ООО "Фирма художественных промыслов "Паха тӗрӗ" пысӑк проекчӗ вӗҫленнӗ -- чӑваш ӑстисем пирӗн ҫӗршывӑн карттине тӗрлесе кӑларнӑ:
https://youtu.be/a6dx8KU2km8
https://youtu.be/a6dx8KU2km8
YouTube
Фильм "Вышитая карта России"
В октябре 20221 года у Чувашской Республики появилась необычная карта - вышитая: 21 район, 9 городов, река Волга, поля, леса - получилось и информативно, и красиво. Ей суждено было стать началом большого общероссийского проекта. https://chgtrk.ru/specproekty/film…
Forwarded from Aleksandr (Alparuh) Blinov
Пирӗнпе пӗрле Ксения Кошелева (Чувишенка), влогер, ача-пӑча журналӗсемпе кӗнекисен иллюстраторӗ, дизайнер пулӗ. Вӑл та хӑйӗн ӗҫӗсем пирки каласа парӗ.
С нами будет Ксения Кошелева (Чувишенка), влогер, иллюстратор детских журналов и книг, дизайнер. И она расскажет нам о своей деятельности.
https://t.me/chuvishenka

Мухтанмасӑр чӑтаймастӑп!
@3sun_brand -- Виҫӗ хӗвел -- хӑйсен пӗр тум комплектне ярса пачӗ. Япалисем йӳн мар, анчах та ҫак пахалӑхшӑн укҫана кӑшт та шеллеместӗп)
Ҫӗлесе парас умӗн ман виҫесене ыйтса илчӗҫ, ҫавӑнпа ман ҫине ҫӗленӗ пек курӑнать)
#пултаруллӑ_ҫынсем

Forwarded from Чӑвашсен "Хавал" пуҫару ушкӑнӗ
YouTube
Джаз на чувашском // Один день с этно-джазовой группой Shanu (Казань)
Вера Кожеманова - вокалистка казанской этно-джазовой группы Shanu. Вера и ее музыканты создают джазовые композиции из обработок чувашских народных песен и своих авторских песен. Новые ритмы, стили исполнения и обработки народного фольклора, исполнение его…
Чӑваш кӗнеке издательстви татах савӑнтарать.
Чи пӗчӗккисем валли тем пек лайӑх кӗнеке тупрӑм та тӳрех туянтӑм. Шалта пилӗк йӑпатмӑш, сылтӑм енче вӗсене чӑвашла итлеме юрать.
Кӗҫӗнни валли илтӗм те, аслине ытларах килӗшрӗ, йӑпатмӑшӗсене итлет, унтан хӑй каласа пама тӑрӑшать.
Хаклӑ мар, 430 тенкӗ кӑна. Ман шутпа, ҫак кӗнеке 4 тултарман ачасем валли питӗ чаплӑ парне пулма пултарать.

Тата чӑвашла вӗрентмелли чи паха материалсем.
Ман шутпа, вырӑсла ахалех куҫарнӑ, унсӑр усӑллӑрах пулӗччӗ, вырӑн сая яни кӑна - ну, юрӗ. Пурпӗр кирлӗ япала. Кун пекки нумайрах кирлӗ. Унсӑрӑн ача К.И. Чуковский вырӑс сӑввисене чӑвашлинчен лайӑхрах пӗлет.
Шухӑшсем пулсан пайлашӑр, тен, сирӗн те вӑйлӑ чӑваш кӗнекесем пур?

Ҫак куна пирӗн каналта яланхи #сӑмах рубрики сайра тухать, шел пулин те. Тӳрленме тӑрӑшӑп-ха малашне.
Сӑлтавӗ ансат та, кӑткӑс та: манӑн икӗ пӗчӗк ача, пӗри кӗҫ виҫҫӗ тултарать, тепри пилӗк уйӑхра. Ачасене эп ҫуралнӑранах чӑвашла калаҫтаратӑп, анчах та, виҫӗ ҫул иртсен, аслӑ ывӑл чӑвашла начар калаҫнине палӑртатӑп.
Сӑлтавӗсен йӗрки:
🙋♀ Чӑвашла калаҫакансем йӗри-тавра - эпӗ кӑна. Ҫителӗксӗр.
🤷♀ Ашшӗпе амӑшӗ хӑйсен хушшинче вырӑсла калаҫаҫҫӗ. Ирӗклӗ калаҫу тӗслӗхӗ ҫук.
🙅♀ Чи пӗчӗккисем (1-3 ҫулхисем) валли чӑвашла видео ҫук. Сӑпка юррисем кӑшт пур та, вӗсене шута илместпӗр.
Ҫак лару-тӑрура ача чӑвашла калаҫма пултараймасть. Тата часра детсада ярсан ача вуҫех вырӑсланса кайӗ.
Мӗнле тӳрлетӳсем кӗртес:
1. Чӑвашла видео тумалла.
Ача шӑл тасатнӑ чух кунне вуншар минут YouTube.Детям пӑхать. Ҫавна пула вӑл вырӑсла та акӑлчанла шутлама пӗлет, алфавит, ӳт-пӳ пайӗсене, тӗс тата геометри фигурисене пӗлет. Чӑвашла та пӗлет, анчах пит калаҫасшӑн мар. Чӑвашла тата вырӑсла амӑшпе пӗрле вӗреннӗ, акӑлчанла - хӑйессӗн, видео тӑрӑх.
Апла пулсан пире те видео кирлӗ: алфавит, шут, тӗс, апат-ҫимӗҫ, чӗрчунсем, унтан шӑл тасатни, горшок ҫине лармалли, ача пахчи, поликлиника ҫинчен. Видео кӗске (3 минутран кӗскерех), пӗтӗмпех чӑвашла, илемлӗ, колоритлӑ, техӗмлӗ пулмалла. Сӑмахсем ҫӑмӑл та кӗске пулмалла, юрӑ-сӑвӑллӑ пулсан тата лайӑх. Унсӑрӑн пӗчӗк пуҫа нимӗн те кӗмест.
2. Чӑваш чӗлхе хутлӑхӗ кирлӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫавна тивӗҫтерме май ҫук, анчах ачасем кӑшт ӳссен вӗсене кукӑшшӗ-кукамӑш патне яла яма пулать. Ирӗксӗр чӑвашла вӗренеҫҫӗ ун чух. Кукашшӗпе кукамӑшне ҫирӗп инструкци памалла малтан, атту мӑнукӗпе вырӑсла калаҫма пӑхаҫҫӗ. "Деда" теме "кукаҫей" тенинчен ҫӑмӑлрах вӗт.
Тата кӑшт ӳссен Хавал лагерьне яма пулать. Лайӑх ҫитӗнӳсем кӑтартаҫҫӗ тет, ачасем чӑваш чӗлхипе ҫывӑхрах паллашаҫҫӗ.
Ачасене мӗн пӗчӗкрен икӗ чӗлхеллӗ ӳстересси ҫинчен видео та пур, ун ҫинчен ҫырнӑччӗ: https://t.me/chushu/868
Тен, ӑна тезислӑн кӗскен кӑна каласа пама кирлӗ? Тепрехинче хӑтланса пӑхӑпӑр-ха.
Пӗтӗмлетӳ.
Ҫак кунран шут ҫинчен видео тума ларатӑп. Видео тӑвасси ман кӑштах опыт пур (ӗҫре инженерсем валли ҫӗнӗ ӗҫ программи ҫинчен курссем хатӗрленӗччӗ), анчах та эп педагог та, художник та мар. Темӗнле дендрофекальный япала туса кӑларӑп-ши, курӑпӑр) Срок - уйӑх, ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшччен хатӗрлеме тӑрӑшӑп.
P.S. Усӑлла шухӑшсем пур пулсан -- ҫырӑр, эп вулама хавас.
#нумай_чӗлхелӗх

Telegram
Чӑвашла шухӑшла
https://youtu.be/JNxQ0svgYOI
Атӑл Тӑлмач - нейронлӑ алгоритмпа ӗҫлекен куҫаруҫӑ
http://translate.chv.su/
Атӑл.Тӑлмач — нейронлӑ алгоритмпа ӗҫлекен, чӑвашларан вырӑсла тата вырӑсларан чӑвашла куҫаракан тӑлмач. Ӑна «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» хатӗрленӗ. Ку тӑлмач сире чӑвашларан вырӑсла тата вырӑсларан чӑвашла куҫарма пулӑшаять.
Эсир хаклани чӑвашларан вырӑcла е вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ чухне тӑлмачӑн пахалӑхне ӳстерме пулӑшать.

translate.chv.su
Атӑл Тӑлмач - нейронлӑ алгоритма ӗҫлекен куҫаруҫӑ
Атӑл.Тӑлмач — нейронлӑ алгоритмпа ӗҫлекен чӑвашларан вырӑсла тата вырӑсларан чӑвашла куҫаракан тӑлмач.
"Паха тӗрӗ" иртнӗ эрнере Хусанта этнофестивальте тум-тир пуххисене кӑтартрӗ.
Капӑр шупӑрсем, илемлӗ кӗпесем, тухьи-пушмакӗ -- йӑлтах тем пек чаплӑ. Мӗн чухлӗ ӗҫ, вӑхӑт, вӑй хунӑ ҫавна -- ҫӗлекенсем мухтава тивӗҫ, маттурсем.

Ун пек япаласене кам та пулин тӑхӑнать-ши е вӑл музейри пек -- куҫпа пӑх та аллупа ан тыт?
Артистсем тӑхӑнаҫҫӗ-и ӑна? Халӑх юрри юрлама ытлашши "ҫӗнӗлле" курӑнмасть-ши?
Е ахаль чӑвашла юрлама? (Ох, Клава Кока сарафан тӑханса сцена ҫине тухнӑ пулсан мӗнле кулӑшла пулӗччӗ).
Ахаль пурнӑҫра ун пек япала никам та тӑхӑнмасть -- ытла "кивӗлле".
Тен, чӑваш стиллӗ туй тусан кӑна? Анчах халь ҫамрӑксем пысӑк та пуян туй тума тӑрӑшмаҫҫӗ.
Ыйтусем нумай, хуравӗсем ҫук.