Чӑвашла шухӑшла
462 subscribers
719 photos
28 videos
32 files
253 links
Чӑвашла пуҫа ӗҫлеттеретпӗр.
Ҫыхӑну: @chushu_bot
Download Telegram
Тесей карапӗн парадоксӗ ҫинчен

Тесейе Критран илсе килнӗ карапне афин ҫыннисем Деметрий Фалерей вӑхӑтне ҫити упраса хӑварнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем кивелнӗ хӑмисем вырӑнне вӑхӑтлӑ ҫирӗпрех, ҫӗнӗ хӑмасем лартса улӑштарнӑ.
Ҫав карап философсем хушшинче яланах улшӑнакан япаласем ҫинчен шухӑшламалли логикӑлла ыйту валли тӗслӗх пулса тӑнӑ:
- пӗрисем карап ҫав карапах пулса юлнӑ тесе шутланӑ,
- теприсем вӑл урӑх япала пулса тӑчӗ апла тесе ҫине тӑнӑ.
(Плутарх, "Тесей пурнӑҫӗ", 1-мӗш ӗмӗр).

Ҫак икӗ пин ҫулхи ыйту ҫинчен Терри Пратчетт ҫапла ҫырни мана килӗшет:

«Мистер Ваймс, ку манӑн ӑруран ӑрӑва куҫакан пуртӑ. Вӑл ман ҫемьере тӑхӑрҫӗр ҫула яхӑн, ӑнланатӑн-и? Паллах, ҫивӗчӗшне пӗр икӗ хут улӑштарнӑ. Темиҫе хут -- пуртӑ аврине. Тимӗр пайӗсен конструкцине улӑштарнӑ, эрешӗсене ҫӗнетнӗ, анчах ҫавӑнпа тӑхӑрҫӗр ҫулхи пуртӑ пулма пӑрахнӑ-и вара вӑл? Вӑхӑт иртнӗҫемӗн улшӑнса пынӑран ҫеҫ вӑл хальте лайӑх, ӗҫе юрӑхлӑ пуртӑ.»

Эсир мӗнле шутлатӑр?
Тесей карапӗнчен малтанхи хӑмисем пач юлмасан вӑл Тесей карапӗ тесе шутланма пултарать-и?
Вулакансем миҫерине пӗлес килчӗ.
Эсир миҫере?
Final Results
6%
18 ҫултан кӗҫӗн
29%
18 - 24
36%
25 - 34
18%
35 - 44
10%
45 - 60
1%
60 ҫултан аслӑ
Ырлӑх-пурлӑх ҫинчен

Пӗр ултӑ ҫул каялла манӑн кивӗ ӗҫре кризис пулнӑччӗ (компани пуҫлӑхӗсене Мускаврисемпе ылмаштарнӑ хыҫҫӑн мӗншӗн-тӗр тухӑҫ укҫи хӑвӑрт чакрӗ).
Ӗҫлеттӗмӗрччӗ нумай, анчах преми тӳлеме пӑрахрӗҫ. Соцпакета чакарчӗҫ. Ҫынсем ҫур ҫул пек чӑтрӗҫ те хуллен-хуллен урӑх ҫӗре ӗҫе куҫма пуҫларӗҫ.

Вара пире, ҫамрӑк ӗҫченсене, шеф пуҫтарчӗ те ҫапла сӑмах каларӗ: имӗш эпир коллектив кӑна мар, команда пулмалла, пурте ӗҫлеҫҫӗ, пурте ывӑннӑ, анчах эпир пӗр ӗҫ тӑватпӑр та, пӗрлех юлмалла...пӑрахса каякансем -- намӑссӑр, хӑравҫӑсем, укҫа чурисем.

Итлерӗмӗр, нимӗн те чӗнмерӗмӗр. Тепӗр уйӑхра хамӑр отделтан пӗр харӑс виҫҫӗн урӑх ҫӗре куҫрӑмӑр. Мӗншӗн тесен идея манӑн хваттершӗн тӳлемест, хырӑма тӑрантмасть. Выҫӑлла идея ма-тӑр илӗртмест ҫав.

Эпӗ ун чухне пире шеф тӳлемесӗрех ӗҫлеттересшӗн тесе, ку вара "традиционные ценности" пулнӑ иккен.

Сӑмахран, компанийӗ кун хыҫҫӑн икӗ ҫултан пачах саланчӗ.

P.S. скрин ҫинче палӑртнине, ман шутпа, тӗрӗссипе урӑхларах ӑнланмалла:
https://t.me/chushu/1316

#longread
Мӗншӗн арҫынсем сахал пурӑнаҫҫӗ?

Пирӗн арҫынсем вӑтамра хӗрарӑмсенчен 10 ҫул сахалтарах пурӑнаҫҫӗ, пурнӑҫ вӑрӑмӑшӗ вӑтамра вӗсен -- 65 ҫул кӑна.

Ҫак япалан биологиллӗ тата социаллӑ сӑлтавсем пур.

Биологиллӗ:
1. Виҫҫӗ тултариччен арҫын ачасем нумайрах вилеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсен тӗрлӗрен ҫуралнӑ чухнех пулнӑ чирсем ытларах тӗл пулаҫҫӗ.
2. Ҫитӗннӗ хӗрарӑмсен эстроген гормон нумай, вӑл ҫыннӑн чӗрине тата юн тымарӗсене хавшанасран сыхлать.

Социаллӑ сӑлтавсен пӗлтерӗшӗ пысӑкрах, мӗншӗн тесен пирӗн арҫынсем ҫитӗнсенех хӗрарӑмсенчен ытларах вилме пуҫлаҫҫӗ. Биологи ӗҫӗ кунта ҫук.

⬇️⬇️⬇️
Хӗрарӑмсемпе танлаштарсан арҫынсен:

💀 Суицид - 7 хут нумайрах
🚑 ДТП - 5 хут нумайрах
🍷 Эрех ӗҫеҫҫӗ - 5 хут нумайрах
(пӗтӗм тулашри вилӗмсен сӑлтавӗсен ⅔ пайӗ)
🫁 Туртаҫҫӗ - 2-3 хут нумайрах
🩸 Кунсӑр пуҫне тата криминаллӑ сӑлтавсемпе ҫамрӑклах вилме пуҫлаҫҫӗ.

Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, 2020-2022 ҫулсенче арҫынсем нумай ӗҫме тата туртма пуҫланӑ, ҫакна юлашки ҫулсенчи вӑйлӑ стресс витӗмӗпе ӑнлантараҫҫӗ.

Арҫынсен йышӗнчен ҫурри 40 ҫултан иртсен гипертония чирӗпе аптӑрать, анчах нумайӑшӗ (75%) кун ҫинчен пӗлмеҫҫӗ те - килӗнче тонометр ҫук, врач патне кайма мӑнаҫлӑхӗ мешетлет (арҫын яланах хӑйне вӑйлӑ пек кӑтартасшӑн, ишӗлме пуҫласан та паттӑрланать). Кунтан - ир инфаркт тата инсульт пулать. Гипертония чирне контроле илсен вара сывӑ ҫын пекех пурӑнма пулать.

⬇️⬇️⬇️
Пӗтӗмлетӳ.
1. Арҫынсем стресс тата ҫилӗ ҫӗнтермелли мелсене пӗлмеҫҫӗ. Вӗренес пулать, тӗрлӗ практикӑсем пур. Пулӑшу кирлӗ пулсан психотерапевтсем патне кайма вӑтанмалла мар - вӗсем пире ҫак тӗнчепе тата хамӑрпа килӗшӳллӗн пурӑнма пулӑшаяҫҫӗ.

2. Арҫын ачасенче агресси ырлама пӑрахмалла, ҫилӗпе "ӗҫлеме" вӗрентмелле, вӑйне усӑ енне ҫавӑрмалла. Унсӑрӑн криминаллӑ ӗҫсен шучӗ ӳсет кӑна.

3. Сывлӑх упрассишӗн кашни хӑй тӑрӑшмалла. Машина тем пек чаплӑ пулсан та вӑхӑтлӑ ТО иртмелле, атту ҫӗмрӗлет.

🔹Сирӗн кашнийӗн пурнӑҫӑр -- паха, эсир кашни -- кирлӗ. Упрӑр хӑвӑра, тархасшӑн.

Ҫӑлкуҫсем:
https://population.un.org/dataportal/data/indicators/61/
http://www.demogr.nes.ru/index.php/ru/demogr_indicat/data_description
http://www.demoscope.ru/weekly/2021/0911/suicide.php
https://www.ncbi.nlm.nih.gov/pmc/articles/PMC3943390/
https://media.mvd.ru/files/embed/3935922
https://www.rbc.ru/economics/11/01/2023/63bd3e659a79471e333907fa
https://cardiovascular.elpub.ru/jour/article/view/22/26
https://www.who.int/ru/news-room/fact-sheets/detail/hypertension

#longread
⚡️"Хавал" тӑрӑшнипе ашшӗ-амӑшсем валли икӗ чӗлхеллӗ ача ӑнӑҫлӑ ӳстерме пулӑшакан брошюра хатӗр!

Хӑвӑр усӑ курӑр, малалла сарӑр!

P.S. Эстонларан вырӑсла куҫарни кунта:
https://t.me/chushu/899

#нумай_чӗлхелӗх
Чӑвашла мӗнле "калаҫаҫҫӗ":

Ӗне: мук
Сурӑх, качака: мекекек
Сысна: нӑрх-нӑрх
Сысна ҫури: нӑрик-нӑрик
Лаша: ихаха
Йытӑ: ав-ав
Кушак: мяук, мӑр-мӑр
Ҫерҫи: чим-чим
Кӑвакарчӑн: кӑрӑл-кӑрӑл
Курак: кранк-кранк
Шӑнкӑрч: ши-и
Кӑвакал: нарт-нарт
Хур: кикак-какак
Автан: кики рик ку!
Чӑхӑ: кӑт-кӑт-кӑт, кӑтик-кӑтик
Кӑркка: кӑлтӑр-кӑлтӑр
Чӗпӗ: чип-чип
Тӑрна: тӑрлинк-тӑрлинк
Шапа: кӑвак-кӑвак
Сехет: чӑк-чак
Ҫӑмӑр ҫӑвать: пӑтти-патти, шӑпӑр-шӑпӑр
Аслати авӑтать: кӗмсӗр-кемсӗр
Пӗччен кӑна, пӗччен уйӑх пӗччен,
Пӗччен мар-ха, ҫӳлте хӗвел пур.
Пӗччен кӑна, пӗччен эпӗ пӗччен,
Пӗччен мар-ха, ҫӳлте Турӑ пур.
(Чӑваш халӑх юрринчен)

Мӗншӗн ҫынсем пӗр-пӗрне пулӑшаҫҫӗ?

Биологи енчен ҫынсем - социаллӑ тата иерархиллӗ чӗрчунсем.
Иерархи ҫутҫанталӑкра мӗнле йӗркеленет: ытларах вӑйпа. Кам вӑйлӑрах, кам ыттисене килӗшме пӗлет, кам хӑй енне ытларах ҫын явӑҫтараять - ҫавӑн шайӗ ҫӳлерех.
Анчах агрессипе кӑна пӗтӗм ушкӑн ырлӑх курас ҫук, ҫавӑнпа пурӑнас тесен ушкӑн пайташӗсем пӗр-пӗрне пулӑшса тӑмалла.

Ҫакӑнта икӗ механизм ӗҫе пуҫлаҫҫӗ:
1. Шалти (эмпати, намӑс)
2. Тулашри (йӗркесем)

💕Эмпати - урӑх ҫыннӑн кӑмӑл-туйӑмне ӑнланма тата хамӑрӑнни пек йышӑнма пултарни. Ытларах тата лайӑхрах пирӗншӗн ҫывӑх, хӑклӑ е "пирӗн" пек шутланакан ҫынсемпе ӗҫлет.
Ку япала пирӗн прошивкӑра, тӗкӗрлӗ нейронсем ҫакӑншӑн яваплӑ.
Ҫынсем хушшинче сасартӑк сирӗн ҫыврас килнипе ҫӑвар карӑнсан сӑнаса пӑхӑр: камӑн хӑвӑртрах сирӗн хыҫҫӑн ҫӑварӗ карӑнать? Ҫавна эсир килӗшетӗр.

🫣Намӑс - эпир хамӑра тӗрӗс мар тыткаланине пӗлсе аван мар туйни. Ҫын - пӗртен-пӗр пичӗ хӗрелме пултаракан примат. Пит пиҫнипе эпир ыттисене кӑтартатпӑр: эпӗ йӑнӑшрӑм, мана намӑс, каҫарӑр, тархасшӑн.

Ҫапла эмпати пире ҫывӑх ҫынсене пулӑшма хӗтӗртет, намӑс туйӑмӗ вара хамӑра ҫын евӗрлӗ пулма сӗнет.

Анчах ҫак механизмсем пӗчӗк ушкӑнсенче кӑна ӗҫлеҫҫӗ. Ҫынсем нумайӑн тата пӗр-пӗрне пӗлмеҫҫӗ пулсан йӗркеллӗ тыткалаттаракан урӑх меслетсем кирлӗ.

👁Пӗрремӗшӗнчен ҫак теллевпе тӗнсем пулса кӑйнӑ. Тӗнсен функцисем нумай, анчах социум валли вӗсенчен чи кирлисем ҫаксем:
▪️Этика кодексӗ
▪️Ҫынсене пӗрлештерни (пӗрле пухӑнни, юрлани, пӗр пек япаласем туни, пӗр пек уявлани ҫынсене пӗччен мар пек туйма пулашать)
▪️Ҫынсене лӑплантарни (вилӗмрен хӑранипе хӑйӗн евӗрлӗ кӗрешни)

Пирӗн темӑпа этика кӑсӑклӑрах.
Тӗн хӑйӗн йӗркипе ҫынсене пӗр-пӗринпе килӗшӳллӗн пурӑнма пулӑшать, пӗр-пӗрне пулӑшма сӗнет - унсӑрӑн ҫылӑх пулать имӗш. Авраам тӗнӗсенчи догмисен 70% пек - "эпӗ санӑн пӗртен-пӗр, чӑн-чӑн тата чи вӑйлӑ турру, мана килӗшес тесен пӑхӑн мана ак ҫапла тата ак ҫапла" тени.
Ҫапла вара ҫынсен пысӑк ушкӑнӗнчӗ турӑ пурне те ӗҫӗсем тӑрӑх хакласа тӑракан "альфа", чи ҫӳллӗ шайри ҫын вырӑнне йышӑнать. Экспериментсем тӑрӑх, пуш пӳлӗмре пысӑк куҫ ӳкернӗ пулсан, ҫынсем хӑйсене йӗркеллӗрех тыткалаҫҫӗ тет (камера умӗнче тормоз пусатӑр-и? Ҫавӑ ҫав.) Ҫапла вара турӑ "йӑлт курни" ӗненекенсене те ирӗксӗрех ырӑ пулма тӗртет.

Ҫапла эксперимент ирттернӗ: икӗ ушкӑна грамматика йӑнӑшӗсене тӳрлетме икӗ тӗрлӗ текст панӑ. Пӗр текст - нейтраллӑ, тепри - тӗнпе ҫыхӑннӑ.
Экспериментӑн иккӗмӗш пайӗнче ушкӑнсенчи ҫыннисен альтруизм шайне виҫнӗ. Тӗнпе ҫыхӑннӑ текст тӗрӗслекенсем ытларах альтруизм кӑтартнӑ, тата ҫав ушкӑнри ҫынсем ӗненекен е атеист пулни уйрӑмлӑхӗ ҫук тет - тухӑҫӗ ҫавах.

Тӗн хыҫҫӑн ҫынсем хӑйсене валли ҫырса хунӑ йӗркесем йышӑннӑ, явап тыттарма ятарлӑ система шутласа кӑларнӑ.

Ҫӳлерех ҫырса кӑтартни пек тепӗр эксперимент ирттернӗ, анчах пӗр ушкӑнне хальхинче тӗнпе ҫыхӑнни вырӑнне граждан правипе ҫыхӑннӑ текст малтан тӗрӗслеттернӗ. Ҫак ушкӑнӑн та ҫаплах альтруизм шайӗ нейтраллинчен ҫӳлерех пулнӑ тет.

Ҫӑлкуҫсем:
https://www.litres.ru/book/frans-de-vaal/istoki-morali-v-poiskah-chelovecheskogo-u-primatov-7616711/chitat-onlayn/
https://science.theoryandpractice.ru/posts/13759-psychology-of-religion
http://www.openspace.ru/article/518
http://anthropology.ru/ru/text/markov-bv/filosofskaya-antropologiya-xx-veka#genealogiya-antropologicheskogo-povorota-v-filosofii
https://www.litres.ru/book/evgeniy-ilin/psihologiya-pomoschi-altruizm-egoizm-empatiya-6059848/

#longread
Сӑмах тата шухӑш ҫинчен

"Ҫӗр" тесе каласан эсир мӗн ҫинчен шутласа илетӗр? Ҫӗр-100, ҫӗр-планета, ҫӗр-тӑпра, ҫӗр-вырӑн, ҫӗр-каҫ е ҫӗр-макӑр?
Пӗр сӑмах - пӗр япала текен йӗрке ҫук вӗт.

Пӗр-пӗр вырӑн пулсан, ӑна "ҫӗр" тесе кӑна мар, тата "вар", е "лупашка", е "тип ҫырма" теме пулать. Апла пулсан пӗр япалана темиҫе сӑмахпа ӑнлантарма пулать.

"Йӑмра" тесен мӗнле йӑмра куҫ умне килет? Ватӑ, ҫӑмрӑк, ҫӳллӗ е лутрашка, симӗс е хӑмӑр, ҫул хӗрринче ӳсет, е пӳрт ҫумӗнче, е ҫырма хӗрринче? Манӑн пуҫри йӑмрана урӑх ҫыннӑн йӑмрипе танлаштарсан - ку вӑл икӗ пач тӗрлӗ йывӑҫ пулать.

Ку-ха вӑл чи ансат тӗслӗхсем, пӗрер сӑмах кӑна.
Пӗр ҫын теприне мӗн-тӗр каласа панӑ чухне хӑйӗн шухӑшне тепӗр ҫыннӑн пуҫӗнче вырнаҫтарма тӑрӑшать. Анчах шухӑшсем валли блютуз шутласа кӑларман-ха, ҫавӑнпа та итлекен ҫын илтнӗ сӑмахсене хӑй евӗрлӗ ӑнланса йышӑннӑ шухӑш пӗрремӗш ҫыннӑнни пек пулмасса та пултарать.

Эпир пӗр-пӗрне ӑнланни апла питӗ асамлӑ япала 🙂