Чӑвашла шухӑшла
462 subscribers
719 photos
28 videos
32 files
253 links
Чӑвашла пуҫа ӗҫлеттеретпӗр.
Ҫыхӑну: @chushu_bot
Download Telegram
⚡️"Хавал" тӑрӑшнипе ашшӗ-амӑшсем валли икӗ чӗлхеллӗ ача ӑнӑҫлӑ ӳстерме пулӑшакан брошюра хатӗр!

Хӑвӑр усӑ курӑр, малалла сарӑр!

P.S. Эстонларан вырӑсла куҫарни кунта:
https://t.me/chushu/899

#нумай_чӗлхелӗх
Чӑвашла мӗнле "калаҫаҫҫӗ":

Ӗне: мук
Сурӑх, качака: мекекек
Сысна: нӑрх-нӑрх
Сысна ҫури: нӑрик-нӑрик
Лаша: ихаха
Йытӑ: ав-ав
Кушак: мяук, мӑр-мӑр
Ҫерҫи: чим-чим
Кӑвакарчӑн: кӑрӑл-кӑрӑл
Курак: кранк-кранк
Шӑнкӑрч: ши-и
Кӑвакал: нарт-нарт
Хур: кикак-какак
Автан: кики рик ку!
Чӑхӑ: кӑт-кӑт-кӑт, кӑтик-кӑтик
Кӑркка: кӑлтӑр-кӑлтӑр
Чӗпӗ: чип-чип
Тӑрна: тӑрлинк-тӑрлинк
Шапа: кӑвак-кӑвак
Сехет: чӑк-чак
Ҫӑмӑр ҫӑвать: пӑтти-патти, шӑпӑр-шӑпӑр
Аслати авӑтать: кӗмсӗр-кемсӗр
Пӗччен кӑна, пӗччен уйӑх пӗччен,
Пӗччен мар-ха, ҫӳлте хӗвел пур.
Пӗччен кӑна, пӗччен эпӗ пӗччен,
Пӗччен мар-ха, ҫӳлте Турӑ пур.
(Чӑваш халӑх юрринчен)

Мӗншӗн ҫынсем пӗр-пӗрне пулӑшаҫҫӗ?

Биологи енчен ҫынсем - социаллӑ тата иерархиллӗ чӗрчунсем.
Иерархи ҫутҫанталӑкра мӗнле йӗркеленет: ытларах вӑйпа. Кам вӑйлӑрах, кам ыттисене килӗшме пӗлет, кам хӑй енне ытларах ҫын явӑҫтараять - ҫавӑн шайӗ ҫӳлерех.
Анчах агрессипе кӑна пӗтӗм ушкӑн ырлӑх курас ҫук, ҫавӑнпа пурӑнас тесен ушкӑн пайташӗсем пӗр-пӗрне пулӑшса тӑмалла.

Ҫакӑнта икӗ механизм ӗҫе пуҫлаҫҫӗ:
1. Шалти (эмпати, намӑс)
2. Тулашри (йӗркесем)

💕Эмпати - урӑх ҫыннӑн кӑмӑл-туйӑмне ӑнланма тата хамӑрӑнни пек йышӑнма пултарни. Ытларах тата лайӑхрах пирӗншӗн ҫывӑх, хӑклӑ е "пирӗн" пек шутланакан ҫынсемпе ӗҫлет.
Ку япала пирӗн прошивкӑра, тӗкӗрлӗ нейронсем ҫакӑншӑн яваплӑ.
Ҫынсем хушшинче сасартӑк сирӗн ҫыврас килнипе ҫӑвар карӑнсан сӑнаса пӑхӑр: камӑн хӑвӑртрах сирӗн хыҫҫӑн ҫӑварӗ карӑнать? Ҫавна эсир килӗшетӗр.

🫣Намӑс - эпир хамӑра тӗрӗс мар тыткаланине пӗлсе аван мар туйни. Ҫын - пӗртен-пӗр пичӗ хӗрелме пултаракан примат. Пит пиҫнипе эпир ыттисене кӑтартатпӑр: эпӗ йӑнӑшрӑм, мана намӑс, каҫарӑр, тархасшӑн.

Ҫапла эмпати пире ҫывӑх ҫынсене пулӑшма хӗтӗртет, намӑс туйӑмӗ вара хамӑра ҫын евӗрлӗ пулма сӗнет.

Анчах ҫак механизмсем пӗчӗк ушкӑнсенче кӑна ӗҫлеҫҫӗ. Ҫынсем нумайӑн тата пӗр-пӗрне пӗлмеҫҫӗ пулсан йӗркеллӗ тыткалаттаракан урӑх меслетсем кирлӗ.

👁Пӗрремӗшӗнчен ҫак теллевпе тӗнсем пулса кӑйнӑ. Тӗнсен функцисем нумай, анчах социум валли вӗсенчен чи кирлисем ҫаксем:
▪️Этика кодексӗ
▪️Ҫынсене пӗрлештерни (пӗрле пухӑнни, юрлани, пӗр пек япаласем туни, пӗр пек уявлани ҫынсене пӗччен мар пек туйма пулашать)
▪️Ҫынсене лӑплантарни (вилӗмрен хӑранипе хӑйӗн евӗрлӗ кӗрешни)

Пирӗн темӑпа этика кӑсӑклӑрах.
Тӗн хӑйӗн йӗркипе ҫынсене пӗр-пӗринпе килӗшӳллӗн пурӑнма пулӑшать, пӗр-пӗрне пулӑшма сӗнет - унсӑрӑн ҫылӑх пулать имӗш. Авраам тӗнӗсенчи догмисен 70% пек - "эпӗ санӑн пӗртен-пӗр, чӑн-чӑн тата чи вӑйлӑ турру, мана килӗшес тесен пӑхӑн мана ак ҫапла тата ак ҫапла" тени.
Ҫапла вара ҫынсен пысӑк ушкӑнӗнчӗ турӑ пурне те ӗҫӗсем тӑрӑх хакласа тӑракан "альфа", чи ҫӳллӗ шайри ҫын вырӑнне йышӑнать. Экспериментсем тӑрӑх, пуш пӳлӗмре пысӑк куҫ ӳкернӗ пулсан, ҫынсем хӑйсене йӗркеллӗрех тыткалаҫҫӗ тет (камера умӗнче тормоз пусатӑр-и? Ҫавӑ ҫав.) Ҫапла вара турӑ "йӑлт курни" ӗненекенсене те ирӗксӗрех ырӑ пулма тӗртет.

Ҫапла эксперимент ирттернӗ: икӗ ушкӑна грамматика йӑнӑшӗсене тӳрлетме икӗ тӗрлӗ текст панӑ. Пӗр текст - нейтраллӑ, тепри - тӗнпе ҫыхӑннӑ.
Экспериментӑн иккӗмӗш пайӗнче ушкӑнсенчи ҫыннисен альтруизм шайне виҫнӗ. Тӗнпе ҫыхӑннӑ текст тӗрӗслекенсем ытларах альтруизм кӑтартнӑ, тата ҫав ушкӑнри ҫынсем ӗненекен е атеист пулни уйрӑмлӑхӗ ҫук тет - тухӑҫӗ ҫавах.

Тӗн хыҫҫӑн ҫынсем хӑйсене валли ҫырса хунӑ йӗркесем йышӑннӑ, явап тыттарма ятарлӑ система шутласа кӑларнӑ.

Ҫӳлерех ҫырса кӑтартни пек тепӗр эксперимент ирттернӗ, анчах пӗр ушкӑнне хальхинче тӗнпе ҫыхӑнни вырӑнне граждан правипе ҫыхӑннӑ текст малтан тӗрӗслеттернӗ. Ҫак ушкӑнӑн та ҫаплах альтруизм шайӗ нейтраллинчен ҫӳлерех пулнӑ тет.

Ҫӑлкуҫсем:
https://www.litres.ru/book/frans-de-vaal/istoki-morali-v-poiskah-chelovecheskogo-u-primatov-7616711/chitat-onlayn/
https://science.theoryandpractice.ru/posts/13759-psychology-of-religion
http://www.openspace.ru/article/518
http://anthropology.ru/ru/text/markov-bv/filosofskaya-antropologiya-xx-veka#genealogiya-antropologicheskogo-povorota-v-filosofii
https://www.litres.ru/book/evgeniy-ilin/psihologiya-pomoschi-altruizm-egoizm-empatiya-6059848/

#longread
Сӑмах тата шухӑш ҫинчен

"Ҫӗр" тесе каласан эсир мӗн ҫинчен шутласа илетӗр? Ҫӗр-100, ҫӗр-планета, ҫӗр-тӑпра, ҫӗр-вырӑн, ҫӗр-каҫ е ҫӗр-макӑр?
Пӗр сӑмах - пӗр япала текен йӗрке ҫук вӗт.

Пӗр-пӗр вырӑн пулсан, ӑна "ҫӗр" тесе кӑна мар, тата "вар", е "лупашка", е "тип ҫырма" теме пулать. Апла пулсан пӗр япалана темиҫе сӑмахпа ӑнлантарма пулать.

"Йӑмра" тесен мӗнле йӑмра куҫ умне килет? Ватӑ, ҫӑмрӑк, ҫӳллӗ е лутрашка, симӗс е хӑмӑр, ҫул хӗрринче ӳсет, е пӳрт ҫумӗнче, е ҫырма хӗрринче? Манӑн пуҫри йӑмрана урӑх ҫыннӑн йӑмрипе танлаштарсан - ку вӑл икӗ пач тӗрлӗ йывӑҫ пулать.

Ку-ха вӑл чи ансат тӗслӗхсем, пӗрер сӑмах кӑна.
Пӗр ҫын теприне мӗн-тӗр каласа панӑ чухне хӑйӗн шухӑшне тепӗр ҫыннӑн пуҫӗнче вырнаҫтарма тӑрӑшать. Анчах шухӑшсем валли блютуз шутласа кӑларман-ха, ҫавӑнпа та итлекен ҫын илтнӗ сӑмахсене хӑй евӗрлӗ ӑнланса йышӑннӑ шухӑш пӗрремӗш ҫыннӑнни пек пулмасса та пултарать.

Эпир пӗр-пӗрне ӑнланни апла питӗ асамлӑ япала 🙂
Мӗн чухлӗ эпир патшалӑха тӳлетпӗр?

💸 Ӗҫ укҫинчен 13% патшалӑх тытса юлнине пурте пӗлеҫҫӗ пулӗ. Анчах та ку - пире курӑнакан пайӗ кӑна.
Тӗрӗссипе кашни "шурӑ" ӗҫ укҫинчен патшалӑх 46% тытса юлать, анчах та ӑна ӗҫчен хӑй мар, уншӑн компани тӳленипе эпир ӑна курмастпӑр:
https://kontur.ru/articles/4845

Анчах та ҫын укҫа хӑй ӗҫлесе илмест пулсан та патшалӑха пурпӗр тӳлет:

🛒Супермаркета пӗрре кӗрсе 5000 тенкӗ тӳлетпӗр, анчах ҫав укҫинчен 833 тенки патшалӑха каять (20% НДС):
https://www.b-kontur.ru/enquiry/814-nds-na-produkti-pitania

🚘 Машинапа усӑ куратпӑр пулсан - бензиншӑн акциз тӳлетпӗр 21% + 18% НДС:
https://journal.tinkoff.ru/toplivo-stat

👩🏼‍🍼 Ачасем валли таварсем илнӗ чух 10% НДС тӳлетпӗр. Пин тенкӗ тӑракан памперс пачкинчен 90 тенки налук:
https://www.garant.ru/news/1619704/

Ҫапла вара "патшалӑх сана, наян купине, усрать" тени пач тӗрӗс мар. Патшалӑха ҫынсем чӗрӗ пулнӑ таран тӳлесе тӑраҫҫӗ.
Чӑнах варварсем. Хисеплӗ Аҫтахарпа кӑштах кӑна килӗшместӗп - ку православи пичӗ мар, ҫынсен тӗттӗмлӗхӗн пичӗ.
Килӗштерсе пурӑнма вӗренмен.
Тин кӑна мана питӗ хуйхӑллӑ хыпар пӗлтерчӗҫ: Мадуров вырнаҫтарнӑ юпана паян ҫунтарса янӑ иккен!

Мана темле те вӑрҫма пултаратӑр, анчах ҫакӑ православин чӑн-чӑн питне кӑтартать! Эпӗ урӑхла хаклама пултараймастӑп. Ну тӑнӑ юпа, вара мӗн, вӗсене вӑл ҫав териех чӑрмантарнӑ-ши? Ытти тӗнсем питех те кӑмӑла каймаҫҫӗ пулсан мӗншӗн мечӗтсем ҫине тапӑнмаҫҫӗ? Акӑ курнӑ та мӗскӗн чӑваш тӗнне — тапӑнаҫҫӗ те тапӑнаҫҫӗ! Вӑйӗ ҫук тесе тапӑнаҫҫӗ, никам та вӗсене хӳтӗлемӗ тесе… Малтан пуртӑпа чутларӗҫ — йӑвантараймарӗҫ... Халь ав, бензин сапса чӗртсе янӑ… Варварсем!

Ытла та кутӑнла ҫаврӑннӑ вӑхӑтра пурӑнатпӑр…
Вӑй мӗнре? Мӗнле вӑй илес?

Вӑй - ытти ҫынсене витӗм кӳме пултарни.

Q: Мӗнре вара вӑй чӑннипе?
A: Саншӑн тӑма хатӗр ҫынсем пурринче.

💁🏻‍♀ Биологипе социологи пӗр харӑс ҫапла калаҫҫӗ: ҫынсен социаллӑ иерархинче чи вӑйлисем -- халӑха килӗшекенсем имӗш.
Вӑй ҫинчен

Эппин, мӗнле вӑйлӑрах пулса тӑрас?
Темиҫе мел пур.

🐒 Чи примитивлӑ вариант - ӳт-пӳ вӑйӗ тата агресси усӑ курни.
Кам шултрарах, вӑйлӑрах - ҫавна тапӑнма хӑраҫҫӗ. Вӑрӑм ҫӳҫлӗ тата татуировкӑллӑ пысӑк байкера никам сӑмах чӗнмест, ҫавӑн пекех типшӗм ҫамрӑк ачана ҫисех яраҫҫӗ.
Анчах агресси тата та пӗлтерӗшлӗрех. Урнӑ ҫынпа никам ҫыхланмасть, леш имшеркке кӑна пулсан та. Черетри карчӑксенчен эпӗ хальте хӑратӑп.
Агрессишӗн гормонсем яваплӑ - тестостерон (ытларах арҫынсен) тата окситоцин (амӑшсем ачисене хӳтӗленӗ чух).
Ҫак майпа илнӗ авторитет ҫынсем хӑрани ҫинче тытӑнса тӑрать, ҫавна кура ҫирӗп мар, кӗске дистанци валли кӑна юрӑхлӑ.
Енчен те "вӑйлӑ" ҫын "вӑйсӑррине" тапӑнсан "вӑйлине" пӗтӗм ушкӑн хирӗҫ тӑма пултарать - тӗрӗслӗхе эпир ӑшпа туятпӑр.

🐲 Оригиналлӑх.
Ыттисене питӗ килӗшекен япала тума пултаракансем: артистсем, ӳнерҫӗсем, ҫыравҫӑсем, юрӑҫсем...
Теветкел те пур - ҫынсене килӗшмесен таптаса каяҫҫӗ, килӗшсен алӑ ҫинче ҫӗклесе ҫӳреҫҫӗ. Нумай чухне апла та, капла та пулать.

🧪 Ӑслӑ тата компетентлӑ пулни.
Усӑллӑ ҫынсем иерархи тӗпӗнче пулас ҫук - вӗсен ыттисене кирли пур таран.
Лайӑх пуҫлӑх вӑйлӑ специалиста ӗҫре мӗнле майпа та пулин хӑйӗн патӗнче тытса хӑварма тӑрӑшать.

💞 Сӑпайлӑх.
Йӗркесене сӗмсӗррӗн пӑсакансем аутсайдер пулма ҫывӑх. Хӑйсене тӗрӗс тыткалакан ҫынсем пире ытларах килӗшеҫҫӗ.
Монархсем мӗншӗн ҫав тери ҫирӗп этикет тытаҫҫӗ те.

🎁 Дипломати.
Ҫынна пулӑшни шывпа юхса каймасть.
You scratch my back, I scratch yours.
Ҫынна пулӑшни ӑна сан енне ҫавӑрать, тепрехинче вӑл та сан майлӑ пулма тивӗҫ.
Кирлӗ чух пире пулӑшнӑ ҫынна пулӑшмасан - йӗркерен тухни пулать, ку вара социум ырламан япала, лвл тӳрех . Хирӗҫле, этем ушкӑншӑн тӑрӑшать пулсан, ҫынсене ачисене пӑхнӑ пек пӑхать тата хӳтӗлет пулсан, ушкӑнра килӗшӳ тытма пӗлет пулсан - унӑн авторитет питӗ ҫӳллӗ тата ҫирӗп пулать.

💰 Пуянлӑх.
Кощей пек пуянлӑх сыхласа ларсан ӗҫ тухмасть - пайлашсан кӑна. Анчах пуянлӑхӗ пӗтсен туссем те ҫухалаҫҫӗ.

🦚 Илем.
Хитре ҫынсем пурне те килӗшеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсен хӑйсен енне ҫынсене ҫавӑрма ҫӑмӑлтарах.
Мӗн пирӗншӗн илемлӗ шутланать: пуянлӑх + сывлӑх + упчара хаклӑ кӑмӑл паллисем.
Тӗслӗхрен: яштака пӳ (сывлӑх тата пуянлӑх - тӗрӗс апатланма тата спортзала ҫӳреме май пур), лайӑх шурӑ шӑл (пуянлӑх тата сывлӑх), яка ҫутӑ ӳт (сывлӑх тата пуянлӑх - хӗвел ҫинче нумай ӗҫлеме тӳр килмест апла), хӗрсенче сӑпайлӑх (ырӑ кӑмӑл хакра), арҫынсенче ҫирӗп кӑмӑл (упча кӗтекен япала).

#longread
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
Мӗн вуламалли пур кунта

Ҫак канал кӗҫ ултӑ ҫул тултарать ӗнтӗ, анчах манӑн ӑна ертсе пыма вӑхӑт-вӑхӑт май/вӑй ҫукччӗ, йӗркеллӗрех тытма 2021 ҫул вӗҫнелле кӑна пуҫларӑм, ҫав вӑхӑтрах каналти контент та трансформаци иртрӗ: халь вӑл тарӑнрах та тирпейлӗрех [тесе шутлатӑп].

Мӗнле материалсем ҫавӑнтанпа тухрӗҫ - йӗркелеме тӑрӑшрӑм.

Хатӗр пулӑр, материал питӗ нумай.
👇👇👇
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
ЧӐВАШЛӐХ

🟡Тӑван чӗлхесене вӗрентесси кирлех мар (саккун куҫӗпе)
🟡"Мӗн тума кирлӗ чӑваш чӗлхи?"
🟡Мӗншӗн эпир хамӑра чӑваш тетпӗр
🟡Чӑваш чӗлхи хӑрушлӑхра (видео)
🟡Мӗншӗн чӑвашла калаҫмалла
🟡Мӗншӗн чӑвашсем урӑхла?
🟡Наци харпӑр ӑнланӑвӗ
🟡Мӑшӑр шырани ҫинчен кулӑшла (е ҫук)
🟡Ь-чӑвашсем тата Ъ-чӑвашсем
🟡Ҫутҫанталӑк чӑвашла калаҫать
🟡Тӗрлӗ ҫулхи ачасене мӗнле чӗнеҫҫӗ
🟡Интернет - пысӑк ял
🟡Мӗншӗн хаҫат вуламастӑп
🟡Хими элеменчӗсем
🟡Вӗренӳ порталӗ
🟡Паллӑ мар чӑваш сӑмахсем
🟡"Фантастика" (йӳҫҫӗн)
🟡Чӑваш чӗлхине пулӑшас тетӗп. Мӗн тумалла?


Йӑла-йӗркесем

*️⃣Мӗнле уяв пӗтӗм-чӑвашсен-уявӗ: пуҫламӑшӗ, ыйтӑм, вӗҫӗ.
*️⃣Пукрав ҫинчен хальччен пӗлменни.
*️⃣Салтака кайни ҫинчен историллӗ экскурс тата питӗ хурлӑхлӑ авалхи салтак юрри.
*️⃣Чӗкеҫпе ҫӑкӑр ҫинчен халлап.
*️⃣Вилнӗ ҫын пушмакне ма салтаҫҫӗ - хӑрушӑ халлап.
*️⃣Шӑрттан тутине аса илетпӗр.
*️⃣Хӗр пуҫӑн ача тунӑшӑн кам айӑплӑ? Ӗмӗр каяллах пӗлнӗ.
*️⃣ Чӑваш тӗрри ҫинчен.


Сӑвӑҫсем

Кунта чи пӗрремӗш чӑваш хӗрарӑм-сӑвӑҫи Ваҫҫа Аниҫҫи тата ҫурма халлапла хӗрарӑм-сӑвӑҫӑ Эмине ҫинчен пӗлме пулать.
Чӗрене тивекен сӑвӑсем - "Амӑшӗн чунӗ" (Ю. Сементер) тата "Йӑваш пулсан..." вуларӑмӑр.
Юлашкинчен Шелепи сӑввисене аса илтӗмӗр.


Мифологи

Тӗнче тытӑмӗ ҫинчен кӑштах пелтӗмӗр,
Аҫтаха, Вӗри ҫӗлен, Ашапатман тата Вупӑр тытни ҫинчен халлапсем вуларӑмӑр.
Хӗвел, уйӑх, ҫӑлтӑрсем - мӗне пӗлтернине пӗлтӗмӗр.
Комикссем вуласа йӑпантӑмӑр:
Атӑл, Киремет тата Улӑп ҫинчен.


Пултарулӑх

🔘"Вупӑр" фильм
🔘"Аннене анне тееҫҫӗ" фильм (⚠️ пролайф!)
🔘Шутлама вӗренетпӗр
🔘"Шӑплӑх" мультфильм
🔘"Уйӑхпи юмахӗсем" мультфильм
🔘"Чемен" мультфильм
🔘"Ми-ми-мишки" чӑвашла
🔘Ача-пӑча литературине итлетпĕр
🔘Электронла паззлсем
🔘Сӑпка юрри
🔘Тарай юрри
🔘"Уҫ-ха, анне, чӳречӳне" халӑх юрри
🔘Атӑл тӑлмач
🔘"Виҫӗ хӗвел" бренд: пӗлтерӳ, тумсемпе мухтанатӑп
🔘Полина Осипова
🔘Чӑвашла каналсем


Нумай чӗлхелӗх

Брошюра
Лекци
Манӑн ачан ик чӗлхелӗхре мӗнле йывӑрлӑхсем пулчӗҫ тата мӗнле вӗсене татса патӑм.
Ют ҫӗршывра нумай чӗлхелӗ ача ӳстерни ҫинчен: пĕрре, иккĕ, виççĕ, тăваттă.
Ма ачасемпе чӑвашла калаҫмалла?
Ма ача чӑвашла калаҫмасть? Мӗн тумалла?
Ашшӗ-амӑшӗн йӑнӑшӗсем
Пӗчӗккисен сӑввисем

👇👇👇
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
ПУҪВАТМӐШСЕМ

🟢Сӑмах тата шухӑш ҫинчен
🟢Тесей карапӗн парадоксӗ
🟢Нумай пысӑк ырӑ ӗҫшӗн пӗр пӗчӗк усал ӗҫ тума юрать-и?
🟢Супермен тата Лекс Лютор тавлашӑвӗ ӑҫтан тухнӑ?
🟢Пӗр лаша хӑвачӗ миҫе л.с. танлашать?
🟢Авторитет сӑмахӗ: ырлӑх е хӗскӗч
🟢Вӑрҫмалли сӑмахсем
🟢Упӑтесем, банан тата сивӗ шыв
🟢Вӑрӑ-хурах тупмалли, тупсăмĕ
🟢Умберто Эко фашизм ҫинчен
🟢Чарусем

КӖНЕКЕСЕМ

🔘Ӑҫта вулас?
🔘"Сӑмахсемпе шухӑшсем
🔘Ҫанталӑк паллисем
🔘Шатра касни ҫинчен
🔘Чӑваш тӗрри
🔘Лапшу Ҫтаппанӗ
🔘Уксак Тимӗр Пӳлере илни ҫинчен
🔘Гёте, "Фауст"
🔘Шекспир: Гамлет, Сонетсем, Лир король, Ромеопа Джульетта
🔘Гюго: "Эрнани", "Козетта"
🔘Уленшпигель
🔘Жюль Верн
🔘Лермонтов, "Иван ӗмпӳ..."
🔘Чехов калавӗсем
🔘Аксаков, "Хӗрлӗ чечек", Андерсен, "Акӑшсем"
🔘Китай поэзийӗ
🔘Юрӑ кӗнеки
🔘Аудиокенекесем
🔘Йӑпатмӑшсем
🔘Елена Енькка
🔘Юмах пуххи


ЫТТИ ХАЛӐХСЕМ

💎Кино якутла
💎Уявсем
💎Лондонри Олдгейт насосӗ
💎Ӑҫта вӑл, Шемаха?
💎Андалуси халлапӗ
💎Мӗнле алӑкран китай усалӗ кӗреймест?
💎Нанайсем те хӗвелсене вӗлернӗ
💎Уйгурсен юмахӗ
💎Куҫарма ҫук сӑмахсем
💎Тӗрӗк чӗлхисене танлаштарни
💎"Шыв" сӑмах
💎"Ҫын" сӑмах
💎Тутар википедийӗ чӑвашсем ҫинчен


👇👇👇
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM
ҪЫНСЕНЕ ТӖПЧЕТПӖР

🔦Мӗнле ҫын вӑйлӑрах?
🔦Мӗншӗн ҫынсем пӗр-пӗрне пулӑшаҫҫӗ?
🔦Мӗншӗн арҫынсем сахал пурӑнаҫҫӗ?

Ӑс-тӑн

📚Ӑс мӗнрен килет?
📚Тӗшмӗшлӗх
📚Йӗвен хӑлхи тата хыпарсем
📚Информаци тасалӑхӗ ҫинчен
📚Логика
📚Пӗлӳ тӗсӗсем
📚Тавлашу ҫинчен
📚Ӑс е кутӑнлӑх? Ма ҫынсем шухӑшне улӑштармаҫҫӗ?
📚Интуици ҫинчен


Чун çинчен

🔸Пултарулӑх тата ҫынлӑх
🔸Сӑпайлӑх
🔸Психологи чиккисем
🔸Хӑрушлӑх витӗмӗ
🔸Вӑрҫӑ суранӗсем
🔸Кӑмӑл-туйӑм урапи
🔸Тӗп туйӑмсем
🔸Мультфильмсем ҫинчен
🔸Уйрӑлни ҫинчен
🔸Эпӗ аборт тума чарассине хирӗҫ.
🔸Уяв пӑсмалли рецепт
🔸Телей формули


Укҫа тата ҫын

💰Светтуй Валентин кунӗнче укҫа юрататӑп терӗм
💰Ҫӳҫ вӑрӑмӑшӗ, помада тата кӗпе арки экономикӑпа мӗнле ҫыхӑннӑ
💰Мӗн чухлӗ эпир патшалӑха тӳлетпӗр?
💰"Традиционные ценности"


Ача ӳстересси

🐥Ача хакӗ ҫинчен
🐥Мария Монтессори канашӗсем
🐥Ача ӳстермелли виҫӗ вӑрттӑнлӑх
🐥Аслӑ вӑрҫӑ ачисем: виҫӗ сыпӑк

* вӗҫӗ *
Please open Telegram to view this post
VIEW IN TELEGRAM