Audio
Ырӑ кун пултӑр!
Ҫынсем лайӑх кун ҫинчен каласа панине усӑ курса ҫапла юрӑ ҫыртӑм.
Эпӗ 37 ҫынпа калаҫма пултартӑм. Тата 63 ҫын шыратӑп. Мана 40 минут ҫеҫ кирлӗ калаҫу валли. Вӑхӑт пулсан, тархасшӑн, манпа ҫыхӑнӑр.
Ҫынсем лайӑх кун ҫинчен каласа панине усӑ курса ҫапла юрӑ ҫыртӑм.
Эпӗ 37 ҫынпа калаҫма пултартӑм. Тата 63 ҫын шыратӑп. Мана 40 минут ҫеҫ кирлӗ калаҫу валли. Вӑхӑт пулсан, тархасшӑн, манпа ҫыхӑнӑр.
Forwarded from Калаҫар
Шӑнкӑрч юрӑ шӑратсан,
Хӗвел ҫуттине курсан,
Нимӗн те ыратмасан,
Хӑруш хыпар пулмасан,
Хальччен илтмен шухӑша
Пуҫра шыраса тупсан,
Пӗлӗве усӑ курса
Ӗҫлеме пултарайсан,
Ырӑ кун, асамлӑ кун,
Кашнин хӑйӗн лайӑх кун.
Тунти кун е шӑмат кун,
Паян пултӑр ырӑ кун.
Ҫынна юрӑхлӑ пулсан,
Савӑнтарма пултарсан,
Сывлӑх сунсан, сывпуллашсан,
Пӗлӗшсемпе пухӑнсан.
“Эпӗ те” - хуравлакан,
Шӳт ӑнланса кулакан,
“Мӗн тума?” - тесе ыйтмасӑр
Пулӑшакан пур пулсан,
Ырӑ кун, асамлӑ кун,
Кашнин хӑйӗн лайӑх кун.
Тунти кун е шӑмат кун,
Паян пултӑр ырӑ кун.
©Сергеевна
Хӗвел ҫуттине курсан,
Нимӗн те ыратмасан,
Хӑруш хыпар пулмасан,
Хальччен илтмен шухӑша
Пуҫра шыраса тупсан,
Пӗлӗве усӑ курса
Ӗҫлеме пултарайсан,
Ырӑ кун, асамлӑ кун,
Кашнин хӑйӗн лайӑх кун.
Тунти кун е шӑмат кун,
Паян пултӑр ырӑ кун.
Ҫынна юрӑхлӑ пулсан,
Савӑнтарма пултарсан,
Сывлӑх сунсан, сывпуллашсан,
Пӗлӗшсемпе пухӑнсан.
“Эпӗ те” - хуравлакан,
Шӳт ӑнланса кулакан,
“Мӗн тума?” - тесе ыйтмасӑр
Пулӑшакан пур пулсан,
Ырӑ кун, асамлӑ кун,
Кашнин хӑйӗн лайӑх кун.
Тунти кун е шӑмат кун,
Паян пултӑр ырӑ кун.
©Сергеевна
Сикачи-Алян ялне кайса нанай халӑхӗн петроглифӗсене курса килтӗм.
1 - 60 ҫул каялла ҫапса илнӗ ӳкерчӗк
2 - ӗлӗк-авалхи лаша
3 - нанай кӗпи арки ҫинчи тӗрӗ
Музейра ӗҫлекен ватӑ хӗрарӑм пире валли ятарлӑ экскурси ирттерчӗ.
Вӑл манӑн аслӑ ача пек тӑваттӑра чухне нанайла кӑна калаҫнӑ тет. Шкула кайсан вара вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене учительсем ҫапла каланӑ тет, ачӑрсем лайӑх вӗренччӗр тесен вӗсемпе вырӑсла кӑна килте калаҫмалла тенӗ тет.
Вӑл вара пиллӗкпе кӑна вӗренме пуҫланӑ тет, халь вара вӑл вырӑсла тӑван чӗлхинчен лайӑхрах калаҫать тет.
Вӗсен ялӗнче 300 ҫын пек пурӑнать, ҫурри ытла вырӑссем, нанайсенчен те унран кӗҫӗннисем нанайла пач калаҫма пӗлмеҫҫӗ тет, ачасем ҫинчен сӑмах та ҫук.
Музейра пулнӑ чухне ачалла вуланӑ юмахсен ӑшне лекнӗ пекех туйӑнчӗ: Айога, Пудин тата Шапа...
Нанайсен виҫӗ хӗвелӗ ҫинчен:
https://t.me/chushu/1087

Чӑвашсен тӗрлӗрен статистикисене тӗпчекен ҫӗнӗ канал уҫӑлнӑ, кӗрсе пӑхӑр, ҫырӑнӑр:
https://t.me/chavashstatistiki
https://t.me/chavashstatistiki
Telegram
Статистика | Чуваши
На этом канале анализируются официальные статистические данные о чувашах, а также эти данные сравниваются со статистическими данными из других источников
Forwarded from Статистика | Чуваши (Олег Долгов)
В продолжение предыдущего сообщения прикрепляю диаграммы национального состава населения перечисленных ранее 5-ти регионов
Клипла шухӑшлав тӗнчере ҫук
❔ Федор Гиренок философ шутласа кӑларнӑ термин "клиповое мышление" имӗш хальхи ҫамрӑксен аталаннӑ ҫӗнӗ шухӑшлав тӗсне пӗлтерет: питӗ тарӑн мар, питӗ эмоционаллӑ, чухӑн чӗлхеллӗ, т.ыт.те. Унтан ҫак термин вырӑс чӗлхеллӗ ресурссенче анлӑ сарӑлнӑ, ытти тӗнче кун пек термин пӗлмест.
🧠 Тӗрӗссипе вара кашни ҫын пӗр шухӑшлав тӗсӗпе кӑна мар, пӗр харӑс темиҫепе усӑ курма пултарать: шухӑшлав сӑнарлӑ, вербаллӑ, абстрактлӑ-логикӑллӑ тата пралогикӑллӑ пулать.
Клипла шухӑшлав тесе хӑш чух урӑх термина асра тытаҫҫӗ: медиамультитаскинг. Пӗр вӑхӑтра темиҫе информаци ҫӑлкуҫӗпе усӑ курнин чӑнах та темиҫе тӗрлӗ витӗм пур.
👎 Ҫакӑн пек тару-тӑрура ӗҫсене пурнӑҫлассин тухӑҫлӑхӗ чакнине кӑтартакан тӗпчевсем пур -- мӗншӗн тесен пирӗн ҫак ӗҫсен хушшинче хамӑрӑн тимлӗхе пайлама тӳр килет.
👍 Анчах та когнитивлӑ процессем ҫакна пула аптрамаҫҫӗ.
👎 Шкул ачипе студент социаллӑ медиасенче мӗн чухлӗ нумайрах вӑхӑт ирттерет, вӗренӳри ҫитӗнӳсем ҫавӑн чухлӗ начартарах.
Мӗншӗн тесен тик-токра е ютубра кунӗн-ҫӗрӗн ларсан вӗренме вӑхӑт юлмасть, ҫав кӑна.
🙃 Гугл эффекчӗ: информацие онлайн тупма май пуррине пӗлсе ҫынсем нумайрах астуса юлма тӑрӑшмаҫҫӗ.
Пӗрремӗшӗнчен, ку иккӗлленӳллӗ япала, тӗпчевӗ ҫирӗпех мар. Иккӗмӗшӗнчен, ахаль мӗн-тӗр астуса юлни (тӗслӗхрен, сӑвӑ пӑхмасӑр калама е истори пулӑмӗсен ҫулӗсене вӗренни) лайӑхрах шухӑшлама пулӑшмасть.
Лайӑх шухӑшлама ҫӗнӗ чӗлхесем вӗренни, ҫӗнӗ кӗвӗ хатӗрӗсене алла илни, ҫӗнӗ професси илни пулӑшать, нейронлӑ системине аталантарать.
🔘 Тӗпчевсем тата пӗлтереҫҫӗ: медиа ҫынсен шухӑшлавне мӗнле витӗм кӳнине ҫынсем хӑйсем тӗрӗс хаклаймаҫҫӗ. Проблемӑсем пур тесе шутлаҫҫӗ пулсан та, чӑннипе, ятарлӑ тестсем нимӗнле улшӑну та кӑтартмаҫҫӗ.
Мӗн чӑннипе пулма пултарать: тимлӗхпе концентраци ҫитменни -- пӗрмай улшӑнакан информаци юхӑмӗ ытла пысӑк пулнипе.
Анчах шухӑшлав проблеми кунта пач та ҫук.
Ҫӑлкуҫӗ:
https://postnauka.org/longreads/156614
#longread
Клипла шухӑшлав тесе хӑш чух урӑх термина асра тытаҫҫӗ: медиамультитаскинг. Пӗр вӑхӑтра темиҫе информаци ҫӑлкуҫӗпе усӑ курнин чӑнах та темиҫе тӗрлӗ витӗм пур.
Мӗншӗн тесен тик-токра е ютубра кунӗн-ҫӗрӗн ларсан вӗренме вӑхӑт юлмасть, ҫав кӑна.
Пӗрремӗшӗнчен, ку иккӗлленӳллӗ япала, тӗпчевӗ ҫирӗпех мар. Иккӗмӗшӗнчен, ахаль мӗн-тӗр астуса юлни (тӗслӗхрен, сӑвӑ пӑхмасӑр калама е истори пулӑмӗсен ҫулӗсене вӗренни) лайӑхрах шухӑшлама пулӑшмасть.
Лайӑх шухӑшлама ҫӗнӗ чӗлхесем вӗренни, ҫӗнӗ кӗвӗ хатӗрӗсене алла илни, ҫӗнӗ професси илни пулӑшать, нейронлӑ системине аталантарать.
Мӗн чӑннипе пулма пултарать: тимлӗхпе концентраци ҫитменни -- пӗрмай улшӑнакан информаци юхӑмӗ ытла пысӑк пулнипе.
Анчах шухӑшлав проблеми кунта пач та ҫук.
Ҫӑлкуҫӗ:
https://postnauka.org/longreads/156614
#longread
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
Forwarded from Сергеевна (Саша)
< … > пирӗн урапасене Гуд-ту ҫине кукӑр-макӑр ҫулпа аран-аран пилӗк ырхан лаша сӗтӗрчӗҫ; < ... > сывлӑш ҫав тери сайраланса пычӗ, сывлама йывӑрланчӗ; пуҫа юн минутсерен каплана-каплана килчӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах манӑн пӗтӗм шӑнӑрсем тӑрӑх темӗнле савӑнӑҫлӑ туйӑм сарӑлчӗ, эпӗ тӗнче тӗрринче тӑнӑшӑн мана темле савӑнӑҫлӑ пулчӗ: ача-пӑча туйӑмӗ, тавлашмастӑп, анчах общество условийӗсенчен аякка кайса ҫутҫанталӑк патне ҫывхарнӑ май эпир ирӗксӗрех ачасем пулса тӑратпӑр; туянни чунран татӑлать, вӑл вара каллех тахҫан пулнӑ пек пулать, тата, тен, хӑҫан та пулин каллех ҫапла пулӗ. Кам ман пек ҫара тусем тӑрӑх ҫӳресе курнӑ, кам тӗлӗнмелле сӑнарлӑ сӑртсем ҫине нумайччен тинкерсе пӑхнӑ, кам вӗсен хушшинчи чӗрӗ сывлӑша антӑхса ҫӑтнӑ, ҫавӑ, паллах, манӑн ҫак асамлӑ картинӑсене пӗлтерес, каласа кӑтартас, ӳкерес килнине ӑнланать.
М. Ю. Лермонтов. Герой нашего времени
М. Ю. Лермонтов. Герой нашего времени
Ан та кала
Сӑнанӑ-и, пирӗн ытти тӗрӗк чӗлхесенчен ютшӑнтаракан уйрӑмлӑх пур: пирӗн ан [хирӗҫле татӑк] -- ыттисен -ма [хирӗҫле аффикс].
Ҫак уйрӑмлӑх ӑҫтан сиксе тухни питӗ интереслӗ. Малтанхи тӗпчевҫӗсем ӑна вырӑссенчен ҫапла кукӑр-макӑр йышӑннӑ тесе шутланӑ. Унтан ҫак вырӑн удмурт чӗлхипе ҫывӑх иккенне сӑнанӑ, халь вара эпир вӗсенчен е вӗсем пирӗнтен йышӑнни паллӑ.
Анчах та ҫак татӑк пирӗн тата удмурт чӗлхесенче кӑна мар. Тӗлӗнмелле, ҫакӑн пекех пӗлтерӗшлӗ сӑмахсем Азире тупӑнчӗҫ:
Авалхи корей чӗлхинче: 不知 (*ANti)
Паянхи корей чӗлхинче:
안 (an), 아니 (ani), 않다 (anta)
Ҫурҫӗр прото-тунгус чӗлхинче: *anti
Хальхи эвен чӗлхинче: āt
Хальхи удэгей чӗлхинче: anči
Ҫак чӗлхесем ӗлӗк-авал пӗр чӗлхерен тата пӗр вырӑнтан тухнӑ тесе шутланать⬇️ ⬇️ ⬇️
#сӑмах
Сӑнанӑ-и, пирӗн ытти тӗрӗк чӗлхесенчен ютшӑнтаракан уйрӑмлӑх пур: пирӗн ан [хирӗҫле татӑк] -- ыттисен -ма [хирӗҫле аффикс].
Ҫак уйрӑмлӑх ӑҫтан сиксе тухни питӗ интереслӗ. Малтанхи тӗпчевҫӗсем ӑна вырӑссенчен ҫапла кукӑр-макӑр йышӑннӑ тесе шутланӑ. Унтан ҫак вырӑн удмурт чӗлхипе ҫывӑх иккенне сӑнанӑ, халь вара эпир вӗсенчен е вӗсем пирӗнтен йышӑнни паллӑ.
Анчах та ҫак татӑк пирӗн тата удмурт чӗлхесенче кӑна мар. Тӗлӗнмелле, ҫакӑн пекех пӗлтерӗшлӗ сӑмахсем Азире тупӑнчӗҫ:
Авалхи корей чӗлхинче: 不知 (*ANti)
Паянхи корей чӗлхинче:
안 (an), 아니 (ani), 않다 (anta)
Ҫурҫӗр прото-тунгус чӗлхинче: *anti
Хальхи эвен чӗлхинче: āt
Хальхи удэгей чӗлхинче: anči
Ҫак чӗлхесем ӗлӗк-авал пӗр чӗлхерен тата пӗр вырӑнтан тухнӑ тесе шутланать
#сӑмах
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
AD -- Anno Domini — пирӗн эра (Иисус Христос ҫуралнӑ хыҫҫӑн).
BC -- Before Christ -- пирӗн эрӑччен.
Ӳкерчӗк ҫӑлкуҫӗ:
https://tao-zhang.medium.com/about-the-transeurasian-language-family-altaic-and-the-northeast-asian-agricultural-community-b7f50bda58af
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM