Чӑвашла шухӑшла
463 subscribers
719 photos
27 videos
32 files
253 links
Чӑвашла пуҫа ӗҫлеттеретпӗр.
Ҫыхӑну: @chushu_bot
Download Telegram
Forwarded from Чувишенка (Ксюша Кошелева)
книга, с которой я росла

жуткие истории с красными глазами и превращениями
- мои фавориты

именно после этой книги у меня закрепился образ сильной и слега сумашедшей чувашской женщины (Алпастӑ, Вупӑр, Вутӑш...)

тот случай, когда переоцененная древнегреческая мифология
и рядом не стояла

#литература
Мӗлкесем ҫинчен

П
ирӗн мӑн асаттесем мӗнле те пулин ҫынна питӗ вӑйлӑ хисепленӗ пулсан пире те ҫав ҫынна тата унӑн ӗҫӗсене хисеплеме кӑна мар, унӑн тавракурӑмне, унӑн шухӑшӗсене пӑхӑнма та вӗрентеҫҫӗ.
Ку вӑл йӗркеллӗ япала, эпир те пирӗн ачасене ырӑ сунса хамӑрӑн пурнӑҫри хаклӑхсене явӑҫтарас тетпӗр. Анчах хӑш-пӗр чухне ҫавсене тиркени те тӗрӗсрех пулма пултарать.

Аристотель ҫӗр ҫинче чӗрчунсем хӑйессӗн пулса кайма пултараҫҫӗ тесе ҫырнӑ, ҫакна ҫынсем (ӑслӑ, лайӑх вӗреннӗ ҫынсем) пин ҫул ытла ӗненсе пурӑннӑ, ҫак теорие ҫирӗплетмелли опытсем те лартнӑ. Тӗслӗхрен, виле ҫинче шӑнасем "ниҫтан" пулса кайнине кӑтартнӑ. Паллах, ун чухне пӗлӳсем ҫитменнипе кӑна ҫапла шутланӑ. Пастер опычӗ хыҫҫӑн ҫак теорие сирнӗ (пастеризациленӗ япалара "пурнӑҫ" хӑй тӗллӗн пуҫланма пултараймасть иккенни халь паллӑ).

Авиценна (Абу Али Хусейн ибн Абдаллах ибн Сина), мӑсӑльмансен Аристотелӗ, унтан та хӑш-пӗр енчен ирттернӗ.
Вӑл этем организмӗнче тӑватӑ шӗвек балансра пулмалла тесе ҫырнӑ: хура ват, сарӑ ват, юн тата йӳлеке. Ҫавӑнпа чирлӗ ҫынна пӗчӗк суран туса юн юхтарни (хиджама) икӗ пин ҫул ытла сиплемелли меслет пек шутланнӑ. Юн янӑран США пӗрремӗш президенчӗ вилнӗ хыҫҫӑн (1799 ҫул) ҫак меслетпе сахалтарах та сахалтарах усӑ курнӑ, тепӗр 50 ҫултан вӑл анахронизм пулса юлнӑ.
Хальхи вӑхӑтра кун пек майпа питӗ-питӗ сайра чирсене кӑна сиплеме юрать.

Галилео Галилей, гений, шыв хӑпарнишӗн Хӗвел туртӑмӗ яваплӑ тесе шутланӑ, "ҫук, Уйӑх" текенсенчен ухмах тесе кулнӑ. Халь ӗнтӗ эпир вӑл йӑнӑшнине пӗлетпӗр.

Эйнштейн, СТО шутласа кӑларнӑ гений, пирӗн Ҫут Тӗнче вӑхӑт иртнӗҫем хусканмасть, яланах пулнӑ, ҫавӑнпа нихҫан пӗтмест тесе шутланӑ. Анчах та Хаббл (телескоп мар, ҫын) тӗпчевӗсене сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн Эйнштейн та Тӗнче сарӑлнине йышӑннӑ.

Ҫак тем пысӑкӑш авторитетсен мӗлкисене хирӗҫ мӗн-тӗр шухӑшлама та питӗ нумай хӑюлӑх, ӑс тата ӗҫ кирлӗ пулнӑ.

#longread
Хӗрарӑмсем Атӑл ҫинче сулӑ (плот) туртаҫҫӗ.
Фотограф: Захарий Захариевич Виноградов
1912 ҫул
Тискер вилӗм курнӑ ҫынсен куҫӗсем -- витӗр шӑтараҫҫӗ те нимӗн те курмаҫҫӗ пек
Posttraumatic stress disorder (PTSD) - аманнӑ хыҫҫӑнхи стресспа пӑсӑлни
(аманни кунта - ӳт-пӳ суранланнине мар, пӗтӗмӗшле питӗ йывӑр лару-тӑрӑва лекнине пӗлтерет)

Вӑл питӗ вӑйлӑ, этем психики чӑтайман стресс хыҫҫӑн аталанма пултарать. Ҫакӑн пек психотравмӑллӑ сӑлтавсен тӗсесем: пурнӑҫ туртса илме хӑтланни, тапӑнни, асап кӳни, пусмӑрлани, ҫутҫанталӑкпа техника катастрофисене лекни, вӑрҫӑ иртни, террористсен аллине лекни, тыткӑнра пулни, тепӗр ҫын вилнине курни тата ыттисем те.

Тӗп паллисем:

1. Тат
а та тата тепӗр хут психика амантакан лару-тӑрӑва аса илсе, сехӗрленсе ҫӗнӗрен пурӑнса иртни. Ҫакӑн пек ирӗксӗр асаилӳсем чун-чӗрене ҫав тери вӑйлӑ ыраттараҫҫӗ.

2. Амантнӑ япала ҫинчен манма тӑрӑшаҫҫӗ, ӑна аса илтерекен ҫынсенчен пӑрӑнма тӑрӑшаҫҫӗ.

3. Пӗрмай пӑшӑрханни, шикленни, сыхланса тӑни, темле хӑрушӑ япала час пуласса кӗтсе тӑни. Ҫын хӑйне хӑрушсӑрлӑхра туяймасть, хӑйне лӑпланма ирӗк памасть.

4. Хӑрушӑ тӗлӗксене пула, асаилӳсене пула ҫывӑрайманни. Тӗлӗкре час-часах ҫын тепӗр хут амантакан япала витӗр иртет.

Хӑш чух ытти пӑсӑлусем те аталанма пултараҫҫӗ:

🫥 Кӑмӑл-ту
йӑм улшӑнӑвӗсем – шухӑш-кӑмӑл иккӗленсе тӑни, депресси, тарӑхни, вак-тӗвекшӗн пӑшӑрханни, пурнӑҫ туйӑмӗ ҫукки.

🤬 Хӑйне мӗнле тыткаланин улшӑнӑвӗсем – хайне хай чарайми хаяр, ҫилӗ туйни, ӑссӑрла е хӑйне хӑй аркатмалла тыткалани, эрехпе тата ытти психоактивлӑ япаласемпе иртӗхни.

😓 Хӑйӗн ҫинчен начар шухӑшлани– намӑсланни, айӑпа кӗни, хӑйне ним вырӑнне хуни е ним тума пултарайманни, пушӑлӑх туйни, савӑнма пултарманни.

🥶 Социаллӑ ҫыхӑнусене тытайманни – ютшӑнни, ӗҫпе интересленменни, юратӑва, хоббие ҫухатни, ҫывӑх ҫынна пулӑшас ӗҫре йывӑрлӑхсем пулни.

Ҫак паллӑсем стресс витӗмӗнчен тухсан ултӑ уйӑх хушшинче палӑраҫҫӗ, темиҫе эрне, уйӑх, ҫул хушши тӑсӑлма пултараҫҫӗ.

‼️ЧИ КИРЛИ: пӑсӑлнӑ ҫын хӑйӗн ирӗкӗпе "хӑйне алла илме" пултараймасть, ӑна ятарлӑ специалистсем (психиатр, невролог) сиплемелле. Ҫак тапхӑрта ҫывӑх ҫынсем пулӑшни питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Ҫӑлкуҫӗ:
https://cr.minzdrav.gov.ru/schema/753_1#doc_v
Вӑрҫӑ ӑрусен виҫӗ сыпӑкне лӳчӗркесе хӑварать. Тӑваттӑмӑшӗ ҫӑлӑнма пултарать -- ҫынсем истори урокне вӗренсен.

Пӗтӗмӗшле паттернсем ҫапларах пулса тухаҫҫӗ (вӑхӑт иртнӗ май ытларах та ытларах вариативлӑ):

Нуль-сыпӑк. Вӑрҫӑ курнӑ ҫитӗннӗ ҫынсем.
Вӗсем ҫӗнтерни, хӑйне хӳтӗлекен тата ҫӗнтерӳҫӗ пек туйни PTSD паллисене ҫемҫетнӗ. Танлаштармалӑх, афган (чечен) синдромлӑ ҫынсен ҫӗнтерӳ пулман, вӗсен хӑйсене тӗрӗслӗхшӗн кӗрешнӗ пек туйман, PTSD вӗсем час-часах йывӑртарах тӳссе ирттернӗ. Ҫитӗнме ӗлкӗрнӗ ҫыннӑн темле хӑрушлӑха тӳссе ирттерме вӑйӗсем нумайрах, вӑл вара мӗнле те пулин ҫӗнтеретех - туйӑмӗсене сӳнтерсе, чӑмӑртанса, шӑлне ҫыртса. Анчах унӑн ачисене хытӑ лекет.

Пӗрремӗш сыпӑк. Вӑрҫӑ ачисем.
Ҫак сыпӑк пуринчен вӑйлӑрах аманнӑ. Варҫӑ иртнӗ, сивӗннӗ, хытнӑ, хуҫӑлнӑ ҫынсен лайӑх ашшӗ-амӑшӗ пулма вӑй юлман, ачисемпе ҫирӗп ҫыхӑну майлаштарайман. Ҫавӑнпа вӗсен ачисем курӑк пек ӳснӗ, ирӗксӗр хӑйсем тӗллӗн пурӑнма тӳр килнӗ, ашшӗ-амӑшӗсене кирлӗ чухне пӑхнӑ, кӗҫӗннисемшӗн ашшӗ-амӑшӗ вырӑнне пулнӑ. Ачалӑхӗ пулман, ашшӗ-амӑшӗнчен юрату курман, яланах йӑлт хӑйсем ҫинче тата ӑшӗнче сӗтӗрнӗ. Вӗсем ҫитӗнсен те, ватӑлсан та хӑйсене канма ("наянланма"), хӑйсене хӑйсем пӑхма ирӗк пама пултараймаҫҫӗ. Тавралӑх вӗсемшӗн питӗ хӑрушӑ, ют. Хӑйсен тӗрӗслӗхӗнче нихҫан та иккӗленмеҫҫӗ (иккӗленни вӗсемшӗн питӗ хӑрушӑ, ҫӗр чӗтреннӗ пек япала).
Ача чухне пулӑшу, ӑнлану курманнипе вӗсен эмпати аталанман. Ашшӗ-амӑшӗсемпе ҫывӑх пулманнипе вӗсем хӑйсен ачисемпе те кирлӗ пек тыткалама пултараймаҫҫӗ - ӳснӗ, анчах ҫитӗнмен, ашшӗ-амӑшӗ пулма ӑшӗ пиҫсе ҫитеймен, ача пулса юлнӑ. Вӗсене хӑйсене ҫав тери ачашлани, юратни ҫитмест.
Ҫавӑнпа вӑрҫӑ ачин хӑйӗн ачи ҫуралсан телей ҫитрӗ пек пулать: пӗчӗк ача ашшӗ-амӑшне тем пысӑкӑш таса юрату парнелет. Ашшӗ-амӑшӗ те ҫав ачана юратса тӑранаймаҫҫӗ. Виҫҫӗ тултариччен йӑлтах аван.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вӑрҫӑ ачисен ачисем. "Дядя Фёдор"-сем.
Вӗсен ачалӑхӗ телейлӗрех - вӗсене ашшӗ-амӑшӗ юратнӑ - мӗнле пӗлнӗ, ҫапла юратнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ "юрату выҫлӑхӗпе" аптранипе хӑйсене ҫитменнине ачисенчен туртса илнӗ - вӑйпа та пулин хӑйсене юраттарас тенӗ. Ачи виҫҫӗ тултарас патне сепараци пуҫлать, ашшӗ-амӑшне час-часах итлемест, хӑйӗнне перет. Ҫав сепараци тепрехинче 12-14 ҫул тултарнӑ тӗле вӑйлӑланать, унтан ҫитӗннӗ ача ашшӗ килӗнчен тухса уйрӑм хӑй тӗллӗн пурӑнать. Йӗркеллӗ чухне.
"Выҫӑ" ашшӗ-амӑшӗ валли ку чӑтма ҫук йывӑр япала. Вӗсем ачисене хӑйсен ҫумӗнчен, хӑйсен ирӗкӗнчен ниепле те кӑларасшӑн мар: "Эсӗ манӑн, пӑхӑн мана, юрат мана, маншӑн пурӑн". Ҫавна кура харпӑр чикӗсемсӗр ӳснӗ ачисен ҫитӗннӗ май хӑйсене валли ирӗк хирӗҫу урлӑ ҫӗнсе илме тӳр килет. Е пурнӑҫ тӑршшӗпе хӑйсен ирӗкӗпе пурӑнаймаҫҫӗ.
Ашшӗ-амӑшӗ пекех, вӑрҫӑ мӑнукӗсем мӗн пӗчӗкрен йӑлтах хӑйсем тума хӑнӑхнӑ. Вӗсем явап тытма пӗлеҫҫӗ тата пӗрмай пӑшӑрханаҫҫӗ - тӗрӗс тӑваҫҫӗ е ҫук? Хӑйсен чиккисене сыхлама пӗлмеҫҫӗ: е тӑвас темесен те меммелле тӑваҫҫӗ, е саботаж йӗркелеҫҫӗ - ҫирӗп "ҫук" калама пӗлмеҫҫӗ. Пуриншӗн те лайӑх пулма тӑрӑшаҫҫӗ (ӑнӑҫусӑр, паллах, ҫавӑнпа питӗ кулянаҫҫӗ).
Ашшӗ-амӑшӗсем "эпӗ саншӑн пӗтӗм пурнӑҫа хутӑм" тенипе ача ҫуратни лайӑх йӗркеленӗ пурнӑҫ валли хӑрушлӑх пек туйӑнать.
Вӑрҫӑ мӑнукӗсен ачи ҫуралсан вариацисем пулма пултараҫҫӗ: хӑшӗ тӗнчери чи лайӑх ашшӗ-амӑшӗ пулма тӑрӑшать (ӑнӑҫусӑр, паллах), хӑшӗ ачине мӗншӗн ҫуратнине пӗлмесӗр кукашшӗ-кукамӑш патне ӑсатать, хӑй ӗҫе тарать, ачине мӑй таран тӗрлӗ кружоксемпе тиет.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк тин ҫитӗнет-ха. Вӗсем халӗ питӗ тӗрлӗ, ҫапла пулмалла та, вӗсен пӗртен-пӗр "портрет" ҫук. Ку вӑл питӗ аван. Ирӗкре тата юратура пурӑнакан ачасем тӗрлӗ пулса ҫитӗнмелле.
Ҫак сыпӑкра вӑрҫӑ суранӗсем пӗтӗмпех сывалса пӗтмелле. Ҫӗнӗ сурансем пулмасан.

Ҫӑлкуҫсем:

https://www.pravmir.ru/lyudmila-petranovskaya-ofitsioznoe-otnoshenie-k-voyne-prestuplenie-pered-psihologicheskim-blagopoluchiem-natsii/
https://libking.ru/books/sci-/sci-psychology/1137534-lyudmila-petranovskaya-9-maya-ili-vojna-kak-travma.html
https://psy.su/feed/9975/
#longread
#ачалӑх
Ачасене ӳстермелли ылтӑн правилӑсем

Марина Мелия, психологи профессорӗ, хӑйӗн "Пирӗн мӗскӗн пуян ачасем" кӗнекинче виҫӗ ылтӑн правило сӗннӗ.

Анчах шута илмелле: ҫак правилӑсем пӗр ҫыхӑра пӗрле пулсан кӑна ӗҫлеҫҫӗ.

⛔️ Чикӗсем
Ачана ҫирӗп правилӑсем, чарусем, чикӗсем кирлӗ, вӑл хӑйне мӗнле тыткаламаллине пӗлтӗр, кайран мӗн пулассине ӑнлантӑр.

🌼 Ирӗклӗх
Ача валли пушӑ вӑхӑт уйӑрмалла. Выляса, тунсӑхласа, ӗмӗтленсе, тӗпчесе вӑл хӑйне шырать, йышӑнусем тума вӗренет, вӑхӑтпа тата хӑйӗн пурнӑҫӗпе хуҫаланма вӗренет.

❤️ Юрату
Ачана юрату тултармалла, ун вырӑнне нимӗн те ыйтмалла мар. Вӑл тем тусан та ӑна юратнине пӗлмелле -- вӑл пирӗн пулнӑшӑн, оценкӑшӑн, дипломсемшӗн, спорт трофейӗсемшӗн мар.

Марина Мелия:
«Чӑн-чӑн юрату урӑххине ӑнланма пултарнине пӗлтерет. Ӑнланмалли чи лайӑх меслет -- итлесси. Ачасемпе тата ҫамрӑксемпе ӗҫлекен психологсемпе психотерапевтсем ачана чи малтан итлекен, вӗсемпе чӑннипех интересленекен, ӑна мӗнле пур ҫаплах пӗтӗмпех йышӑнакан ҫын кирлӗ, тесе шутлаҫҫӗ.
Пирӗн ачасем пире кулленхи ӗҫе пӑрахтарса вӗсен енне ҫаврӑнса: "Эп сана итлетӗп", - тесе калаттарма тивӗҫ.»

Ҫӑлкуҫӗ:
https://magbook.net/read/37521
#ачалӑх
Хӗрарӑмсене сасӑ парассине хирӗҫ тунӑ пӗрремӗш плакатсем.
Хальхи куҫпа пӑхсан, эпӗ арҫынсен вырӑнӗнче ҫакна кӳренӗттӗмччӗ -- мӗншӗн арҫынсене ҫав тери халсӑрла кӑтартса ӳкернӗ? Арҫын хӑйӗн ачипе пӗр-ик сехете пӗччен юлнине чӑн-чӑн трагеди пек кӑтартнӑ.

P.S. Клара Цеткин -- тав!
Чӑваш чӗлхишӗн эсир халь ҫиччас мӗн тума пултаратӑр:

🧩 «Атӑл.Тӑлмач» сайтӗнче эсир куҫарусене хаклама пултаратӑр (хаклавне пусмалла кӑна)
https://translate.chv.su

🧩 Common Voice сайтра чӑвашла пуплевӗшсене сасӑлама, е ыттисем сасӑланине хаклама
https://commonvoice.mozilla.org/cv/dashboard/stats

🧩 Google.Translate сервисра чӑвашла куҫарма, е куҫарнӑ тӗслӗхсене хаклама
https://chuvash.org/wiki/Google тӑлмачӗнче куҫарса пулӑшасси

🧩 «Терминсем» онлайн-канашлура чӑваш терминӗсене сӳтсе явма
http://termin.chv.su/

🧩 «Википедин» чӑваш уйрӑмне пуянлатма тата ытти те
https://cv.wikipedia.org

❗️Ҫак ӗҫсене кам та пулин тӑвасса кӗтмесен, вӗсене хӑвӑр та хутшӑнсан вӗсем пурте самай хӑвӑртрах аталанса пырӗҫ.

Ҫӑлкуҫӗ:
https://t.me/chuvashorg/1065
Уяв чармасӑрах пӑсмалли рецепт

Хэллоуин, тӗслӗхрен. "Пирӗн уяв мар, тӑшмансен, мӗне кирлӗ, чарамалла!" Ҫук, чармалла мар, ӑна ӗҫ календарьне кӗртмелле, канмалли кун тумалла.

Кавӑн Сӑпасӗ тесе чӗнме хушмалла. Кавӑн пӗтӗм ҫӗрте пултӑр. Христиан тӗнӗпе килӗшӳллӗ капӑрлатмалла, паллах. Лавккасен ячӗсене, лавккасене шалта, ӗҫ вырӑнӗнче, шкулсенче, ача-пӑча пахчисенче -- пӗтӗм ҫӗрте кавӑн ӳкерчӗкӗсем, кавӑнран тунӑ теттесем, кавӑн пӑтти, кавӑн салачӗ, кавӑн сокӗ, ҫук, кавӑнран тек кофе те пултӑр! Кунӗпе.

Ӗҫре пуринчен те укҫа пуҫтарса корпоратив йӗркелемелле. Пурте пӗр-пӗрне тек кавӑн ӳкернӗ открыткӑсем парнелеччӗр.
Ачасене кавӑнран тем-тепӗр япаласем тутармалла. Оценкӑллӑх, паллах.

Конкурссем йӗркелемелле. "Чи чӑнкӑ тум" -- садра, шкулта, ӗҫре, урамра чи пысӑк лапамра. Аниматорпа пултӑр. Кунӗпе кавӑн ҫинчен юрӑсем ҫавӑрттарччӑр. Приз -- торт (кавӑнран, паллах).

Унтан пурин те минкульта отчет туса ямалла пултӑр.

"Кавӑн Сӑпасӗ" вара тӳрех хӑстарма тытӑнать. Сӑмах паратӑп.

#longread
Media is too big
VIEW IN TELEGRAM
Израиль арҫыннисем хӗрарӑмсене юрӑпа саламлаҫҫӗ.
Вырӑсла Ольга Божкова куҫарнӑ.
(Чӑвашла куҫарма хал ҫитмерӗ).
«Урай начар сӗрсен -- упӑшку кана-кана хӗнет»

- манӑн харпӑр рейтингра сиенлӗ каларӑшсен чемпионӗ.

Сире кун пек каланӑ-и? Урай вара мӗншӗн лайӑх ҫӑваҫҫӗ, таса пултӑр тесе мар-и? Тасалӑх мӗн валли кирлӗ, сывлӑх валли мар-и? Мӗншӗн кунта хӗрачана пулас упӑшки хӗненине мӗн пӗчӗкрен йӗркеллӗ япала тесе вӗрентнӗ?

Юрамасть хӗнеме. Никама та. (Кам-тӑр тапӑннӑ пулсан кӑна хӳтӗленме юрать).

Арӑмсене хӗненӗрен хӳтӗлес инициатива ак кунта:
https://www.roi.ru/104194/

Паллах, петици тексчӗ "пиҫсе ҫитмен", улӑштармалли тата якатмалли нумай, анчах та чи пахи кунта -- ырӑ инициативӑшӑн сасӑлани.
Саккунсене йышӑннӑ чух текстне пурпӗр тӗпӗ-йӗрӗпе улӑштараҫҫӗ, хӑш пункт кӗрет, хӑш ҫук.

Проблемине татса парас кӑмӑл пулни курӑнни те паха.

Анчах телеграмра ҫак инициативӑна "хирӗҫ" сасӑлама валли ятарлӑ реклама тума укҫа пуҫтараҫҫӗ 💩
https://t.me/realist_dyagilev/5125

P.S. инициатива авторӗ феминистка мар (хӑй калашле).