Чӑвашла шухӑшла
462 subscribers
719 photos
28 videos
32 files
253 links
Чӑвашла пуҫа ӗҫлеттеретпӗр.
Ҫыхӑну: @chushu_bot
Download Telegram
Хӗрарӑмсене сасӑ парассине хирӗҫ тунӑ пӗрремӗш плакатсем.
Хальхи куҫпа пӑхсан, эпӗ арҫынсен вырӑнӗнче ҫакна кӳренӗттӗмччӗ -- мӗншӗн арҫынсене ҫав тери халсӑрла кӑтартса ӳкернӗ? Арҫын хӑйӗн ачипе пӗр-ик сехете пӗччен юлнине чӑн-чӑн трагеди пек кӑтартнӑ.

P.S. Клара Цеткин -- тав!
Чӑваш чӗлхишӗн эсир халь ҫиччас мӗн тума пултаратӑр:

🧩 «Атӑл.Тӑлмач» сайтӗнче эсир куҫарусене хаклама пултаратӑр (хаклавне пусмалла кӑна)
https://translate.chv.su

🧩 Common Voice сайтра чӑвашла пуплевӗшсене сасӑлама, е ыттисем сасӑланине хаклама
https://commonvoice.mozilla.org/cv/dashboard/stats

🧩 Google.Translate сервисра чӑвашла куҫарма, е куҫарнӑ тӗслӗхсене хаклама
https://chuvash.org/wiki/Google тӑлмачӗнче куҫарса пулӑшасси

🧩 «Терминсем» онлайн-канашлура чӑваш терминӗсене сӳтсе явма
http://termin.chv.su/

🧩 «Википедин» чӑваш уйрӑмне пуянлатма тата ытти те
https://cv.wikipedia.org

❗️Ҫак ӗҫсене кам та пулин тӑвасса кӗтмесен, вӗсене хӑвӑр та хутшӑнсан вӗсем пурте самай хӑвӑртрах аталанса пырӗҫ.

Ҫӑлкуҫӗ:
https://t.me/chuvashorg/1065
Уяв чармасӑрах пӑсмалли рецепт

Хэллоуин, тӗслӗхрен. "Пирӗн уяв мар, тӑшмансен, мӗне кирлӗ, чарамалла!" Ҫук, чармалла мар, ӑна ӗҫ календарьне кӗртмелле, канмалли кун тумалла.

Кавӑн Сӑпасӗ тесе чӗнме хушмалла. Кавӑн пӗтӗм ҫӗрте пултӑр. Христиан тӗнӗпе килӗшӳллӗ капӑрлатмалла, паллах. Лавккасен ячӗсене, лавккасене шалта, ӗҫ вырӑнӗнче, шкулсенче, ача-пӑча пахчисенче -- пӗтӗм ҫӗрте кавӑн ӳкерчӗкӗсем, кавӑнран тунӑ теттесем, кавӑн пӑтти, кавӑн салачӗ, кавӑн сокӗ, ҫук, кавӑнран тек кофе те пултӑр! Кунӗпе.

Ӗҫре пуринчен те укҫа пуҫтарса корпоратив йӗркелемелле. Пурте пӗр-пӗрне тек кавӑн ӳкернӗ открыткӑсем парнелеччӗр.
Ачасене кавӑнран тем-тепӗр япаласем тутармалла. Оценкӑллӑх, паллах.

Конкурссем йӗркелемелле. "Чи чӑнкӑ тум" -- садра, шкулта, ӗҫре, урамра чи пысӑк лапамра. Аниматорпа пултӑр. Кунӗпе кавӑн ҫинчен юрӑсем ҫавӑрттарччӑр. Приз -- торт (кавӑнран, паллах).

Унтан пурин те минкульта отчет туса ямалла пултӑр.

"Кавӑн Сӑпасӗ" вара тӳрех хӑстарма тытӑнать. Сӑмах паратӑп.

#longread
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
Израиль арҫыннисем хӗрарӑмсене юрӑпа саламлаҫҫӗ.
Вырӑсла Ольга Божкова куҫарнӑ.
(Чӑвашла куҫарма хал ҫитмерӗ).
«Урай начар сӗрсен -- упӑшку кана-кана хӗнет»

- манӑн харпӑр рейтингра сиенлӗ каларӑшсен чемпионӗ.

Сире кун пек каланӑ-и? Урай вара мӗншӗн лайӑх ҫӑваҫҫӗ, таса пултӑр тесе мар-и? Тасалӑх мӗн валли кирлӗ, сывлӑх валли мар-и? Мӗншӗн кунта хӗрачана пулас упӑшки хӗненине мӗн пӗчӗкрен йӗркеллӗ япала тесе вӗрентнӗ?

Юрамасть хӗнеме. Никама та. (Кам-тӑр тапӑннӑ пулсан кӑна хӳтӗленме юрать).

Арӑмсене хӗненӗрен хӳтӗлес инициатива ак кунта:
https://www.roi.ru/104194/

Паллах, петици тексчӗ "пиҫсе ҫитмен", улӑштармалли тата якатмалли нумай, анчах та чи пахи кунта -- ырӑ инициативӑшӑн сасӑлани.
Саккунсене йышӑннӑ чух текстне пурпӗр тӗпӗ-йӗрӗпе улӑштараҫҫӗ, хӑш пункт кӗрет, хӑш ҫук.

Проблемине татса парас кӑмӑл пулни курӑнни те паха.

Анчах телеграмра ҫак инициативӑна "хирӗҫ" сасӑлама валли ятарлӑ реклама тума укҫа пуҫтараҫҫӗ 💩
https://t.me/realist_dyagilev/5125

P.S. инициатива авторӗ феминистка мар (хӑй калашле).
Чĕкеçпе çăкăр çинчен

Çуркунне пур вĕçен кайăк та пирĕн пата кăнтăр енчен вĕçсе килет, пĕр чĕкеç анчах кĕркунне Турă патне вĕçсе каять те çуркунне ун патĕнчен çынсем патне вĕçсе килет, тет.
Тытаççĕ тет ăна, пуçне çу сĕреççĕ те Турă патне яраççĕ.
Чĕкеç пÿрте вĕçсе кĕни — ырă палли.

Чĕкеҫ çын çинĕ чухне ÿкнĕ çăкăр тĕпренчĕкне Турă патне илсе кайнă та каласа панă тет, çынсем çăкăр упрамаççĕ тесе. Çавăнпа чăвашсем çăкăр çине урапа пуснине çылăх теççĕ, тата курать те йăтмасть пулсан.

Чăвашсем çапла калаççĕ:
‒ Алăри çыртăк ӳксен, тупаймасан та ăна шырама кирлĕ, кам ун пек тумасть, çав пархатарлă çын мар.
Пуçа тăхăнса çăкăр çини — каçарма çук çылăх.

В. Николаев 1904 ҫулта ҫырса хӑварнинчен.
#халлап
Хут купӑс айӑплӑ

Хочаш ялӗнчи пачӑшкӑ В.Т. Краснов каласа панине Н.В. Никольский 1904 ҫулта ҫырса илнинчен:

«Ĕлĕк яш-кĕрĕм хальхинчен лайăхрахчĕ: ар çин ачасем, хĕр ачасем шăпăрçăсенчен тарса хăраса пурăначчĕç, пĕр-пĕринпе хальхи пек хутшăнмаçчĕç. Халĕ ĕнтĕ кармунисем тухрĕç те, яш-кĕрĕм пăсăлма пуçларĕ. Кирек кам та яш ача кармунне илет те шу! хĕрсене хăй патне похать. Кармунне нăрт… нăрт калать те, хĕрсен чонне хоскатать те хайхи хĕрсене ку пăсать. Хĕр пуçăн ача тăвакан хĕрсем кашнă ялтапа пĕрех халь. Шăппăр ĕлĕк апла пăсман яш-кĕрĕме, кармунь хыт пăсать. Ĕлĕк кармунь калакан виçĕ ялта пĕр çын, халĕ виçĕ ялта çĕр çын пулĕ. Çавă-и вăл ыр самана?»

#халлап
Ҫав Ваҫанкка кам-ши вӑл? "Кулак" пулнӑ пулӗ?
"Ҫилпе шыв ӗҫлеҫҫӗ" пулсан вӑл арман тытнӑ пулмалла.
(Шелепи сӑвви)

#сӑвӑ
Шелепи ҫырнисен пуххи.pdf
6.3 MB
Н.И. Полоруссов-Шелепи сӑввисем (10 сӑвӑ)
1928 ҫул
Улшӑнми шухӑш ҫинчен. Ӑс е кутӑнлӑх?
(Conceptual conservatism)

1956 ҫул
та виҫӗ психолог -- Фестингер, Рикен тата Шахтер -- "Мӗн пулассине калани пурнӑҫланмасан" ("When Prophecy Fails") кӗнеке ҫырнӑ. Унта вӗсем хӑйсен ӗҫне ҫырса кӑтартнӑ:
пӗр ушкӑн -- секта -- 1954-мӗш ҫулта раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче тӗнче пӗтессе шанса пурӑннӑ. Ҫакӑ пулса иртмесен те ҫав ҫынсенчен нумайӑшӗ пурпӗрех ӗненме пӑрахман.
Ҫак япалана халь backfire effect -- "кутӑнла тухӑҫ" теҫҫӗ.

Мӗншӗн ҫын хӑйӗн шухӑшне улӑштарасшӑн мар, хирӗҫле ҫирӗплетӳсем ҫителӗклӗ пулсан та:

🔘 Палланӑ япала витӗмӗ (мифсемпе тахҫанах тата тарӑнрах паллашнипе).

🔘 Ытлашши пӗлӳ витӗмӗ (аргументсем ытлашши нумай пулнӑран ҫын вӗсене ӑнкармасӑр сирет).

🔘 Тавракурӑма хирӗҫ витӗмӗ (тахӑшӗн тавракурӑмне хӑрушлӑх кӳрекен ҫирӗплетӳсене тӳрех тиркени).

Мӗне пӗлтерет ку?
Ҫын вӑхӑтран иррационаллӑ пулнине тата хӑтланнине.

Концептуаллӑ ҫаврӑнӑҫулӑх вара, хирӗҫле -- рационализмӑн тӗп паллисенчен пӗри -- ҫын япала ҫине урӑх куҫпа пӑхма пултарнине тата хӑйӗн йӑнӑшне йышӑнса тӳрлетме пултарнине пӗлтерет.

Ваттисен сӑмахӗсем:

⭐️ Шухӑшламан чухне шухӑш ҫук, шухӑшлама пуҫласан пуҫ ҫаврӑнать.

⭐️ Шухӑш кӳллин тӗпӗ тарӑн.

⭐️ Шухӑшланӑ шухӑш та тепӗр чухне ҫитмест.

http://as.chv.su

#longread
Вилнĕ çын каялла таврăнасран

1901-мĕш çулта Виҫпӳрт Шăмăршă ялĕнче К.П. Прокопьев пачăшкă çырса хăварнинчен:

«Вилнĕ çынна шăтăка антарсанах, пĕри шăтăка кĕрсе вилнĕ çын тупăкне уçса ун ури çыххисене, пыр çыххине, йĕм кантăрине салтса тухать. Вĕсене салтмасан, вилнĕ çын тăрса, пытаракансем таврăнсан, вĕсемпе пĕрле килне калле таврăнать, тет.
Пытарсан вара лаша çине ларса пит хытă чуптарса таврăнаççĕ. Чуптарса таврăннă чух пĕри-пĕри ӳксе юлсан, вăл çын тепĕр çулччен вилет, теççĕ.

Килелле ак мĕншĕн хытă чуптарса таврăнаççĕ: пытаркансем хĕрĕх утăм кайсанах, вилнĕ çын тухса кăшкăрать, тет: «Ан кайăр, эпĕ те пыратăп!» ‒ тесе. Анчах чупма ури кантăрисене, йĕм кантăрисене салтнă, вĕсене çыхкаласа чăрманса юлать, тет, массах çинех.»

#халлап
Вупӑр тытни ҫинчен

«Чăвашсем, хĕлле пулсан, çĕрле нумай лараççĕ. Хĕрарăмсем кĕнчеле авăрласа лараççĕ; арçынсем тĕрлĕ ĕç тăваççĕ: е çăпата, е çĕвĕ çĕлеççĕ.

Çапла пĕр çуртра çĕрле ĕçлесе ларнă, тет, пĕр карчăк анчах çывăрать, тет. Ларсан-ларсан, ку карчăк тапратрĕ, тет, мĕкĕрме. Пурте шартах сикрĕç, тет. Нумай та мĕкĕрмерĕ, тет, вăранчĕ, тет.
‒ Ара, мĕн пулчĕ сана? ‒ тесе ыйтрĕç, тет, ларакансем.
‒ Пĕр мăнтăр, пысăк арăм пычĕ пек. Ман çия упаленсе выртрĕ пек, ‒ тесе каларĕ, тет, арăм.
‒ Мана ялан пусать вăл, ‒ тесе каларĕ, тет.

Пĕри вара ларакансенчен:
‒ Шăтăк шăхăрчăр! ‒ тесе каларĕ, тет. Апла каласан, Вупăр тухаймасть, тет. Çавăнпа пурте шыра пуçларĕç, тет. Шырасан-шырасан, пĕри курах карĕ, тет: кăмакара, кушак пулнă тет те, кĕтесре ларать, тет.
Кушака тытрĕçĕ тет те, çĕçĕ илсе:
‒ Пусатпăр, ‒ тесе, камне калама хушнă, тет.
Кушак каламасть, тет. Вара пусма тăрсан тин каланă, тет.

Кӳршĕ арăмĕ пулчĕ тет те:
‒ Ан пусăр! ‒ тесе йăлăна пуçларĕ, тет. Вара вăл арăма шăрса яриччен хĕнерĕç, тет. Темĕн чухлĕ укçа илчĕç, тет. Çавăнтан кайран тин пăрахрĕ, тет, кӳршĕ арăмĕ Вупăр пулса çӳреме.»

1900-мӗш ҫулта Микушкино ялӗнче Афанасий Егоров ҫырса илнӗ.

Ку хӗрарӑм мӗскӗн кушакне шелленӗ ӗнтӗ 😢
"Ҫывӑрнӑ чух пусарни" вара вӑл -- ыйхӑллӑ шалкӑм ҫапни (сонный паралич), ун чухне ыйхӑн хӑвӑрт сыпӑкӗ тӗрӗс мар иртет, ҫавӑнпа ҫынна тӗлӗкпе темскер куҫне курӑнать, ҫук сасӑ илтӗнет, алли-ури хускалмасть.

#халлап
Интуици ҫинчен

Шалти "куҫ", ӑшри туйӑм. Пӗр шухӑшламасӑрах тӳрех пӗр-пӗр япала пирки пӗлӳ "ӑшран" сиксе тухни. Ҫав пӗлӳ чӑнлӑха ҫывӑх пулать теҫҫӗ.

Дэниэл Канеман шучӗпе, ҫынсем автоматикӑлла, вӑрӑм логикӑллӑ шухӑшлӑвсӑр, ҫирӗплетӳсӗр тӗрӗс йышӑнусем тума пултарнине ытлашши хак параҫҫӗ, шанчӑклӑ пелӳсен ҫӑлкуҫӗ тесе усӑ кураҫҫӗ, чӑннипе вара ҫав пӗлӳсем пулмасса та пултараҫҫӗ.

Ӑҫтан тухать вара вӑл -- интуици?
Хальхи психоанализра ӑна тӑн умӗпе (preconscious) ҫыхӑнтараҫҫӗ -- пӗлӳ ҫыннӑн пур, анчах ҫав самантрах вӑл ӑна аса илсе тӑн шайӗнче уҫҫӑн усӑ кураймасть.
Тӑн умӗн ӗҫӗн тӗслӗхӗ --"чӗлхӗ вӗҫӗнчи сӑмах" -- пулнӑ-и сирӗн кун пекки: мӗн калас тени куҫ умӗнчех, анчах сӑмахӗ ниепле те аса килмест? Е ҫын ятне аса илме тӑрӑшнӑ чух хӑш-пӗр саспаллисене кӑна калама пултарни? Пӗлӳ ҫӳпҫи тулли те, хупӑлчи уҫӑласшӑн мар.

Тепӗр тӗслӗх -- прайминг -- пӗр стимул пани тепӗр стимула хуравлакан реакцие витӗм кӳни, пӗр ӑс-тӑнлӑ тавҫӑрмасӑр е шухӑшламасӑрах. Ҫапла, икӗ ушкӑна пӗр ҫын сӑнӳкерчӗкне кӑтартаҫҫӗ. Пӗр ушкӑнне калаҫҫӗ, ку тӗрмере ларакан ҫын тесе, теприне -- ку ӑсчах тесе. Унтан ҫав ушкӑнсене сӑнӳкерчӗкри ҫынна сӑнлама ыйтаҫҫӗ. Пӗрремӗш ушкӑн унӑн куҫӗсене "сивӗ, йывӑр, чее" тесе каланӑ, иккӗмӗш -- "ӑслӑ, ҫивӗч, лӑпкӑ" тенӗ. Пӗр сӑнар хускатни темиҫе ҫывӑх япала сӑнарӗсене пуҫра автоматикӑлла хускатать.

Тата интуиципе "паллани ҫинчи йышӑну" моделӗ (recognition-primed decision -- RPD) ҫыхӑнса тӑрать. Ҫак модель тӑрӑх, ҫыннӑн пысӑк тата анлӑ опыт пулни ӑна кӑткӑс лару-тӑрура пӗр самантрах тӗрӗс йышӑну тума хал парать. Ҫав самантра ҫын темиҫе майсем шутласа кӑларать, вӗсене танлаштарать, хӗсӗк вырӑнӗсене курать, вара пӗрремӗш юрӑхлӑ йышӑну суйлать. Экстремаллӑ вырӑнсенче ӗҫлекен ҫынсем валли ҫак мел уйрӑмах лайӑх ӗҫлени паллӑ.

Хальхи вӑхӑтра ИИ тӑваттӑмӗш сыпӑкӗнчи алгоритмсене интуици те хушас тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Мӗнле майпа -- манӑн ӑнланма пуҫ ҫитмерӗ.

Сирӗн интуици пур-и? Час-час усӑ куратӑр-и?

Ҫыхӑннӑ ҫӑлкуҫ:
https://incrussia.ru/news/ii-podobie-intuitsii/?amp

#longread
Чӑвашла: шыв (шу)
Тутарла: су
Пушкӑртла: һыу
Тадарла (хакасла): cyғ
Узбекла: сув
Кӑркӑсла: суу
Уйгурла: (су) سۇ

Тымарӗ пӗрре -- китай сăмахĕ, 水 - шуэй - шыв.

#сӑмах
Н_И_Полоруссов_Шелепи_Уксак_Тимӗр_Пӳлере_илни_ҫинчен.pdf
3.6 MB
Н.И. Полоруссов-Шелепи
"Уксак Тимӗр Пӳлере илни ҫинчен"
Ак кунта:
Юмӑҫ карчӑк хӑни хан пулнине мӗнле майпа пӗлни.

#сӑвӑ
Мĕншĕн чăваш чĕлхи ытти тĕрĕк чĕлхисенчен питĕ вăйлă уйрăлса тăрать?
А.В. Дыбо, д.ф.н., лингвист, ак çак схемăра тĕрĕк чĕлхисен генеалогине ăнлантарать (2007 çул)

Тата ак кунта чӑваш чӗлхи ытти ҫывӑх чӗлхесем хушшинче мӗнле вырнаҫни ҫинчен лайӑх статья пур:
https://postnauka.ru/longreads/155707
Тавлашу ҫинчен

Биологи калать, ҫынсем тӗрлӗ пулни -- ырлӑх тет, аталану валли чи кирлӗ япала. Социологи унпа килӗшет. Эпир тӗрлӗ пулнипе кӑна хальте чӗрӗ, ҫавна кура тата та пурнӑҫ тӑсӑлӗ.

Анчах эпир тӗрлӗ пулнипе пирӗн хушӑра килӗшӳ те ҫук -- тӑнӑҫлӑн, сӑпайлӑн, пӗр-пӗрне илтсе тата хисеплесе калаҫма-тавлашма пӗлместпӗр.

Лев Толстой 1889 ҫулта ҫапла ҫырнӑ:
"Тавлашу валли тата тавлашуран тухӑҫ пултӑр тесен тавлашакансем пӗр еннелле пӑхни кирлӗ, вӗсен тӗллевӗ пӗрпек чӑнлӑх пулмалла. Кашниех мӗн кӑтартса парас тенине ӑнланас пулать. Тавлашакансенчен пӗри нимӗн те ҫирӗплетесшӗн мар пулсан (ытларах чухне), е тавлашма хӗтӗртекен тӗллевсем вӗсен пачах тӗрлӗ пулсан, тавлашӑва тӳрех чармалла. Ҫакна хӑтланса пӑхса пӗлес пулать". 

Пирӗн вара мӗнле: тавлашса хӗрсе кайса, хӑйӗн каларӑшне хирӗҫ чӗннине ҫывӑха илсе пӗри хӳтӗленсе чиккисене каҫать, тепри те ҫывӑха илсе кӳренет, ытти калаҫу вара харкашу пулать.

Ваттисен сӑмахӗсем кун пирки мӗн каланӑ:
☀️ Хаяр чӗлхелле ҫынпа ан тавлаш, ун вучӗ ҫине вут хурса ан амалантар.
(~Сана кӳрентерес теҫҫӗ пулсан -- хыҫҫӑн ан кай, усси пулмасть).

☀️ Хаяр ҫын ҫине шӑл хӑйраҫҫӗ, йӑваш ҫын ҫине чулпа переҫҫӗ.
(~Сӑпайлӑ пул, анчах аяла ан юл).

☀️ Ватӑ ҫынпа ан тавлаш теҫҫӗ.
(~Пурпӗр шухӑшне улӑштарас ҫук, вӑхӑт сая яни кӑна).

Тавлашу харкашу енне туртӑнать пулсан мӗн туни пулӑшма пултарать:

Тавлашу вӑхӑтлӑх чарса ҫапла калаҫса татӑлмалла: хӑйӗн шухӑшне каласа париччен кашни хӑйпе калаҫакан ҫыннӑн шухӑшӗсемпе туйӑмӗсене кӗскен каласа памалла, леш сирӗн калавпа килӗшмелле пултӑр.
Ак ҫапларах: "Эпӗ сана тӗрӗс ӑнлантӑм пулсан...»

Оппонент сирӗн сӑмахсемпе килӗшнӗ хыҫҫӑн -- хӑвӑр шухӑшӑра калатӑр.
Вӑл вара сирӗн сӑмахсен пӗлтерӗшне хӑй ӑнланнӑ пек каласа парать.

Ҫак лайфхак тавлашӑва конструктив енне тавӑрма пулӑшать, оппонентсен тимлӗхне пӗр-пӗрин сӑнарӗсем ҫинчен тавлашу теми ҫине куҫарать.

#longread
Ь-чӑвашсем тата Ъ-чӑвашсем

Пӗлместӗп, диалект-и вӑл, е ҫак япалан пач урӑхла классификаци пур (тӳрлетӗр мана, пӗлетӗр пулсан), чӑвашсен пӗтӗмӗшле икӗ тӗрлӗ янӑрав пуррине сӑнарӑм.

Чи пысӑк уйрӑмлӑхӗ -- Ч тата Ҫ сасӑсен янравӗнче.

Ь:
Ч -- ытларах "ть" енне ҫывхарать
Ҫ -- "сь" патнелле
Эп хам ҫакӑн пек калаҫатӑп.

Ъ:
Ч -- шак-хытӑ "ч" пек илтӗнет
Ҫ -- вырӑс "щ" сассинчен те ирттерет -- ЩЩЩ
Кун пек чӑваш телеведущисем калаҫнине илтнӗччӗ.

Яппун чӗлхинче те кун пекрех япала пур, ахаль калаҫнӑ чух чӗлхи ҫепӗҫ, "наниҫиникитано", хирӗҫсе ятланӑ чух -- хӑрӑлти "абацурррэкутабаррэ".

Атьӑр сасӑлатпӑр, кам пирӗн нумайрах:
🍓 - Ь
🏆 - Ъ
Ачасем

0-1 уйӑх -- тин ҫуралнӑ ача, пепке
1-12 уйӑх (утма вӗрениччен) -- чӗчӗ ачи, сӑпка ачи, алӑри ача, пепке
6-12 уйӑх -- упаленекен ача, шуса ҫӳрекен ача
1-3 ҫул -- тоддлер (лайӑх ҫӳреме вӗрениччен), тӑнкӑлти (тӑнкӑлтатса ҫӳрекен пӗчӗк ача)
3-7 ҫул -- сад ачи, шкул ҫулне ҫитмен ача
7-12 ҫул -- шкул ачи
12-16 ҫул -- ҫамрӑк ача, яш ача, хӗр, яш
16-18 ҫул -- хӗр, каччӑ (йӗкӗт)

#ачалӑх