ТР ЧНКА хыпарлать
218 subscribers
189 photos
132 videos
3 files
6 links
Хамăрӑн телеграма йыхравлатпӑр
Download Telegram
Мӗн кăна курмастăн Хусан урамӗсенче)
Channel name was changed to «МАЛЫШЕВ калаçать 89179153547»
Журналистикӑпа ҫыхӑннӑ мӗн пур ӗҫтешсене чунтан саламлатӑп!
Поздравляю всех коллег, связанных с журналистикой!
Кам ҫырнӑ ҫак сӑвва, пӗлетри? Вариантсене комментарисенче ҫырма пултаратӑр.
Нумайăшӗ астăваççӗ пулӗ, коронавирус тапăнсан пирӗн çине, ӗçлемесӗр килсенче лартăмăр. Çав вăхăтра эпӗ ачалăхри асаилӳсене «нельзяграмра» пичетленӗччӗ. Асанне, Ачалăхăм, Ӗне ырри – вăл асаилӳсенчи паллăрах калавсем. Ку хӗллехи каникулта та хӗлхем çитрӗ ман пата)
Хам ачалăхра мӗнле вăйăсене вылянине аса илтӗм. Тен, сире те вулама кăсăклă пулӗ.
Трактăрла
Кашни сезонра хăйне май урам вăййи пурччӗ арçыначасемшӗн. Çулла чижикла вылятăн, ку вăйă нумайăшне паллă, ăнлантарса тăмастăп, лапталла выляни те пулнă. Анчах та вӗсене тăтăш мар, пӗр вăхăт вылятăн та чарăнатăн. Ывăнтараççӗ-и вӗсем çапла? Пӗлместӗп. Мӗнле-тӗр ӗç тытăннипе вӗçленнӗ-тӗр. Ачасем валли ӗç сахал мар çулла: колорада жукне пуçтармалла, пахча шăвармалла, ана çумламалла. Çав вăхăтра выляса та ӗлкӗрмелле.
Пирӗн ачалăхра темле вылямалли япаласемех пулман. Хӗрачасене пукане илсе параççӗ пулсан, арçыначасене илсе панă пластмас машина иккӗ е виççӗмӗш кунне ӗнтӗ çӗмӗрӗлетчӗ. Хăйăр тиесе турттарсан, кустăрмисем тухса ӳкеççӗ, вӗсене вăрăм пăта çине тирсе вырнаçтаратăн кăна – машинан кузовӗ катăлса тухать. Лавккари вылямаллисем пире нумай чăтайманнипе тетесем килте хăмаран трактор-бульдозер туса паратчӗç. Ăна тума çăмăл, кирлӗ пек бруспа фанера кăна пултăр. Мăрьи хулăн тутăхнă пăтаран – ДТ-75 е «Казахстан» тракторсен глушителӗ пекех. Пирӗн касра ун пеккисем нумайччӗ. Атте колхозра художник-оформитель пулса ӗçленӗрен, пирӗн тракторсене пӗветме май пурччӗ. Эпир бульдозерсене сарă тӗсе пӗветме тăрăшаттăмăр – Шупашкар тракторӗ пек! Унăн хăвачӗ те пысăк, хăй те ДТ-ран пысăкрах, чуна ăшăтать.
Çакнашкал тракторсемпе эпир хăйăр купи çинче выляттăмăрччӗ. Камăн-тăр умне хăйăр килсе тăкрӗç пулсан, ун патне выляма каятăн, мӗншӗн тесен тин çеç илсе килнӗ хăйăр нӳрлӗ те çемçе, вăл пӗлтӗрхи купа пек хытса каймасть, ун çинче бульдозерсемпе тӗрлӗ çул туса пулать. Çапла çулла çăвӗпе хăйăр çинче вылятăн: «д-р-р-р, д-р-р-р, пипи-и-ип!».
«Трактор бригади ӗçлет!», – тесе шӳтлетчӗç иртсе каякан аслисем. Эпир ăнланса пуç суллатпăр. Вăхăт çук пирӗн унта-кунта пăхкалама, çула туса пӗтермелле. Ыранччен вӗсене хăйăр купи çинче ăман шыракан чăхсем таптаса пӗтереççӗ, паллах. Çӗнӗрен тумалла. Çапла кунран кун, хăйăр купи хытиччен.
Ку вăйăсем 5-9 çулхи ачасем валли. Аслăраххисен урăхла вăйăсем.
Ак кун пекрех тракторсем туса паратчӗç тетесем.
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
Ку Тутарстанри Пăва районӗнчи Рункă ялӗн хастарӗсем. Вӗсем ӗнтӗ нумай çул Кăшарни уявӗ тӗлне шывран хӗрессем касса кăларса вӗсене илемлӗн вырнаçтараççӗ. Пӗр маçтăрӗ картла выляма юратать пулмалла)
Channel name was changed to «МАЛЫШЕВ калаçать»
Тепӗр асаилӳ те ачалăхри вăйăсемпе çыхăннă.
Шăтăрнак
Кӗркунне вара тепӗр вăйă хатӗрӗ валли вăхăт çитет. Ку вăл шăтăрнак. Унăн хăйӗн вăхăчӗ – йӗпе-сапа. Шăтăрнакла пӗчӗккисем выляймаççӗ, путасран хăрушă.
Кунта çакна каласа хăвармалла. Кӗрхи çумăрсем пуçлансан колхоз техники каллӗ-маллӗ çӳресе урама урăм-сурăм чавса пӗтеретчӗ. Йӗпе вăхăт сукмаксене те хӳмесен хӗррипе кăна хăварсан, кассене гусеницăллă тракторсем кăна кӗреекен вăхăт çитсен урама эпир - шăтăрнакçăсем тухаттăмăр. Кашнийӗ хăйӗн шăтăрнакӗпе. Мӗн-ха вăл шăтăрнак?
Ытларах чухне комбайна е сеялкăна, е ытти ял хуçалăх хатӗрне юсанă хыççăн юлнă шестерня – шăтăрнак. Вӗсем тӗрлисем пулаççӗ, анчах та вӗтӗ шăлли е резина тăхăнтартни лайăхрах. Çавăн пек шестерняна тупсан арçыначашăн телей. Шăтăрнак аври валли ытларах чухне пӗр метр тăршшӗ е кӗскерех кӗреçе аври суйласа илеççӗ. Хуçăлнă кӗреçе аври кăна çавăн тăршшӗ пулса юлать. Ăна пăрахма шел, çак вылямалли хатӗр валли вăл чух кăна. Шăтăрнакăн виççӗмӗш деталӗ – ултăллă проволка. Ун пекки пирӗн ачалăхра нумайччӗ. Ултă миллиметр сарлакăш вăрăмах мар проволкăпа ӗлӗк çутă юписене чӗркесе çыхатчӗç. Шăтăрнак тума вăл – чух кăна. Ăна авса колворотăн аври евӗр хуçлататăн та, вăрăм вӗçне шӗвӗртсе 1-2 сантиметр тăршшӗне 90 градуса аватăн. Çак шӗвӗр пуçне кӗреçе аврине варри тӗлӗнчен çапса кӗртетӗн, ытти тăсăлакан тăрăхне авăр çумне вӗтӗ пăтасемпе авса тыттаратăн. Акă механизм хатӗр те.
Шăтăрнака пылчăк ăшӗнче çавăраççӗ. Ăна пăлхатнă вăхăтра арçынача буксоват тăвакан машина сассине кăларать: «Ӗӗӗӗӗӗннн-нӗн-нӗн-нӗнн». «Хăнк-хăнк» тесе скоростьсене куçарать. Хыçалалла парать, унтан малалла пылчăка пăлхатать. Тӗллев - машина е трактор хăварнă колеяран тухса кайса тепӗрне пырса кӗресси. Пысăк шăллă шăтăрнаксем шăтăкран ним мар тухса каяççӗ. Çавăнпа вӗтӗ шăлли е резинкăлли хакланатчӗ. Резинкăллипе – ГАЗ-53 е якалнă покрышкăллă «КамАз» сассине кăларатăн: «Ввăăăăăăуууунн», вӗтӗ шăлли пулсан – кустăрмаллă трактор пек çӳретӗн: «Фрррруууу-у-у-ун».
1980-мӗш çулсенчи ăшă кӗркунне куç умне тухать. Ирхине урамра шăп, машинапа трактор сассисене кăларакан арçын ачасем кăна умӗсенче пылчăк пăлхатса çӳреççӗ. Пӗри авăрса тухайнă шăтăкран тепри тухаймасть. Кăсăк та.
Атăпа-и эсӗ, атăсăр-и – пылчăк сирпӗнсе
пурпӗр тум çине лекетчӗ. Типсен вăл хăех хăпăнса ӳкет-ха. Çавăнччен çӳретӗн вара шăтăрнак çавăрттарса. Тата ытларах варланмасан – аслисенчен лекмест. Шăтăрнакла 9-12 çулти ачасем вылятчӗç.
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
Кусем 1 место пулмалла оформленипе)
Пӑвана "Уяв" фольклор ансамблӗн 10 ҫуллӑхне паллӑ турӗҫ
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
Сиктӗрмери тӗвесем чак-чак юратаҫҫӗ иккен)
Кӗтрӗр-и? Асаилӗве малалла тăсатăп
Хӗçле
Хӗлле йӗлтӗр, хоккей вăййисем, паллах, пурччӗ. Анчах пирӗн хамăрăн вăйă пурччӗ - хӗçле. Мӗнле выляттăмăрччӗ-ха эпир ăна?
Хӗллехи каникул пуçлансан, пӗр кун кăнтăрларан пирӗн Октябрь кассинчи çул çитмен арçыначасем пӗр вырăна пухăнатчӗç. Куçмасен çумӗнче пăснă пысăк шатрун çуртăн бетон блоксенчен тунă çӳллӗ хăнтамичӗ (фундаменчӗ) пурччӗ. Ăна хӗлле юр хӳсе те хуплаймастчӗ. Пирӗншӗн вăл крепоç вырăнне пулнă ӗнтӗ. Пӗрисем хӳтӗлеççӗ, теприсем тапăнаççӗ. Кашнийӗн аллинче хӗç – хăва тунинчен тунă пӗр метра яхăн тӳрӗ патак. Çырма хӗрринче хăва йышлă ӳсетчӗ. Материал дефицичӗ пулман – хуçăлать-тӗк, кайса касса килетӗн. Хӗллехи фехтовани урокӗсене аслисем панă ӗнтӗ пире, е киносенчен вӗреннӗ эпир: алăран лекнӗ – ранен, кăкăртан е хырăмран лекнӗ – вилнӗ. Питрен тӗллеме юрамасть, ăнсăртран лектерме те. Атту урăх выляттармаççӗ сана.
Сивӗре хӗреслетнӗ патаксем шуса кайса час-часах ал тупанӗсене лекетчӗç. Аванах лекетчӗç. Алсиш витӗр те ыраттарать. Алăсене хӳтӗлес тесе хамăр «хӗçсем» çине эпир эфесӗ таран капрон крышкăсем тăхăнтартаттăмăр. Тата пӗр вăйă йӗрки пурчӗ: хăнтамит çинчен анма юрамасть. Антăн пулсан – крепоç тăрринчен ӳксе вилнӗ шутланатăн. Унăн сарлакăшӗ икӗ кирпӗч кăна. Çавăнпа та пӗр вăхăтра пӗр енче икӗ çын кăна хире хирӗç тăрса хӗçле выляяççӗ (çапăçаяççӗ).
Хӗçле вылянă вăхăтра ӗнтӗ Вальтер Скота вулатпăр, виçӗ мушкетер çинчен кинона та курнă, аваллăх çинчен каласа паракан ытти фильмсем те асран тухман. Хамăра кам пек кăна курман алла «хӗç» тытсан: Робин Гудпа та танлаштарнă, Александр Невскийпа та.
Пӗлместӗп, аттесенчен юлнă-и вăл хӗçле вылясси е çук-и, анчах та, нумай çул каярах Лениногорск районӗнчи Çӗнӗ Шешкелӗнче те ачасем хӗçле выляса ӳснине пӗлсен, ку вăйă ӗлӗкрен, ламран-лама куçаканни пулнине ăнланса илтӗм. Мӗншӗн тесен Пӳркелӗнчен Çӗнӗ Шешкелне çити 360 километр. Япунсен амбук патакӗсемпе хӗçле вылямалли Кэндо текен спорт ăмăртăвӗ пурри çинчен эпӗ института вӗренме кӗрсен кăна пӗлтӗм.
Хӗçле тăват-пилӗк кунран ытларах выляймастăн. Унтан ытларах вылясан алăсемпе хӗç тытайми пулса çитетӗн. Пӗрре çулла та выляса пăхрăмăр, фанерăран щитсем тусах. Хула ачисем нумайăн килетчӗç, çар çителӗклӗ пухăнатчӗ. Анчах та çара ӳте хӗç лексен тата та хытăрах ыраттарать, хӗллехи фуфайка, свитер витӗр лектерни мар. Хăвăрт выляма чарăнтăмăр. Хӗçле ытларах чухне 12-16 çулти ачасем вылятчӗç.
116 ҫул ҫитрӗ ҫуралнӑранпа
Качакалла
Пирӗн кас ачисен çуркуннехи йăпанăвӗ те пурччӗ. Вăйă теме асăрханнă пулăттăм эпӗ ăна. Ку вăл пăр кайнă вăхăтра е ун хыççăн, Мăнкун умӗн пек астăвап, çырма хӗрринче типнӗ çерем çинче покрышка çунтарасси. Кăнтăрла машинапа трактор паркӗнчен е ытти çӗртен йăваланса выртакан покрышка кустарса килеççӗ. Мӗн чухлӗ пысăкрах – çавăн чухлӗ лайăхрах. Аслисем вăрçмастчӗç уншăн, мекен хăйсем те çавăн пек ӳснӗрен. Каçпа ăна чӗртсе яраççӗ те, ун йӗри-тавра ăшăнса тăраççӗ. Покрышка нумайччен, уласа çунать, ăшă та, çутă та пур. Вăл çунса пӗтнӗ тӗле пиртен пуринчен те çуннă резина шăрши кӗрет. Питсем хуп-хура. Çавăнпа та покрышка çунтарнă çӗре лайăх тумсене тумланса каймастăн, киввисене.
Арçыначасем хăйсем тунă шăрпăк пăшалӗсемпе переççӗ, хӗрсем пăхса тăраççӗ, хăрам пекки тăваççӗ. Пăшалсен ян каякан сассине çырса таçта çити илсе каять. Хăшӗсем çак вăхăтра шăрпăк пăшалӗсемпе шкултан тухсан та перетчӗç. Дирекцишӗн ку чи пысăк пăтăрмах шутланатчӗ. Завучсемпе ухтаратчӗç тумсене, тупсан – пӗтрӗ пуç.
Каçхине баллон çунтарнă тӗлте шӳт, вăйă-кулă, качакалла выляни. Качакалла кăсăк вăйă, пӗчӗккисем выляймаççӗ ăна. Ачасем икӗ ушкăна пайланаççӗ. Тват-пилӗк çын пӗшкӗнсе умлă-хыçлă пӗр пӗрин пилӗкӗнчен тытăнса тăраççӗ. Мал енче пӗри хирӗçле çаврăнса пӗшкӗннӗ пӗрремӗш çыннин пуçне тытса тăрать. Тепӗр ушкăнăн пӗрерӗн-пӗрерӗн чупса пырса çак «качака» çине сиксе утланса пымалла. Пурте утланса ларсан – качака темиçе утăм – 4-5 метр – утса каймалла. Аялтисен саланса каймалла мар, çӳлтисен ӳкмелле мар. Палăртнă вырăна тӗрӗс-тӗкел утса çитсен ушкăнсем ылмашăнаççӗ. Маларах утланса пыракансен качака пек тăмалла. Ку вăййа 15-18 çулти çамрăксем вылятчӗç, каччăсем те, хӗрсем те.