Чӑваш Ен калаҫать
675 subscribers
1.36K photos
176 videos
28 links
Ку канал республика хыпарĕсемпе паллаштарать, тĕлĕнмелле ҫынсем, пулӑмсем ҫинчен каласа кӑтартать, несĕлсен йӑли-йĕркине аса илтерет, тĕрлĕ кӑсӑклӑ ыйтӑва пĕрле сӳтсе явма сĕнет! 😊
ВК:https://vk.com/club223395916
Ок:https://ok.ru/group/70000005812307
Download Telegram
👦👧Республикăра кăçал ачасен çуллахи смени çу уйăхĕн 29-мĕшĕнчен пуҫланать.

Чăваш Енре кăçал путевка илекенсем валли 5 тапхăр пулать:
1) Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасенчен заявка йышăнаççĕ.
2) Ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар, Канаш хулисенчен тата Канаш тăрăхĕнче пурăнакан çамрăксенчен кĕтеççĕ.
3) Ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче Шупашкар ачисем заявка пама пултараççĕ.
4) Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче ытти муниципаллă округра пурăнакан çитĕнекен ăру хутшăнаять.
5) Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче вара ятарлă çар операцине хутшăнакан çемьери ачасенчен заявка йышăнаççĕ.

Палăртатпăр, 2024-мĕш çулта путевкăсене электронлă мелпе те илме пулать.
Салам, чӑвашсем! 😍
Календарьте ака уйӑхĕн 9-мĕшĕ.

Халӑх сӑнанӑ тӑрӑх, ҫак кун:
- ирхине тавралӑха тĕтре карса илни - тухӑҫлӑ ҫулталӑка 🌾
- аял вĕҫекен кайӑксем - шӑрӑх та типĕ ҫу кунĕсене

Ӑнӑҫлӑ кун сунатпӑр сире!
📺Олег Николаев Чăваш Енре пурăнакансемпе тӳрĕ лини ирттерет.

Регион Пуçлăхĕ валли хатĕрленĕ ыйтăва Патшалăх порталĕнче тата «Вконтакте» социаллă сетьри «Чăваш Республики» ушкăнра хăварма май пур.

Тӳрĕ эфира Чăваш Ен наци телевиденийĕн эфирĕнче курма тата Наци радиовĕпе итлеме пулать. Çавăн пекех трансляцие республика ертӳçин телеграм-каналĕнче йĕрлеетĕр.

📞Эфир вăхăтĕнче 8 (8352) 565-100 телефон номерĕ ĕçлĕ.

Онлайн-трансляцие «Хыпар» хаçатра чăвашла, «Чувашинформ» информагенствора вырăсла çырса пырĕç.

Ĕç-пуç 18 сехетре пуçланать.
🛣️Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнчен Чăваш Енри çулсем çинчи шăтăк-путăка саплаççĕ.

Ĕçре вĕри асфальт-бетон усă кураççĕ. Хальлĕхе Чăваш Енри йĕркене кĕртнĕ çулсен лаптăкĕ 19 пин ытла тăваткал метрпа танлашать. Ака тата çу уйăхĕсенче 100 пине яхăн тăваткал метра юсама палăртнă. Çынсем час-часах усă куракан çулсене вара çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен тумалла.

Кăçалтан республикăри автоçулсем çинчи чăрмавсене пĕтерме пĕр вăхăтрах 3 енпе ĕçлеççĕ:
- шăтăк-путăка сапласси;
- асфальтăн пĕр сийне илсе çĕнĕрен хурасси;
- юрăхсăр çулсене çĕнетесси.

Патшалăх çулĕсене те лайăхлатаççĕ. Халĕ 3 пин ытла тăваткал метр лаптăка йĕркене кĕртнĕ. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш хулисенче тата Муркаш тăрăхĕнче те ĕçсене пикеннĕ. Кунсăр пуçне М-12 трассăна тунă чух усă курнă автоçулсене те лайăхлатĕç.
Шупашкартан Хусана шыв транспорчӗпе 🛥

Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен тӗп хуларан кӳршӗ региона «метеорсем» ҫӳреме пуҫлӗҫ. Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ кимӗсем ҫу уйӑхӗн вӗҫӗччен шӑматкунпа вырсарникун ҫула тухӗҫ.

Ҫуллахи расписани ҫине куҫсан шыв транспорчӗ кулленех ҫӳреме пуҫлӗ.

Тутарстанран Чӑваш Ене кимӗ ирхи 8 сехетре килме тухать. Каялла Шупашкартан 16 сехетре хускалать. Пӗр вырӑнтан теприне ҫитме «метеора» 4 сехет кирлӗ.
🙏Чăваш Ен пулăшу алли парать.

Çуркуннехи ейӳ чылай çынна инкек кăтартать. Çак шутра Оренбург тăрăхĕнче пурăнакансем те.

💧Чăваш Ен вара айккинче тăрса юлмасть, пулăшма васкать. Оренбург облаçĕнче шар куракансем патне республикăран 2 фура ӗҫмелли таса шыв ăсатнă.
Салам, чӑвашсем! 😍
Календарьте ака уйӑхĕн 10-мĕшĕ.

Халӑх сӑнанӑ тӑрӑх, ҫак кун:
- чакаксем йывӑҫ тӑрринче ларни - ӑшӑтасса 🌞
- ҫумӑр ҫуни - лайӑх тухӑҫа 🌧
- хĕвел хĕрелсе анни - тепĕр кун янкӑр та тӳлек ҫанталӑк пуласса 🌤
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
Паян республикӑра пушара хирӗҫ кӗрешмелли уйрӑм йӗрке вӑй илчӗ.

🌳Ҫурхи тапхӑрта халӑх вӑрмана туртӑнать, уҫӑ сывлӑшра кӑвар ҫинче аш-какай ӑшӑлама кӑмӑллать.
🍂 Ҫавӑн пекех асӑрханулӑх пирки манса хӗл хыҫҫӑн пухӑннӑ тасамарлӑха ҫунтаракансем пур.

❗️Анчах та ака уйӑхĕн 10-мĕшĕнчен регионта вӑрман таврашӗнче вут тивертме, кӑвайт чӗртсе апат пӗҫерме, типӗ курӑка ҫунтарма ЧАРНӐ.

Кил-хуҫалӑхра, сад-пахчара кӑвар ҫинче апат хатӗрлес текенсен вара тимлӗ пулмалла. Йӗркепе килӗшӳллӗн мангал е ытти хатӗре ҫурт-хуралтӑран сахалтан та 5 метр айккине вырнаҫтармалла.

Вӑрманта пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркисене пӑхӑнманшӑн 40 пинрен пуҫласа 50 пин тенкӗ таран штраф параҫҫĕ. Ял-хулара саккуна пӑссан 10 пинрен 20 пин тенкӗ таранах тӳлеме тивӗ.
«Раҫҫейри Хӗрлӗ Хӗресӗн» Оренбург облаҫӗнчи уйрӑмӗ ҫурхи ейӗве пула шар курнӑ ҫынсем валли пулӑшу укҫи пуҫтарать.

Тӗрев пама:
ИНН: 5610031626
Счет хисепӗ: 40703810029250000197
БИК: 042202824

Ҫӑмӑлтарах мелпе усӑ курма та пултаратӑр. Банк приложенийӗнче QR-кодпа укҫа куҫарма май пур.
❤️Ырă ĕç тăвакан хăй те ырă курать.

Чӑваш Енре пурӑнакансем ҫӗршыв паттӑрӗсене тӗрев парсах тӑраҫҫӗ. Ҫавна май тӗрлӗ мероприяти йӗркелеҫҫӗ. Халӗ Чăваш наци музейĕнче те курăнмалла мар тăвакан сеткăсем çыхма пулать.

Ҫак шухӑш патне культура учрежденийӗн ӗҫченӗсем кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче йӗркеленӗ «Хыҫӑмӑрта ҫӗршыв» кураврах пырса тухнӑ.

Пуҫласа музей хастарӗсем хӑйсен укҫи-тенкипе хатӗрсем туяннӑ. Малашне вара «Пӗрле» ырӑлӑх фончӗ пулӑшса пырӗ.

Тӑшманран сыхланмалли хатӗр ҫыхма килекенсем салтаксем патне ҫыру ҫырма та пултараҫҫӗ.
Ырӑ кун, чӑвашсем!😍

Календарьте ака уйӑхӗн 11-мӗшӗ. 😉

Халӑх сӑнавӗ тӑрӑх, паян:☀️

- чанасем ушкӑнпа вӗҫни - ҫумӑра;
- чакаксем йывӑҫ ҫинче аялта йӑва ҫавӑрсан ҫулла час-часах аслати авӑтӗ;
- пӗлӗтсем пӗр енне шуни - ӑшӑ кунсене.

Йӑл кулма ан манӑр!🤗
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тӳрӗ лини ирттернӗччӗ.

🤔
Ӗҫ-пуҫа мӗнлерех хатӗрленеҫҫӗ?
Вӑл еплерех пулса иртет?
Пӗлес килет-и?

😉Сире «вӑрттӑн» хатӗр ӳкернӗ видеопа паллаштаратпӑр.
Шупашкар аэропорчӗ пассажирсен шучӗпе Раҫҫейри ТОП-50 йышне кӗнӗ✈️.

Пӗлтӗр сывлӑш транспорчӗпе ҫур миллион ытла ҫын усӑ курнӑ.

Пурӗ ҫӗршывра 220 ытла аэродром ӗҫлет.

Рейтингра малтисем - «Шереметьево», «Домодедово», «Внуково». Шупашкар аэропорчӗ — 46-мӗш вырӑнта.
Салам, чӑвашсем! 😍
Календарьте ака уйӑхĕн 12-мĕшĕ.

Халӑх сӑнанӑ тӑрӑх, ҫак кун:
- ҫумӑр ҫуни - кĕркунне кӑмпа нумай пуласса 🍄‍🟫
- кайӑксем йӑвисене йывӑҫсен е ҫуртсен кӑнтӑр енче ҫавӑрни - сивĕ ҫу кунĕсене ☁️
- пыл хурчĕсем вĕҫме пуҫлани шӑрӑх ҫанталӑк ҫывхарнине пĕлтерет 🐝
Паян тӗнче Космонавтика кунне уявлать 🚀.

👩‍🚀 63 ҫул каялла Ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен пĕрремĕш пулса Юрий Гагарин космоса вӗҫнӗ.

Пирӗн республикӑра та ҫак уява вӗрентӳ учрежденийӗсенче анлӑн паллӑ тӑваҫҫӗ, митингсем ирттереҫҫӗ.

Чӑваш кӑйкӑрӗ Андриян Николаев ҫуралса ӳснӗ Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Шуршӑлта та ятарлӑ программа хатӗрленӗ.

Пуҫтарӑннисем 3-мӗш совет космонавчӗн вилтӑпри патне чӗрӗ чечексем хураҫҫӗ. Ачасем валли тӗрлӗ вӑйӑ ирттереҫҫӗ, «Восток-3» ача-пӑча радиостанцийӗ те ӗҫлет.

🚴Йӑлана кӗнӗ велочупӑва хутшӑнакансем Ҫӗнӗ Шупашкар-Шуршӑл-Ҫӗнӗ Шупашкар маршрутпа ҫула тухӗҫ.
Ҫӗршывӗпех пыракан «Вӑрмана сыхласа хӑварар» акцие хутшӑнса Юнкӑ тата Ильинка шкулӗсенче ӑс пухакансем 7 пине яхӑн йывӑҫ лартнӑ🌳.

«Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать», - теҫҫӗ халӑхра. Ҫут ҫанталӑк тусӗсем пӗр гектар ҫинче вӑй хунӑ.
Ырӑ ӗҫпе хавхаланнӑ ушкӑн тӑрӑшнипе часах пысӑк лаптӑка ҫамрӑк хунавсем йышӑннӑ. Шкул ачисем, вӗрентекенсем, вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсем мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн ӗҫлесе пин-пин ҫӗпӗр лиственници лартнӑ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Хушӑвӗпе 2024-мӗш ҫула пирӗн республикӑра Экологие тата ҫут ҫанталӑкпа типтерлӗн усӑ курассине халалланӑ.

Муркаш тӑрӑхӗнче аслисемпе танах ачасем те тавралӑха хӑтлӑх кӳрес, йывӑҫ-тӗм лартас ӗҫре хастар.
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тӳрӗ линире республика ҫыннисен 50 ыйтӑвне хуравланӑ.

Регионта пурӑнакансене чӑваш чӗлхин шӑпи пӑшӑрхантарать. Кун пирки республика ертӳҫи мӗн шутлать?