Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
Вырӑсла:
Ролик сделали участницы форума совместно с медиа центром «ШкулТВ» Турмышской СОШ.
Как вам форум? Делитесь впечатлениями в комментариях
#Пулӑмсем_Пулар
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
5❤🔥24🔥18🕊8
шкулӗнче иртрӗ
«Пулар» Плеяда ырӑ хыпарсемпе васкать. Эпир пӗр уйӑх та ӗҫлеместпӗр-ха, анчах пирӗн иккӗмӗш форум та пулса иртрӗ! Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пирӗн ушкӑн Тӑвай тӑрӑхӗнчи Тӑрмӑш шкулне ҫитрӗ. Форума вара Тӑрмӑш, Тӑвай, Элпуҫ тата Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗсен ачисем пухӑнчӗҫ.
Вӗренӳ пайӗнче пирӗн ушкӑнри ӑста спикерсем хӑйсен пӗлӗвне ачасене тата вӗрентекенсене пачӗҫ. Лекцисем хыҫҫӑн вара чӑваш халапӗсене халалланӑ кӑсӑклӑ квест пулчӗ.
Ачамсем, эсир пирӗн чи пысӑк хавхалану! Тавах сире ырӑ тата ӑшӑ сӑмахсемшӗн. Ҫакӑ пире малалла утма хистет, ҫӗнӗ проектсем пуҫарма хавхалантарать.
Малтан мала!
«Пулар» Плеяда Тӑвай тӑрӑхӗн администрацине, Тӑрмӑш шкулне, Чӑваш Енри Халӑхсен ассамблейине, Тӑрмӑш шкулӗнче 9-мӗш класра вӗренекен Ксения Васильевӑна тата Лев Плотников юрӑҫа тав тӑвать.
Пирӗнпех пулӑр, туссем!
#Пулӑмсем_Пулар
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
4🔥11❤🔥10🕊5
Плеяда «Пулар» спешит с хорошими новостями. Меньше чем за месяц активной работы мы провели уже второй форум! 17 мая наша команда поехала в Янтиковский округ в Турмышскую школу. На форум съехались самые активные чувашские дети, обучающиеся в Турмышской, Янтиковской, Алдиаровской и Ново-Буяновской школах.
В образовательном блоке спикеры из нашей команды разделились по секциям и поделились с ребятами и преподавателями своим ценным опытом, а после лекций провели квест, посвящённый чувашской мифологии.
Ребята, вы наше большое вдохновение! Спасибо вам за обратную связь и тёплые слова. Это даёт нам смысл продолжать и не останавливаться ни на шаг. Только вперёд
Плеяда «Пулар» выражает особую благодарность администрации Янтиковского округа, Турмышской средней школе, Ассамблее народов Чувашской Республики и ученице 9-го класса Турмышской школы Ксении Васильевой,
а также певцу Льву Плотникову.
Оставайтесь с нами, туссем
#Пулӑмсем_Пулар
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
❤🔥18🔥6🕊5
«Пулар» Плеяда ятĕнче эпир хамăрăн ваттисене сума сунине кăтартрăмăр. Çавăнпа та çак хулаш тата çак çĕр пирĕн халăхшăн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кунта чăвашсем йĕркеленнĕ.
Кану кунĕсенче чаплă форум кăна пулман-ха пирĕн. Вырсарникун, çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче, «Пулар» Плеяда хастарĕсем Аслă Пăлхара çитсе килчĕç. Çур кун çул çинче иртрĕ, анчах та эпир пурпĕр хавас. Унта Çинçе уявĕ иртрĕ. Ăна пирĕн ваттисем 922 çулта ислам тĕнне йышăннине халалланă.
Паян чăвашсен пысăк пайĕ Христос тĕнĕпе пурăнать.
Анчах та XV ĕмĕрччен пирĕн мăн асаттесем мăсăльман пулнă. Çавăнпа Пăлхарта эпир араб çырулăхĕпе, анчах чăвашла çырнă сăмахсемпе пуян чул палăксем курма пултаратпăр. Ĕлĕкхи чăвашсем çĕкленĕ çуртсем вара капмар тата мăнаçлă пулнипе тĕлĕнтереççĕ. Пăлхарти чăвашла чулсене эпир паянхи кун, шел пулин те, вулама пĕлместпĕр. Анчах хамăрăн несĕлсен палăкĕсене тӳрех палларăмăр. Вĕсене тĕнчери чи маттур ăсчахсем тахçанах вуланă.
Çав палăксем çинче чечек евĕр эреш пур. Ăна ялсенчи хапха юписемпе чӳрече хупписем çине халĕ те лартаççĕ. Ваттисене сума суса пуç тайрăмăр, пире валли çакнашкал эткер хăварнăшăн тав турăмăр.
Шел пулин те, Пăлхарта Атăлçи Пăлхар тапхăрĕнчен пĕр палăк та юлман. Ылтăн Урта вăхăтĕнчи çуртсемпе ишĕлчĕксем кăна иртни пирки аса илтерсе тăраççĕ.
#Пулӑмсем_Пулар
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
1❤🔥12🕊6🔥5