Эффект бутылочного горлышка - мĕн вăл? Ген тĕрлĕше тăвăрланни.
Пĕр халăхăн хăйен ахаль халĕнче тĕрлĕрен генсем пур, тĕслĕхрен, 1000 тейĕпĕр. Çак хал çынсен нумайĕшĕ пĕр-пĕринчен вăйлă уйрăлнине пĕлтерет. Кун пек популяци вăйлă, çĕр çинче çирĕп тăрать, ачисем сывлăхлă ÿсеççĕ.
Енчен те çак халăхпа пысăк инкек пулсассăн, 80% вилсен, ген тĕрлĕше чухăнланать, пирĕн тĕслĕхпе 200 тĕрлĕ ген кăна тăрса юлать. Çав чĕрĕ юлнă çынсем хушшинче епле те пулин генлă хăрушă чир пулсан тепĕр 1000 çултан халăх хушшинче çак чир чылай сарăлать.
Атăлçи Пăлхар 1236 çулта çавăн пек инкеке лекнĕ. Чăвашсем хушшинче вара халь икĕ чир пит сарăлнă:
1. Остеопетроз
2. Эритроцитоз

Çакăнтан пит хăрама кирлĕ мар, этем ик уран тăнăранпа çак амака темиçе хут та иртнĕ.
Чăвашсен юнĕнче темиçе халăх юнĕ юхать.
Ытти халăхсемпе хутшăнма хăрамалла мар, чĕлхепе культура çухатасран хăрамалла.
https://chuvash-hebrew.livejournal.com/2063.html#cutid1
Чăвашсен юнĕнче темиçе халăх юнĕ юхать.
Ытти халăхсемпе хутшăнма хăрамалла мар, чĕлхепе культура çухатасран хăрамалла.
https://chuvash-hebrew.livejournal.com/2063.html#cutid1
Асăмра (кăркăс чĕлхинчен куçарни)
Çулталăк хушшинче
Сăртлă тусем патĕнче
Сарчечек суйласа татакан
Саламлă пике асăмра.
Хама сана парас теп
Ĕмĕрех чечек пуçтарас теп
Калаçу кунĕсем асăмра
Пурнăç вăрттăнĕ çинчен.
Çеçен тури тул çуталнăччĕ
Сайра çăлтăр курăнатчĕ
Халиччен эс астăватăн-и
Ыталанса пăхса кулнине?
Яту çинчен шутласа инçетре
Чĕреçĕм санран юлмарĕ
Хальхи савăк яшсен те
Хăвăн пек хĕр пултăрччĕ.
#юрӑ
Çулталăк хушшинче
Сăртлă тусем патĕнче
Сарчечек суйласа татакан
Саламлă пике асăмра.
Хама сана парас теп
Ĕмĕрех чечек пуçтарас теп
Калаçу кунĕсем асăмра
Пурнăç вăрттăнĕ çинчен.
Çеçен тури тул çуталнăччĕ
Сайра çăлтăр курăнатчĕ
Халиччен эс астăватăн-и
Ыталанса пăхса кулнине?
Яту çинчен шутласа инçетре
Чĕреçĕм санран юлмарĕ
Хальхи савăк яшсен те
Хăвăн пек хĕр пултăрччĕ.
#юрӑ
Топ 5 аннен сăмахĕсем:
1. Тухăр çиме, яшка антартăм, час сивĕнет акă
2. Сĕтел çине сăтăрса илнĕ хыççăн тепренчĕксем хăварсан упăшку кукша пулать
3. Çÿç-пуçна пуçтар, алпасти пек ан çÿре
4. Сана валли куян кучченĕç парса ячĕ
5. Уруна тăхăн, çара çерçи
#каларӑш

Hurzarin
Alanskaya
Алансен халăх кĕвви (алансем - иран чĕлхиллĕ халăх)
#юрӑ
#юрӑ
Чăваш ачисем пĕчĕкренех ик чĕлхе пĕлеççĕ:
Кошка брысь, кошка брысь
Алӑк ҫумне не ложись
Атту бабушка придет
Такӑнать те упадет
#сӑвӑ
Кошка брысь, кошка брысь
Алӑк ҫумне не ложись
Атту бабушка придет
Такӑнать те упадет
#сӑвӑ
Шалавар - шалпар йĕм, арçынсем те, хĕрарăмсем те тăхăнаççĕ. Унпа лашана утланса ларма сĕре меллĕ, çавăнпа куçса çÿрекен халăхсенче пит анлă сарăлна япала. Шăрăх климатлă çĕршывсенче халăх костюм шутне кĕрет.
Иран чĕлхисенчен килнĕ сăмах, вырăс чĕлхине ШАРОВАРЫ пек кĕнĕ.
#сӑмах
Иран чĕлхисенчен килнĕ сăмах, вырăс чĕлхине ШАРОВАРЫ пек кĕнĕ.
#сӑмах
Паян казахсен пĕр паттăрĕ çинчен каласа парас килет. Паллашăр - Кожаберген Тойлыбайсыншыулы (1663-1762), казах халăхĕн юрăçи, поэчĕ, паттăрĕ, çарпуçĕ, дипломачĕ, шурсухалĕ, тухтăрĕ. Унăн пурнăçĕ Казах ханлăхĕн чи йывăр саманара иртнĕ, Джунгар ханлăхĕ вăрçăпа килсе унăн 4 ывăлне вĕлернĕ, тăван çĕршывне аркатнă. Кожаберген жырау (юрăçă) чи паллă юрри - Елiм-ай (Тăван çĕршывăм).
Çĕршывăм (Елим=Ел=Эл=Ен)
Каратау пуçĕнчен ял куçса килет
Куçакан ялпа пĕчченçи тĕве пăрушĕ килет
Çĕршывăм, çĕршывăм.
Тăван çынсенчен уйрăлни начар иккен
Хура куçсенчен пăчлатса таса куççÿль ÿкет
Çĕршывăм, çĕршывăм.
Мĕнле самана ку самана? Асаплă самана
Таврăнсамччĕ малтанхи самана
Çĕршывăм, çĕршывăм.
Ашшĕнчен ывăлĕ, амăшĕнчен хĕрĕ уйрăлчĕ
Куçран куççуль кÿлленсе юхать
Мĕнле самана ку самана? Йывăр самана
Телей кайăкĕ алашран (Алаш – казах халăхĕ) вĕçсе кайнă самана
Чакăр тÿпене тăпрапа тусан хăпарать
Кун сивĕрех кăрлачран, хĕллерен хаяр
Мĕнле самана ку самана? Асаплă самана
Çапла пулать-ши тăта самана?
Йăмăкпа хура вырăна хăварсассăн
Куçран куççуль кÿлленсе юхать.
#куҫару