Чӑвашла шухӑшла
463 subscribers
719 photos
27 videos
32 files
253 links
Чӑвашла пуҫа ӗҫлеттеретпӗр.
Ҫыхӑну: @chushu_bot
Download Telegram
Тавлашу ҫинчен

Биологи калать, ҫынсем тӗрлӗ пулни -- ырлӑх тет, аталану валли чи кирлӗ япала. Социологи унпа килӗшет. Эпир тӗрлӗ пулнипе кӑна хальте чӗрӗ, ҫавна кура тата та пурнӑҫ тӑсӑлӗ.

Анчах эпир тӗрлӗ пулнипе пирӗн хушӑра килӗшӳ те ҫук -- тӑнӑҫлӑн, сӑпайлӑн, пӗр-пӗрне илтсе тата хисеплесе калаҫма-тавлашма пӗлместпӗр.

Лев Толстой 1889 ҫулта ҫапла ҫырнӑ:
"Тавлашу валли тата тавлашуран тухӑҫ пултӑр тесен тавлашакансем пӗр еннелле пӑхни кирлӗ, вӗсен тӗллевӗ пӗрпек чӑнлӑх пулмалла. Кашниех мӗн кӑтартса парас тенине ӑнланас пулать. Тавлашакансенчен пӗри нимӗн те ҫирӗплетесшӗн мар пулсан (ытларах чухне), е тавлашма хӗтӗртекен тӗллевсем вӗсен пачах тӗрлӗ пулсан, тавлашӑва тӳрех чармалла. Ҫакна хӑтланса пӑхса пӗлес пулать". 

Пирӗн вара мӗнле: тавлашса хӗрсе кайса, хӑйӗн каларӑшне хирӗҫ чӗннине ҫывӑха илсе пӗри хӳтӗленсе чиккисене каҫать, тепри те ҫывӑха илсе кӳренет, ытти калаҫу вара харкашу пулать.

Ваттисен сӑмахӗсем кун пирки мӗн каланӑ:
☀️ Хаяр чӗлхелле ҫынпа ан тавлаш, ун вучӗ ҫине вут хурса ан амалантар.
(~Сана кӳрентерес теҫҫӗ пулсан -- хыҫҫӑн ан кай, усси пулмасть).

☀️ Хаяр ҫын ҫине шӑл хӑйраҫҫӗ, йӑваш ҫын ҫине чулпа переҫҫӗ.
(~Сӑпайлӑ пул, анчах аяла ан юл).

☀️ Ватӑ ҫынпа ан тавлаш теҫҫӗ.
(~Пурпӗр шухӑшне улӑштарас ҫук, вӑхӑт сая яни кӑна).

Тавлашу харкашу енне туртӑнать пулсан мӗн туни пулӑшма пултарать:

Тавлашу вӑхӑтлӑх чарса ҫапла калаҫса татӑлмалла: хӑйӗн шухӑшне каласа париччен кашни хӑйпе калаҫакан ҫыннӑн шухӑшӗсемпе туйӑмӗсене кӗскен каласа памалла, леш сирӗн калавпа килӗшмелле пултӑр.
Ак ҫапларах: "Эпӗ сана тӗрӗс ӑнлантӑм пулсан...»

Оппонент сирӗн сӑмахсемпе килӗшнӗ хыҫҫӑн -- хӑвӑр шухӑшӑра калатӑр.
Вӑл вара сирӗн сӑмахсен пӗлтерӗшне хӑй ӑнланнӑ пек каласа парать.

Ҫак лайфхак тавлашӑва конструктив енне тавӑрма пулӑшать, оппонентсен тимлӗхне пӗр-пӗрин сӑнарӗсем ҫинчен тавлашу теми ҫине куҫарать.

#longread
Уйрӑлни ҫинчен

Юлашки вӑхӑтра час-часах вулатӑп:
"Арканнӑ ҫемьесен шучӗ ӳсет!"
"Ҫамрӑксем инфантилсем, пӗр-пӗринпе килӗшӳллӗн пурӑнма пӗлмеҫҫӗ!"
"Арӑмсен ӑслӑрах пулмалла, упӑшки пуҫӗ, арӑмӗ мӑйӗ!"

Ман шутпа, пӗр-пӗринпе урӑх пурӑнас килмест пулсан ҫынсем уйрӑлни лайӑх.

Виҫӗ вариант пур:
1) чи лайӑххи -
Ҫемьере йӑлтах килӗшӳллӗ, арӑмӗ те, упӑшки те пӗр-пӗрне хисеплесе калаҫма пӗлеҫҫӗ, йывӑрлӑхсене пӗрле иртеҫҫӗ. Ҫирӗп ҫемье, ачасене ӳсме аван.

2) чи начарри -
Семьере мӑшӑрсем йытӑпа кушак пек, вӗсенчен пӗрин е иккӗшӗн те кун пек пурӑнас килмест, вӗсенчен пӗрне е иккӗшне те пӗчченшер лайӑхрах. Анчах уйрӑлмаҫҫӗ -- харкашаҫҫӗ, хирӗҫеҫҫӗ, ҫапӑҫаҫҫӗ. Ачисен кӑна курса чӗри ҫурӑлать.

3) Мӑшӑр ниепле пӗрле йӗркеллӗ пурӑнаймасть, пӗчченшер лайӑхрах -- уйрӑлаҫҫӗ. Ачисене мӗнле ӳстересси ҫинчен калаҫса татӑлаҫҫӗ е суд пулӑшать. Ачисемшӗн ку йывӑр паллах, анчах ҫӳлерехри вариант тата та йывӑртарах пулӗччӗ.

Ӗлӗк арҫынпа хӗрарӑм пӗрле пурӑнни пурнӑҫа самай ҫӑмӑллатнӑ. Арҫын ӗҫӗ пулнӑ, хӗрарӑм ӗҫӗ, пӗрле ӗҫлемелли, ачисем те пулӑшнӑ. Уйрӑм пурӑнма йывӑр, ҫавӑнпа пӗр-пӗринпе телейлӗ пулмасан та чӑтнӑ. Ӳсӗр упӑшки арӑмӗпе ачисене пуртӑпа хӑвалать пулсан та уйрӑлман. Те намӑс пулнӑ?

Халь пӗччен те лайӑх пурӑнма пулать. Ҫавӑнпа каччӑпа хӗр пӗрлешнӗ чух пӗр-пӗриншӗн чӑн-чӑн ҫывӑх ҫынсем пуласшӑн.
Пурнӑҫ пӗрре кӑна, ӑна телейлӗн пурӑнас килет. Ҫемьере вара телей те, килӗшӳ те пулмасан мӗншӗн ылтӑн вӑхӑта сая ямалла?

#longread
Салтака кайни ҫинчен

Сӑнанӑ-и, салтак юррисем мӗнле хурлӑхлӑ?

Пирӗн халӑх авалтанах survival mode хускатса пурӑнать. Эпир сахалӑн, пуян мар, пирӗншӗн кашни чӑвашӑн пурнӑҫӗ -- тем пек хаклӑ.

Салтака ӗлӗк нумай ҫула илсе кайнӑ. Яш каччӑ пӗрре кайса таврӑнать-и, ҫук-и -- паллӑ пулман.

1699—1705 ҫулсенче рекрут хӗсмечӗ пулнӑ. Малтан салтака мӗн виличчен илсе кайнӑ.
1793-мӗш ҫултан —25 ҫула,
1834-мӗш ҫултан —20 ҫула.
1855—1872 ҫулсенче 12, 10 тата 7 ҫул ҫарта ирттернӗ тата отпускра 3, 5 тата 8 ҫул
1874-мӗш ҫултан пӗтӗмӗшле ҫар хӗсмечӗ тунӑ, 21 ҫул тултарнӑ каччӑсене салтака 15 ҫула илсе кайнӑ (6-7 ҫул ҫарта тата запасра 9 ҫул).
1912 ҫулта яшсене 20 ҫултан илме пуҫланӑ, 23 ҫула (3-4-5 ҫул ҫарта тата 15-13 ҫул запасра).

Ҫав ҫулсем пурте тӑнӑҫлӑ пулман ҫав.

Мӗнле йӗркеленӗ.
Ҫур ҫул маларах ялсерен ят тухнине пӗлтернӗ, кайран юпа уйӑхӗнче ят тухнӑ каччӑсене "приёма" ("военкомата") илсе кайнӑ, ҫавӑнта шӑпа туртнӑ (жеребьевка).
Вӑйпитти каччӑсем салтака каясшӑн маррипе хӑйсене хӑйсем сиен кӳнӗ. Куншӑн 1874 ҫулти Указӑн 218 ст. тӑрӑх ҫур ҫулччен тӗрмене хупнӑ.

♦️Халь салтака каяс мар тесе тараккан, йĕкел, улмасем, табак çиеç тенине илтнĕ, хăшĕ салтака каяс тесе типĕ тытмаççĕ, ят тухсан начарланас мар тесе.
(1903 ҫ., Ярхунушкăнь ялӗ, Етӗрне уесӗ)

♦️Салтака каяс маршăн нумайччен тараккан [так] çиса начарланаççĕ, тет.
Тата хăшĕ ура тупанне табак хурса çӳреççĕ, тет.
Тата хăшĕ пĕç хушшинчи çăмартана антараççĕ, тет.
Пĕр ача пӳрнине татса пăрахнă тет те, татнăшăн кайран хупса лартнă, тет.
Салтакран юлашшăн тутана та пăртараççĕ (?).
Тата хĕвел çаврăнăш нумай çисан начарланать, тет. Пĕри тата ыраш çăнăхне нумай çинă, тата йăвăç çу, кантăр вăрри çу, хупах сăри ĕçсе кӳпĕнсе вилнĕ.
(1904 ҫул, Купӑрля ялӗ, Етӗрне уесӗ)

♦️Халĕ те пĕр çын салтака каяс мар тесе куçне тапак шывĕпе çунă, вара çав çыннăн халĕ те пăсăк çӳрет…
(1904 ҫул, Тӑварӑмпуҫ ялӗ, Пӗкӗлме уесӗ, Самар кӗперни)

♦️Салтака каяс мар тесе хăшĕ çимасăр пурăнаççĕ, хăшĕ тараккан çияççĕ, ура тупанне табак хураççĕ те, вара сăсă [костный мозг] тăрăх хупарса çынна типĕтет, начарлатать.
Тата хăшĕ çăмартине антараççĕ. Манпа пĕрле Норуса хамăр ялсем Яков ятлă ача çăмартине антарса пычĕ те, салтака илмерĕç. Кайран çăмарти тӳрленмерĕ вара, çăмартине йытсах çӳрерĕ виличчен, çăмарти пăсăлнипех вилчĕ.
(1904 ҫул, Етӗрне)

Халӑх ҫапла каланӑ:

🔹Кайнă салтака кайнă çĕрте пултăр, теççĕ. [Мӗне пӗлтерет ку, кам ӑнланчӗ?]
🔹Салтакăн качака чухлĕ ăсĕ çук, теççĕ – ăна ĕлĕкхи 25-шер çул пурăнакан салтаксем çинчен каланă.

Анчах та ҫамрӑксене шелленӗ, паллах, салтак ачине лӑплантарма тӑрӑшнӑ:
🌀«Салтака кайман çын мĕн вăл? Ухмах тунката. Салтака каять, çут çанталăк курса çӳрет, вырăсла вĕренет. Турăпа Патшана юрать. Эпир, мужиксем, мĕн пĕлетпĕр, хамăр анкартинче мĕн пулнине те пĕлместпĕр. Ан хуйхăр, Торă парсан, килĕн. Вилĕм кирек ăçта та пĕрех. Эпир пурте вилĕмлĕ, çут çанталăк анчах вилĕмсĕр.»

(Тем, пит лӑплантармасть пек).

Ҫӑлкуҫсем:
https://nnov.hse.ru/ba/law/igpr/ustav_o_voinskoy_povinnosti_1874

https://runivers.ru/new-encyclopedia/material_culture/katalog_statey/592206/

#longread
Ырлӑх-пурлӑх ҫинчен

Пӗр ултӑ ҫул каялла манӑн кивӗ ӗҫре кризис пулнӑччӗ (компани пуҫлӑхӗсене Мускаврисемпе ылмаштарнӑ хыҫҫӑн мӗншӗн-тӗр тухӑҫ укҫи хӑвӑрт чакрӗ).
Ӗҫлеттӗмӗрччӗ нумай, анчах преми тӳлеме пӑрахрӗҫ. Соцпакета чакарчӗҫ. Ҫынсем ҫур ҫул пек чӑтрӗҫ те хуллен-хуллен урӑх ҫӗре ӗҫе куҫма пуҫларӗҫ.

Вара пире, ҫамрӑк ӗҫченсене, шеф пуҫтарчӗ те ҫапла сӑмах каларӗ: имӗш эпир коллектив кӑна мар, команда пулмалла, пурте ӗҫлеҫҫӗ, пурте ывӑннӑ, анчах эпир пӗр ӗҫ тӑватпӑр та, пӗрлех юлмалла...пӑрахса каякансем -- намӑссӑр, хӑравҫӑсем, укҫа чурисем.

Итлерӗмӗр, нимӗн те чӗнмерӗмӗр. Тепӗр уйӑхра хамӑр отделтан пӗр харӑс виҫҫӗн урӑх ҫӗре куҫрӑмӑр. Мӗншӗн тесен идея манӑн хваттершӗн тӳлемест, хырӑма тӑрантмасть. Выҫӑлла идея ма-тӑр илӗртмест ҫав.

Эпӗ ун чухне пире шеф тӳлемесӗрех ӗҫлеттересшӗн тесе, ку вара "традиционные ценности" пулнӑ иккен.

Сӑмахран, компанийӗ кун хыҫҫӑн икӗ ҫултан пачах саланчӗ.

P.S. скрин ҫинче палӑртнине, ман шутпа, тӗрӗссипе урӑхларах ӑнланмалла:
https://t.me/chushu/1316

#longread
Пӗтӗмлетӳ.
1. Арҫынсем стресс тата ҫилӗ ҫӗнтермелли мелсене пӗлмеҫҫӗ. Вӗренес пулать, тӗрлӗ практикӑсем пур. Пулӑшу кирлӗ пулсан психотерапевтсем патне кайма вӑтанмалла мар - вӗсем пире ҫак тӗнчепе тата хамӑрпа килӗшӳллӗн пурӑнма пулӑшаяҫҫӗ.

2. Арҫын ачасенче агресси ырлама пӑрахмалла, ҫилӗпе "ӗҫлеме" вӗрентмелле, вӑйне усӑ енне ҫавӑрмалла. Унсӑрӑн криминаллӑ ӗҫсен шучӗ ӳсет кӑна.

3. Сывлӑх упрассишӗн кашни хӑй тӑрӑшмалла. Машина тем пек чаплӑ пулсан та вӑхӑтлӑ ТО иртмелле, атту ҫӗмрӗлет.

🔹Сирӗн кашнийӗн пурнӑҫӑр -- паха, эсир кашни -- кирлӗ. Упрӑр хӑвӑра, тархасшӑн.

Ҫӑлкуҫсем:
https://population.un.org/dataportal/data/indicators/61/
http://www.demogr.nes.ru/index.php/ru/demogr_indicat/data_description
http://www.demoscope.ru/weekly/2021/0911/suicide.php
https://www.ncbi.nlm.nih.gov/pmc/articles/PMC3943390/
https://media.mvd.ru/files/embed/3935922
https://www.rbc.ru/economics/11/01/2023/63bd3e659a79471e333907fa
https://cardiovascular.elpub.ru/jour/article/view/22/26
https://www.who.int/ru/news-room/fact-sheets/detail/hypertension

#longread
Пӗччен кӑна, пӗччен уйӑх пӗччен,
Пӗччен мар-ха, ҫӳлте хӗвел пур.
Пӗччен кӑна, пӗччен эпӗ пӗччен,
Пӗччен мар-ха, ҫӳлте Турӑ пур.
(Чӑваш халӑх юрринчен)

Мӗншӗн ҫынсем пӗр-пӗрне пулӑшаҫҫӗ?

Биологи енчен ҫынсем - социаллӑ тата иерархиллӗ чӗрчунсем.
Иерархи ҫутҫанталӑкра мӗнле йӗркеленет: ытларах вӑйпа. Кам вӑйлӑрах, кам ыттисене килӗшме пӗлет, кам хӑй енне ытларах ҫын явӑҫтараять - ҫавӑн шайӗ ҫӳлерех.
Анчах агрессипе кӑна пӗтӗм ушкӑн ырлӑх курас ҫук, ҫавӑнпа пурӑнас тесен ушкӑн пайташӗсем пӗр-пӗрне пулӑшса тӑмалла.

Ҫакӑнта икӗ механизм ӗҫе пуҫлаҫҫӗ:
1. Шалти (эмпати, намӑс)
2. Тулашри (йӗркесем)

💕Эмпати - урӑх ҫыннӑн кӑмӑл-туйӑмне ӑнланма тата хамӑрӑнни пек йышӑнма пултарни. Ытларах тата лайӑхрах пирӗншӗн ҫывӑх, хӑклӑ е "пирӗн" пек шутланакан ҫынсемпе ӗҫлет.
Ку япала пирӗн прошивкӑра, тӗкӗрлӗ нейронсем ҫакӑншӑн яваплӑ.
Ҫынсем хушшинче сасартӑк сирӗн ҫыврас килнипе ҫӑвар карӑнсан сӑнаса пӑхӑр: камӑн хӑвӑртрах сирӗн хыҫҫӑн ҫӑварӗ карӑнать? Ҫавна эсир килӗшетӗр.

🫣Намӑс - эпир хамӑра тӗрӗс мар тыткаланине пӗлсе аван мар туйни. Ҫын - пӗртен-пӗр пичӗ хӗрелме пултаракан примат. Пит пиҫнипе эпир ыттисене кӑтартатпӑр: эпӗ йӑнӑшрӑм, мана намӑс, каҫарӑр, тархасшӑн.

Ҫапла эмпати пире ҫывӑх ҫынсене пулӑшма хӗтӗртет, намӑс туйӑмӗ вара хамӑра ҫын евӗрлӗ пулма сӗнет.

Анчах ҫак механизмсем пӗчӗк ушкӑнсенче кӑна ӗҫлеҫҫӗ. Ҫынсем нумайӑн тата пӗр-пӗрне пӗлмеҫҫӗ пулсан йӗркеллӗ тыткалаттаракан урӑх меслетсем кирлӗ.

👁Пӗрремӗшӗнчен ҫак теллевпе тӗнсем пулса кӑйнӑ. Тӗнсен функцисем нумай, анчах социум валли вӗсенчен чи кирлисем ҫаксем:
▪️Этика кодексӗ
▪️Ҫынсене пӗрлештерни (пӗрле пухӑнни, юрлани, пӗр пек япаласем туни, пӗр пек уявлани ҫынсене пӗччен мар пек туйма пулашать)
▪️Ҫынсене лӑплантарни (вилӗмрен хӑранипе хӑйӗн евӗрлӗ кӗрешни)

Пирӗн темӑпа этика кӑсӑклӑрах.
Тӗн хӑйӗн йӗркипе ҫынсене пӗр-пӗринпе килӗшӳллӗн пурӑнма пулӑшать, пӗр-пӗрне пулӑшма сӗнет - унсӑрӑн ҫылӑх пулать имӗш. Авраам тӗнӗсенчи догмисен 70% пек - "эпӗ санӑн пӗртен-пӗр, чӑн-чӑн тата чи вӑйлӑ турру, мана килӗшес тесен пӑхӑн мана ак ҫапла тата ак ҫапла" тени.
Ҫапла вара ҫынсен пысӑк ушкӑнӗнчӗ турӑ пурне те ӗҫӗсем тӑрӑх хакласа тӑракан "альфа", чи ҫӳллӗ шайри ҫын вырӑнне йышӑнать. Экспериментсем тӑрӑх, пуш пӳлӗмре пысӑк куҫ ӳкернӗ пулсан, ҫынсем хӑйсене йӗркеллӗрех тыткалаҫҫӗ тет (камера умӗнче тормоз пусатӑр-и? Ҫавӑ ҫав.) Ҫапла вара турӑ "йӑлт курни" ӗненекенсене те ирӗксӗрех ырӑ пулма тӗртет.

Ҫапла эксперимент ирттернӗ: икӗ ушкӑна грамматика йӑнӑшӗсене тӳрлетме икӗ тӗрлӗ текст панӑ. Пӗр текст - нейтраллӑ, тепри - тӗнпе ҫыхӑннӑ.
Экспериментӑн иккӗмӗш пайӗнче ушкӑнсенчи ҫыннисен альтруизм шайне виҫнӗ. Тӗнпе ҫыхӑннӑ текст тӗрӗслекенсем ытларах альтруизм кӑтартнӑ, тата ҫав ушкӑнри ҫынсем ӗненекен е атеист пулни уйрӑмлӑхӗ ҫук тет - тухӑҫӗ ҫавах.

Тӗн хыҫҫӑн ҫынсем хӑйсене валли ҫырса хунӑ йӗркесем йышӑннӑ, явап тыттарма ятарлӑ система шутласа кӑларнӑ.

Ҫӳлерех ҫырса кӑтартни пек тепӗр эксперимент ирттернӗ, анчах пӗр ушкӑнне хальхинче тӗнпе ҫыхӑнни вырӑнне граждан правипе ҫыхӑннӑ текст малтан тӗрӗслеттернӗ. Ҫак ушкӑнӑн та ҫаплах альтруизм шайӗ нейтраллинчен ҫӳлерех пулнӑ тет.

Ҫӑлкуҫсем:
https://www.litres.ru/book/frans-de-vaal/istoki-morali-v-poiskah-chelovecheskogo-u-primatov-7616711/chitat-onlayn/
https://science.theoryandpractice.ru/posts/13759-psychology-of-religion
http://www.openspace.ru/article/518
http://anthropology.ru/ru/text/markov-bv/filosofskaya-antropologiya-xx-veka#genealogiya-antropologicheskogo-povorota-v-filosofii
https://www.litres.ru/book/evgeniy-ilin/psihologiya-pomoschi-altruizm-egoizm-empatiya-6059848/

#longread