Чӑвашла шухӑшла
461 subscribers
719 photos
28 videos
32 files
253 links
Чӑвашла пуҫа ӗҫлеттеретпӗр.
Ҫыхӑну: @chushu_bot
Download Telegram
Усал улӑштарнӑ ача

Ӗлӗк-авал, вакцинаци, антибиотиксем тата путлӗ чир диагностики пулман чухне, ачасем пӗчӗкле нумай вилнӗ. Ҫынсем кун пек чирсене ӑнлантарма пӗлмен. Ҫавна кура пӗтӗм тӗнчепе пӗрпӗкрех мифсем пулса кайнӑ: ҫыннӑн сывӑ ачине темле усал хӑйӗн сусӑр е ахаль нумай макракан ачапа улӑштарса хӑварать имӗш.
Ҫав усалӗ сывӑ ачана тавӑртӑр тесе чирлӗ "улӑштарнӑ" ачине вӑйлӑ хӗнемелле пулнӑ имӗш.
Пирӗн те кун пек халлап пур.

Каҫӑ:
https://en.wikipedia.org/wiki/Changeling

Текст ⬇️⬇️⬇️
#халлап
Улӑштарнӑ ача ҫинчен

Ийе вӑл шуйттан тавраш, вак усал. Вӑл мунчара та, пушӑ пӳртре те пурӑнать тет. Ваттисем ҫапла каланӑ: «Ачана пӳрте пӗччен хӑварма юрамасть, усал улӑштарса каять», — тенӗ.
Ийе вара ҫыннӑн ачине илсе кайса хӑйӗн уксак, суккӑр, чӑлах, сӗлекеллӗ ачине парса хӑварать тет, е урӑх тӗрлӗ чирлӗ ача парса хӑварать тет. Ийе улӑштарнӑ ача пуҫне тӳрӗ тытаймасть, сӗлекине юхтарать, ахӑлтатса кулать, аллисемпе пӗрмаях вылять тет.

Ийе хӑй ачине каялла илсе кайса ҫын ачине кӳрсе патӑр тесен, акӑ ҫапла тӑваҫҫӗ. Сывӑ мар ачана (ийе улӑштарнӑ ачана) вӗри мар кӑмакана пӑрахаҫҫӗ. Кӑмака ҫӑварӗ умне типӗ, тылламан йӗтӗн хураҫҫӗ те вут чӗртсе яраҫҫӗ. Пӗр хӗррине ийе кӗмелӗх уҫӑ хӑвараҫҫӗ.
Вара йӗплӗ хулӑ илеҫҫӗ те кӑмака умӗнче ийе ачине хӗнетпӗр тесе ҫапаҫҫӗ: «Ак сана, ийе ачи! Ийе каялла илсе каймасан, сана вӑйлӑ хӗнетпӗр те ҫунтаратпӑр!» — тесе ҫапаҫҫӗ.

Ача кӑмакара макӑрса выртать. Унтан тата хытӑрах: «Ийе, ман ачана каллене пар, памасан сан ачуна вӗлеретпӗр!» — тесе, ачана кӑларса, ерипен ҫапаҫҫӗ.
Ийе вара, хӑй ачине хӗрхенсе, ҫын ачине калла пырса парать тет, хӑй ачине калла илсе каять тет.

#халлап
"Ҫичӗ ют" тата "юн тасалӑхӗ" ҫинчен

"Юн тасалӑхӗшӗн" кӗрешекен ҫынсен Габсбург династийӗн историйӗпе паллашмалла. Вӗсем ӗмӗр-ӗмӗрех пӗр-пӗрин тӑванӗсемпе пӗрлешнӗ, ҫавна пула ачисен хушшинче ӳт-пӗвӗ енчен те, ӑс-хакӑлӗ енчен те тулли ачасем сайра тӗл пулнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, ачисем чӗрӗ юласси те сайра пулнӑ.

Ҫак тискер инбридинг тӑрринче -- 1661-мӗш ҫулта ҫуралнӑ Карл II, Испани патши. Унӑн чирӗсемпе медицина справочникне тултарма пулать, вӑл 38 ҫула ҫити пурӑнайни те тӗлӗнмелле япала. Тӗслӗхрен, вӑл сакӑр ҫула ҫитиччен утма вӗренеймен, кукӑр янах шӑмми ӑна йӗркеллӗ ҫиме те, калаҫма та паман. Патшалӑх ӗҫне вӑл, паллах, хутшӑнман, икӗ хут авланса та ачисене хӑварайман.

Ахаль ҫыннӑн ӑрӑвӗнче пиллӗкмӗш сыпӑкра 32 мӑн аслашшӗпе асламӑшӗ пулмалла. Карлӑн вара вӗсем пурӗ 10 кӑна пулнӑ.

Ҫавӑнпа мӗн ӗлӗкренех тӗрлӗ культурӑсенче ҫывӑх тӑвансене авланма/качча кайма юраман, вӑл чи авалхи табусенчен пӗри. Кун пек табу ҫынсен кӑна мар, шимпанзе упӑтисен те пур. Чи ӑслӑ чӗрчунсем генетикӑллӑ полиморфизм пахалӑхне интуитивлӑ чухланӑ: ашшӗпе амӑшӗ пӗр-пӗринчен тӑванлӑх енчен инҫерех пулни популяци сывлӑхне ҫирӗплетет иккен.

Пирӗн те ҫакӑн валли "ҫичӗ ют" термин пур:
Ҫичӗ ютран килчӗ ют
Атте килне хӑтана.
Сарӑ хӗре ҫураҫать
Ҫичӗ ютри пуяна.
("Нарспи", К.В. Иванов)

"Ҫичӗ ютри" -- ҫичӗ сыпӑкра тӑванлӑ мар ҫын.

Эсир хӑвӑрӑн миҫе сыпӑкри тӑвансене пӗлетӗр?
Кӗнеки малтан килӗшмерӗ, интереслӗ мар пек туйӑнчӗ. Унта ковид вӑхӑтӗнче карантинра ларнӑ чухне вуннӑмӗш класри ачасем пӗр-пӗринпе ҫырӑнаҫҫӗ, унтан хӑйсен шухӑшӗсене кун кӗнекине ҫырса хураҫҫӗ.
Вуланӑҫемӗн кӑсӑклӑрах пулса каять: ҫамрӑксем пӗрремӗш хут пысӑк ыйтусем ҫинчен шухӑшласа хӑйсен пуҫӗсене ватаҫҫӗ.

Ҫамрӑксене валли ҫак кӗнеке уйрӑмах усӑллӑ пулмалла пек туйӑнчӗ, анчах та виҫ ҫул хушшинче те пин экземплярлӑ тираж сутӑнса пӗтмен -- те ковид теми чӑх пӑх тути каланипе, те ҫамрӑксем чӑвашла вуламаннипе. Шел.

#кӗнеке
Forwarded from Сергеевна (Саша)
Выҫӑ арӑслан антилопӑна шыраса тупма пулӑшакан туйӑмсене ҫеҫ йышӑнса туять. Ҫав вӑхӑтра ҫисе тӑраннӑ арӑсланӑн тӗллевӗ - хӗвел ӑшшипе киленесси. Вӑл халь тума май ҫук ӗҫ ҫинчен, малашлӑх ҫинчен шухăшласа пуҫне ватмасть, иртнӗ ӑнӑҫсӑрлӑхсемшӗн кулянмасть.
("Поток: Психология оптимального переживания", Михай Чиксентмихайи)

Хӑш-пӗр чухне тутӑ арӑслан пек пулас килет, пулса иртни тата пуласлăх ҫинчен пӑшӑрханмасӑр. Ҫук япаларан хӑрамасӑр. Арӑслан философ мар, апат ҫиет те хӗвел айне выртать.
⚡️Питӗ усӑллӑ япала!
Пурне те хутшӑнма сӗнетӗп.
Мур хыҫҫӑн

Мур тесе хӑрушӑ, нумай вилӗм илсе килекен чирсене каланӑ, кунта вӑл -- plague, чума.
14-мӗш ӗмӗрте ҫав чир ҫынсен йышне ҫурмалла сахаллатнӑ, ҫитменнине, чирне пыйтӑсем сарнипе, унпа ытларах чухӑнсем аптранӑ. Аса илмелӗх, 14-мӗш ӗмӗр вӑл феодализм вӑхӑчӗ, ун чухне ҫын мӗнле ҫемьере ҫуралнӑ, ҫавӑн ӗҫне малалла тӑснӑ: хресчен ачи хресчен пулнӑ, улпут ачи -- улпут.

Анчах та мур иртсе кайнӑ хыҫҫӑн лару-тӑру улшӑннӑ. Ӗҫченсем хӑйсен йышӗ сахалланнине асӑрханӑ, халӗ вӗсем лайӑхрах тӳлекенсене суйлама пултарнӑ, ӗҫне улӑштарма пултарнӑ. Ватӑ тимӗрҫӗ ӗлӗк хӑйӗн ӗҫне хӑйӗн ывӑлне кӑна вӗрентнӗ пулсан, халь вара хӑть кама та илме хатӗр пулнӑ.
Ҫӗр нумай та йӳн пулса тӑнӑ, тата ҫӗр ӗҫлекенсем сахал пулнипе вара унта кӗтӳ кӗтнӗ. Ҫынсем лайӑхрах пурнӑҫ шыраса нумайрах куҫса ҫӳреме пуҫланӑ.

Малтан аслӑ ывӑлсем кӑна эткер илме пултарнӑ пулнӑ, кайран кӗҫӗннисене те, хӗрӗсене те эткер уйӑрма пуҫланӑ. Хӗрарӑмсен прависем тата упчари вырӑнӗсем ҫавна кура ҫирӗпленнӗ. Чиркӳсенче пупсем ҫитмен, вилнисен вырӑнне ҫамрӑк пупсем килнӗ, вӗсем вара пӗлӳсем ҫитменнипе ӗлӗкхи йӗркесенӗ ҫирӗп тытма пӗлмен, хӗрарӑмсем тӗн ӗҫӗсенче тата ахаль пурнӑҫра ытларах палӑрма пуҫланӑ.

Ҫак улшӑнусем пуянсене питӗ килӗшмен, паллах. Ятарлӑ саккунсем йышӑнса вӗсем "иртӗхнӗ хресченсене" каялла алла илесшӗн пулнӑ. Хресченсем вӑйлӑ пӑлханнипе ҫав саккунсем Хӗвеланӑҫ енче вӑй илеймен. Хӗвелтухӑҫ Европӑра вара патшасем ҫав пӑлхавсене пусарайнӑ, ҫавӑнпа унта крепостла йӗрке текенни ҫирӗпленсе кӑна кайнӑ.

Ирӗклӗхпе пӗрле мур хыҫҫӑнхи вӑхӑт тата курайманлӑх вӑррисене те илсе килнӗ. Хӑрушӑ чир ӑҫтан-мӗншӗн килнине пӗлмесӗр ҫынсем кама кӑна айӑпламан. Тӗслӗхрен, мӑсӑльмансем халӑх хӗрарӑмсене пула ҫылӑха кӗнипе тӗнче пӗтме пуҫланӑ тесе шутланӑ, ҫавӑнпа тӗн енчен хаярланнӑ, хытӑрах йӗркесене ҫирӗплетнӗ.
Ҫаплах тата нумай ҫӗрте ют халӑхсене, уйрӑмах еврейсене тата чикансене, ытти куҫса ҫӳрекен ҫынсене чир сарнӑ тесе айӑпланӑ, вӗсене хӑваланӑ, вӗлернӗ, йышӑнман.

Ырри те пулнӑ: пӗтӗмӗшле Европӑра майӗпен пурнӑҫ хакӗ ӳснӗ, гуманизм ҫуралнӑ. Этем хӑйӗн ҫӗр ҫинчи пурнӑҫне пӗрремӗш хут пысӑка хунипе Италире ҫӗнӗ пысӑк тапхӑр -- Ренессанс -- пуҫланнӑ.

#longread
Икӗ ачан икчӗлхелӗхӗ ҫинчен

Кашни ҫур ҫул хамӑн ачасен чӗлхе аталанӑвӗ ҫинчен ҫыратӑп:
1⃣ ача малтан вырӑсла лайӑхрах калаҫни ҫинчен
2⃣ чӑваш чӗлхине тӳрлетни ҫинчен
3⃣ логопедиллӗ проблемисем

Паян кун аслӑ ывӑл 4,6 ҫулта, вӑл логопед патне ҫӳрени 4 уйӑх. Садика та кӑҫалтанпа ҫӳрет, унта пурте вырӑсла калаҫаҫҫӗ паллах.
Логопед патне ҫӳренин уссине пит курмарӑм-ха: хальччентемпе сасӑ лартма пуҫлаймарӗ, ытлашши нумай йӑнӑш тусан ачан кӑмӑлӗ пӑсӑлать те вӑл урӑх ӗҫлесшӗн мар пулать. Анчах та логопедпа та эрнере иккӗ, манпа тата кашни кун чӗлхе гимнастикине тата массаж тунин усси курӑнать: с, з, ш сассисем халь йӗркеллӗ, тата т, д, л, р юлчӗҫ.

Паян мана унӑн "хӑйне тыткалани" ҫинчен аслӑрах логопед патне калаҫма чӗнчӗҫ. Вӑл ачана диагностика тунӑччӗ.
1. Ача имӗш иртӗхнӗ, ҫавӑнпа итлесшӗн мар, ӗҫлесшӗн мар. Эпӗ ача хыҫҫӑн каятӑп имӗш.
2. Эпир килте икӗ чӗлхепе калаҫнипе ачан чӗлхе шайӗ час хӑпармасть, ҫавӑнпа ӗҫ хӑвӑртах кайтӑр тесен килте пӗр чӗлхе ҫине куҫмалла.

Икӗ тезиспа та эп килӗшес ҫук.
Пӗрремӗшне тӗкӗнместӗп, иккӗмӗш ҫинчен каласа хӑвармалли пур:
🔹Икӗ чӗлхеллӗ ачан кашни чӗлхепе "словарный запас" унӑн пӗр чӗлхеллӗ тантӑшӗсенчен пӗчӗкрех пулни йӗркеллӗ япала. Ку япала вӑхӑтлӑха кӑна, кайран, шкула кайиччен е (чи кайри) вӑтам шкула куҫиччен вӑл шайлашать.
🔹Сасӑ проблемисем икӗ чӗлхелӗхпе ҫыхӑнман, кун пирки ҫирӗп тӗпчевсем пур (ача пӗр чӗлхере пӗр-пӗр сасӑ калаймасан, вӑл ӑна урӑх чӗлхере те калаймасть). Ҫавна кура пӗр чӗлхе ҫине куҫни хӑвӑртрах сасӑ лартма пулӑшмасть.
🔹Пирӗн ҫӗршывра 80% вырӑс пурӑнать, вӗсем пурте тенӗ пек пӗчӗкрен пӗр чӗлхеллӗ кӑна. Ытти 20%-ран та хӑшӗсем килӗнчӗ вырӑсла кӑна калаҫнӑ.
Ҫавна кура пирӗн логопедсем, уйрӑмах республикӑсен тулашӗнче, мӗн пӗчӗкрен икӗ чӗлхеллӗ ачасене сайра кураҫҫӗ, вӗсен нормисем урӑхла пулнине пӗлмеҫҫӗ.

⚠️ Ашшӗ-амӑшӗ яланах ачине ырӑ кӑна сунать, ҫавӑнпа логопедсем кун пек канашсем парсан нумайӑшӗ итлеҫҫӗ. Ҫак канашсем пулӑшмаҫҫӗ кӑна мар, сиенлӗ иккенне пурин те пӗлмелле.

Эпир хамӑрӑн логопед патне ҫавах ҫӳреме шут тытрӑмӑр. Паян ак пурпӗр прогресс пулчӗ -- педагог мӗн каланине ача йӑлтах савӑнса турӗ тет, чиперех ӗҫлерӗ тет. Майӗпен пулсан та, усси пулатех тетӗп.

Кӗҫӗн ывӑл иккӗре халь. Эпӗ те, пиччӗшӗ те унпа ҫуралнӑранах чӑвашла калаҫнипе вӑл хӑйӗн ҫулӗсем валли питӗ лайӑх тата нумай калаҫать. Вырӑсла кӑштах сахалтарах, анчах куншӑн эп пӑшӑрханмастӑп, вӑл-ха кӑҫал садика каять.
Уйрӑмах мана мӗн килӗшет: вӗсем хӑйсен хушшинче 95% вӑхӑт чӑвашла калаҫаҫҫӗ.
Ҫапла диалог пӗр кун илтрӗм:
-- Пичче, пойдём! 😊
-- Эс мӗн манпа вырӑсла калаҫан? 🤨

#нумай_чӗлхелӗх #ачалӑх #longread
Forwarded from Добрейшая Чувашия (Лена Лукьянова)
Фотопроект Ксении Максимовой о некрещеных чувашах Самарской области получил награду за выдающиеся достижения (Award of Excellence) на конкурсе Pictures of the Year Asia 2024.

https://poy.asia/competitions/poyasia2024/awards/cultural-practices/ancestral-faith-by-ksenia-maksimova/

Сам репортаж на русском можно прочесть в «Таких делах»:

https://takiedela.ru/2024/04/tura-vse-znaet/