Чӑваш Ен калаҫать
675 subscribers
1.36K photos
176 videos
28 links
Ку канал республика хыпарĕсемпе паллаштарать, тĕлĕнмелле ҫынсем, пулӑмсем ҫинчен каласа кӑтартать, несĕлсен йӑли-йĕркине аса илтерет, тĕрлĕ кӑсӑклӑ ыйтӑва пĕрле сӳтсе явма сĕнет! 😊
ВК:https://vk.com/club223395916
Ок:https://ok.ru/group/70000005812307
Download Telegram
🌊Елчĕк, Патăрьел, Канаш, Шăмăршă…

Çут çанталăкпа хуçаланма пулмасть çав. Пăр кайнăран, юр ирĕлнĕрен республикăри тăрăхсене инкек çитрĕ.

Шыв хăйĕн çулне шырать. Çурт е йывăç, пăхса тăмасть. Çĕмĕрме те пултарать.

Чăваш Енри чылай пурăнмалли çурт шыв айне пулнă.

Туссем, сирĕн патăрта лару-тăру мĕнлерех?

Видеосене куракансем ӳкернӗ.
🏡Шупашкарта «Çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕн «Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси» патшалăх пуçарăвĕпе сасăлав иртет.

Кăçал конкурсăн иккĕмĕш тапхăрне Шупашкарти Кăнтăр-Хĕвеланăç бульварĕпе Максимов урамĕнчи аллея тухнă. Икĕ дизайн-проект хатĕрленĕ.

Пĕрремĕшĕнче Степан Максимов композитор «Сĕм вăрман урлă пытăм...» юрринчи нотăсен ӳкерчĕкĕпе çул сарасси, видеокуравсем, çутăсемпе архитектура кĕлеткисем вырнаçтарасси.

Иккĕмĕшне суйласан вара асфальтпа бетонран утса çӳремелли çул, çутăсем тата урамра вырнаçтармалли хатĕрсем пулĕç.

Сасăлакансене волонтерсем пулăшаççĕ. Вĕсем хула урамĕсемпе тата тĕрлĕ учрежденире çӳреççĕ. Республика çыннисем килĕшекен дизайн-проекта хăйсем тĕллĕн суйлама 21.gorodsreda.ru сайтра та пултараççĕ. Сасăлав ака уйăхĕн 30-мĕшĕччен пырать.

🤗Эсир сасӑлава хутшӑннӑ-и?
Ырӑ кун, чӑвашсем!😍

Календарьте ака уйӑхӗн 4-мӗшӗ. 😉

Халӑх сӑнавӗ тӑрӑх, паян:☀️

- кӑвак пӗлӗтсем - ӑшӑ ҫумӑр пуласса;
- ула кураксем шыва кӗни - ӑшӑтасса;
- чӗр чунсен ҫӑмӗ тӑкӑнсан хирти юр ирӗлӗ.

Ӑнӑҫлӑ кун сунатпӑр!🤗
Архив хӑй алӑкӗсене каҫхине уҫӗ.

Ҫулталӑкра пӗрре пулакан акци Чӑваш патшалӑх истори архивӗнче паян иртет.

Ӑна Раҫҫейри Ҫемье, Чӑваш Енри Экологи ҫулталӑкне тата Андриян Николаев летчик-космонавт ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ.

👩‍🚀Архиври каҫа килекенсене «Чӑваш Енӗн ҫӑлтӑрлӑ ывӑлӗ» курав кӗтет.

🖼 Наталия Нагорнова ӳнерҫӗ ӗҫӗсен «Тӑван тӑрӑхра» экспозицийӗ те хӑнасен кӑмӑлне каймалла.

📝 Александр Вражкин журналист профессийӗнчи вӑрттӑнлӑхсемпе паллаштарӗ.

🎞Программӑра Виктор Чугаров режиссер ӳкӗрнӗ фильм та пур.

Хӑнасем архив пӳлӗмӗсем тӑрӑх курса ҫӳреме, хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтусене специалистсемпе сӳтсе явма пултарӗҫ.
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
🇷🇺 Республикӑра «Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр» акци пырать.

Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпа Чӑваш Енрен инҫе ҫула 28 хутчен гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатнӑ.

Республикӑра пурӑнакансем тӑрӑшнипе «Пӗрле» фонда 100 миллион тенке яхӑн укҫа хывма май килнӗ.

Ҫак кунсенче «Служу России» концерт программипе Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче ырӑ пуҫару вӑй илчӗ.

«Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр» акципе килӗшӳллӗн билет сутса пухӑннӑ укҫана пӗтӗмпех салтаксем валли усӑ курӗҫ.
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
❤️💛Чӑваш чӗлхи - тӑван чӗлхе.

Чӑвашла шухӑшлатпӑр.
Чӑвашла калаҫатпӑр.
Чӑвашла ҫыратпӑр.

«Чӑваш чӗлхи пӗтет», - текенсем, ҫав хушӑрах вӑл аталанасса шанакансем пур.

Чӑваш Республикинче тӑван чӗлхене упраса хӑварас тесе мӗн тӑваҫҫӗ, мӗнле ӗҫ-пуҫ йӗркелеҫҫӗ?

Ҫивӗч ыйтӑва регион ертӳҫи Олег Николаев хуравларӗ.
Ырӑ кун, чӑвашсем!😍

Календарьте ака уйӑхӗн 5-мӗшӗ. 😉

Халӑх сӑнавӗ тӑрӑх, паян:☀️

- юр ирӗлмесӗрех аслати авӑтни - ҫулла сивӗ пуласса;
- кушак ӳсӗрни - ҫитес кунсенче ҫумӑр ҫӑвасса;
- пакша курни - ӑшӑтасса.

Ӑнӑҫлӑ кун сунатпӑр!🤗
Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Енре социаллӑ пурнӑҫ тата экономика аталанӑвне тимлекен программа ӗҫне 2030-мӗш ҫулччен тӑсассине ырланӑ.

«Региона ку программа халӑх пурнӑҫӗн шайне самай ӳстерме, курӑмлӑ кӑтартусем патне ҫитме май пачӗ», - палӑртать Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

3 пин те 500 ӗҫ вырӑнӗ йӗркелесе ӗҫсӗррисен йышне 3 хут чакарнӑ

Ипотекӑн пирвайхи тӳлевӗн 20 процентне саплаштарнине пула 2 пин те 800 ытла ҫын пурӑнмалли майӗсене лайӑхлатнӑ

📈 2030-мӗш ҫулччен ӗҫлекен программӑна кӗртни республикӑна малалла та ӳсӗм ҫулӗпех пыма пулӑшать.

Ҫак хушӑра хӑмла туса илессине 12 хут ӳстересшӗн. Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри хулисенче Атӑл тӑрӑх курма килекен туристсем валли причал тӑвасшӑн.

Ытти тӗллев те сахал мар.
Шупашкар кӳлемӗшӗ Раҫҫейри паллӑ вырӑнсем хушшинче мала тухнӑ🏆.

«Места гордости» сайтра ҫӗршывра пурӑнакансем 3 номинацире хӑйсене килӗшекен вуншар вырӑн суйланӑ. Пурӗ сасӑлава Раҫҫейре туристсене илӗртекен 400 лапама тӑратнӑ.

Пӗтӗмлетӳсем савӑнтараҫҫӗ!

👏Шупашкар кӳлемӗшӗ «Манӑн ҫӗршыв мӑнаҫлӑхӗ», «Ман чӗре ӗмӗчӗ» номинацисенче 4-мӗш йӗркене йышӑннӑ, сасӑлавӑн тепӗр номинацийӗнче 5-мӗш пулнӑ.

Тӑван хуламӑрти ҫӗнтерӳҫӗ-лапам Пӗтӗм Раҫҫейри «Больше, чем путешествие» маршрутӑн пӗр пайӗ пулса тӑрӗ.
👨‍👩‍👧‍👦Раҫҫейри шкулсенче авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен «Семьеведение» урок ирттерме пуҫлаҫҫӗ.

Кун пирки Татьяна Голикова вице-премьер ҫӗршыв Президентне Раҫҫей Правительствин пайташӗсемпе видеоконференци мелӗпе иртнӗ ларура пӗлтернӗ.

Ҫӗршыв Правительстви палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ урок аслӑ класра вӗренекенсем валли пулать. Вӑл «Пӗлтерӗшлӗ калаҫусем» шайра иртӗ.

Кун пирки мӗн шутлатӑр? Кирлӗ-ши?
Елчĕк тӑрӑхĕнче пурӑнакансен калаҫӑвĕнче "вĕчев" тени пур. Литература чĕлхине мĕнле куҫать-ши ҫак сӑмах? 🤔
Anonymous Quiz
41%
ҫӑпала
37%
вĕҫкĕн
22%
вĕлле хурчĕ
ПУҪ ВАТМӐШ

Унпа каланӑ чух «вунă пӳрне сиккелет», кӗввине илтсен вара «чăрăш йывăç чĕтренĕ, ăшри ӳте макăртӗ».

🤔Сӑмах мӗн ҫинчен пырать-ши?
Салам, чӑвашсем! 😍
Календарьте ака уйӑхĕн 8-мĕшĕ.

Ҫанталӑк хура кĕркуннене аса илтерет пулин те, часах хитре хĕвел ӑшшипе тавралӑх ешерме пуҫласси савӑнтарать 🌿.

Халӑх сӑнанӑ тӑрӑх, ҫак кун:
- ҫумӑр ҫуни - ҫулла кӑмпаллӑ, ҫырлаллӑ килессе 🌧
- хурӑнсен сĕткенĕ нумай пулни - йĕпе-сапаллӑ ҫу кунĕсене 💦
- ҫĕрле шӑнтни - ҫуркунне сивĕ пуласса, вӑрӑма тӑсӑласса 🌬
Ҫуркунне - таврана хӑтлӑх, тасалӑх кӳмелли вӑхӑт🧤🚮.

Канмалли кунсем ку енӗпе Шупашкарта хӗрӳ иртрӗҫ. Кӑҫалхи пӗрремӗш экологи субботникӗсене 1500 ытла ҫын хутшӑннӑ.

🌳🍂Парксене кивӗ ҫулҫӑран, урамсемпе скверсене ҫӳп-ҫапран тасатма тухнӑ халӑха хулари ҫурт-йӗр хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансем михӗсемпе, перчеткесемпе, ӗҫ хатӗрӗсемпе тивӗҫтернӗ.

Пӗрлехи вӑйпа пурӗ тӗп хулари 200 ытла лапама тирпейлемелле.

Ҫавӑн пекех йалана кӗнӗ йӗркепе ҫуркунне хула ҫамрӑк хунавсемпе пуянланӗ. Шупашкарта 310 йывӑҫ, 295 тӗм лартма палӑртнӑ🌱
👦👧Республикăра кăçал ачасен çуллахи смени çу уйăхĕн 29-мĕшĕнчен пуҫланать.

Чăваш Енре кăçал путевка илекенсем валли 5 тапхăр пулать:
1) Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасенчен заявка йышăнаççĕ.
2) Ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар, Канаш хулисенчен тата Канаш тăрăхĕнче пурăнакан çамрăксенчен кĕтеççĕ.
3) Ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче Шупашкар ачисем заявка пама пултараççĕ.
4) Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче ытти муниципаллă округра пурăнакан çитĕнекен ăру хутшăнаять.
5) Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче вара ятарлă çар операцине хутшăнакан çемьери ачасенчен заявка йышăнаççĕ.

Палăртатпăр, 2024-мĕш çулта путевкăсене электронлă мелпе те илме пулать.
Салам, чӑвашсем! 😍
Календарьте ака уйӑхĕн 9-мĕшĕ.

Халӑх сӑнанӑ тӑрӑх, ҫак кун:
- ирхине тавралӑха тĕтре карса илни - тухӑҫлӑ ҫулталӑка 🌾
- аял вĕҫекен кайӑксем - шӑрӑх та типĕ ҫу кунĕсене

Ӑнӑҫлӑ кун сунатпӑр сире!