Чӑваш Ен калаҫать
503 subscribers
1.26K photos
163 videos
26 links
Ку канал республика хыпарĕсемпе паллаштарать, тĕлĕнмелле ҫынсем, пулӑмсем ҫинчен каласа кӑтартать, несĕлсен йӑли-йĕркине аса илтерет, тĕрлĕ кӑсӑклӑ ыйтӑва пĕрле сӳтсе явма сĕнет! 😊
ВК:https://vk.com/club223395916
Ок:https://ok.ru/group/70000005812307
Download Telegram
🎡Хӑрушсӑрлӑх малта пулмалла.

Чăваш Республикинче аттракционсене йĕркене кĕртеҫҫӗ. Çакă чи малтанах хăрушсăрлăхпа çыхăннă, мĕншĕн тесен ярӑнмалли хатӗрсем çинче ачасем аманни пулнă. Хальлĕхе 86 аттракциона тĕрĕсленĕ.

Хӑш-пӗр чуччусем йӗркерен тухнӑ. Ҫавӑнпа та вӗсене «куҫ умӗнчен ҫухатмалла». Сӑмахран, кивӗ аттракцион Канаш хулинче те пур. Ӑна утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен сӳтмелле.
Ырӑ кун, чӑвашсем!😍

Календарьте ака уйӑхӗн 23-мӗшӗ. 😉

Халӑх сӑнавӗ тӑрӑх, паян:☀️
- эрешменсене курни - часах ӑшӑ кунсем ҫитессе;
- вӗсем кӗтесре пытанса ларсан вара каҫхине шӑнтасса;
- ирхине тӗтре пулни - ҫумӑр ҫӑвасса.

Ӑнӑҫлӑ кун!🤗
Ҫуркуннепе ӗҫ уявӗ яланхилле савӑнӑҫлӑ иртӗ 🇷🇺🕊

Шупашкарта ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи ӗҫ-пуҫа ирттерме 4 тӗп лапам пӑхса хунӑ. Ку вӑл — Лакрей вӑрманӗ, Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗ, «Амазони» этнокомплекс тата Хусанкай ячӗллӗ Культура керменӗ умӗнчи лаптӑк.

Лакрей вӑрманӗнче 12 сехетре уяв программи пуҫланать. Хулара пурӑнакансем ҫут ҫанталӑка пакшасем янине курма пултарӗҫ. Ҫавӑн пекех паркра квестсемпе ӑмартусем иртӗҫ.

Ҫав вӑхӑтрах Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче те уяв кӑмӑлӗ хуҫаланӗ. Пухӑннисене ӑсталӑх урокӗсене хутшӑнма сӗнеҫҫӗ.

«Амазони» этнокомплексри уяв концертӗнче республикӑри пӗр профессие парӑнса вӑй хунӑ 17 ӗҫ династине чыслӗҫ.
Телейлĕ ҫул пултӑр! 🛣

Ҫу уйӑхӗнчи уявсемпе ҫыхӑннӑ канмалли кунсем ҫывхараҫҫӗ. Эппин ҫула тухас умӗнхи йӗркесене аса илме вӑхӑт ⬆️
🚒Хĕрлĕ автанран асăрханар!

🔥Ҫак кунсенче Атăл леш енче пĕр çемье каннă. Вăрманта кăвайт чĕртнĕ. Çакă, паллах, йĕркене пăсни пулать. Пушарпа кĕрешекенсем административлă ĕç пуçарнă. Çемье пуçлăхне 40 пин тенкĕ штраф панă.

🧑‍🚒Çу уйăхĕ пуçланать. Уявсем çывхарнă май шашлык пӗҫерекенсем тупӑнаҫҫӗ. Йӗрке çинчен манса каяççĕ.

🚨Вут-кăвар хӑвачӗ вӑйлӑ, ҫавӑнпа шашлыка саккунпа килĕшӳллĕн юракан вырăнта пĕçермелле.
Ырӑ кун, чӑвашсем!😍

Календарьте ака уйӑхӗн 24-мӗшӗ. 😉

Халӑх сӑнавӗ тӑрӑх, паян:☀️
- пӗлӗтсем капланни - вӑйлӑ ҫумӑр пуласса;
- ҫумӑр ҫусан вара кӑмпа нумай пулӗ;
- ирхине тӳпе хӗрлӗрех - ҫил тухӗ.

Ӑнӑҫлӑ кун!🤗
❗️Ҫу уйӑхӗнчи уявсен программинчен йышлӑ халӑх пуҫтаракан ӗҫ-пуҫа кӑларнӑ.

Ку йышӑну хула ҫыннисемпе хӑнисен хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ.

Ҫавна май кӑҫал:

- ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи демонстрацие ирттермӗҫ
- «Вилӗмсӗр полк» юхӑма онлайн-меслетпе хутшӑнма сӗнеҫҫӗ
- Хӗрлӗ Лапам тӑрӑх пӗрлештернӗ полк утса тухмӗ
- салют пулмӗ

Пурпӗр тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫутӑ пуласлӑхшӑн ҫапӑҫнӑ ветерансене тимлӗхсӗр хӑвармӗҫ.
Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн вӗсене чысласа ирттерекен йӑлана кӗнӗ акцисем иртӗҫ.
✍️Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2024

Акцин тĕп тĕллевĕ — тăван чĕлхене сыхласси, ăна упраса хăварасси тата аталантарасси.


2024-мĕш çул — Чăваш Енре экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăк. Унпа çыхăнтарсах кăçал Çемен Элкерĕн «Чăваш вăрманĕ» хайлавне суйласа илнĕ. Çыракансем палăртнă тăрăх, текст йывăр пулман. Çавӑнпа кĕçĕн çулхисем те «5» паллă илме пултарнă.

«Пĕтĕм чăваш диктантне» Чăваш Енри тĕрлĕ учрежденире çырчĕç. Йĕркелӳçĕсем Шупашкарта кăна 4 вырăн палӑртнӑ.
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
🙏 Турри упратӑр, пирӗн чаршавсем хӳтӗлеччӗр!

Ҫапла калаҫҫӗ Канаш округӗнчи Ачча территори уйрӑмĕнчи ялсенче ятарлӑ ҫар операцийӗнчи салтаксем валли хӳтлӗх карри ҫыхакансем.

Ку таврари 5 ялта юпа уйӑхӗнче пуҫарнӑ ӗҫ кал-кал пырать. Вырӑнти хастарсем паянхи кун тӗлне 175 ытла хӳтӗлев хатӗрӗ тунӑ.
Салам вĕҫтеретпĕр сирĕн пата, чӑвашсем! 😍
Календарьте ака уйӑхĕн 25-мĕшĕ - тӑван халӑхӑмӑрӑн пысӑк уявĕ!

Халӑх сӑнанӑ тӑрӑх, ҫак кун:
- ҫумӑр ҫуни - ҫу уйӑхĕ йĕпе-сапаллӑ пуласса 🌧
- сулхӑн ир - ҫулла типĕ килессе
- хырсемпе чӑрӑшсем ҫинче йĕкел нумаййи - тулӑпа ыраш тухӑҫĕпе савӑнтарасса 🌾