Ҫӗнӗ Капкӑн
97 subscribers
273 photos
41 videos
1 file
28 links
«Ҫӗнӗ капкӑн» — шӳтпе кулӑш журналӗ
Download Telegram
Г. Рыклин. Вӑрттӑн кулӑш

Ҫынвӗлеренсем кулма пӗлмеҫҫӗ. Вӗсемшӗн кулӑш — хӑрушӑ япала. Фашистла Германире кулма чарнӑ. Кулӑш патшалӑхӑн тытӑмне хавшатать.
Берлинри граждансем хушшинче ҫакӑн пек сӑмах ҫӳрет. Утса пырать иккен урампа пӗр ҫын. Утать утать те, никам ҫине пӑхмасӑрах, «бандит» тесе хурать. Ҫынна, эсӗ фюрера кӳрентеретӗн тесе, тӗрмене хупса лартаҫҫӗ.
— Пӗлетпӗр, пӗлетпӗр эпир эсӗ кама тӗксе каланине, — теҫҫӗ ӑна полицире.
Ҫакна пула Германире кулӑша та киревсӗр япала вырӑнне шутлаҫҫӗ. Кам та пулин кулать пулсан, «пӗлетпӗр, пӗлетпӗр камран кулнине», тесе хураҫҫӗ.
...малалла
#киввинчен
Хӗле ӑсатнӑ май...
#ӳкерчӗксем
Пуҫлӑх офиса кӗрет те ятлаҫма пуҫлать:
— Эп сирӗн пата миҫе кӗместӗп пуль — эсир ялан ӗҫлемесӗр ларатӑр!
— Ара сирӗн пушмак ытла ҫемҫе, сас кӑлармасть.

#анекдотсем
Маяк // Эселе Петӗрӗ («Капкӑн», 1931, 2№, 12–13 с.)

Пуху. Йӳҫӗ, ҫӑра табак тӗтӗмӗ, ирхи тӗтре пек, урайӗнчен маччана ҫитиччен явӑнса, йӑсӑрланса тӑрать. Пухури ҫынсем, — хӑшӗ чӗлӗм чӑпӑкӗ тасатать, хӑшӗ — чӗрне ӑшне ларса тулнӑ кирӗкне кӑшлать… Сунар Хӑритунӗ, тата, хӑйӗн тавра виҫ-тӑватӑ ҫын пухнӑ та, «тӑхӑр пуҫлӑ вӗре ҫӗлен» ҫинчен шӑрантарать анчах халапа!.. Пӗр сӑмахпа — ӗҫсӗр лараканни пӗри те ҫук. Ялканаш председателӗ Сикменовпа, унӑн ҫыруҫи Загуляев, ҫав тӗрлӗ пысӑк чынлӑ ҫынсем те, иттош, пӗри — хӗрелсе кайса, пӳрнисемпе сӑмси шӑтӑкӗсене чавать, тепри тата, ишек пек шухӑша кайса, ручка аврине кӑшласа ларать.
— Юлташсем, — тет Сикменов ура ҫине тӑрса, пӑсӑлнӑ громкоговоритель пек пулса ҫитнӗ сассипе. — Пуху уҫӑлнӑ тесе шутлап. Пуху пуҫлӑхӗ эпӗ, то еҫ — хам. Ҫыруҫи Гордеев. Килӗшетӗр-и, юлташсем?
— Пырать! Мӗн унта…
…малалла…
#киввинчен
Туянакансене илӗртес тесе хӑвӑн пултарулӑхна та кӑтартма тивет!

#ӳкерчӗксем
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
Лавккасенче сахӑр тавра ҫапӑҫу хирӗ йӗркеленнӗ!

#видеосем
— Петюк мечӗке туртса илчӗ те памасть!
— Сан тренеру пулнӑ май, ҫапла кӑна калайратӑп: футболист санран пуҫсе ҫитеймен.

#анекдотсем
Самолетра хӗрерӑмпа пилӗк ҫулхи мӑнукӗ вӗҫеҫҫӗ. Юнашар шкул вӗрентекенӗ ларса пырать.
Хӗрарӑм:
— Ман мӑнук каялла шутлама пӗлет. Петюк, шутласа кӑтарт-ха.
Мӑнукӗ:
— Ҫирӗм, вунтӑххӑр, вунсаккӑр, вунҫиччӗ…
Вӗрентекен:
— Пит аван. Ача пахчинче ҫапла вӗренсе ҫитрӗн-и?
— Ҫук. Микрохумлӑ кӑмака умӗнче.

#анекдотсем
Истори урокӗ пырать.
— Вунулттӑмӗш Людовикӑн ашшӗ кам пулнӑ?
— Вунпиллӗкмӗш Людовик.
— Юрать. Ҫиччӗмӗш Карлӑн вара?
— Улттӑмӗш Карл.
— Пӗрремӗш Францискӑн ашшӗ? Ну, мӗн шӑплантӑн?
— Хм... Тӑлӑх турат пулнӑ пулас вӑл…

#анекдотсем
Сергей Мерчен. Купӑста

Эпир урокра «Татăксене» мĕнле çырмаллине вĕрентĕмĕр.
— «Татăксене» урăх нихçан та пĕрле çырмастпăр. Кирек мĕнле диктант парсан та, пурпĕр йăнăш тумастпăр, — терĕмĕр урок вĕçĕнче, учителе шантарса.
— Диктантсенче çеç мар, пурнăçра та кирлĕ вăл, — тет пире учитель.
Эпĕ, тĕлĕннипе, куçа чарсах пăрахрăм: мĕн тума кирлĕ-тĕр пурнăçра çав ăпăр-тапăр «татăксене» вĕренни? Ну, шкул вăл, мĕнле каласан та, шкулах ĕнтĕ, унта темĕн те шухăшласа кăлараççĕ. Темех ĕнтĕ ку — татăк? Ăна хăть пĕрле çыр, хăть уйрăм — вĕреннĕ çын хăех ăнланать. Халĕ тата пирĕн çĕршывра хут пĕлмен çын та çук.
…малалла…

#киввинчен #кулӑшлакалавсем
Икӗ пулӑҫ калаҫаҫҫӗ. Пӗри мӗн пысӑкӑш карп тытни пирки каласа парать.
— Пӗлетӗн-и, пысӑк карп тытрӑм, аран-аран туртса кӑлартӑм. Хулпуҫҫи ҫине ҫакса ятӑм та, пыратӑп. Ҫав самантра, хайхи, тӗмӗ хушшинчен пулӑ надзорӗн инспекторӗ сиксе тухрӗ…
— Ну, мӗнле хӑтӑлтӑн вара? — ыйтать тепӗр пулӑҫӗ.
— Мӗнле тетӗн… Карпа кӗсьене чикрӗм те ним пулман пек уттартӑм.

#анекдотсем
😂 Шÿтлеççĕ.

Санкцисем кĕртнĕ май Колорадо штачĕ Раççейри мĕн пур колорадо нăррине хайсен тăван çĕршывне чĕнсе илĕ.
— Ырӑ кун! Эп сирӗн пата пин тенкӗ куҫарасшӑнччӗ. Хӑтлантӑм-хӑтлантӑм, нимле те май килмерӗ. Эсир ман пата куҫарса пӑхӑр-ха. Тен, сирӗн куҫарма май пулӗ? 💵

#анекдотсем
🍉 Математикӑра кӑна Петюк 87 арбуз туяннинчен никам та тӗлӗнмест! 🧮
😼 Виҫӗ кун каялла кушакпа пӗрле тухса кайрӑмӑр. Паян пӗрлех таврӑнтӑмӑр. Кушака ыталаҫҫӗ, ачашлаҫҫӗ… Манпа вара калаҫасшӑн та мар. :(

#анекдотсем
Шкул вӗрентекенӗн 3 сехет каҫхине телефон шӑнкӑравлать.
— Алло, Ирина Сергеевна, ку сирӗн вӗренекенӗн ашшӗ. Эсир ҫывӑратӑр пуль?
— Паллах! Паллах ҫывӑрсаччӗ!
— Эпир вара ҫук! Халь те урок тӑватпӑр!

#анекдотсем
😂 Шÿтлеççĕ.

Арçын хаçата пĕлтерÿ парать: "Пĕччен арçын (манăн 20 кило хура тул, 16 кило рис, 120 банка тушенка пур) пĕрле пурăнма килĕшекен хĕрарăм шырать. Унăн хăйпе пĕрле сахăр, çăнăх, макарон илсе килмелле. Пĕрле выртса тăмасан та юрать".