Чӑвашла шухӑшла
462 subscribers
719 photos
28 videos
32 files
253 links
Чӑвашла пуҫа ӗҫлеттеретпӗр.
Ҫыхӑну: @chushu_bot
Download Telegram
Чӑваш кӗнеке издательстви татах савӑнтарать.
Чи пӗчӗккисем валли тем пек лайӑх кӗнеке тупрӑм та тӳрех туянтӑм. Шалта пилӗк йӑпатмӑш, сылтӑм енче вӗсене чӑвашла итлеме юрать.
Кӗҫӗнни валли илтӗм те, аслине ытларах килӗшрӗ, йӑпатмӑшӗсене итлет, унтан хӑй каласа пама тӑрӑшать.

Хаклӑ мар, 430 тенкӗ кӑна. Ман шутпа, ҫак кӗнеке 4 тултарман ачасем валли питӗ чаплӑ парне пулма пултарать.
Тата чӑвашла вӗрентмелли чи паха материалсем.
Ман шутпа, вырӑсла ахалех куҫарнӑ, унсӑр усӑллӑрах пулӗччӗ, вырӑн сая яни кӑна - ну, юрӗ. Пурпӗр кирлӗ япала. Кун пекки нумайрах кирлӗ. Унсӑрӑн ача К.И. Чуковский вырӑс сӑввисене чӑвашлинчен лайӑхрах пӗлет.

Шухӑшсем пулсан пайлашӑр, тен, сирӗн те вӑйлӑ чӑваш кӗнекесем пур?
Ҫак куна пирӗн каналта яланхи #сӑмах рубрики сайра тухать, шел пулин те. Тӳрленме тӑрӑшӑп-ха малашне.

Сӑлтавӗ ансат та, кӑткӑс та: манӑн икӗ пӗчӗк ача, пӗри кӗҫ виҫҫӗ тултарать, тепри пилӗк уйӑхра. Ачасене эп ҫуралнӑранах чӑвашла калаҫтаратӑп, анчах та, виҫӗ ҫул иртсен, аслӑ ывӑл чӑвашла начар калаҫнине палӑртатӑп.

Сӑлтавӗсен йӗрки:
🙋‍♀ Чӑвашла калаҫакансем йӗри-тавра - эпӗ кӑна. Ҫителӗксӗр.
🤷‍♀ Ашшӗпе амӑшӗ хӑйсен хушшинче вырӑсла калаҫаҫҫӗ. Ирӗклӗ калаҫу тӗслӗхӗ ҫук.
🙅‍♀ Чи пӗчӗккисем (1-3 ҫулхисем) валли чӑвашла видео ҫук. Сӑпка юррисем кӑшт пур та, вӗсене шута илместпӗр.

Ҫак лару-тӑрура ача чӑвашла калаҫма пултараймасть. Тата часра детсада ярсан ача вуҫех вырӑсланса кайӗ.

Мӗнле тӳрлетӳсем кӗртес:
1. Чӑвашла видео тумалла.
Ача шӑл тасатнӑ чух кунне вуншар минут YouTube.Детям пӑхать. Ҫавна пула вӑл вырӑсла та акӑлчанла шутлама пӗлет, алфавит, ӳт-пӳ пайӗсене, тӗс тата геометри фигурисене пӗлет. Чӑвашла та пӗлет, анчах пит калаҫасшӑн мар. Чӑвашла тата вырӑсла амӑшпе пӗрле вӗреннӗ, акӑлчанла - хӑйессӗн, видео тӑрӑх.
Апла пулсан пире те видео кирлӗ: алфавит, шут, тӗс, апат-ҫимӗҫ, чӗрчунсем, унтан шӑл тасатни, горшок ҫине лармалли, ача пахчи, поликлиника ҫинчен. Видео кӗске (3 минутран кӗскерех), пӗтӗмпех чӑвашла, илемлӗ, колоритлӑ, техӗмлӗ пулмалла. Сӑмахсем ҫӑмӑл та кӗске пулмалла, юрӑ-сӑвӑллӑ пулсан тата лайӑх. Унсӑрӑн пӗчӗк пуҫа нимӗн те кӗмест.

2. Чӑваш чӗлхе хутлӑхӗ кирлӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫавна тивӗҫтерме май ҫук, анчах ачасем кӑшт ӳссен вӗсене кукӑшшӗ-кукамӑш патне яла яма пулать. Ирӗксӗр чӑвашла вӗренеҫҫӗ ун чух. Кукашшӗпе кукамӑшне ҫирӗп инструкци памалла малтан, атту мӑнукӗпе вырӑсла калаҫма пӑхаҫҫӗ. "Деда" теме "кукаҫей" тенинчен ҫӑмӑлрах вӗт.
Тата кӑшт ӳссен Хавал лагерьне яма пулать. Лайӑх ҫитӗнӳсем кӑтартаҫҫӗ тет, ачасем чӑваш чӗлхипе ҫывӑхрах паллашаҫҫӗ.

Ачасене мӗн пӗчӗкрен икӗ чӗлхеллӗ ӳстересси ҫинчен видео та пур, ун ҫинчен ҫырнӑччӗ: https://t.me/chushu/868
Тен, ӑна тезислӑн кӗскен кӑна каласа пама кирлӗ? Тепрехинче хӑтланса пӑхӑпӑр-ха.

Пӗтӗмлетӳ.
Ҫак кунран шут ҫинчен видео тума ларатӑп. Видео тӑвасси ман кӑштах опыт пур (ӗҫре инженерсем валли ҫӗнӗ ӗҫ программи ҫинчен курссем хатӗрленӗччӗ), анчах та эп педагог та, художник та мар. Темӗнле дендрофекальный япала туса кӑларӑп-ши, курӑпӑр) Срок - уйӑх, ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшччен хатӗрлеме тӑрӑшӑп.

P.S. Усӑлла шухӑшсем пур пулсан -- ҫырӑр, эп вулама хавас.

#нумай_чӗлхелӗх
Ҫак брошюра каналта упранса юлтӑр тетӗп.
#нумай_чӗлхелӗх
Forwarded from Тарай
Пирӗн патра ак кун пек кӗнеке пичӗтленсе тухрӗ.
Атӑл Тӑлмач - нейронлӑ алгоритмпа ӗҫлекен куҫаруҫӑ
http://translate.chv.su/

Атӑл.Тӑлмач — нейронлӑ алгоритмпа ӗҫлекен, чӑвашларан вырӑсла тата вырӑсларан чӑвашла куҫаракан тӑлмач. Ӑна «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» хатӗрленӗ. Ку тӑлмач сире чӑвашларан вырӑсла тата вырӑсларан чӑвашла куҫарма пулӑшаять.

Эсир хаклани чӑвашларан вырӑcла е вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ чухне тӑлмачӑн пахалӑхне ӳстерме пулӑшать.
"Паха тӗрӗ" иртнӗ эрнере Хусанта этнофестивальте тум-тир пуххисене кӑтартрӗ.
Капӑр шупӑрсем, илемлӗ кӗпесем, тухьи-пушмакӗ -- йӑлтах тем пек чаплӑ. Мӗн чухлӗ ӗҫ, вӑхӑт, вӑй хунӑ ҫавна -- ҫӗлекенсем мухтава тивӗҫ, маттурсем.

#пултаруллӑ_ҫынсем
Ун пек япаласене кам та пулин тӑхӑнать-ши е вӑл музейри пек -- куҫпа пӑх та аллупа ан тыт?

Артистсем тӑхӑнаҫҫӗ-и ӑна? Халӑх юрри юрлама ытлашши "ҫӗнӗлле" курӑнмасть-ши?
Е ахаль чӑвашла юрлама? (Ох, Клава Кока сарафан тӑханса сцена ҫине тухнӑ пулсан мӗнле кулӑшла пулӗччӗ).

Ахаль пурнӑҫра ун пек япала никам та тӑхӑнмасть -- ытла "кивӗлле".
Тен, чӑваш стиллӗ туй тусан кӑна? Анчах халь ҫамрӑксем пысӑк та пуян туй тума тӑрӑшмаҫҫӗ.
Ыйтусем нумай, хуравӗсем ҫук.
Аслӑ Пурҫӑн Ҫула май манты/пельмень сарӑлнине кӑтартакан карта
Паллӑ психолог Пол Экман пур этемре ултӑ тӗп кӑмӑл-туйӑм палӑртнӑ, унтан вӗсен шутне вуннӑччен пысӑклатнӑ:
1. Телей
2. Куляну
3. Йӗрӗнӳ
4. Хӑрав
5. Тӗлӗнӳ
6. Ҫилӗ
7. Мӑнаҫлӑх
8. Намӑс
9. Именӳ/вӑтану
10. Пӑшӑрхану/пӑлхану

Каярах урӑх психологсем тӗп кӑмӑл-туйӑмсен шутне тата сарнӑ - ҫирӗм ҫиччӗ таран.
Чи пӗрремӗш ултӑ тӗп кӑмӑл-туйӑм
Тата каярах Роберт Плутчик "кăмăл-туйăм урапи" термин кĕртнĕ
"Азбука чувашских орнаментов" кĕнекерен
Уйӑх каялла эпӗ чи пӗчӗк ачасем валли (1-3 ҫулхисем валли) шут ҫинчен видео тума сӑмах панӑччӗ:
https://t.me/chushu/897

Вун ҫичӗ сехет кайрӗ виҫӗ минутлӑ видео хатӗрлеме )
Тинех ӑна пурне те кӑтартма пултаратӑп:

https://youtu.be/nxWLw5M6Q6A
https://youtu.be/nxWLw5M6Q6A
https://youtu.be/nxWLw5M6Q6A

Манӑн ача тӗрӗслесе темиҫе хутчен пӑхрӗ, тест-драйв ӑнӑҫлӑ иртрӗ)
Якатмалли вырӑнсем пур паллах, анчах аптрамасть пуль терӗм.

Тепрехинче тӗссем ҫинчен видео тухать. Срок - уйӑх, авӑн уйахӗн 24-мӗшччен.

#нумай_чӗлхелӗх
ҪУРЛА уйӑхӗ
Тырӑ вырмалли вӑхӑт ячӗ

"Ҫурла" сӑмах чӑваш чӗлхине ӗлӗк-авалах индоиран чӗлхинчен чагатай (авалхи узбек) чӗлхи урлӑ кӗнӗ, вӗсенче "ҫур" мӑйрака тенине пӗлтӗрет.
Пӑлхар чӗлхинчен ҫак сӑмах удмурт (сюрло) тата мари (сорла) чӗлхисене кӗрсе юлнӑ.

"Ҫурла" сӑмах пӗлтерӗшӗ тата ик версиллӗ: 1 - ҫур+ла, ҫурмалла кас; 2 - чар+ла, хӑйра.

#уйăх #сӑмах