑрахрӗ те Тимӑна велосипедпа больницӑна леҫрӗ.
– Пӑртак чӑрмаланӑ пекки ҫеҫ, куҫҫулӗ вара! Ан макӑр, туйччен тӳрленет, – терӗ врач суранне тасатса. Вӑл урнинчен сиплемелли укол турӗ те аманнӑ арҫын ачана киле ячӗ.
Каҫхине Настьӑпа Ксюшӑн ҫуралнӑ кунне уявлама пынӑ хӑнасем пӗрмаях урине бинтпа ҫыхнӑ паттӑр Тимофей ҫинчен калаҫрӗҫ, хаяр йытӑран хӳтӗленине сӳтсе яврӗҫ. «Манӑн хамӑнах шӑмма тапмаллаччӗ, халӗ хам суранлӑ пулӑттӑм», – шухӑшларӗ Настя. «Эп урӑх нихҫан та Шарикпа вылямас», – шухӑшларӗ Ксюша.
Кишӗр
Ирхине мама ачасене кукамайпа кукаҫине пахчара пулӑшма хушса хӑварчӗ, унтах ирхи апата ҫиме каларӗ. Кукамай икерчпе те тӑпӑрчпа хӑналарӗ. Ҫисе тӑраннӑ мӑнукӗсене пахчаналла илсе тухрӗ. Паян йӑрансене ҫумласа тухмалла.
– Ку – морковь. Ҫулҫисем унӑн мамӑклӑ. Ан тивӗр ӑна. Ку вара – ҫумкурӑк, ӑна туртса кӑлармалла.
– Ку тата?
– Ҫумкурӑк.
– Ку вара?
– Ҫумкурӑк.
– Мӗншӗн, кукамай, ку та, ку та сан йӑрану ҫинче ӳсет, морковь – ҫумкурӑк мар, ыттине вара ҫӑмламалла. Кам каланӑ куна?
– Эпир морковь ӳстересшӗн вӗт, ҫапла-и? Ҫумкурӑк вара унӑн апатне ҫиет.
– Вӗсем туслашма пултараймаҫҫӗ-и?
– Туслашсан кӗркунне пӗчӗк ҫеҫ морковь ҫийӗпӗр.
– Морковь, эпир ӑна ҫиес тенине пӗлсен, ӳсме те прахать.
– Эс ӑна ан кала, вара вӑл пӗлес те ҫук.
– Вӑл пире халь илтрӗ вӗт.
– Нимех те мар, халь морковь пӗчӗк ҫех-ха, ӑнлансах каймаҫ.
Пуш хир
Поселокран инҫех мар ҫул юсама хӑйӑр купаласа хунӑ. Ӗнтӗ, вӑл аслисене инҫе мар пек туйӑнать, уйрӑмах машин пуррисене. Ачасене вара ҫав купа патне ҫитме – пӗр пысӑк ӗҫ.
Настьӑпа Ксюша вылямалли витресем илчӗҫ те кӳршӗри ачасемпе пӗрле хӑйӑр патне утма тухрӗҫ. Тимофея кӗҫӗннисене пӑхма хушнӑ. Вӑл хӑйӑр патнелле Виталик тусӗпе пӗрле велосипедпа кайрӗ.
Купа патне ҫитсен ачасем тӗлӗнсе ахлатса ячӗҫ. Хӑйӑр умне тӑчӗҫ те ӑна ним чӗнмесӗр тинкерсе пӑхрӗҫ. Купи тем пысӑкӑш иккен! Хӑйӑрӗ таса, ӑна кунта нумай пырса тӑкнӑ, ун ҫинче хумсем ӳкернӗ пекех туйӑнать.
Ачасем атӑ-пушмакне хыврӗҫ те купа тӑррине хӑпарма пуҫларӗҫ. Кам пӗрремӗш, ҫавӑ ҫӗнтернӗ те. Унтан такам шуса анса пӑхрӗ, хыҫран ыттисем те. Йӗкӗрешсем ҫатма кукли пекки туса хӑтланса пӑхрӗҫ, анчах хӑйӑрри ытла типӗ. Кермен те тума пулмарӗ. Тата мӗнле выляма пулать? Шухӑшсем пӗтсен Ксюша пуш хирле выляма сӗнчӗ.
– Ку мӗнле вара?
– Пустыньӑра верблюдсем пур-ҫке. Вӗсем шыв шыраҫҫӗ пек. Хуҫисем пур пуль-ха вӗсен.
– Тата мӗн? Эп верблюд пулмас.
– Эп те.
– Эп те. Хӑвӑр пулӑр та вара верблюдсем.
– Кун пек вара эпир те пуласшӑн мар, – йӗкӗрешсем ҫапла шутласа хучӗҫ.
Вӑййа Тимофейпа Виталик пачах хутшӑнман, пӗчӗк мар вӗт! Анчах вӗсем ак мӗнле канаш пачӗҫ. Тӗвесем ҫухалнӑ пек выляма пулать, хуҫисем вара выльӑхне шыраҫҫӗ. Пурне те килӗшрӗ. Ачасем хуҫа пекки пулса сехре хӑпнӑ сасӑпа кӑшкӑрчӗҫ:
– Эй, верблюдсем, ӑҫта эсир?!
– Атьӑр киле шыв ӗҫме!
– Верблюдсем! Таврӑнӑр!
Тӗвесене ҫаплах тупаймарӗҫ, вӑййи вара нумая пымарӗ. Ик-виҫ минутлӑха тӑсӑлчӗ-ши? Вара «Павликла» выляма пуҫларӗҫ. Ачана хуса ҫитсен, унӑн: «Ма вара каллех эп?» – тесе каламалла. Кунта вара Тимӑпа Виталик та хутшӑнчӗҫ. Вӗсем Павлик пулса хуҫкаланма юриех парӑнчӗҫ. Павлик вара ҫакӑншӑн кӳренчӗ, кӑмӑлсӑрланчӗ: «Ма вара каллех эп?» Ачасем кулса ячӗҫ те ӑна ҫурӑмран лӑпкаса илчӗҫ.
Киле кайма пуҫтарӑннӑ. Настя Ксюша ҫине пӑхса илчӗ, лешӗ вара панамка тӑхӑннӑ. Хӑй пуҫне тытса пӑхрӗ: калпак ҫук. «Ачасем, ман панамка ҫухалчӗ. Хӗрлӗ тӗслӗ, шурӑ полоскӑллӑ. Пулӑшӑр тупма». Ачасем хӑйӑрта чакаланма пуҫларӗҫ: «Эй, панамка, ӑҫта эс? Панамка!» Хӑйӑр купине урлӑ-пирлӗ чӑштӑртаттарчӗҫ. Панамка ҫук. «Кам та пулин тупать кайран», – терӗ Тима.
Киле ҫитрӗҫ, зала кӗчӗҫ. Унта панамка диван ҫинче выртать, папӑпа пӗрле телевизор пӑхать.
Кӳме
Кукамайпа кукаҫи йӗкӗрешсене ҫуралнӑ кунӗ чухнех Барби пуканисене парнелерӗҫ. Лешсем пуканисене пӗр-пӗрин ятне пачӗҫ. Каҫхине Ксюшӑпа Настя ятлӑ пуканесем хӗрачасемпе пӗрле ҫывӑратчӗҫ, ҫемьепе пӗрле апат ҫиетчӗҫ. Часах пуканесен тумтирӗ пӑтӑпа та яшкапа вараланса пӗтрӗ. Настьӑпа Ксюша япала ҫума юратман, ҫавӑнпа та Барбисем валли ҫӗнӗ кӗпе ҫӗлеме шут тытрӗҫ.
Юрӑхлӑ ҫӗтӗк-ҫатӑка шырама хӗрачасем сарайне кайрӗҫ. Тӑхӑнман тумтир тулли кивӗ шкапран япаласене туртса кӑларчӗҫ, урайне пӑрахрӗҫ те суйлама ларчӗҫ. Чакаланнӑ вӑхӑтра шкап айӗнче пӗчӗк урапасем пуррине асӑрхарӗ Ксюша. Кӳме-ҫке ку! Чӑн-чӑнни. Ҫавӑнтах унпа пуканесене кустарас килчӗ.
Ҫӗтӗк-ҫатӑк ҫинчен манса хӗрачасем Барбисене кӳмене лартрӗҫ те картишне тухрӗҫ.
– Атя, эп чи малтан ярӑнтарап, эп санран кӗҫӗн вӗт, – терӗ Ксюша.
– Атя пӗрле, кун пек никам та пӗрремӗш мар, – шухӑшласа кӑларчӗ Настя.
Пуканесем шӑнасран вӗсене тутӑрпа витрӗҫ те кӳмене кустарчӗҫ. Ҫул ҫинче пахчари кушак Ваҫка тӗл пулчӗ. Хӗрачасем ӑна ярӑнма сӗнчӗҫ, анчах лешӗ евӗккӗн килӗшмерӗ.
– Атя…
– Атя пӗр-пӗрне ярӑнтарапӑр!
– Эп ҫавна каласшӑнччӗ те. Ман шухӑшсене вулан пекех эс.
Настя кӳмене чи малтан ларчӗ, пуканесене хӑй ҫине лартрӗ. Ксюша тӗртрӗ те йывӑртарах пулнине пӗлтерчӗ. Тен, ку Барбисем йывӑрлатнипе? Вӗсене сарай умӗнчи сак ҫине пӑрахса хӑварчӗҫ. Ксюша тепӗр хут тӗртрӗ: ҫӑмӑлтарах пек, анчах самай мар. Вӑл кӳмене ҫул юппи таран тӗксе ҫитерчӗ те ывӑнса ҫитрӗ. Халӗ Ксюшӑн ярӑнма черет ҫитрӗ. Лешӗ, ларма тесе, тыткӑчӗнчен ярса тытрӗ. Сасартӑк кӳмен темскерри хуҫӑлчӗ. «Эп мар», – пӗр харӑсах терӗҫ хӗрачасем хӑраса ӳкнӗ сасӑпа. Ҫыпӑҫтармалла пуль? Папӑн инструмент коробкинче «Момент» пулмалла. Хӑйпӑнса ӳкнӗ татӑка ҫыпӑҫтарса хучӗҫ. Вӑл хӑй вырӑнне тӑнӑ пек пулчӗ, анчах ҫирӗп тытӑнса тӑраймарӗ.
– Атя коляскӑна калла кайса хуратпӑр, никама та каламастпӑр. Хӑй катӑлнӑ ку ручка, – шухӑшласа кӑларчӗ Ксюша.
– Ҫыпӑҫтарни курнать вӗт, значит, кам та пулин тунӑ уна.
– Эпир мар, ӑнлантӑн-и? «Зуб даю, кун ҫинчен никама та каласа памас», – те.
– Эп сана мӗнле шӑл парап, малтисем почти пурте тухса ӳкнӗ, кайрисем халь тӑраҫ-ха.
– Ҫук, куна ахаль ҫех калаҫ, эп урамра илтнӗ. Или: «Клянусь, никама та каласа памас», – тесе сӑмах пар.
– Клянусь, никама та каласа памас. Каласан мӗн пулать-ха?
– Пӗлмес. Вӑрҫаҫ, наказать тӑваҫ, мӗн те пулин.
– Юрать, клянусь. Эс те кала.
– Клянусь.
Сарайне мӗншӗн кайнине хӗрачасем манса та кайрӗҫ. Киле ҫӗтӗк-ҫатӑксӑр, пуканесемсӗр таврӑнчӗҫ.
Каҫхи апат вӑхӑтӗнче йӗкӗрешсем хӑйсен чӑтӑмлӑхне тӗрӗслесенӗ пек пӗр-пӗрин ҫине пӑха-пӑха ларчӗҫ. Мама кун мӗнле иртрӗ тесе ыйтрӗ кӑна, Ксюша сасартӑк макӑрса ячӗ:
– Эп коляскӑна ватрӑм, эп тунӑ уна. Эпир ӑна юсасшӑнччӗ, пулмарӗ.
– Ну, мӗн эсӗ? Чиперех пӗтемпех. Эсир пурте ӳснӗ, коляски кама та пулин кирлӗ пулма пултарнӑран ҫеҫ выртать унта. Хӑш тӗлтине ватрӑр вара?
– Ручка ҫинчи пластмассовый япалине.
– Нимех те мар, унпа халӗ те усӑ курма пулать вӗт. Вот ҫапла. Мӗншӗн эсир мана тӳрех каламарӑр?
– Эс пире вӑрҫасран хӑрарӑмӑр, кулянтарас килмен.
– Ачамсем. Ӗмӗрлӗхе астуса юлӑр: эсир мана кирек хӑҫан та пурне те каласа пама пултаратӑр. Хурлӑхлине те, киревсӗррине те. Эп сире итлеп те мӗн тумаллине пӗрле сӳтсе явӑпӑр. Вӑрҫмас сире. Юрать-и?
– Юрать, – килӗшрӗҫ ачасем.
– Кун пек пулсан ман каламалли пур, – Настя хӗрелсе кайрӗ. – Эпир день роджени чухне, м-м-м, это, эпӗ Тимӑна Шарик шӑммине тапма каланӑччӗ.
– Апла-и? Куратӑн-и, эп сана вӑрҫмас. Анчах манӑн пӗлес килет, мӗн тума?
– Мӗншӗн тесен, – малалла Тима калаҫрӗ, – эп вӗсене защищать тӑвасшӑн пулнӑ, анчах мӗнрен, пӗлмерӗм.
– Эх, ачамсем, ачамсем. Килӗр ман пата, ыталам сире.
– Мама, эс тӗнчере чи-чи лайӑххи, – савӑнса каларӗ Тима.
– Аха, эсӗ чи лайӑххи, – тепӗр хут каларӗ Настя.
– Папа та, – хушса хучӗ те Ксюша ашшӗне ҫаннинчен туртса ыталанакан купа патнелле туртрӗ.
Элек

Настьӑпа Ксюша урама тухрӗҫ. Картишӗнче аслӑрах хӗрачасем пуҫтарӑннӑ. Тӑвӑр ушкӑна ларнӑ та хайхискерсем тем пӑшӑлтатаҫҫӗ. Йӗкӗрешсем вӗсем патне пычӗҫ:

– Привет, мӗн тӑватӑр?

– Привет. Эсир ӑнланмастӑр, пӗчӗккӗ-ха халь.

– Ну каласа парӑр-ха!

– Кинори пек сплетничать тӑватпӑр.

– Чаплӑ. Вӑл мӗн тенине пӗлтерет?

– Ытти ҫынсем ҫинчен интереслӗ япала каласа пани.

– Эпир те синпе сплечи… Эпир те сирӗнпе, юрать-и?

– Курӑпӑр. Ну, мӗн те пулин каласа парӑр-ха, – сӗнчӗ Марина. Вӑл Тимофейпа пӗр класра вӗреннӗ, йӑмӑкӗсенчен ун ҫинчен мӗн те пулин пӗлме шанчӗ.

– М-м-м… Ӗнер эпир банан ҫирӗмӗр, – аса илчӗ Ксюша.

– Хӑвӑр ҫинчен калани – сплетни мар. Урӑх ҫын ҫинчен пулмалла вӑл. Лучше Тима ҫинчен мӗн те пулин каласа парӑр. Интересли, никам та пӗлменни.

– Унӑн никама та уҫма юраман ещӗк пур, – аса илчӗ Ксюша.

– Та-а-к. Шалта мӗн пур?

– Эпир пӗлместпӗр. Калатпӑр-ҫке, ӑна уҫма юрамаҫ.

– Ну, кун пекки интереслех мар. Эсир сплетничать тума пӗлместӗр, ун пек пулсан сирӗн те итлеме юрамасть, – хутшӑнчӗ Наташа, пуринчен те пӗр пуҫ ҫӳллӗрехскер.

– Кӗт-ха. Пӗлетпӗр, пӗлетпӗр, – сасартӑк аса илчӗ Настя. – Тима пӗчӗк чухне унӑн упа ҫури, ну, мягкий игрушка, пулнӑ. Халь те пур, кравать ҫинче выртать.

– О, пит аван, – ҫинҫе саспа каларӗ Марина.

Настьӑпа Ксюшӑна юлма ирӗк пачӗҫ. Аслӑраххисенчен вӗсем юлашки хыпарсене пӗлчӗҫ. Ҫав тери кӑсӑклӑ пулчӗ. Тепре тӗл пуличчен Настьӑпа Ксюша мӗн те пулин кам ҫинчен те пулин пӗлсе хума сӑмах пачӗҫ.

– Ӗҫсем мӗнле? – яланхи пекех ыйтрӗ мама каҫхи апат вӑхӑтӗнче.

– Пит лайӑх, – кулса илчӗ Настя.

– Эпир халь, мӗн, слепничать тума пӗлетпӗр, Маринӑпа ыттисем вӗрентрӗҫ, – хушса хучӗ Ксюша.

– Мӗн вара ку?

– Эс пӗлместӗн-и? Халех сана вӗрентетпӗр. Эпир сана мӗн пӗлнине каласа паратпӑр, эс те пире кам ҫинчен те пулин калан.

– Э-э-э, сплетничать тума-и?

– Аха, йывӑр сӑмах ку.

– Ну, тӗлӗнтерӗр мана.

– Алина качча тухнине илтнӗ эпӗ, – пӗлтерчӗ Ксюша. – Халӗ эс пире мӗн те пулин каласа пар.

Кунта папа пӗр япала ӑнланчӗ, ҫавӑнпа та ыйтрӗ:

– Эсир вара Маринӑна мӗн каласа патӑр?

– Нимех те мар. Эпир Тимӑн мягкий игрушка пурри ҫинчен каларӑмӑр.

Тима сӗтел хушшинчен тухрӗ те спальньӑна хыттӑн пусса утрӗ.

– Ӑҫта каян? – ыйтрӗ мама.

– Минтер ӑшне кӑшкӑрап кайса. Мӗншӗн-ха мана ку?

– Ӳссе ҫитсен ӑнланан, – терӗ мама.
Портфельсем
«Вот-вот-вот, ан хусканӑр», – папа ачасене пӳрт умӗнче ӳкерет. Паян хӗрачасем пӗрремӗш класа каяҫҫӗ, Тимофей вара виҫҫӗмӗшӗнчен тӳрех пиллӗкмӗш класа куҫрӗ (ун чухне тӑваттӑмӗшне сиктеретчӗҫ). Вӑл хура шӑлавар тӑхӑннӑ, шурӑ кӗпине кӑларса янӑ кӑҫал. Ҫӗнӗ хура тӗслӗ рюкзакне пӗр хулпуҫҫи ҫине ҫеҫ ҫаккаланӑ, мӗншӗн тесен пӗчӗккӗ мар ӗнтӗ вӑл. Настьӑпа Ксюшӑна вара шурӑ блузкӑпа хура юбка, хура лак витнӗ туфли тӑхӑнтарнӑ. Уяв валли чечек ҫеҫ ҫитмест, ӑна татма кукамайпа кукаҫи патне утрӗҫ те.
Кукамай астрӑпа гладиолус татрӗ. Вӑл мӑнукӗсемпе пӗрле шкула кайма мӗн пурринчен чи лайӑххине суйласа тӑхӑнчӗ. Кукамай кашни вӗренекене ҫӗршер тенкӗ пачӗ. Ачасем малтан, йӑлине пӗлсе, укҫана йышӑнмарӗҫ, кайран ҫапах та илчӗҫ лайӑх вӗренме сӑмах парса. Кукаҫи пиллӗксем сунчӗ. «Виҫҫӗ илсен… Вӑл та нимех те мар, ку та патшалӑх палли», – лӑплантарчӗ вӑл. Калинкке умӗнче кукаҫи мӑнукӗсене ыталарӗ, кун лайӑх ирттӗр тесе сунчӗ.
Настьӑпа Ксюша класа кӗчӗҫ. «Пӑх-ха, эпир кунта пурте йӗкӗрешсем», – кӑтартрӗ Ксюша хӗрачасем ҫине: пӗрпек тимӗр ҫаклатмаллиллӗ хӑмӑр сумккасене ача садӗнчен вӗренсе тухнӑ чухне парнеленӗ вӗсене. Надьӑпа Машӑн ҫеҫ портфелӗсем урӑхла – вӗсем сада ҫӳремен. Надя Кивӗ Тутайкассинче пурӑннӑ, Маша вара вӗренӳ ҫулӗ тӗлне ҫеҫ Кӑнара куҫcа килнӗ.
Арҫын ачасен пурин те пӗр пек кӑвак портфельсем. Хӑйсем вара, шурӑ кӗпепе пиншак тӑхӑннӑскерсем, лапсӑркка пек. Хӑнӑхманнипе вӗсем пӗрре ӗнсине хыҫса илеҫҫӗ, тепре шӑлаварне туртаҫҫӗ.
Линейка шкул картишӗнче иртрӗ. Пӗрремӗш класс ачисем вӗренсе хунӑ юррисене юрларӗҫ. Директор нумайччен ӑнланмалла мар сӑмах каларӗ. Хӗвел хӗртет. Пӗр ачи тӑнсӑр пулса ӳкрӗ, ӑна тӑна кӗртрӗҫ. Папа анасласа кайнӑ вӗренекенсене ӳкерчӗ. Вӗсен аллинче чечексем шанаҫҫӗ. Вунпӗрмӗш класра вӗренекен пӗр ҫӳллӗ ача Надьӑна хулпуҫҫийӗ ҫине лартрӗ, вӗсем пӗрле шӑнкӑрава шӑнкӑртаттарчӗҫ. Унтан кӑçалхи выпускниксем кӗвӗ ҫеммипе пӗрремӗш классене пӳлӗме ҫавӑтса кайрӗҫ.
Ачасем Анна Ивановнӑна чечексем парнелерӗҫ те парта хушшине ларчӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗ класс вӗҫне тӑчӗ. Анна Ивановна хӑйӗнпе паллаштарчӗ, ҫӗнӗ класа илнипе хӗпӗртенине пӗлтерчӗ. «Эпӗ сире питӗ лайӑх ӑнланатӑп, ачасем. Ӗненетӗр-и, ӗненместӗр-и, эпӗ хам та сирӗнтен сахал мар хумханатӑп». Ку сӑмахсем Ксюша пуҫне кӗрсе юлчӗҫ.
Паллашнӑ хыҫҫӑн пӗрремӗш класа киле ячӗҫ. Чӑн-чӑн уроксем пулманнипе савӑнса вӗсем шкултан сирпӗнсе чупса тухрӗҫ.
– Халь ӑнланап, ма пысӑккисем бантсем çыхмаҫҫӗ, – шухӑшланине каларӗ Ксюша.
– Аха, вӗсенчен пуҫ ыратать та, кӗҫтет те! – килӗшрӗ Настя.
– Мӗншӗн Анниванна ҫам пекех хумханать?
– Эс хӑв хумханман-и?
– Ҫу-у-к, пӗр пӗрчӗ те. Эс вара?
– Ҫу-у-к. Пӗр пӗрчӗн пӗчӗк пӗрчи чухлӗ те хумханман.
– Атя, Анниваннӑна ан хумхантӑр тесе пулӑшатпӑр. Ман план пур, – Ксюша аппӑшӗнчен тӗслӗх илсе шӗвӗр пӳрнине ҫӳлелле ҫӗклерӗ.
Тепӗр кунне хӗрачасем шкула иртерех килчӗҫ. Унччен Анна Ивановна класс уҫма тата датӑна доска ҫине ҫырса хума ӗлкӗрнӗ.
– Константиновсем? Ырӑ кун пултӑр. Ну, кам кам пулнине каласа парӑр.
– Эпӗ Настя, эп кантӑк енчен ларатӑп. Кунта Ксюша пулать.
– Настя, Ксюша, ӑнланмалла. Ку мӗн? (Настя аллинче йӑшӑлтатакан ҫеҫ мар, кушакла макӑракан сумкка.)
– Анниванна, эсир ӗнер хумханатӑр терӗр. Пирӗн кушак ҫӑвӑрланӑ, ҫурисене ниҫта хума ҫук. Эпир сире валли пӗрне илсе килтӗмӗр. Ӑна ачашласан, унпа вылясан хумханма та пӑрахатӑр.
Настя хура-шурӑ телей чӑмаккиллӗ хутаҫне уҫрӗ. Анна Ивановна малтан тӗлӗнчӗ, унтан тарӑхса кайрӗ, мӗншӗн тесен класра кушак ҫурипе урок ирттерме май ҫук. Кӗçех лӑпланчӗ... Унтан йӑл кулса илчӗ: «Мӗнле тимлӗ эсир!»
Виҫӗ урок хушши кушак ҫури сумкӑра е хӗрачасен аллинче ларчӗ. Вӗренекенсем, паллах, урок ҫинчен манса текех кушак ҫури ҫине пӑхрӗҫ. Пӗрремӗш вӗренӳ кунӗнче кушак ҫурисӗр пуҫне нимӗн те астуса юлмарӗҫ.
Тӑваттӑмӗш урок физкультура пулчӗ. Анна Ивановна Барсикпа ларма килӗшрӗ. Ачасем класа таврӑннӑ ҫӗре учитель текехрен кушак ҫурисӗр пурӑнма пултарайманнине ӑнланнӑ ӗнтӗ, ӑна киле илсе кайма шут тытнине пӗлтерчӗ.
Пӗрремӗш класс ачисем каллех стадиона кайрӗҫ. Вӗсем япаласене пӗр купана пӑрахса вышибалла выляма пуҫларӗҫ. Хырӑм выҫсан тин килӗсене саланчӗҫ.
Килте Настя зонтик тытнӑ хӗрача ӳкернӗ хӑмӑр портфельне уҫрӗ, унта Таня тетрачӗ выртать. Ксюшӑн зонтик тытнӑ хӗрача ӳкернӗ хӑмӑр портфелӗнче Ольӑн дневникӗ. Йӗкӗрешсем Оля патне шӑнкӑравларӗҫ, унӑн килӗнче вара Иринӑн зонтик тытнӑ хӗрача ӳкернӗ портфелӗ иккен. Иринӑн телефон килте пулман, ҫавӑнпа куна ыран сӳтсе явма шут тытрӗҫ.
Пӗрремӗш перемена вӑхӑтӗнче Анна Ивановна мӗн пулса иртнине пӗлсен пурне те портфелӗсем ҫине хӑйсен ячӗсене ҫырса хума ыйтрӗ. Шӑп та зонтик тытнӑ хӗрача ӳкерчӗкӗ айне кӑвак ручкӑпа пысӑккӑн ҫырмалла терӗ.
Мӑйӑр
Шкулти пӗремӗш канмалли кунне Константиновсем Кивӗ Тутайкасси вӑрманне мӑйӑр пуҫтарма кайрӗҫ. Папа Барон ятлӑ йыттине те пӗрле илчӗ: лешӗ вӑрманти шӑршӑсене уйӑрма вӗрентӗр, сунара каяс умӗн пӑртак уҫӑлтӑр тесе.
Вӑрманта нӳрӗ те уҫӑ шӑршӑ. Барон хӳрине выляткаласа тӗмcене шӑршласа ҫӳрерӗ. Пуринчен малтан Тимофей мӑйӑр асӑрхарӗ. «Ҫапла, тӗрӗс, малтан ҫӗртрине пуҫтармалла. Шӑтӑклисене ан илӗр, хуртлӑ вӗсем», – ӑнлантарчӗ мама. Настьӑпа Ксюша кам маларах тесе хӑйсен миххисене тултарчӗҫ, унтан вӗсене витрене пушатрӗҫ те малалла ӑмӑртрӗҫ. Мама ҫав вӑхӑтра кӑвайт юррисене юрларӗ. Тимофей пӗшкӗнсе йӑлӑхрӗ те ашшӗпе пӗрле мӑйӑра йывӑҫ ҫинчен пуҫтарма пуҫларӗ.
Киле ҫитрӗҫ, мӑйӑра типӗтме сарса хучӗҫ. Унтан ӑна икӗ пысӑк миххе пуҫтарса хучӗҫ. Ачасене мӑйӑра шӑлпа катма чарчӗҫ: кун валли ашшӗпе амӑшӗ ыхра имӗрмеллипе усӑ курмалла терӗҫ.
Хӗрачасене мӑйӑр питӗ килӗшрӗ. Пӗрре ларса вӗсем ӑна курас килми пуличченех ҫирӗҫ. Шӑп ҫав самантра вӗсен пуçне мӑйӑр сутас шухӑш пырса кӗчӗ те.
Пӗр кун та иртмерӗ, пӗтӗм пуҫламӑш шкулӗ хӗрачасен суту-илӗвӗ ҫинчен пӗлчӗ. Перемена вӑхӑтӗнче ачасем шкул картишне чупса тухса тупнӑ чул е кирпӗч катӑккипе туяннӑ мӑйӑра катрӗҫ. Ҫапла пӗр эрне иртрӗ.
Пӗр каҫ ҫемье залра «Поле чудес» курма пухӑннӑ. Кашни курмассерен Тима машин выляса илме ӗмӗтленни ҫинчен калатчӗ, вара кашнинчех ӑна папа лайӑх вӗренсен вӑл машинлӑх хӑй ӗҫлесе илме пултарни ҫинчен пӗлтеретчӗ. Хӑш чухне хӗрачасем вӑйӑ вӑхӑтӗнче ответне пӗлес тесе кукаҫи пате шӑнкӑравлатчӗҫ (кукаҫисем те ҫак передачӑна хаваслансах пӑхнӑ), хӑш чухне вӑл тӗрӗс хуравлатчӗ.
Вылякансем валли икӗ михӗ пекки йӑтса тухрӗҫ: пӗринче укҫа, тепринче сушка. Михӗсем! Кунта мама пӗр япала аса илчӗ. Вӑл рекламӑна кӗтсе илсе ыйтрӗ:
– Итлӗр-ха, мӑйӑр икӗ михччӗ. Эсир вӗсене хӑвӑрах ҫисе ятӑр пулсан, ку питӗ лайӑх мар.
– Ма? Мӑйӑр усӑллӑ вӗт, – ҫавӑнтах хуравлама пӗлчӗ Ксюша.
– Ну, итлӗр-ха. Эпир папӑпа ҫимен. Виҫӗ эрнелӗх икӗ михӗ – чипер мар ку.
– Эп почти ҫимен, – терӗ Тимофей.
– Эпир нумай ҫинӗ, питӗ нумай ҫинӗ, – аран илтӗнмелле каларӗ Настя.
– Тата кӑштах шкулта сутнӑ, – пуҫне усса хушса хучӗ Ксюша.
– Апла иккен. Эсир укҫипе мӗн тунӑ вара?
– Эпир кашни кунах арахис в кокосовой глазури илнӗ.
– Мӑйӑр туянма мӑйӑр сутрӑр-и?
– Илни тутлӑрах.
– Эп те пуҫтарнӑ, мана та укҫа парӑр, – тарӑхса каларӗ Тима.
– Эп те пуҫтарнӑ, – терӗ папа.
– Мана та ан манӑр, – хушрӗ мама.
Йӗкӗрешсем хӗрелсе кайрӗҫ, шӑпланчӗҫ: укҫине пӗтӗмпех тӑкакларӗҫ ӗнтӗ вӗсем. Куна мӗнле сӳтсе явмаллине кукамайранах ыйтмалла тесе шутларӗҫ хӗрачасем. Хуҫалӑхра вӑл пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла ҫинчен пурне те пӗлет, ахӑртнех, мӑйӑр ҫинчен те.
Тепӗр икӗ кунтан хӗрачасем амӑшӗ валли мӑйӑр тултарнӑ михӗ илсе пычӗҫ: «Кукамайпа уроксем хыҫҫӑн пуҫтарма ҫӳрерӗмӗр. Эпир урӑх сутмастпӑр. Кукамай каларӗ, пакшасем хӗлле валли мӑйӑр пуҫтарса хураҫҫӗ, терӗ. Ку пирӗн хӗлле валли запас пултӑр. Тима валли те, сан валли те, папа валли те».
Учительсем
Кӗрхи каникул пуҫланчӗ. Халь мӗнле пулмалла? Ирпе ҫичӗ сехетре вӑранма, килти ӗҫ тума, Анна Ивановнӑна итлеме тин хӑнӑхнӑччӗ, сасартӑк ни пӗрле вӗренекенсем, ни пурӑпа доска, ни кулмалӑх пулӑмсем ҫук.
Ирхине хӗрачасем пӗр-пӗрне мӑкӑль турӗҫ (Анна Ивановна ҫӳҫне ҫавӑн пек пуҫтарать) – ҫапла вӗсем учительле выляма шутласа кӑларчӗҫ. Вара пуҫланчӗ.
Ирхи апат ҫинӗ чухне йӗкӗрешсем ҫемьене васкатрӗҫ: «Хӑвӑртрах ҫийӗр, перемена кӗске. Мӗн хунине пурне те ҫисе ярӑр. Кам паян сӗтелсене шӑлать?»
Кӑнтӑрла вӗсем азбука вуларӗҫ, задачӑсем шутларӗҫ, диктант ҫырчӗҫ тата вӗренекенсене (пуканесене) паллӑсем лартрӗҫ. «Мӗнле намӑс мар сана, эпир ӑна вӗреннӗ-ҫке-ха! Ҫырса ан ил! Манӑн кайран паллӑна ҫурмалла лартса памалла-и?»
Кӑнтӑрлахи апата хӗрачасем кукаҫипе кукамӑшӗ патне кайрӗҫ. Яшкашӑн пиллӗк лартрӗҫ. Кукаҫи ӳкернӗ лашашӗн вӗсем тваттӑ плюспа пачӗҫ: «Ан кулян, кукаҫи, ку та патшалӑх палли».
Каҫхине йӗкӗрешсем амӑшне ӗҫрен кӗтсе илчӗҫ:
– Паян мӗн пур? – амӗшӗн сумкине кӗрсе кайрӗҫ. – Шоколад илтӗн-и?
– Ой, ҫок.
– Эс сӑмах патӑн вӗт!
– Маннӑ, хӗрсем. Пуҫран пӗтӗмпех тухса ӳкрӗ.
– Мантӑн-и? Пуҫа килте манмарӑн-и?
Мама кулса ячӗ, ҫапах та хӑйне хисеплеме хушрӗ. Хӗрачасем каҫару ыйтрӗҫ.
Унтан папа сарайӗнчен таврӑнчӗ. Алӑк урати урлӑ: «Эй, илӗр манран витрене», – тесе кӑшкӑрчӗ. Настя ӑна ҫапла хуравларӗ: «Тух та йӗркеллӗ кӗр тепӗр хут. Малтан «ырӑ кун пултӑр» темелле». Ксюша хушса каларӗ: «Сменка илсе килтӗн-и?»
Каҫхине хӗрачасем картла выляма ларчӗҫ.
– Теперь эп ҫӗнтереп, – тет Ксюша.
– «Теперь» мар, «хальхинче» темелле, – тӳрлетет ӑна Тимофей.
– Эс ҫав тери ӑслӑ пулсан, ман вырӑнна тӑр та урок ирттер, эп сан вырӑнна ларап та лӗх-лӗх кулса ларап!
Ҫакна илтсен мама кулса ячӗ. Ксюша ҫавӑнтах:
– Мӗн кулӑшли каларӑм-ха эпӗ? Каласа пар пурне те, пӗрле кулӑпӑр!
– Юрать, ҫитет выляса. Ак сире анраса кайиччен ыран валли ӗҫсем. Библиотекӑна кайӑр, хӑвӑр валли кӗнекесем илӗр. Пур ҫӗрте те килте пылесосить тӑвӑр.
– Тима вара? Мӗншӗн вӑл пылесосить тумаҫ? Ун мӗн, воспаление хитрости-и? Кам дежурный паян? Мӗншӗн доскана тасатман?
Ҫапла пӗр эрне иртрӗ. Унтан хӗрачасем шкула таврӑнчӗҫ.
Килька
«Хӗрачасем, эп сире уйӑрса лартам пуль», – ҫапла пуҫланчӗ иккӗмӗш чӗрӗк. Настьӑна Надьӑпа пӗрле, Ксюшӑна вара Машӑпа лартрӗҫ.
Пӗрремӗш урок вахӑтӗнче Настя, таҫта «камчаткӑра» лараканскер, пӗрмаях йӑмӑкӗ ҫинчен шухӑшларӗ, лешӗ вара аппӑшне курма текех хыҫала ҫаврӑнкаларӗ.
Перемена вӑхӑтӗнче йӗкӗрешсем уҫӑлма кулидора тухрӗҫ. Уйрӑлӑва тӳссе ирттерес тесе вӗсем урок вӑхӑтӗнче пӗр-пӗрин патне ҫыру ҫырма шутласа кӑларчӗҫ.
«К-ран Настя валли
Паян обетра килька яшки ҫитереҫ. Эс ҫиен пулсан хӑв та килька пулан.
Н-ран Ксюша валли
Эс ху килька. Эп килька пулсан эс ман килька йикреш ха-ха-ха. Хӑртрах перимена пултӑрчӗ.
К-ран Настя валли
Хӑртрах киле каясчӗ. Д-ӑн ковта кавёр пек.
Н-ран Ксюша валли
Ха-ха-ха. Хо-хо-хо.
К-ран Настя валли
Аха. скучна. Атя кр нолик выляр».
Унтан урок вӗҫленчӗ. «Ҫитет записка ҫырса», – терӗ Ксюшӑна хыҫӗнче ларакан Максим. Иринӑпа Таня та почтальон пуласшӑн маррине пӗлтерчӗҫ.
Пысӑк перемена вӑхӑтӗнче пӗрле ларакан ҫӗнӗ кӳршӗ Настьӑна панулми сӗнчӗ.
– Ҫиетне? Ку сана.
– Пасиб, Надя. М-м-м, тутлӑ. Пин те ҫампеккисем пур, тата пылаккисем.
– Пирӗн кунпеккисем ҫеҫ.
– А-а-а. Эп ҫас килеп.
Настя Ксюша патне пычӗ, лешӗ Машӑн пеналне пӑхса ларать.
– Ҫисе пӑх, Ксюш, Надя панӑ панулмие.
– Йӳҫӗрех. О, Маш, симӗс ручкӑпа ҫырса пӑхма юрать-и?
Настя, йӑмӑкӗ ӑна тимлеменнишӗн хурланса хӑйӗн парти патне таврӑнчӗ. Унӑн «Раковые шейки» ятлӑ икӗ канфет пулнӑ. Вӑл Машӑпа калаҫакан Ксюша ҫине тепӗр хут пӑхса илчӗ те пӗр канфетне Надьӑна пачӗ.
«Н-ран Ксюша валли
Халь сан ҫӗн тус пур......... Ну ладно вара. Эп вара Надьӑпа дружить тӑвап. Мана урӑх ан ҫыр.»
Запискӑна вуласа тухнӑ хыҫҫӑн Ксюша аппӑшӗ ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ те куҫӗсемпе тӗлӗннине кӑтартрӗ. Перемена вӑхӑтӗнче вӑл Настя патне пычӗ.
– Эс мӗн?
– Эп ним те мар, эс вара мӗн?
– Ма эс эпир урӑх туссем мар тесе шутлан?
– Эс халь Машӑна ытларах юратан-и-мӗн?
– Ҫок, эс мӗн? Эс вара Надьӑна ытларах юратан-и-мӗн?
– Надя ман йӑмӑк мар.
– Маша та ман аппа мар. Ну, мӗн эс, йӗкӗреш-килька?
– Ман санпа калаҫас килмеҫ-ха халь. Шутласа пӑхмалла.
Уроксем хыҫҫӑн Ксюша Машӑпа килелле утрӗ (лешсем ҫурла уйӑхӗнче кӳршӗри подъездри хваттере куҫнӑччӗ). Настьӑпа Надя пӗр пилӗк метр хыҫран юлса вӗсем хыҫҫӑн васкарӗҫ.
– Эс хӑҫан та пулин пӗччен пулан-и? Ну, Настьӑсӑр… – Маша ыйтрӗ Ксюшӑран.
– Кун ҫинчен нихҫан та шутламан. М-м-м… Вӑл яланах юнашар. Пӗччен юлнине астумас.
– Сирӗн пурте пӗр пек-и? Эсир шӑп та пӗр пек-и?
– Ну, пӗр пекех мар. Хӑш-пӗр чухне эпир расна. Настя пӑртак типтерсӗр.
– Ху эс типтерсӗр, типтерсӗр мар эп, – хыҫалтан хушса каларӗ Настя. Хуравласса кӗтмесӗрех вӑл малалла чупса кайрӗ.
Тепӗр сехетрен Тимофей киле таврӑнчӗ. Настя кухньӑра ларать, Ксюша спальнӑра. Тӗлӗнмелле.
– Насть, эсир вӑрҫӑннӑ-и?
– Вӑл ман йӑмӑк мар урӑх.
– Мӗн пулнӑ?
– Халь вӑл Машӑпа туслӑ.
– Вара мӗн?
– А эп?
– Ҫынӑн пӗр тус ҫеҫ пулма пултарать тесе шутлан-и эс? Пӗлетне, ман миҫе тус? Пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ, тӑваттӑ – чи лайӑххи тӑватӑ тус та ахаль туссем пур.
– Ман пайлас килмеҫ.
– Эсир, наоборот, леш тусне пӗрле пайлӑр.
– Аха, калама лайӑх. Пирӗн икӗ тус та-ха. Кун пек пулсан, мӗнле пайлас?
– Кашнине ҫурмалла.
– О-о-о. Ӑнлантӑм.
Настя именнӗ пек пулса спальнӑна утрӗ.
– Ксюш, эп шутларӑм та, халь ман санпа калаҫас килет. Эс ман йӗкӗреш-килька пулатни?
– Мӗн пулать-ха мана уншӑн?
– Ним те пулмаҫ.
– М-м-м. Ну ладно. Асту, хӑвӑн туфльӑран ан такӑн, типтерсӗр ача.
Тепӗр кунне Настьӑпа Ксюша шкула тӑватӑ канфет тата тӑватӑ панулми илсе кайрӗҫ.