Чӑваш Ен калаҫать
675 subscribers
1.36K photos
176 videos
28 links
Ку канал республика хыпарĕсемпе паллаштарать, тĕлĕнмелле ҫынсем, пулӑмсем ҫинчен каласа кӑтартать, несĕлсен йӑли-йĕркине аса илтерет, тĕрлĕ кӑсӑклӑ ыйтӑва пĕрле сӳтсе явма сĕнет! 😊
ВК:https://vk.com/club223395916
Ок:https://ok.ru/group/70000005812307
Download Telegram
Салам, чӑвашсем! 😍
Календарьте ҫурла уйӑхĕн 29-мĕшĕ.

Халӑх сӑнанӑ тӑрӑх, ҫак кун:
- ирхи тĕтре - авӑн уйӑхĕ уяр пуласса ☀️
- ҫумӑр ҫуни - йĕпе-сапаллӑ кĕркуннене ☔️
- ӑшӑ ҫанталӑк - хĕл вӑрӑма каясса ❄️
Ҫурла уйӑхĕн 29-мĕшĕ - Мӑйӑр сӑпасĕ 🌰

Уявӑн халӑхри тепĕр ячĕ - Ҫӑкӑр сӑпасĕ. Авалтанах ҫĕнĕ тырӑран ҫӑкӑр пĕҫересси йӑлара пулнӑ 🍞

Ҫак вӑхӑталла мӑйӑр пулса ҫитнĕ. Ӑна ҫийиччен чиркӳре сӑвапланӑ.

Сӑпасра йĕкĕр мӑйӑр тупса енчĕке хурсан ҫитес ҫул ытлӑ-ҫитлĕ пурӑнасса ĕненнĕ.

Уявпа пурне те!
🚌 Маттур шкул ачисем валли 2 кунлӑх ҫулҫӳрев.

Республикӑра шкул туризмĕпе ҫыхӑннӑ проект 3-мĕш ҫул ӑнӑҫлӑ ĕҫлет.

👩‍🎓 Кӑҫал лайӑх вĕренекен, спортра хастар, волонтер ĕҫĕнче пултаруллӑ, ытти енĕпе малта пыракан 5-9-мĕш классенчи 1600 ача Чӑваш Ен тӑрӑх курса ҫӳреме пултарĕ.

Ҫакна валли бюджетра 10 миллион тенкĕ пӑхса хунӑ.

Заявленисене республикӑри Социаллӑ портал сайтĕнче авӑн уйӑхĕн 15-мĕшĕччен йышӑнаҫҫĕ. Шкул ачин 3 ҫулти ҫитĕнĕвĕсене кӑтартакан докуменчĕсене ҫирĕплетмелле.
Салам, чӑвашсем! 😍
Календарьте ҫурла уйӑхĕн 30-мĕшĕ.

Халӑх сӑнанӑ тӑрӑх, ҫак кун:
- ӑшӑ ҫанталӑк - пулӑ лайӑх кĕрессе 🐟
- ҫумӑр ҫуни - хĕлле юр нумай пуласса ❄️
- кушак тӑрӑшсах ҫӑвӑнни-тасални - сивĕтессе 🌫
Саратоври ҫыранлӑха Шупашкар сӑнĕсем илем кӳреҫҫĕ.

150 метра тӑсӑлакан граффити Атӑл тӑрӑхĕнчи 14 регионпа тата Китайри 6 провинципе паллаштарать.

👩‍🎨 Ку вӑл 2 ҫĕршыв ҫамрӑкĕсен "Волга-Янцзы" форумĕ вӑхӑтĕнче тунӑ ĕҫ.

Ӳнерҫĕсем 10 кун тӑрӑшнӑ.
Мĕн палӑртнине ĕҫе кĕртме вĕсене 300 литр сӑрӑ, 3 кило скотч тата ытти материал кирлĕ пулнӑ.

Тĕп хуламӑр сӑнне пирĕн ентеш Лилия Яковлева ӳкернĕ.

⛪️ Хӑйнеевĕрлĕ картинӑра Шупашкарти авалхи, чиркӳсем, Анне монуменчĕ, ытти паллӑ вырӑн.
Кĕркунне ҫитрĕ 🍂
Унпа пĕрлех ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕ! 📚


Кӑҫал ачасем хӑнӑхнӑ йӑлапа парта хушшине авӑн уйӑхĕн 1-мĕшĕнче лармаҫҫĕ пулин те уявпа саламлатпӑр! 👏

Шкула каякансене вĕренӳре ҫитĕнӳ, учительсене ҫӑмӑл мар ĕҫре хавхалану, ашшĕ-амӑшне чӑтӑмлӑх сунатпӑр! 😉
👩‍🏫 Вĕрентӳ ĕҫĕнчи тĕллевсенчен пĕри - ачасене пĕр сменӑпа пĕлӳ парасси.

Ку ыйтӑва Чӑваш Ен Пуҫлӑхĕ Олег Николаев "тӳрĕ лини" вӑхӑтĕнче уҫӑмлатнӑ.

Палӑртнине пурнӑҫлама шкулсенче ачасене йышӑнма вырӑн ҫителĕклĕ пулмалла.

🏫 Халĕ Шупашкарти хӑш-пĕр пĕлӳ ҫурчĕ 2 сменӑпа ĕҫлет. Ытти муниципалитетра та кун пек тĕслĕхсем пур. Каҫал тӑрӑхĕнче, сӑмахран, центрти шкула васкавлӑн хупма тивнĕ. Ҫĕнни ҫĕкленет.

Тĕп хулара ҫак чӑрмав ҫĕнĕ микрорайонсем хута янӑ чухне социаллӑ тытӑм аталанӑвĕ юлса пынипе ҫыхӑннӑ.

🏗 Хальхи вӑхӑтра Шупашкарти "Садовый", "Университет", "Солнечный" микрорайонсенче шкулсем хӑпартаҫҫĕ. Ҫитес ҫулти черетре - "Новый город" тата "Радужный".

Тĕп хулан ытти кĕтесĕнчи лару-тӑрӑва та шута илнĕ. Тĕллевлĕн ĕҫлесе 2-мĕш сменӑна пӑрахӑҫлама пулĕ.
3-мӗш космонавт,  Совет Союзӗн 2 хут Геройӗ, авиаци генерал-майорĕ Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитрӗ.

👩‍🚀 Паян республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче мухтавлӑ ентеш ячӗпе тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ иртет.
Уяв тӗлне Шупашкарти музейсем кӑсӑклӑ куравсем уҫнӑ, Шуршӑлта та анлӑ программа хатӗрленӗ.

Эпир вара сире ҫак кун летчик-космонавтпа ҫыхӑннӑ хӑш-пĕр самантпа паллаштарасшӑн:

🔹шкула кайсан Андрияна ашшӗ ятне кура Григорьев хушаматпа ҫырса хунӑ

🔹ача чухне вӑл фельдшер пулма ĕмĕтленнĕ

🔹техникумра вĕреннĕ хушӑра унӑн кулленех 30 ҫухрӑм таран ҫуран утма тивнĕ

🔹орбитӑра скафандрсӑр, ларкӑч ҫумне ҫыхӑнмасӑр ĕҫленĕ пĕрремĕш космонавт

🔹уҫлӑха "Сокол" ( кӑйкӑр) ятпа ҫĕкленнĕ ентешĕн юратнӑ юрри - "Вĕҫ, вĕҫ, куккук"

🔹Уйӑх тепӗр енчи кратера Андриян Николаев ятне панӑ
Кĕркуннен пĕрремĕш канмалли кунĕсем ӑмӑртуран пуҫланчĕҫ 🏃‍♂

"Советская Чувашия" хаҫат ҫулсерен ирттерекен чупу хальхинче те хĕрӳ иртрĕ.

Андриян Николаев ячĕпе иртекенскер спортпа туслисене 86-мĕш хут пĕрле пуҫтарчĕ.

Хальхинче те ҫĕр-ҫĕр ҫын старта тухрĕ. Вӑл шутра влаҫ тытӑмĕнче, масӑллӑ информаци хатĕрĕсенче ĕҫлекенсем, предриятисем, студентсем.

👫 Ӑмӑртӑва ҫемйипех килекенсен йышĕ те ҫулран-ҫул ӳсет.

Эсир йӑла тӑрӑх авӑн уйӑхĕнче пулакан спорт уявне хутшӑнатӑр-и?
Салам, чӑвашсем! 😍
Календарьте авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗ.

Халӑх сӑнанӑ тӑрӑх, ҫак кун:
- тӑрнасем аял вӗҫни — хӗл ӑшӑ килессе ❄️
- ирхи ҫумӑр — ҫитес уйӑх йӗпе-сапаллӑ пуласса 💦
- кӑткӑсем тӗмескисене ҫӳллӗ туни — хӗлле юр нумай ҫӑвасса 🌨

Ӑнӑҫлӑ кун сунатпӑр сире!
Кун чухлĕ кавӑнпа мĕн тумалла?

Кĕр мӑнтӑрĕпе чылайӑшне ҫак ыйту хумхантарать.

☝️Хуравĕ ансат: Николаев паркĕнчи чĕр чунсен кĕтесне кайса памалла та парнеллĕ пулмалла! 🎁

Ытлашши ҫимĕҫ те вырнаҫать, чĕр чунсем те тутӑ пулаҫҫĕ. Ҫимĕҫ юлашкинчен тискер кайӑксем  хӑйсене валли ҫурт-йĕр тума кӑмӑллаҫҫĕ.

Ырӑ пуҫарӑва хутшӑнас текенсен:
авӑн уйӑхĕн - 28-мĕшĕччен "Ковчег" лапамне кавӑн, кабачок е паттисон кайса памалла
кашни килмессерен пĕрер купон параҫҫĕ
сезон хупӑннӑ кун лототрон пулӑшнипе парнесем выляттараҫҫĕ