Сергеевна
147 subscribers
1.29K photos
270 videos
69 files
6 links
Кунта хамăн пултарулăхпа паллаштаратӑп

Фото, ӳкерчĕк, литература, кулӑшла контент
Download Telegram
Авалхи Китайра ҫакӑн пек минтерсем пулнӑ (керамика тата бронза)
Суеç Макçӑм
Ӗлӗк-авал Кӑнар вӑрманӗ витӗр сутуçӑсен çулӗ выртнӑ. Кӳлнӗ лашасем çак вырӑнта чарӑннӑ та, çынсем улӑхра канма ларнӑ тет. Макçӑм ятлӑ каччӑ унта вӗçӗмсӗр çӳренӗ тет.
Пуян пулман Макçӑм, ӗçлеме юратсах кайман, çавӑнпа та вӑл тӗрлӗрен чееленнӗ тет. Е пулла çакланса кайнӑ арçынсемпеле. «Ай, Илюш, мӗн пулли кӑлартӑн эс? Пӑх-ха, темле чипер мар пек туйӑнать вӑл! Ан ил эс ӑна, мана пар кушаксем валли», – тенӗ, хӑй вара пулӑ яшки пӗçернӗ, тата пурне те хӑй тытнӑ тесе каланӑ. Е апат çиме тилмӗрнӗ: «Маруç аппи, сирӗн пата çураçма килеççӗ-им? Мӗн çитеретӗр-ха? Кирлӗ пулсан, эпӗ малтан çисе пӑхма килме пултаратӑп та калатӑп – юрӑхлӑ-и е çук хӑна валли ку апат».
Макçӑм Кӑнар вӑрманӗ пуçӗнче канма ларнӑ, сутуçӑсем патне час-часах килнӗ: е мӗн те пулин ыйтса илнӗ, е мӗн те пулин улӑштарнӑ, хӑшне-пӗрне укçасӑрах парса янӑ ӑна. Хӑш чухне вара ахалех сулланса çӳренӗ каччӑ.
Пӗррехинче шутласа кӑларнӑ тет Макçӑм пӗр япала. Пынӑ тет вӑл пӗр çулçӳревçӗ патне:
– Лайӑх-и канма?
– Лайӑх мар тесе каламас.
– Малалла çул мӗнле пулӗ, пӗлместӗн те эс.
– Эс пӗлетӗн пекех.
– Хӑшне-пӗрне пӗлетӗп вара. Пӗччен ларакан çав йывӑçа куратӑн-и? Вӑл çула тухнӑ çынсене телей кӳрет, анчах та йывӑçа сума суса кӗлӗ вуламалла, алсем вара çӗр патнех çитмелле. Ку чӑннипех те пулӑшать, ман кукаçие те пулӑшнӑ, кукаçин кукашшӗне те. Тӗрӗссине калатӑп!
Итленӗ тет Макçӑма сутуçӑ, йывӑç патне çывхарнӑ тет, пуç тайнӑ. Сиссе те юлайман, хайхискерӗн кӗсйинчен вак укçа тухса ӳкнӗ тет. Макçӑм çавна çех кӗтсе ларнӑ. Никам курман чухне пуçтарнӑ укçана, чупнӑ тет тепӗр сутуçӑ патне халапне каласа пама.
Пурӑннӑ тет Макçӑм хуйхӑ пӗлмесӗр. Çул çӳрекенсем каламасӑрах йӑла пирки илтнӗ тет: инкек-синкек пуласран йывӑçа пуç тайнӑ. Каччӑ вара вӗсем хыççӑн укçа пуçтарнӑ та пуçтарнӑ.
Пӗррехинче темиçе лав чарӑннӑ тет канма. Пӗр çынни Макçӑм патне пынӑ:
– Темиçе те курнӑ эп сана. Чипер те ӑслӑ пек туйӑнатӑн. Шӑп сан пеккине шыратӑп эпӗ, пасарта мана пулӑшуçӑ кирлӗ. Айта манпа халех, укçа нумай тӳлетӗп эпӗ. Ӗçлемелли нумай мар, тавара пӑхса тӑмалли çеҫ.
Савӑннӑ Макçӑм, халех килӗшнӗ. Чупнӑ лаша патне, сутуçӑ ӑна:
– Эй, ӑçта каятӑн? Йывӑçа пуç таймарӑн вӗт! – тенӗ те çурӑмӗнчен хуллен тӗкнӗ тет.
Пуç тайнӑ тет Макçӑм, кунӗпе пуçтарнӑ вак укçа кӗсйинчен сасартӑк тухнӑ та ӳкнӗ. Сутуçӑсем çакна курнӑта вӗчӗрхенсе кайнӑ. Ӑнланнӑ тет вӗсем кӗсьере укçа сахалланса юлнине. Вара хӑйсенчен хӑйсем кулнӑ тет. Илмен вӗсем Макçӑма хӑйсемпе пӗрле. Пулса иртни çинчен ялта каласа панӑ тет. Унтанпа Макçӑмран нумайӑшӗ ютшӑнма пуçланӑ.
Мӗншӗн-ха?
Пурӑннӑ тет Чӑрӑш Туçара Петӗр ятлӑ çын. Пулнӑ тет унӑн арӑм тата виçӗ хӗр. Хыçран вара яланах кӗвӗçӳ мӗлки çӳренӗ. Çтаппан ятлӑ кӳрши лайӑхрах пурӑнни кунӗн-çӗрӗн хумхантарнӑ Петӗре. Унӑн арӑмӗ тӑн-тӑнрах. Ывӑл та пулнӑ Çтаппанӑн, пӗрре мар, иккӗ те. Вӗсемшӗн патшалӑх çӗр панӑ. Суту-илӗвӗ те Çтаппанӑн ӑннӑ, çил арманӗ те ӑна ашшӗнчен юлнӑ. Петӗрӗн вара арӑмӗ мӑкӑрти, хӗрӗсемшӗн çӗр памаççӗ, карма çӑвар анчах вӗсем, пӳрчӗ пӗчӗк, ӗçӗ ӑнман. «Ӑçта вӑл тӗрӗслӗх?» – тесе час-часах шутланӑ тет Петӗр.
Кун çутипе кӗвӗçӳ мӗлки пӗчӗкленнӗ, анчах та кӑнтӑрла вӑл каллех пысӑкланнӑ. Пӗррехинче мӗлке Петӗртен вӑйлӑрах пулса тӑнӑ, вара вӑл усал ӗç шухӑшласа кӑларнӑ: Çтаппан арманне çунтарса ямалла. «Пултӑр тӗрӗслӗх», – тесе шут тытнӑ вӑл.
Мӗнпур тавраран çитнӗ çынсем пушар сӳнтерме. Темле тӑрӑшсан та çунса кайнӑ çил арманӗ. Çтаппан килӗнче хуйхӑ, анчах та çынсем ӑна пӗччен хӑварман. Вӑл хӑй яланах пурне те пулӑшнӑ: кама – сӑмахпа, кама – ӗçпе е укçапа. Е лашине вӑхӑтлӑх парса янӑ, е çӑнӑх укçасӑр авӑртса панӑ.
Пӗтӗм ял çӗнӗ арман хӑпартма нимене пухӑннӑ. Никӗс сапаланӑ чухне арча тупнӑ. Ку вара Çтаппан аслашшӗн пытарса хунӑ пуянлӑхӗ пулнӑ. Тупнипе çӗнӗ арман та туса лартнӑ, тата тепӗр лаша илме те çитнӗ.
Пуçланӑ тет кунта Петӗр ӳлеме: «Мӗнле пулма пултарать вара кун пек? Ма Çтаппан пӗрмай телейлӗ? Ӑçта вӑл, тӗрӗслӗх?»
Ун хыççӑн çӗнӗ влаç çитнӗ. Çтаппана раскулачить тунӑ та Çӗпӗре янӑ, Петӗре – çук. Кунта вара Петӗр тӗрӗслӗх пирки сӑмах чӗнмен.
Ку юмах тӗрлӗрен вӗçленме пултарать. Е Çтаппана Çӗпӗрте пушшех те япӑх пулӗ, е вӑл каялла таврӑнса тата та лайӑхрах пурӑнма пуçлӗ, е вӑл Çӗпӗрте юлса унта аталанса кайӗ те, унӑн йӑхӗ кедрсемпе хырсем енче пурӑнӗ. Мӗн пулассине пӗлеес çук çав.