Моргаушская райгазета «Çĕнтерÿ ялавĕ»
55 subscribers
949 photos
247 videos
1 file
76 links
Download Telegram
«Атăл» йышĕнче муркашсем те пур
Хальхи вăхăтра Донецк тата Луганск Халăх Республикисен тата Украина территорийĕнче пыракан ятарлă çар операцийĕ чылайăшне кăсăклантарать, шухăшлаттарать, пурне те калаçтарать.
Ав Чăваш Енре те хальхи вăхăтра «Атăл» çыхăну батальонне йĕркелеççĕ.
Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссарĕ Владимир Казаков пĕлтернĕ тăрăх, Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссариачĕ те «Атăл» çыхăну батальонне йĕркелес ĕçе хутшăнать.
– Пирĕн ума лартнă задачăпа килĕшÿллĕн, эпир çар комиссариатĕнче çак батальона валли кандидатсем йышăнас ĕçе тивĕçлĕ шайра йĕркелерĕмĕр. Кандидатурăсене требованисене кура суйласа илетпĕр, – палăртрĕ çар комиссарĕ.
Пĕрремĕш пенси балĕсем ĕçлесе илĕç
Çу кунĕсенче студентсемпе шкул ачисен ирĕклĕ вăхăт ытларах. Официаллă майпа ĕçе вырнаçас пулсан, çак тапхăрта ĕçлени страховани стажне кĕрет, вĕсене пĕрремĕш пенси балĕсене ĕçлесе илме май парать. Анчах та ку вăл официаллă ĕçлес пулсан кăна.
Ĕç паракан çамрăк çын валли электрон ĕç кĕнеки йĕркелеме тивĕç. Цифра докуменчĕ çынна хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки ниçта кайса çÿремесĕрех тулли сведени илсе тăма май парать.
Çăмăллăх мелĕсене тивĕçеççĕ
Муркаш районĕнче июлĕн 29-мĕшĕ тĕлне пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă услугăсемшĕн тÿленĕшĕн уйăхсеренхи компенсаципе федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракан 1618 çынна тата вĕсен çемье членне тивĕçтернĕ. Тÿленĕ пĕтĕмĕшле сумма 5 млн та 762,6 пин тенкĕпе танлашать.
Август уйăхĕнче çĕнни мĕн кĕтет?
Августăн 1-мĕшĕнчен тытăнса ĕçлекен пенсионерсен пенсийĕсене индексацилеççĕ. Çакна пенсионер пĕлтĕр ĕçлесе илнĕ хушма пенси балĕсемшĕн тивĕçет. Хушăм мĕн чухлĕ пуласси çын пенсие тухнă чухне пенси балĕн хакĕ мĕн чухлĕ пулнипе çыхăннă. Пенсие чи нумаййи 3 пенси балĕ чухлĕ ÿстереççĕ. Апла пулсан пĕлтĕр пенсие тухнисен ÿсĕм чи нумаййи 314 тенкĕ те 7 пус (3 х 104 тенкĕ те 69 пус) пулма пултарать.
80 çул урлă каçнă пенсионерсен тата пĕрремĕш ушкăнри инвалидсен страхланă пенсийĕ ÿсет. Индексацие автоматла майпа ирттереççĕ. Çавна валли заявлени пама кирлĕ пулмасть.
Хăтлă шкулсем ытларах пулĕç

Районти вĕренÿ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне вăхăтра хатĕрлесе çитерес тата вĕренÿ учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çĕнетес тĕллевпе Муркаш район бюджетĕнчен 2,5 млн ытла тенкĕ уйăрнă. Хальхи вăхăтра шкулсенче вак-тĕвек юсав ĕçĕсене вĕçлесе пыраççĕ тата контрольпе надзор органĕсен предписанийĕсене пурнăçлассипе тимлеççĕ.
Шултра пучах - пысăк тухăçа

Юлашки вăхăтри уяр кунсем вăхăтра акнă тырă-пулăна пиçсе çитме лайăх услови туса пачĕç. Çавăнпа та районти ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен уй-хирĕсене çитсе курсан тырă-пулă тухăçĕ кăçал пĕчĕк пулас çукки куç умне тухать. Тулли пучахлă кĕрхи тулă, сăмахран, епле илемлĕ кашласа ларать паян. Пучахĕсемпе кăчăк туртса вăл уй-хир ĕçченне вырмана йыхравлать. Куç шăрçине упранă пек пăхса ÿстернĕ тырă-пулăна вăхăтра тата çухатусемсĕр пухса кĕртесси – хресчен умĕнчи тĕп тĕллев.
Когда правительство субсидирует образовательные программы в области искусственного интеллекта, не остается сомнений в высокой ценности ИТ-специалистов на рынке труда.

❗️Минэкономразвития России набирает слушателей на курсы по обучению в области ИИ. При этом оплату до 85% его стоимости берет на себя государство. Это безусловно тот случай, когда нужно участвовать в проекте, не раздумывая. Тем более, что в 2022 году обучиться по программе посчастливиться лишь 2375 жителям России.

Организатором проекта является знакомый нам всем «Университет 2035», средства на его реализацию заложены в федеральном проекте «Искусственный интеллект» национальной программы «Цифровая экономика Российской Федерации». Все условия изложены на сайте.

💯Образование в области ИТ – история дорогостоящая, а в области искусственного интеллекта еще и достаточно редкая. За ИИ – будущее, поэтому возможность практически за бесплатно освоить новое перспективное направление нельзя упускать.

#кристинамайнина #цифроваяэкономика
❗️Считанные часы остаются до завершения регистрации на форсайт-сессию «Поволжье – опорный край цифровой, экологической и экономической суверенизации страны». Встречаемся 10 августа в 11.00 в центре «Мой бизнес» в Чебоксарах.

Такого количества федеральных спикеров по линии IT Чувашия еще не видела. Директор Департамента развития цифровой экономики Минэкономразвития РФ Анатолий Дюбанов, заместитель Руководителя Агентства инвестиционного развития Республики Татарстан Марина Епифанцева, директор ФГБУ «РФИ Минприроды России», Советник Министра природных ресурсов и экологии РФ по вопросам цифровой трансформации и кибербезопасности Даниил Сорокин, директор Департамента продвижения российского программного обеспечения РФРИТ Ремир Гасанбеков и др.

Ознакомиться с программой и пройти регистрацию можно здесь.

Обсудим цифровые инновации, меры поддержки цифровизации бизнеса и отрасли экологии, гранты РФРИТ. Предпринимателей обучат особым техникам ведения переговоров, увеличения продаж и продвижения личного бренда.
Людмила Карамышева из Новочебоксарска подала заявку на участие в конкурсе "Спасибо Интернету".

Она прошла курсы обучения на планшете в центре соцобслуживания и её жизнь полностью изменилась. В 81 год Людмила Михайловна научилась пользоваться Интернетом!

Посмотреть любимые фильмы, почитать книгу, найти нужную информацию – для всего этого у неё теперь есть Всемирная сеть. С ее помощью она, не выходя из дома, передает показания счетчиков и даже оплачивает коммунальные услуги.

"Мои ровесники настороженно относятся к Интернету, говорят, там одни вирусы и мошенники. Но я считаю, главное - уметь им правильно пользоваться, ведь за ним - будущее!" - считает Людмила Михайловна.

Прием заявок на конкурс продолжается. Если вы старше 50 лет и активно пользуетесь Интернетом, примите участие и расскажите о своих достижениях.

Подробнее на сайте Минцифры Чувашии: https://digital.cap.ru/news/2022/08/09/zhiteljnica-novocheboksarska-uchastvuet-v-konkurse
#минцифрычувашии #спасибоинтернету
«Моргаушский район принимает активное участие в приоритетном региональном проекте «Формирование комфортной городской среды», который реализуется в рамках национального проекта «Жилье и городская среда». В рамках этого нацпроекта в 2021 году завершился второй этап проекта «Благоустройство общественной территории «Парк Победы» и центральной площади в с.Моргауши». В рамках этого же нацпроекта также реализован 1 этап еще одного проекта - «Благоустройство общественной территории - Парка 40-летия Победы, расположенного по ул. Ленина с. Большой Сундырь Моргаушского района»: здесь проведено электроосвещение парка на сумму 2 млн. рублей.
В настоящее время продолжается реализация второго этапа данного проекта, на что выделено почти 17 млн. рублей. Глава Большесундырского сельского поселения Наталья Мареева уверена в том, что парк будет любимым местом селян.
В отделе ЗАГС администрации Моргаушского района состоялась торжественная регистрация двойни. 4 августа 2022 года в семье Дениса и Анюты из д.Малиновка Моргаушского района случилась двойная радость. Новорожденные сыновья для счастливых супругов являются четвертым и пятым ребенком в семье, а по количеству зарегистрированных в районе с начала года – 99-ым и 100-ым.
Специалист отдела ЗАГС Наталья Лукина со словами поздравления вручила радостному отцу первые правоустанавливающие документы детей – свидетельства о рождении, памятные подарки и пожелала здоровья, счастья, домашнего уюта и благополучия.
В Моргаушском районе уборка зерновых культур набирает обороты. На сегодняшний день зерновые культуры убраны с площади 2462 га, что составляет 16,3 % от плана. Намолочено 7710 тонн зерна, средняя урожайность по району составляет 31, 3 ц/га. В «Свободе» этот показатель -40 ц. с га. В СХПК им. Чкалова он превышает 36ц.с га, в СХПК Е.А. Андреева - почти 35ц. га. Труженики СХПК им. Ильича также радуются высокому урожаю: у них урожайность – 34,5ц. с га.
На жатве задействовано 20 ед. зерноуборочных комбайнов.
По тропинкам родной земли. Так назвал свою персональную выставку заслуженный работник культуры Чувашской Республики, член союза художников РФ Илья Афанасьев.

В Год культурного наследия в Российской Федерации и в Год выдающихся людей Чувашской Республики, в районном музее верховых чувашей открылась его очередная выставка. С красотой его картин-пейзажей ознакомились любители высокого искусства. Она будет работать до конца сентября.
Лайăх çул - пурнăç хăтлăхĕ те, лайăх кăмăл та, çул çинчи хăрушсăрлăх та

Пирĕн район «Хăрушлăхсăр пахалăхлă çулсем» наци проектне вăл пурнăçа кĕме тытăннăранпах активлă хутшăнать. Ун шайĕнче район çулĕсене юсассипе калăпăшлă ĕçсем 2017 çултанпах пурнăçланаççĕ.

Çĕнĕрен çул сарнă хыççăн Муркаш урамĕ татах хăтлăрах курăнать.
Пурнăç çулĕпе килĕштерсе утаççĕ

Çак кунсенче Катькас ял тăрăхĕнчи Зоя Николаевнăпа Юрий Михайлович Клюшковсем хăйсен çемйин çуралнă кунне паллă турĕç. Вĕсем 1978 çулхи июлĕн 15-мĕшĕнче çемье чăмăртанăранпа кăçал 44 çул çитрĕ. Сахал мар, питех те сумлă çулпа пырать пултаруллă та тăрăшуллă мăшăр. Вĕсем пĕрне-пĕри килĕштерсе, ăнланса пурăнаççĕ.
«Ман лаша ĕç валли мар»

Лаша ĕç вăйĕ пулнине пирĕн вăхăтри çын кашниех мĕн ачаран пĕлет. Унпа маларах кил хуçалăхĕнче, колхозра мĕнле кăна ĕç туман пулĕ. Лаша çыншăн шанчăклă ĕç вăйĕ шутланнă.

– Ман лаша ĕç валли мар. Ĕçлеме мотоблок та пур, хам та лайăх ĕçлетĕп. Ман лаша – чун киленĕçĕ, шанчăклă тус-юлташ, хамăн пони пирки эпĕ нумай ырă сăмах калама пултаратăп. Ман лаша савăнăç валли, эпĕ ăна никама та кÿрентерме памастăп, ман лашана ан тĕкĕнĕр тесе калаттăмччĕ килтисене малтан, тĕрĕссипе вара ман анчах мар-ха вăл, – терĕ Ахмане ялĕнчи Валентина Михайлова хăйĕн лаши пирки хăпартланса.
Шкулсенче советниксем пулаççĕ

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен пуçласа Чăваш Енри шкулсенче директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен советникĕсем вăй хума тытăнаççĕ.
Ĕçĕнче те, чунĕпе те ветеринар

Нина Николаевна Петрова хăйĕн ĕмĕтне пурнăçлас тесе Мăн Сĕнтĕр шкулĕнчен вĕренсе тухсанах Хусанти патшалăх ветеринари институтне вĕренме кĕрет. 1979 çулта вĕренсе пĕтерсе ветеринари врачĕн дипломне алла илсе яланлăхах Ман Сĕнтĕре таврăнать, тăван «Сундырский» совхозра ветеринари врачĕ пулса ĕçлеме тытăнать. Вăл вăхăтра совхозра выльăх-чĕрлĕх йышлă пулнă. Нина Николаевна 18 çула яхăн совхозри ветеринари службине ертсе пырать. Кунпа пĕрлех ялта пурăнакансене вăхăтра пулăшу парассине те манмасть.

Совхоз арканнă хыççăн ăна Мăн Сĕнтĕрти ветеринари лечебницине эпизоотолог тивĕçне пурнăçлас ĕçе куçараççĕ, каярах нумай çул çак ветеринари участокне ертсе пырать.

Çак юратнă ĕçре вăл 43 çула яхăн вăй хурать ĕнтĕ, ялта пурăнакансене мĕн чухлĕ пулăшман, ырă туман пулĕ хăйĕн ĕçĕнче.
Сунар сезонĕ уçăлчĕ

Чăваш Енре вĕçен кайăк тытмалли сезон уçăлчĕ. Вăл темиçе уйăх тăсăлать. Çав вăхăтрах кашни вĕçен кайăка хăçан тытма юранине те уйрăммăн палăртнă.

Июлĕн 25-мĕшĕнчен шурлăхри тата çаранри кайăк-кĕшĕке тытма ирĕк панă. Çăткăн кайăксемпе тата сунар йыттисемпе усă курма юрать. Сунар сезонĕ – ноябрĕн 30-мĕшĕччен.

Лăсăллă вăрмансенчи, çаранри тата уйри вĕçен кайăксене сунар чĕрчунĕсемпе усă курса августăн 5-мĕшĕнчен тытăнса январĕн 10-мĕшĕччен тытма юрать. Шывра ишекен кайăксене августăн 20-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 30-мĕшĕччен тытма ирĕклĕ.

Сунарçăн пĕр кунта 5 кайăкран ытла тытма юрамасть, пăчăра – 3-рен, ăсана тата хур кайăка – 2-рен ытла.