Ҫӗнӗ Капкӑн
100 subscribers
272 photos
41 videos
1 file
28 links
«Ҫӗнӗ капкӑн» — шӳтпе кулӑш журналӗ
Download Telegram
Channel created
Channel photo updated
— Эсӗ питӗ хитре те ӑслӑ хӗрарӑма качча илни пирки пӗлтӗм эпӗ.
— Кам каларӗ?
— Арӑму.
Арӑмӗ тутлӑн ҫывӑракан упӑшкине лӑскать:
— Хӑвартрах вӑран! Эс ҫывӑрттаракан эмел ӗҫме маннӑ.
Киввинчен. «Капкӑн», 1930 ҫул, кӑрлач уйӑхӗ
Киввинчен. «Капкӑн», 1935 ҫул, нарӑс уйӑхӗ.

Ӗҫ паттӑрӗ

Мӗн пур ӗҫӗ те Ивам Ефимчӑн ӑс-хакӑлӗ начартарах пулнӑ пирки тухса кайнӑ.
Ҫав Иван пер колхозник патне хӑнана пырать те, пысӑк мар куҫӗсене мӑч-мӑч хупа-хупа илсе, ҫапла каласа парать:
— Ачасем! Сирӗн колхоз ҫинчен хаҫатра ҫырнӑ вӗт, — тет.
— Ну? Тӗртсе илнӗ-ши мӗн вара пирӗн колхоза?
— Ҫук! Тӗртсе илмен, пит мухтасах ҫырнӑ. Ӗҫ паттӑрӗсене палӑртса, пӗтӗм республикӗпех пӗлмелле туса хунӑ.
— Кама вара паттӑр ятне панӑ? Астӑваймастӑн-и?
Иван Ефимӑч ӗнсине кӑтӑрт-кӑтӑрт хыҫса илет те, калать:
— Пӗтӗмӗшпех астӑватӑп, ара... Хаҫатне илнине те астӑватӑп. Хаҫатне илнӗ чухне эпӗ хамӑн юлташпа «Культурлӑ кӗтесре» ларнине те астӑватӑп. Тата хаҫатне кунтах илсе килес тесе шухӑшласа илнине те астӑватӑп...
— Ятне кала-ха эсӗ, ятне! Кама ӗҫ паттӑрӗ, тесе хисепленӗ?
— Ӑна манса кайнӑ. Такамаччӗ ҫав?.. а-а...
Колхозниксенчен чылайӗшӗ хаҫат илме пуштӑ агенствине чупаҫҫӗ. Пуштӑ агенчӗ, мулкачӑсене юратаканскер, ухутана кайнӑ пулнӑ.
— Виҫӗ кун ухутара! — тенӗ хӗрсе ҫитнӗ
текст вырнаҫмарӗ...

Ӗҫ паттӑрӗ

Мӗн пур ӗҫӗ те Ивам Ефимчӑн ӑс-хакӑлӗ начартарах пулнӑ пирки тухса кайнӑ.
Ҫав Иван пер колхозник патне хӑнана пырать те, пысӑк мар куҫӗсене мӑч-мӑч хупа-хупа илсе, ҫапла каласа парать:
— Ачасем! Сирӗн колхоз ҫинчен хаҫатра ҫырнӑ вӗт, — тет.
— Ну? Тӗртсе илнӗ-ши мӗн вара пирӗн колхоза?
— Ҫук! Тӗртсе илмен, пит мухтасах ҫырнӑ. Ӗҫ паттӑрӗсене палӑртса, пӗтӗм республикӗпех пӗлмелле туса хунӑ.
— Кама вара паттӑр ятне панӑ? Астӑваймастӑн-и?
Иван Ефимӑч ӗнсине кӑтӑрт-кӑтӑрт хыҫса илет те, калать:
— Пӗтӗмӗшпех астӑватӑп, ара... Хаҫатне илнине те астӑватӑп. Хаҫатне илнӗ чухне эпӗ хамӑн юлташпа «Культурлӑ кӗтесре» ларнине те астӑватӑп. Тата хаҫатне кунтах илсе килес тесе шухӑшласа илнине те астӑватӑп...
— Ятне кала-ха эсӗ, ятне! Кама ӗҫ паттӑрӗ, тесе хисепленӗ?
— Ӑна манса кайнӑ. Такамаччӗ ҫав?.. а-а...
Колхозниксенчен чылайӗшӗ хаҫат илме пуштӑ агенствине чупаҫҫӗ. Пуштӑ агенчӗ, мулкачӑсене юратаканскер, ухутана кайнӑ пулнӑ.
— Виҫӗ кун ухутара! — тенӗ хӗрсе ҫитнӗ колхозниксене агенство стурӑшӗ. — Мӗн тума-ха сире паянах хаҫат кирлӗ пулнӑ? Ухутаран тавӑрӑнсан парӗ, унччен кӗтме пултаратӑр ӗнтӗ!
Колхозниксем пуринчен ытларах чаплӑраххисем (тӗрӗссипех паттӑрӑн ӗҫленисем) агент килессе кӗтсе вӑхӑт ирттерме вӑй-хал ҫитеймен пирки, Иван Ефимча ҫӗнӗрен тапӑнса илнӗ: — Хаҫат ҫинче асӑннӑ ӗҫ паттӑрӗн ятне кала, — тенӗ.
Хӑшӗсем колхозри тӗрлӗрен ятсене каласа: «ҫав мар-и» тесе аса илтерме хӑтланса пӑхнӑ Иван Ефимча.
— Ҫергей мар-и? — аса илтерет Сергей Иванӑч завхоз.
— Ҫук, Сергей марччӗ пулмалла.
— Ваҫили мар-и?—ыйтать аслӑ бухгалтер Васили Иванӑч. — Шухӑшласа пӑх-ха: Ваҫили ятлӑ пек туйӑнмаст-и сана?
— Ҫук, Ваҫили мар. «И» саспаллипе пуҫланнӑччӗ никак ячӗ.
— Иппат! — тесе савӑнса кӑшкӑрса илет колхоз председателӗ Иппат Андрейчӑ. — Вӑйлӑрах шухӑшласа пӑх-ха, тен ячӗ унӑн Иппатах пулӗ.
Иван Ефимчӑ иккӗленме тытӑнать.
— Темле?.. «Иппат»... те Иппатчӗ ҫав. Чӑнах та, Иппат ятлӑччӗ никак.
Шухӑшласа пӑхӑр-ха, колхоз председательне ӗҫ геройӗ ятне парсан, колхозшӑн мӗн тери савӑнӑҫ килсе тулать.
Председательне «ура!» йӑтма тытӑнаҫҫӗ.
— Ку ятпа ӗҫкӗ лартатӑн пуль ӗнтӗ, — теҫҫӗ, председателе хӑшпӗр ӗҫме юратаканраххисем.
— Ӗҫкине лартӑп-ха, анчах закускине хӑвӑрӑнах тупас пулать вара.
— Ара пирӗн сысна ферминче сыснасем сахал-и? Пӗрне пусас пулать.
— Пуссассӑн «Маврана» пусас пулӗ-и анчах. Вӑл самӑр. Пӗр центнера яхӑн туртать вӑл. Ун пек мӑнӑ та самӑр сысна пуссан, пурне те тӑраничченех ҫиме ҫитет.
— Тӗрӗс! — кӑшкӑраҫҫӗ председатель юлташӗсем.
«Маврана» срокченех пусассишӗн ал тӑратса сасӑланӑ пек туса та илеҫҫӗ.
Сысна пӑхакан Йӑкӑнат кӑна илтсен кӑшкӑрсах ятлаҫма тытӑнать:
— Эпӗ, — тет, — сирӗн сыснасене пит лайӑх пӑхса усрарӑм. Вӗсен хуҫи эпӗ пулма пултаратӑп халӗ, «Маврана» нимпе те памастӑп. Вӑл халӗ пӗтӗ. Ҫийӗнчен тата «таварнӑй продукци» тетпӗр-ҫке-ха ӑна. Ӗҫ геройӗ ятне сана эрехпе пӗрле сысна аш ҫитересшӗн паман, — тенӗ.
Супӑнь пекех кӑпӑкланса тӑрать сысна «защитникӗ». Ӑна тӗрлӗ енчен те пырса тапӑнма хӑтланаҫҫӗ ӗҫесшӗн ҫунакан колхозниксем.
— Мӗн эсӗ, председателе хирӗҫ пырасшӑн-и? Кӗве! Тусан! Урапа пӑти! — тесе вӑрҫса илеҫҫӗ ӑна.
— Манӑн шухӑшпа эсӗ контрмайлах каятӑн! — тет Йӑкӑната сысна студенне юратакан завхоз. — Иппат Андрейча районра ӗҫлекенсем ӗҫ паттӑрӗ тесе чыслаҫҫӗ пулсан, санӑн нимӗн тӗшне те тӑман сысна кӗтӳҫин ҫӑварна уҫса хирӗҫ тӑрас марччӗ.
— Парӑнах ӗнтӗ, Йӑкӑнат! Председатель умӗнче эс нимӗн те мар.
Тӳркес Йӑкӑнат, парӑнас вырӑнне, халӑх хушшинчен тухса сирпӗнет те, свинарнике чупса кӗрсе, алӑкне питӗрсе ҫаклатсах лартать. Хӑй кӑшкӑрать:
— Вилем те, «Маврана» пусма памастӑп! Килсе сӗртӗнӗр анчах, халех колхозниксене пурне те пухатӑп та, пӗтӗмпех каласа паратӑп, ялсовета жалоба парам. Района кайса калам. Председатель вара «ӗҫ паттӑрӗ» тенӗ чаплӑ ята куҫ шӑрҫине курайман пекех кураймӗ! — тенӗ.
Хӗрсех тавлашса тӑнӑ вӑхӑтра, пуштӑри стурӑш пӗр тӗрке хаҫат пӑрахса паман пулсассан, темпе пӗтӗччӗ вара ҫакӑ пысӑк харкашу.
Пурте хаҫатсем патне пырса, хӑйсен колхозӗнчи «ӗҫ паттӑрӗн» ятне шырама тытӑнаҫҫӗ. Вулаҫҫӗ те, тӗлӗнсех каяҫҫӗ: «Ӗҫ паттӑрӗ» тесе колхоз председательне мар, сысна пӑхакан Йӑкӑната каланӑ мӗн хаҫат. Сысна пӑхакан Йӑкӑнатӑн сӑнне пичетлесе кӑларнӑ хаҫат. Айне мӗншӗн ӑна ӗҫ паттӑрӗ тесе чысламаллине ҫырса пӗлтернӗ.
Акӑ мӗнле ӗҫсем пулма пултараҫҫӗ халӗ, пысӑк улшӑнусем тӑвакан тапхӑрта!

М. Андр.
Сетчина та, Миллера та, пирӗн министрсемпе депутатсене те пысӑк укҫапа илӗртсе юта чӗнсе илменнине пӗлнӗ хыҫҫӑн, тен вӗсен ӗҫ укҫине те кӑшт та пулин чакарма вӑхӑт — капла ҫӗршыв экономикине хӑпартма та укҫа ҫитӗ, пенсионерсемпе чухӑнсенчен те сӑптӑрма тивмӗ.
//«Анекдоты из России». 17.03.2002
— Анне, ман пельмень ҫиес килет!
— Ан кутӑнлаш! Сахӑр чӑмла!
//«Анекдоты из России» сайтри анекдот тӑрӑх.
— Миллера Ӗҫ Геройӗ ятне мӗншӗн панӑ вара?
— Ак, хӑвӑрах пӑхӑр: ҫын уйӑхне 158 000 000 тенкӗ ӗҫ укҫи илет. Ун вырӑнӗнче урӑх ҫын пулсан, пӗр хут шалу илӗччӗ те уйӑхран ӗҫрен пӑрахса кайӗччӗ. Ку вара — ӗҫе пӗр сиктермесӗр ҫӳрет те ҫӳрет, ҫӳрет те ҫӳрет...

#анекдотсем
4 ҫулхи хӗрача ҫемье альбомне пӑхса ларать:
— Анне, санпа пляжра юнашар тӑракан хитре ҫынни кам вӑл?
— Ку сан аҫу!
Хӗрачи, самаях мӑнтӑрланнӑ ашшӗ еннелле пуҫне сӗлтсе шӑппӑн ыйтать:
— Вӑл вара кам?

#анекдотсем
Михаил Задорнов. «Тӑххӑрмӗш вакун»

Ҫак пӗтӗм сӑмах-юмах пӗр пӑтӑрмахран пуҫланчӗ. Манӑн Мускавран Ленинграда каймалла пулчӗ. Билечӗсем иккӗмӗш вакуна лекнӗччӗ. Эпӗ Рига вокзалне ҫитрӗм, пуйӑс патне пытӑм та — ак, тамаша, составра малтанхи виҫӗ вакунӗ ҫук.
Тӑхӑрвунна яхӑн чӑматанлӑ ҫын, ачисемпе, ӑсатакансемпе пӗрлех перрон тӑрӑх чупкалаҫҫӗ, ним ӑнланмасӑр ҫав виҫӗ вакуна шыраҫҫӗ. Эпӗ ҫав тери тарӑхрӑм. Фельетонсен пайӗнче юлашки ҫын мар пулнӑран хам ӑшра шухӑшлатӑп: «Халех, ак пуйӑс бригадирӗ патне кайӑп та йӗрке тӑвӑп, пурне те ыйтса пӗлӗп!» Анчах пуйӑс бригадирне ниҫта та тупаймарӑм, ҫавна май вокзал начальникӗ патне ҫул тытрӑм, ыйтма ирӗкӗм пур тесех, ҫилленсе, ыйтатӑп: «Пуйӑс бригадирӗ ӑҫта сирӗн?» Вокзал начальникӗ вара ним тунмасӑр ҫапла хуравлать: «ара, малтанхи виҫӗ вакунӗсенче пулмалла…» Мӗн калас, ман нимех те пиҫмерӗ.

…малалла…
#кулӑшлакалавсем #куҫарусем
Ҫемьери виҫӗ арҫын ача — хӗрачаллӑ пуласси икӗ хут ӑнманни…

#анекдотсем
«Капкӑн», 1928, 2№

#киввинчен
Пӗчӗк ача ашшӗне:
— Эп пӗлетӗп ма пирӗн килте нихҫан та укҫа ҫук! Пирӗн тӗпелте яланах чейник шӑхӑрать!

#анекдотсем
«Капкӑнӑн» 1-мӗш кӑларӑмӗ. 1925 ҫул, пуш уйӑхӗ.

#истори
Эх, аппарат,
Аппарат —
Кукӑр-макӑр
Юхтарать.

Кукӑр макӑр
Юхтарать те
Пӳлме тӗпне
Якатать.

Алкай.
«Капкӑн», 1928 ҫул, 7№
#киввинчен