Чӑвашла шухӑшла
455 subscribers
711 photos
27 videos
32 files
248 links
Чӑвашла пуҫа ӗҫлеттеретпӗр.
Ҫыхӑну: @chushu_bot
Download Telegram
Ҫирӗм икӗ ҫул каялла тухнӑ "Тетте" журналта ак ҫапла кӑсӑклӑ япаласем тупрӑм.

Ачасем валли сӗтел ҫи вӑййи пичетленӗ пулнӑ, вӗҫӗнче тата ҫил ҫунатлӑ урхамах ҫыпӑҫтарса ӑсталамалли схема пур.

Ҫил ҫунатлӑ урхамах (аргамак, туркменсен ӑратлӑ лаши) вӑл туй такмакӗсенче час-час тӗл пулакан сӑнар:

"Çитмĕл çухрăм çеçен хир урлă килнĕ чух
Куртăмăр эпир çил çунатлă урхамах:
Унăн пуçĕ пĕлĕте тимес,
Ури çĕре тимест,
Утни-юртни сисĕнмест,
Шыв пек юхать,
Çил пек вĕçет,
Çав урхамах çине утланса
Килтĕмĕр эпир çак туя."

P.S. Сӑмахран, Тӑнӑҫ ӳнерҫӗ пӗлтӗр "Вупӑр" ятлӑ карт вӑййи тунӑ пулнӑ:
https://t.me/tonosch/46

#ачалӑх #халлап #пултаруллӑ_ҫынсем
Хайли рекомменд.
"The Handmaid's Tale" сериал хӑш-пӗрисем курнӑ-тӑр та, пурпӗр пурне те оригиналлӑ кӗнекине вулама сӗнетӗп.

Маргарет Этвуд (Канада) 1985 ҫулта пичетленӗ хайлавӗ паян кун ӑҫталла кусса анакан пурнӑҫ ҫинчен ҫырнӑн туйӑнать. Тӗлӗнмелли ҫук та -- вӑл тӗнчери лару-тӑру тата тенденцисене сӑнаса логикӑлла вӗҫленӳ тари ҫитернӗ кӑна.

«Вӑл хӗрлӗ тумланнӑ, унӑн ячӗ ҫук, прависем ҫук, харпӑрлӑхӗ ҫук. Тахҫан унӑн урӑх пурнӑҫ пулнӑ: вӑл хӗрарӑм, арӑм, амӑшӗ пулнӑ, вӑл ӗҫленӗ, хӑйӗн пурнӑҫӗпе пурӑннӑ, ирӗклӗ пулнӑ, вулама та ҫырма пӗлнӗ, хӑй суйлавӗпе тумланма пултарнӑ. Халӗ Вӑл Галаад Республикинче пурӑнать.»

Кӗнекинче экшн ҫук, вӑл пӗтӗмпех пӗр хӗрарӑмӑн кулленхи пурнӑҫне кӑтартать, унӑн шухӑшӗсене, вӑл мӗн курнине, илтнине, аса илнине.
Сериалтан тарӑнрах япала.

Ҫӑлкуҫ:
https://www.litres.ru/book/margaret-etvud/rasskaz-sluzhanki-140846
Forwarded from Сергеевна (Саша)
Осипов Александр Леонидович Ҫичӗ Пӳрт ялӗнче пурӑнать. Килӗнче галаерея йӗркелесе янӑ вӑл. Ӳкерчӗккисене мозаика техникинче тӑвать, кантӑк вырӑнне пластик усӑ курать. Александр хӑех ӳкерме вӗреннӗ.
Ҫичӗ пӳрте галерейӑна кайса курас тесен, ҫырса ярӑр, Александр Леонидовичӑн телефон номрине парӑп, хӑйӗнпе калаҫса татӑлма пулать (д. Сюндюково, ул. Центральная, 57 а).