Истинно, в сотворении небес и Земли; в смене ночи и дня; в кораблях, плывущих по морю с тем, чтобы принести пользу людям; в воде, которую Всевышний низвел с неба и оживил ею землю, а до того она была мертва, и рассеял по земле все виды животных; в смене ветров и в том, что покорные Творцу облака и тучи находятся между небом и Землею, - во всем этом знамения для людей разумных.
💯5❤1
34. Турă пирĕштисене Адам умĕнче чĕркуçленме, ун умĕнче пуçĕсене тайма хушнă. Пирĕштисем пурте этем умĕнче чĕркуçленсе тăнă та пуçĕсене тайнă. Анчах Иблис ятлă чун хăйне мăнна хунипе çын умĕнче чĕркуçленме килĕшмен. Вăл Турă хушнине пурнăçламан, çавăнпа та пысăк çылăха кĕрсе Турра ĕненмен чунсенчен пĕри пулса тăнă.
35. «Адам! Мăшăрупа иксĕр çăтмах пахчине пурăнма вырнаçăр та мĕн çиес тенине çийĕр. Анчах та çак йывăç патне ан çывхарăр, унăн çимĕçне ан тутанăр. Ман умра çылăха кĕме хăраса тăрăр. Мĕншĕн тесен Манăн Сăмахран иртсен эсир чăнлăх çулĕнчен пăрăнатăр та чыссăр чунсен йышне кĕретĕр!» – тенĕ Турă.
36. Анчах та шуйттан Адампа унăн мăшăрне илĕртнĕ, вĕсене çав йывăç çимĕçне тутанма хистенĕ, этемсене çăтмахсăр хăварнă. Шуйттана итленĕшĕн, Сăмахран иртнĕшĕн Турă çынсене çапла хушнă: «Çăтмахран халех тухса кайăр! Сирĕн хушăрта яланах харкашу та курайманлăх пултăр! Малашне эсир пĕр-пĕриншĕн чĕр тăшман вырăнĕнчех пулатăр! Çĕр чăмăрĕ сирĕн кил пулĕ, вăл сире палăртнă вăхăт çитиччен тăрантса тăрĕ».
#чувкоран

👍7❤1
Если человек проговорит очевидную ложь, милость Бога удалится от него на одну милю из-за того зловонного запаха, который начнет исходить от него.
👍9
37. Адам хăйĕн йăнăшне ăнланса илнĕ, çавăнпа та çылăха кĕнĕшĕн чĕререн ÿкĕнсе Турăран каçару ыйтнă. Турă ăна каçарнă. Çут тĕнчене пултарнă Турă таса халалпа пурăнакан çынна каçарать.
38. Турă пурне те çăтмахран тухма хушнă та çапла пĕлтернĕ: «Адам ывăлĕсем! Эпир сире тÿрĕ çул çине тăма хушса каланине итлĕр! Пирĕн Сăмахпа пурăнакан çын нимĕнрен те ан хăратăр! Вăл хуйхă-суйхă мĕнне курмĕ, ăна никам та кÿрентермĕ.
39. Пире ĕненмен, Пирĕн Сăмаха йышăнман чун яланлăха тамăка кĕрĕ, вутра çунса асапланĕ!»

👍9🔥1
Кто приобщает себя к новым знаниям, для того Бог облегчает путь в райскую обитель. Воистину, ангелы расстилают свои крылья, выказывая довольство им и проявляя уважение ему. За ученого человека молится все живое на небесах и земле и даже рыбы в море.
На форуме татарских религиозных деятелей в Казани раис республики Татарстан Рустам Минниханов вручил благодарственное письмо имам-хатыбу села Татарские Сугуты Батыревского муниципального округа Чувашии Рефику Кадирову.

👍10❤1
40. Израиль ывăлĕсем! Турă сире ырлăх кÿнине нихăçан та ан манăр! Хăвăр панă сăмаха çирĕп тытăр, Эпĕ те сире панă Сăмаха çирĕп тытăп! Пĕр Мана кăна ĕненĕр, Ман умра çылăха кĕме хăраса тăрăр!
41. Сирĕн кĕнекĕрте çырнине çирĕплетекен Коран вăл чăннипех те Турă Сăмахĕ пулнине ĕненĕр, унран пуринчен малтан пăрăнса утма ан васкăр! Ман Сăмахăма йÿнĕ хакпа сутса ан улталанăр, Ман умра çылăха кĕме хăраса тăрăр!
42. Чăнлăхпа суяна ан пăтраштарăр! Чăннине пĕлсен ан пытарăр!
43. Çÿлти Турă хушнине пурнăçласа кĕлĕ вулăр, нуша куракансене тата чухăнсене пурлăхăн пĕр пайне парса пулăшăр, Турра мухтаса пуççапакансемпе пĕрле пуççапăр!
44. Эсир хăвăр çинчен манса çынсене ырă ĕçсем тума чĕнсе калатăр-и? Сирĕн Турă панă кĕнекене вулама май пур, çавăнпа та сăмахăрсемпе ĕçĕрсем пĕр килмеллине эсир питĕ лайăх пĕлетĕр! Анчах та мĕншĕн-ха эсир çакăн çинчен нихăçан та шухăшламастăр?

👍6
Сегодня Всевышний сделал завершенным и совершенным для вас вашу веру и закон и довел до конца Свою благодать, выведя вас из мрака невежества к свету истинной веры. И доволен Бог тем, что ислам является для вас заключительной религией.
Мусульмане России отмечают День официального принятия ислама Волжской Булгарией. Судьбоносный выбор, сделанный в 922 году.

👍19
45. Чăтăмлăх та, Турра кĕлĕ туни те сире пурнăçра яланах пулăшса пырĕç. Кĕлĕ йĕркине тивĕçлипе пурнăçласси йывăр яваплăх пулин те, вăл чăтăмлă та Турă Сăмахне чунне хывнă çыншăн çăмăл.
46. Чăн тĕнпе пурăнакан этем хăй çут тĕнчерен уйрăлса кайсан Турă патне таврăнассине тата явап кунĕнче Турă умне тухса тăма тивнине пĕлет.

💯5
Когда человек кого-то проклинает, проклятие поднимается в небеса, но их врата закрываются, не пропуская его.
Тогда проклятие спускается на землю, но и земные врата закрываются, не пуская его.
Оно начинает метаться то вправо, то влево.
Так и не найдя для себя выхода, оно направляется к тому, кто был проклят, если он того заслуживает.
Если не заслуживает, то проклятие возвращается к тому, кто его сказал.

💯6👍1
47. Израиль ывăлĕсем! Турă сире тата несĕлĕрсене кÿнĕ ырлăха, сире ытти çынсем хушшинче суйласа çÿллĕ шая çĕкленине ан манăр!
48. Явап кунĕнчен хăраса тăрăр! Çав кун çитсен пĕр çын та теприншĕн явап тытмĕ, пĕр çынна та тепĕр çын хутне кĕме ирĕк памĕç, пĕр çын та хăйĕн çылăхĕсене укçан тÿлесе татаймĕ. Çылăха кĕнĕ чуна çав кун çитсен никам та пулăшас темĕ.

👍4
49. Израиль ывăлĕсем! Эпир сире фараон халăхĕнчен хăтарнине аса илĕр. Хăй вăхăтĕнче вĕсем сирĕнтен кулнă, вĕсем ывăлăрсене вĕлернĕ те хĕрарăмăрсене чĕрĕ хăварса асаплантарнă. Çак йывăрлăх вăл Турă сире тĕрĕслени пулнă.
50. Эпир сире утса иртме май пултăр тесе тинĕс сирсе сукмак хывнине, унтан фараон çарне шывра путарнине аса илĕр. Эсир çакна хăвăр куçпа хăвăр курнă.
51. Израиль ывăлĕсем! Эпир Моисее сирĕнтен уйăрса Хамăр пата хĕрĕх кунлăха чĕнсе илнине аса илĕр. Эсир вара Турă элчийĕ кайнă-кайманах чăн Турра манса, мĕн пур намăса çухатса ылтăн пăру кĕлеткине пуççапма пуçланă.
52. Анчах та Эпир сире çак пысăк çылăха та каçарнă. Эпир çак халăх Пире тав тума пĕлессе шанса сире тÿрĕ çул çине кăларнă.
53. Израиль ывăлĕсем! Эсир тÿрĕ çулпа утма пултарасса шанса Эпир Моисее кĕнеке панă та ăна чăнлăхпа суяна уйăрма вĕрентнĕ. Çакна та аса илĕр!
54. Израиль ывăлĕсем! Моисей сире: «Халăхăм! Эсĕ ылтăн пăру кĕлеткине пуççапса çылăха кĕтĕн, çак киревсĕр ĕçпе хăвна хăв сиен кÿтĕн. Усал тунăшан ÿкĕнсе Турăран каçару ыйт та чăн Турра манса суя турра пуççапнă çынсене вĕлер. Çакна туни саншăн паха. Турă эсĕ Унăн Сăмахне итленине курĕ те сана каçарĕ. Вăл таса пурнăçпа пурăнакан çынна хĕрхенет, каçарать!» – тенине асра тытăр.
55. Хăвăр: «Моисей! Турра хамăр куçпа хамăр курмасăр санăн пĕр сăмахна та ĕненес çук!» – тенине аса илĕр. Эсир çак сăмахсене каласан тавралăха аслатипе çиçĕм кисретнĕ. Эсир çак инкеке курсан пурте самантрах вилсе выртнăн пулнă.
56. Унтан Эпир сире, тăн çухатнăскерсене, Турра тав тума, çылăхăрсемшĕн каçару ыйтма чун кĕртрĕмĕр.
57. Кайран Эпир сире шăрăхран хăтарас тесе тÿпене пĕлĕтпе хупларăмăр, сире тăранса пурăнма сăваплă апат парса: «Турă панине çийĕр, Турă панипе усă курăр!» – терĕмĕр. Çапах та Израиль ывăлĕсем Пире итлемерĕç. Анчах та çапла тунипе Пире мар, хăйсене хăйсем кÿрентерчĕç.

👍7
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
Бог подчинил вам море, чтобы вы питались из него свежим мясом и извлекали оттуда украшения, которые вы надеваете.
👍8