Салам, туссем. Чӑваш чӗлхине вӗренекене пулӑшӑр, тархасшăн. Ак ҫапла ыйту:
Пӗр ыйту пурччӗ: ку предложенисем тӗрӗс-и?
1.Кӑшт та пулсан аса илтӗн-и?
2. Кӑшт та пулсассӑн аса илтӗн-и?
3.Ӗлӗк лашасемпе чуптарнӑ пулсан, халь юрҫӳренсем пур, машшинсем.
4.Ӗлӗк лашасемпе чуптарнӑ пулсассӑн, халь юрҫӳренсем пур, машшинсем.

Арçынсем мамонт тытма кайни çинчен
Ӗлӗк-авал, пирӗн çӗрсем тӑрӑх мамонтсем çӳренӗ чух, пурӑннӑ тет пӗр ӑру. Çак ӑру арçынӗсем сунара яланах пӗчченшерӗн çӳренӗ. Вӗсем пысӑк мар чӗрчунсене тытнӑ, мӗн тытнине кашни хӑй килне сӗтӗрнӗ тет.
Пӗррехинче пухӑннӑ тет çак арçынсем, ун пек те кун пек калаçнӑ... Юлашкинчен çапла шут тытнӑ: пӗрле пуçтарӑнсан мамонт та тытма пулӗ тенӗ. Калаҫса татӑлнӑ пек тунӑ. Мӗн шухӑшлани пӗтӗмпех пурнӑҫланнӑ тет.
Илсе килнӗ арҫынсем тытнӑ мамонта, пайлама пуçланӑ.
– Эпӗ чи пысӑк татӑка илӗп, мӗншӗн тесен пӗрле сунара каяссине эпӗ шутласа кӑлартӑм, – каланӑ пӗрремӗшӗ.
– Çук вара, эпӗ нумайрах илсен тӗрӗсрех пулать, мӗншӗн тесен чи лайӑх сӑнӑ – манӑн, – каланӑ тет иккӗмӗшӗ.
– Манӑн ҫичӗ ача, çавӑнпа та мана парӑр чи пысӑк татӑка, – хуравланӑ виççӗмӗшӗ.
Пиллӗкмӗшӗ те, вуннӑмӗшӗ те – пурте лайӑхрах татӑка илесшӗн пулнӑ. Çӗрӗпе тавлашнӑ тет, ирхине вара ӑру пуçлӑхӗ патне ӑс ыйтма кайнӑ тет. Лешӗ çапла сӑмахланӑ:
– Пырӑр пурте харӑс аш патне, хӑвӑра мӗн чухлӗ кирлӗ, илӗр.
Кашниех сӑхланса мамонт çине вирхӗннӗ, хӑйне килӗшнӗ татӑка ярса тытнӑ тет. Вара ӑру пуçлӑхӗ:
– Халӗ ӗнтӗ хӑвӑр татӑка кӳрше парӑр. Сирӗнтен нихӑшӗ те мамонта пӗччен тытайман пулӗччӗ. Анчах та пӑхӑр-ха, мӗнле пулса тухрӗ пӗрле ӗçлесен! – тенӗ тет.