Чӑвашла шухӑшла
462 subscribers
719 photos
28 videos
32 files
253 links
Чӑвашла пуҫа ӗҫлеттеретпӗр.
Ҫыхӑну: @chushu_bot
Download Telegram
Тимӗрҫӗ шуйттан лашине таканлани ҫинчен

Тӗрлӗ халӑхсен пӗрпекрех халлапсем пур, вӗсенчен пӗри -- тимӗрҫӗсем леш тӗнчепе ытти ҫынсенчен ытларах ҫыхӑнни ҫинчен. Тӗслӗхрен - Н.В. Гоголь ҫырнӑ "Ночь перед Рождеством". Чӑвашсен те кун пек халлап пур.

«Пĕр чăваш ялĕнче пĕр тимĕрçĕ пулнă. Çав тимĕрçĕ патне, çур-çĕр тĕлĕнче такамсем пырса чĕннĕ. Тимĕрçĕ ăна-кăна шухăшламасăрах тумтир тăхăннă та вĕсем патне тухнă.

Шуйттансем ăна: "Пире лаша урисене таканласа пар", -- тенĕ. Тимĕрçĕ, вӗсем кам иккенне пĕлмесĕр, часрах лашисене таканлама тытăннă. Лашине ăстан çине кӳртсе тăратса, урине тимĕр пăтасем çапа пуçласан, хай лаша ыратнине тӳсеймесĕр, çын чĕлхи кăларса: «Ах Туру! ыратат-ĕçке, питĕ
хытă ан çап», — тесе кăшкăрса, макăрса янă. Шуйттанĕсем: «Çап хытăрах, ан хĕрхен», — тенĕ.

Çак сăмахсене илтсен, тимĕрçĕн аллинчи мăлатукĕ лаштах ӳкнĕ. Хăй те хăранипе тимĕрçĕ лаççинчен тухсах тарнă.
Шуйтансем сунтал çине вунă тенкӗ укçа хурса хăварнă. Вăл укçапа тимĕрçĕ эрек ĕçнĕ те хăй те вилнĕ, тет.»

P.S. чӑн-чӑн лашана таканланӑ чух ӑна ыраттармасть, мӗншӗн тесен пӑтисене чӗрнине ҫапса кӗртеҫҫӗ.
Кунта шуйттан лашисем -- лашасем мар, лаша сӑнне илнӗ ҫынсем.

#халлап
Ятлаҫма юратакан ҫын тата шуйттан лаши ҫинчен

Шупашкар енче пĕр çын Шупашкара тавар патне кайнă. Çул çинче вăл усал сăмахсем асăнкаласа çӳренĕ. Ун хыçĕнчен пар лашапа ямшăкпа пĕр улпут пырать. Çын тĕлне çитсен улпут калать: "Тăрат лашуна, çын. Лашуна çавăнта кайса кăкар та атя манпа пĕрле, лашуна никам та тивес çук."

Çын лашине тăратса хăварать, улпут çумне ларчĕ, ямшăк улпута калать: "Ӑçта каяс?" Улпут калать: "Ҫавăнта хăй çутти пур, атя," -- тет.

Çитрĕç. Пӳртрен пĕр хĕр тухрĕ. Хĕре каларĕç: "Часрах тапранса тух". Хĕрпе пĕрле ампара кĕчĕç. Çын улав çинче ларать, пĕр лаши калать: "Эсĕ вăрмана çитсен кăпчан тĕмĕ çине сиксе юл, пирĕнпе ан пыр", -- терĕ. Хĕр тапранса тухрĕ те кайрĕç.
Вăрмана çитсен, çын сиксе анса юлчĕ те Турра асăнчĕ. Ним те çук. Çын каялла кайре те хĕр тапранса тухнă пӳрте кĕчĕ.

Ир тăрсан ампарта хĕр кĕлетки çакăнса тăнине курнă, ун чунне усалсем лашапа, ямшăкпа илсе кайнă. Ку ĕçе çак çын куçăнах курнă тет.

#халлап
Чӑваш тухатмӑшсене асӑрхамалӑх

Тухатмăшсене, чĕлхеçĕсене, çынна тухатса пăсакансене усал илет; вилсен, вĕсене усалсем пăсса çӳреççĕ. Турă вĕсене ырă вырăн памасть.
Усалсем тухатмăшсене хĕлле çӳреме хăшне çуна тăваççĕ, хăшне çуна тупанĕ тăваççĕ, турта, çуна кĕресли, турта пăявĕ, хăмăт, котлăх, йĕвен, тилкепе тăваççĕ. Кам çĕр çинче йывăртарах çылăха кĕнĕ, ăна унта та йывăртарах вырăн параççĕ. Хăшне лаша тăваççĕ, тет.

Вара çĕрле туха-туха çӳреççĕ, Покравран тапратса Кăмальни каçчен çĕрсерен атан авăтиччен çӳреççĕ. Как атан авăтать, так сейчас усалсем шыва-тăк шыва, çĕре-тĕк çĕре, пӳрте-тĕк пӳрте кĕреççĕ.
Кăмальна каç çул çине, çурт çине хĕрес хăвиччен хĕвел аниччен пурте вара çĕре е шыва путанаççĕ. Шыва кĕрсе йолнисем шыва Турă шывĕ сапсан вутра çоннă пек çонаççĕ, часрах çĕре кĕрсе каяççĕ.

P.S. Чӗлхеҫӗ - вӗрӳ-суру чӗлхине пӗлекен ҫын. Кӑмальна - Калӑм.

#халлап
Улпутсем хӗрарӑмсене ҫуратма калаҫтарни ҫинчен

Екатеринбургра "Хальхи тӗнчери хӗрарӑмӑн ролӗ" ятлӑ хӗрарӑмсен пӗтӗм тӗнчери пӗрремӗш форумӗ иртрӗ.

Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен форумӗнче сӑмах илекенсен хушшинче 70% арҫын пулнӑ.

Пӗтӗмӗшле йышӑннӑ резолюцирен хӑш-пӗр пунктсем:

🔹Йӑлана кӗнӗ ҫемье хаклӑхӗсене упрама условисем туса памалла;

🔹Ҫемье культурине йӗркелеттерекен мероприятисем ирттермелле;

🔹Ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет культурӑллӑ ҫамрӑк упча (общество) йӗркелес тӗллевпе пӗтӗм вӑя хумалла;

🔹Раҫҫей халӑхӗн ӑс-хакӑлӗпе кӑмӑл-сипечӗн йӑли-йӗркисем ҫинче никӗсленнӗ, ҫирӗп те лайӑх ҫемьесем ҫавӑрма майсем йӗркелемелле;

🔹Ҫамрӑксен репродуктивлӑ утӑмӗсене витӗм кӳрекен факторсене (психологиллӗ, биологиллӗ тата социаллӑ) тупса палӑртмалла тата ытти те.
⬇️⬇️⬇️
⬆️⬆️⬆️

Кам ӑнланчӗ, ӑҫта унта хӗрарӑмсен уйрӑм проблемисем ҫинчен сӑмах пур?
Ӑҫта абортсене чарасшӑн чирлӗ тенденци ҫинчен, килти пусмӑр ҫинчен, амӑшсемпе ачалӑха мӗн чӑнласа кирли ҫинчен (роддомсене пӗтӗм ҫӗршывра хупса пыни ҫинчен, сад тата шкул вырӑнӗсен проблеми ҫинчен, тӗслӗхрен), пӗр сӑмах та ҫук-им?

Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсемшӗн пирӗн патшалӑхри кӑмӑл-сипет хаклӑлӑхӗсем кӑна пӗлтерӗшлӗ пулас.


Ӳкерчӗкре - "2020-мӗш ҫулталӑк хӗрарӑмӗ" премийӗн шӳтлӗ (е ҫук) лауреачӗ

Ҫӑлкуҫ:
https://itsmycity.ru/2023-09-13/kak-pervyj-forum-pro-zhenskie-prava-vekaterinburge-obernulsya-festivalem-propagandy
Сăтăрçă логопедсем çинчен

Кашни çур çул хамăн ачасен икчĕлхелĕх аталанăвĕ çинчен каласа паратăп.
Ак кунта пĕрремĕш пайĕ, ак кунта — иккĕмĕш.

Ача тăваттă тултарчĕ, чăвашла та, вырăсла та чиперех калаçать (хăйĕн çулĕсем валли), анчах та хăш-пĕр сасăсем йĕркеллĕ мар. Çавна кура логопед патне илсе кайма вăхăт çитрĕ тесе шутларăм.

Логопед ачапа калаçрĕ те çапла пĕтĕмлетсе пачĕ:
1. Вырăсла сăмахсем ача нормăран сахалтарах пĕлет (нож, белка, танк, локоть, колено, игла сăмахсене калаймарĕ). Ку вăл эпĕ ăна чăвашла калаçтарнăран, унăн шкулта вырăсла вĕренес пулать, çавăнпа та пирĕн приоритетлă чĕлхе суйламалла имĕш. "Если бы вы жили в стране, где государственный язык — чувашский..." Ăçта кун пек çĕршыв тупмаллине каламарĕ çав.
2. Ачапа малалла та чăвашла калаçсан, ача шкулта начар вĕренĕ. Мĕншĕн тесен вырăс чĕлхи ун чухне кирлĕ шая çитмест. Вӑхӑт сахал, васкамалла.
3. Темиçе сасă каламанни — питĕ япăх, ĕç пит нумай.

Çак логопед патне эпир урăх каймастпăр, паллах.
Пĕрремĕшĕнчен, мана унăн калаçăвĕнчи пассивлă агресси килĕшмерĕ.
Унтан — ачана ухмахрах вырăнне хуни (ача танк мĕн япала иккенне пĕлмесен логопедăн интонаци çав тери улшăнчĕ, тен мана туйăнчĕ кăна, анчах туйăма шанас терĕм).
Анчах чи пысăк сăлтавĕ — çак Агрессина Пассивовна икчӗлхелӗх пирки пач киревсĕр тата сиенлĕ канаш пани. Кун пек шовинистла шухӑшсем пирӗн ҫӗршыври логопедсен кӑна мар, пӗтӗм тӗнчере час-час тӗл пулаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Грецире.

Ачана тӑван чĕлхинчен уйăрни уншăн — амăшĕнчен тата çемьерен туртса илнипе пĕрех пулать [тесе шутлатӑп]. Чăваш тата вырăс чĕлхе хушшинче пĕрне кăна суйлани — амăшпе ашшĕ хушшинче суйланипе пĕрех.

Паянхи ӑслӑлӑх кун пирки мĕн шутлать:

❗️Логопедиллӗ проблемӑсемпе икчӗлхелӗх хушшинче ҫыхӑну ҫук.

🧠 Икчӗлхелӗх ӑс-хакӑл аталанӑвӗшӗн питӗ усӑллӑ. Шкулта ик чӗлхеллӗ ачасем пӗр чӗлхеллисем пекех вӗренеҫҫӗ.

🧑‍🎓 Мӗн пӗчӗкрен нумай чӗлхеллӗ ӳснӗ ҫынсен тиркевлӗ шухӑшлав (критическое мышление) вӑйлӑрах.

🏃‍♀️ Билингвӑн чӗлхисем, монолингвӑн чӗлхи пекех, индивидуаллӑ хӑвӑртлӑхпа аталанаҫҫӗ, анчах пӗр харӑс.

💞 Ик чӗлхеллӗ ача валли сасӑсем лартма унӑн проблемӑллӑ чӗлхепе ӗҫлекен логопед кирлӗ. Кун пекки пулмасан - нумай чӗлхелӗх аталанӑвне ӑнланакан логопед.

Ҫапла эпир хамӑра юрӑхлӑ логопед тата шыратпӑр-ха 🙂

Ҫӳлерех ҫырнӑ тезиссене ҫирӗплетекен ӑслӑ статьясем ҫакӑнта пухрӑм:

🔹Мӗн пӗчӗкренхи икчӗлхелӗх ача аталанӑвӗшӗн пӗртте сиенлӗ мар:
https://www.ncbi.nlm.nih.gov/pmc/articles/PMC6168212/

🔹Ик чӗлхелӗх ачасен пуҫ мимине улӑштарать:
https://www.frontiersin.org/articles/10.3389/fpsyg.2017.00552

https://www.ncbi.nlm.nih.gov/pmc/articles/PMC3583091/

🔹Сад ачисене ик чӗлхеллӗн вӗрентнин паха енӗсем:
https://www.researchgate.net/publication/369065583_The_benefits_of_bilingualism_in_early_childhood_education

🔹Икчӗлхеллӗ ачасем валли вӗсен тӑван чӗлхипе ӗҫлекен логопед кирлӗ:
https://cyberleninka.ru/article/n/logopedicheskaya-pomosch-dvuyazychnym-detyam-v-rechevom-razvitii/viewer

🔹Икчӗлхеллӗ ачасем социаллӑ-когнитивлӑ енчен вӑйлӑрах пулса ӳсеҫҫӗ:
https://www.child-encyclopedia.com/second-language/according-experts/second-languagebilingualism-early-age-emphasis-its-impact-early

🔹Пӗтӗмлетӳ (вырӑсла):
https://mel.fm/blog/daria-timoshchuk/76839-logopedy-vas-obmanyvayut

#нумай_чӗлхелӗх #ачалӑх #longread
Интернет-калаҫу культури икӗ пая пайланать: пӗрисем сасӑ ҫыртарса яма тата итлеме юратаҫҫӗ, теприсем ытларах ҫырма тата вулама пӑхаҫҫӗ.
Эсир хӑш культурӑран?

Ыран ку мӗне пӗлтерни ҫинчен каласа паратӑп 🙂
Эсир мӗнле "тӗн"-рен?
Anonymous Poll
25%
Сасӑ
75%
Ҫыру
Чӑвашла шухӑшла
Эсир мӗнле "тӗн"-рен?
Сасӑ vs Ҫыру

Сасӑ е ҫыру, лирик е физик, хӗвелтухӑҫ е хӗвеланӑҫ, коллективлӑх е индивидуаллӑх.

Мессенджерсенче сасӑпа калаҫма юратакан ҫын часра Кавказран, Ҫывӑхри Хӗвелтухӑҫран е Вӑтам Азирен пулать.

Мӗншӗн вӗсем текстпа усӑ курасшӑн мар:
🔸тӗрӗс ҫырма пӗлмеҫҫӗ, ҫавӑнтан вӑтанаҫҫӗ;
🔸вӗсем ҫул ҫинче нумай вӑхӑт ирттереҫҫӗ, сасӑ ҫырма тата итлеме меллӗрех;
🔸планӗсем пӗрмай улшӑнаҫҫӗ, ҫавӑнпа ялан кирлӗ ҫӗре кая юлса килеҫҫӗ -- вӗсемшӗн йӗркеллӗ япала;
🔸сасӑпа интонаци, шӳт, кулӑш, йӗплев кӑтартма таҫта ҫӑмӑлтарах; ҫак культурӑшӑн ҫыхӑнусем, ҫынсемпе хутшӑнни питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Ҫырнине лайӑхрах йышӑнакансем Хӗвеланӑҫ культурине ҫывӑхрах:

🔹кашни ӗҫ валли ятарлӑ вӑхӑт уйӑраҫҫӗ, планран пӑрӑнма питӗ юратмаҫҫӗ;
🔹информацие урӑх ҫынсен кӑмӑл-туйӑмӗсенчен тасатса ӑша чикме кӑмӑллаҫҫӗ;
🔹калаҫура ӗҫ патне тӳрех куҫаҫҫӗ, мӗн кирлине тӳрех палӑртаҫҫӗ, чей ӗҫмесӗр, пӗр-пӗрин кӑмӑлӗсене пӗлмесӗр.

Ҫак каналта 80% иккӗмӗш ушкӑнран пулни курӑнать 🙂
Чӑвашла ӑҫта калаҫма юрать?

Тӗрлӗ ҫынсем ҫак ыйту ҫине тӗрлӗрен хуравлаҫҫӗ.
Юрӗ, килте юрать тейӗпӗр.
Урамра вара? Лавккара? Транспортра?
Чӑвашла пӗлекен ҫынсем хушшинче, паллах, чӑвашла калаҫма юрать. Хутӑш ушкӑнра икӗ чӑваш пулсан вара вӗсем чӑвашла калаҫни йӗркеллӗ-и?
78% - хӑюллӑ ҫынсем, чӑвашсемпе яланах пӗтӗм ҫӗрте чӑвашла калаҫасшӑн.
19% (12+7) - сӑпайлӑ ҫынсем, таврари ҫынсене ытла чӑрмантарасшӑн мар.
Пӗри вара те йӑнӑшса суйланӑ, те ку вырӑс.
Тепри - эпӗ, тӗплӗнрех ак кунта👇
Нумай чӗлхеллӗ этикет ҫинчен

Культурӑсен хушшинчи нумай чӗлхеллӗ калаҫу ӑнӑҫлӑ тата пуриншӗн те кӑмӑллӑ пултӑр тесен этикетӑн пӗртен-пӗр ылтӑн йӗркине пӑхӑнмалла:
Хӑвна та, ҫынсене те хисепле.

Хамӑра хисеплесе эпир:
Тӑван чӗлхерен вӑтанмастпӑр
Чӑвашсемпе чӑвашла калаҫатпӑр: хӑть хӑҫан, хӑть ӑҫта
Иртен-ҫӳрен ҫынсем пире ӑнланманшӑн пӑшӑрханмастпӑр

Чӑвашла ӑнланман ҫынсене хисеплесе эпир:
✳️ Хутӑш ушкӑнра пурте ӑнланмалла чӗлхепе кӑна калаҫатпӑр, ыттисен умӗнче чӑвашла калаҫма тиврӗ пулсан куҫарса паратпӑр
✳️ Ҫын ҫинче (транспортра, лавккара, пульницара, т.ыт.те) чӑвашла (е урӑх чӗлхепе те) хытӑ калаҫмастпӑр. Хытӑ калаҫни ыттисене харпӑр калаҫӑва ирӗксӗр хутӑштарни пулать.
✳️ Уйрӑм лару-тӑрусенче пӗр-пӗрин хушшинче мӗнле тата хӑҫан калаҫмаллине ятарлӑн калаҫса татӑлатпӑр

Ку-ха вӑл чӗрӗ калаҫу ҫинчен. Интернетра калаҫу йӗрки кӑштах урӑхла:
❇️ Чӗлхе суйласа илнӗ чухне ушкӑн правилисене тата темине шута илмелле
❇️ Теми чӑвашсемпе ҫыхӑннӑ тата правилисем чармаҫҫӗ пулсан чӑвашла ҫырма юрать
❇️ Мӗнле чӗлхепе коммент ҫырнӑ, ҫавӑнпа хуравлатпӑр [ҫав ҫын чӑвашла пӗлни паллӑ мар пулсан]
❇️ Пире хуравлакан начар ӑнланать пулсан, унран ыйтсан аван, тен вӑл вӗренет кӑна, ҫавӑнпа ҫӑмӑлтарах чӗлхе ҫине куҫасшӑн мар?

P.S. эсир кунта ҫырнипе килӗшменни те йӗркеллӗ, эпир тӗрлӗ, ҫав паха.

#нумай_чӗлхелӗх
Ҫитӗннӗ ҫынсем

Пуҫламӑшӗ:
https://t.me/chushu/1302

18-25 ҫул -- ҫула ҫитнӗ ҫамрӑк, ҫитӗннӗ ҫын, ҫын ачи, каччӑ/йӗкӗт, хӗр
25-30 ҫул -- ҫамрӑк, арҫын, хӗр/хӗрарӑм
35-45 ҫул -- вӑтам ҫулти ҫын, ҫын ҫурри
45-60 ҫул -- ҫулланнӑ ҫын
60+ ҫул -- ватӑ ҫын, старик, карчӑк
Чӗмсӗрлӗх ҫинчен

Чӑвашсем чӑнах ҫын ҫинче нумай калаҫмаҫҫӗ. Кун пирки ваттисен сӑмахӗсем те асӑрхаттараҫҫӗ:

▪️Ӑслӑ ҫыннӑн ӗҫ нумай, ухмахӑн сӑмах нумай.
▪️Каламан сӑмаха ху хуҫа, каланӑ сӑмаха ҫын хуҫа.
▪️Калаҫуран ҫу тухмасть.
▪️Куҫран куҫҫулӗ ахаль юхмасть, халӑх сӑмахӗ ахаль тухмасть.
▪️Пуш калаҫу пуҫ патне те, кут патне те пымасть.

Тӗлӗнмелле, чӑвашсен ҫак йӑли хальте питӗ лайӑх упранса юлнӑ. Чӑваш сасси чӑваш интернетра та пит илтӗнмест, пурте хӑйӗн ӗҫӗпе шӑппӑн аппаланаҫҫӗ. Контент тӑвакансем пурте ҫавна сӑнаса палӑртаҫҫӗ.
Пӗр енчен лайӑх -- пуш сӑмах вакласа лармастпӑр. Тепӗр енчен -- кутӑн та тухма пултарать.

♦️Чӗлхе пур — халӑх пур, чӗлхе ҫук — халӑх ҫук.

Шухӑшсемпе ылмашма вӗренме вӑхӑт ҫитрӗ-тӗр? Пӗчченшер инҫе каяймӑн, пӗр-пӗрне пулӑшни, ыр сӑмахпа хавхалантарни, ыйтнӑ чух канаш пани, харпӑр опытпа паллаштарни те кирлӗ:

▫️Пӗр ҫӑвартан тухни ҫӗр хӑлхана кӗрет.
▫️Тӳрӗ сӑмах чул касать.
▫️Ыр сӑмах каланипе чӗлхе хӑрса ӳкес ҫук.

Каҫӑсем:
https://t.me/polinanetam/90
http://as.chv.su

#longread
Шухӑшлав тӗсӗсем ҫинчен

Пуҫламӑшӗ:
https://t.me/chushu/1132
https://t.me/chushu/1143
https://t.me/chushu/1294

🦄 Асамлӑ шухӑшлав
- чи ансат тӗс.
Ку вӑл шухӑшлама ресурс (информаци, вӑхӑт, сыхлӑ вырӑн, вӑй) ҫитмен чух ӗҫлет.

Асамлӑ шухӑшлав икӗ факта ҫыхӑнтарать те вӗсенчен хӑвӑрт пӗтӗмлетӳ тӑвать.
Сӑмахран, хӑнасем килсе кайнӑ хыҫҫӑн тепӗр кунне ача чирлет. Пуҫ ҫак икӗ факта хӑвӑрт ҫыхӑнтарать: "Аха, куҫ ӳкнӗ!".
Мӗншӗн тесен ку асра юлнӑ япала. Пӗтӗмлетӳ тума хыпалансан информацие тӗрӗс ҫавӑрса илме май пулмасть.

Тӗн шухӑшлавӗ
- тепӗр шай.
Вӑл ҫирӗп догма хатӗрлесе парать, хальхи чӗлхепе -- теори. Тӗн шухӑшӗн минусӗ ҫакӑ пулать: вӑл эмпирикӑлла опытран мар, хатӗр теорирен тухать.
Тӗнчере ҫав теорипе мӗн те пулин майлӑ мар пулсан, ку тӗнчере темскер тӗрӗс мар тесе пӗлтерет.

Тӗслӗх: гороскоп тӑрӑх скорпион паллипе ҫуралнӑ ҫынсем -- усалсем, вӗсене ӗненме юрамасть.
Ҫакна ӗненекен ҫын, ҫав шухӑша сирсе яракан тӗпчевсем пур пулсан та, -- вӗсене ниме хумасть, хӑлхине чикмест.
Пӗтӗм тӗнче калаҫса татӑлнӑ та пире улталасшӑн, анчах та эпир чӑнлӑх ӑҫта иккенне пӗлетпӗр вӗт, ҫапла-и?

Тӗн шухӑшӗ архаикӑллӑ пурӑнакан халӑхшӑн питӗ усӑллӑ, унти пурнӑҫ аслисен йӑли-йӗркисене тӗрӗс пӑхӑнса пынинчен килет. Вӗсене ӑнланса илме тата тиркеме май ҫук, мӗншӗн тесен тӗпчев хатӗрӗсем ҫук. Догмӑран пӑрӑнма хӑрушӑ, ахальтен мар мӗн чухлӗ ӑру ҫапла пурӑннӑ (пурӑнать те).

📚Ӑслӑлӑх шухӑшлавӗ
- чи кӑткӑс тата пуринчен вӑйлӑ аталаннӑ шухӑшлав шайӗ.

Логика, анализ, синтез -- ҫак виҫӗ кит ҫинче тытӑнса тӑракан меслет валли вӑхӑт, пӗлӳ тата хӑрушсӑрлӑх нумай кирлӗ.

Ҫакӑн пек шухӑшлав, прогресса тата пурнӑҫ пахалӑхӗ ӳснине пула, нумай пулмасть кӑна ахаль ҫынсене валли уҫӑмлӑ пулса тӑчӗ.
Тӗп тӗллев -- вилӗмрен хӑтӑласси пулсан, ӑслӑлӑхпа килӗшӳллӗн шухӑшлама май пулмасть.
Ӑслӑлӑх объективлӑ фактсем ҫинче никӗсленет, теорие тӗрӗслет. Вӑл унпа ҫыхӑнса тӑмасть, теорие ҫӗнӗтнӗ чухне кирек хӑш самантра та сирсе пӑрахма пултарать.

Чӑннипе кирек мӗнле тӗпчев те ҫак виҫӗ шая пӗрлештерет. Малтан эпир пӗр-пӗр пулӑма сӑнатпӑр, гипотеза (асамлӑ шай) тӑватпӑр -- сӑлтавпа пулӑм ҫыхӑнтаратпӑр.
Унтан эпир теорие йӗркелетпӗр (тӗн шайӗ) -- механизм/саккун шутласа кӑларатпӑр.
Ҫав теорие вара тӗрӗслес пулать (ӑслӑлӑх шайӗ): эпир тӗпчеме пуҫлатпӑр, сӑнатпӑр, тишкеретпӗр, татах тӗпчетпӗр, система йӗркелетпӗр.

Чи кирли -- ялан пӗр шайра тытӑнса тӑмалла мар.
Уйрӑм лару-тӑрура тӗрлӗ шухӑшлав та кирлӗ пулать.


#longread
Симӗс

Пӗр садра чӑваш тата тутар ачисем хутӑш пулнӑ.
Пӗррехинче тутар хӗрачи хитре симӗс кӗпе тӑхӑнса килнӗ тет. Чӑваш ачи ҫакна курса тӗлӗннипе: "Симӗс, симӗс!" -- терӗ тет. Тутар хӗрачи, ҫиленсе: "Сам ты -- симӗс!" -- тесе хучӗ тет.

Тутарла "симез" -- "мӑнтӑр" иккен 😅
#халлап
Сармантей

Ҫак юмахпа темиҫе параллель ирттерме пулать: те "эффект бабочки", те "курочка ряба", те Арменфильм психоделики, те "сказка про белого бычка"...
⬇️⬇️⬇️
Test

Сармантей
Чӑваш сӑмахлӑхӗ -- сасӑпа пӗр-пӗрне каласа памалли япала. Манӑн тахҫанах юмахсене сасӑласа пӑхас шухӑш пурччӗ, ак пӗрремӗш хут ҫыртӑм.

Хаклӑр тархасшӑн, анонимлӑ реакципе те пулин пӗлтерӗр, кун пек япала кирлӗ-и, е эпӗ кун валли юрӑхлӑ ҫын мар?

Сире кӑмӑла кайсан уйӑхне пӗрре кун пек сасӑланӑ халлап е юмах кӑларӑп.

Текст кунта
⬇️⬇️⬇️
Сармантейӗн сарӑ чӑххи сарӑ ҫӑмарта тунӑ; ӑна шӑши пынӑ та хӳрипе ҫапса ҫӗмӗрнӗ. Сармантей те йӗрет, тет, сарӑ чӑххи те какалать, тет.
Хапхи калать, тет:
— Манӑн та уҫӑлса хупӑнас,—
тет.

Анать, тет, пӗр вӑкӑр шыва.
— Хапха, эсӗ мӗншӗн уҫӑлса хупӑнатӑн?—тесе ыйтать, тет.
— Уҫӑлса хупӑнмасӑр,— тесе ка­лать, тет:
—Сармантейӗн сарӑ чӑххи сарӑ ҫӑмарта тунӑ, ӑна шӑши пынӑ та хӳрипе ҫапса ҫӗмӗрнӗ. Сармантей те йӗрет, сарӑ чӑххи те какалать!— тет.
Вӑкӑр калать:
— Эппин, манӑн та мӗкӗрсе анас
пулӗ,—тет.

Мӗкӗрсе анать, тет, шыв хӗррине.
Шыв калать:
— Мӗншӗн, вӑкӑр, мӗкӗретӗн? —
тет.
— Мӗкӗрмесӗр,— тет.
— Сарманте­йӗн сарӑ чӑххи сарӑ ҫӑмарта тунӑ, тет; ӑна шӑши пынӑ та хӳрипе ҫапса ҫӗмӗрнӗ, тет; Сармантей те йӗрет, тет, сарӑ чӑххи те какалать, тет, хап­хи те уҫӑлса хупӑнать, тет.
Шыв калать:
— Манӑн та хумханас, эппин,—
тет.

Пӗр ҫӗнӗ ҫын шыв ӑсма анать.
— Шыв, эсӗ мӗншӗн хумханатӑн?—тет.
— Хумханмасӑр,—тет:
— Сарман­тейӗн сарӑ чӑххи сарӑ ҫӑмарта тунӑ, тет; ӑна шӑши пынӑ та хӳрипе ҫапса ҫӗмӗрнӗ, тет; Сармантей те йӗрет, тет, сарӑ чӑххи те какалать, тет, хап­хи те уҫӑлса хупӑнать, тет, вӑкӑрӗ те мӗкӗрет, тет.
Ҫӗнӗ ҫын калать:
— Манӑн та пӗр витрине ҫапса
ҫӗмӗрес,— тет.
Ҫапса ҫӗмӗрет витрине.

Тавӑрӑнать киле. Хунямӑшӗ чуста ҫӑрать, тет:
— Кин, мӗншӗн хӑрах витрепе анчах ӑсса килтӗн?—тет.
— Хӑрах витрепе анчах пулмасӑр,— тет,
— Сармантейӗн сарӑ чӑххи сарӑ ҫӑмарта тунӑ, тет; ӑна шӑши пынӑ та хӳрипе ҫапса ҫӗмӗрнӗ, тет; Сармантей те йӗрет, тет, сарӑ чӑххи те какалать, тет, хапхи те уҫӑлса хупӑнать, тет, вӑкӑрӗ те мӗкӗрет, тет, шыв та хумханать,— тет.
Хунямӑшӗ калать:
— Манӑн та чустана кӑларса ывӑтас эппин,— тет.
Кӑларса ывӑтать, тет, чустине.

Ывӑлӗ кайнӑ вӑрмана. Таврӑнать вӑрмантан. Ывӑлӗ калать:
— Мӗншӗн яшка пӗҫермерӗр? —
тет.
Амӑшӗ калать:
— Сармантейӗн сарӑ чӑххи сарӑ
ҫӑмарта тунӑ; ӑна шӑши пынӑ та хӳрипе ҫапса ҫӗмӗрнӗ; Сармантей те йӗрет, сарӑ чӑххи те какалать, хапхи те уҫӑлса хупӑнать, вӑкӑрӗ те мӗкӗрсе анать, шыв та хумханать, ҫӗнӗ ҫын та хӑрах витрине ҫапса ҫӗмӗрнӗ,—тет.
Ывӑлӗ калать:
— Манӑн та хӑрах атта кӑларса
ывӑтас,— тет.
Вӑл та хӑрах аттине кӑларса ывӑтрӗ, тет.
Пӗтрӗ.

#юмах
Савӑт-сапан тӑванӗсем ҫинчен

Тӗрӗк халӑхӗсем куҫса ҫӳрекен пулнипе выльӑх тирӗнчен тӗрлӗ савӑт тунӑ, ҫав савӑтсенче сӗт те кӗвӗлтернӗ, вӗсене сапа тенӗ (савӑт-сапа).
Танлаштармалӑх -- пушкӑртсем те ӑна hаба тӗҫҫӗ.

Пушкӑртсен турһыҡ (выльӑх тирӗнчен тунӑ савӑт тӗсӗ - ӳкерчӗкре тӗллесе кӑтартнӑ) тата пирӗн турӑх пӗрпекрех илтӗнни те ахальтен мар. Ҫавӑнтан вырӑссен творог та тухса кайнӑ [вырӑс этимологи тӑрӑх, праславян чӗлхинчи тӑпӑрчӑ савӑчӗн ячӗнчен тет, анчах та 18 ӗмӗрччен ку сӑмах вырӑссен пач пулман].

Ҫав сапасенче пирӗн Кавказри инҫетри тӑвансем -- карачайсемпе балкарсем 15-мӗш ӗмӗрсенелле сӗтрен кефир тума вӗреннӗ. Ӑна вӗсем гипи тенӗ ("гипит" тенӗрен -- "сапа").
Танлаштармалӑх, тутарсен көфер сӑмахӗ пирӗн кӗвӗл сӑмахне тӑванлӑ, кӗвӗлнӗ сӗте пӗлтерет: йӳҫнӗ, пӑсӑлнӑ имӗш -- кафир (ислам тӗннӗ йышӑнман ҫын). Мӑсӑльманла Кавказра арап чӗлхи 19-мӗш ӗмӗрте лингва франка пулнипе вырӑс чӗлхине гипи "кефир" пек кӗнӗ.

Ӳкерчӗкре:
Оренбург тӑрӑхӗнчи пушкӑртсем, 1870 ҫул (К.А. Фишер ӳкернӗ)

#сӑмах