Forwarded from Чӑвашсен "Хавал" пуҫару ушкӑнӗ
Чӑваш чӗлхи, тумӗ, фольклорӗ тата кун-ҫулӗ ҫинчен пӗлме темиҫе курма (видео)
Несколько видео о чувашском языке, костюме, фольклоре, а также об истории.
https://www.youtube.com/watch?v=JPbQXk2ojDA
https://www.youtube.com/watch?v=jBRrww9EtL0
https://vk.com/video-91933860_456239765
https://vk.com/video/@haval?z=video-12972450_456239121%2Fclub12972450%2Fpl_-12972450_-2
https://vk.com/video/@haval?z=video-12972450_456239123%2Fclub12972450%2Fpl_-12972450_-2
https://vk.com/video/@haval?z=video-12972450_456239124%2Fclub12972450%2Fpl_-12972450_-2

YouTube
Анна Дыбо - о языке чувашей и других народов
лекция о чувашском народе
Forwarded from Сергеевна (Саша)
This media is not supported in your browser
VIEW IN TELEGRAM
Эпир вара лаша мар, пирӗн ӑс-тӑн пур (нумайӑшӗн).
Пирӗн мӗн те пулин тӗрӗс курас тесен ӑна пӗтӗм енчен пӑхса тухмалла.
Ваттисен сӑмахӗ:
Тутар тутанса пӑхмасӑр ӗненмест, чӑваш тытса пӑхмасӑр ӗненмест.
(Ҫӑлкуҫӗ: http://as.chv.su/vs/8905.html)
Апла пулсан, пирӗн пӗр япала ҫинчен тӗрлӗ енчен пӑхса ҫырнине вулас пулать. Ялан пӗр енчен пӑхни вӑл йӗвен хӑлхи тӑхӑннӑ лаша пек пулать, ун чух ӑҫта пӑхмаллине "хуҫа" суйлани пулать.
Ҫавӑнпа та:
1. Информаци хӑмпине кӗрсе ларни хӑрушӑ япала пулса тухать.
2. Хыпар ҫинчен кам та пулин "пирӗн информаци чи тӗрӗсси" тесе каласан -- 100% суя. Мӗншӗн тесен ҫав информаци пурпӗр тулли мар, пӗр-пӗр идеологие пӑхӑнакан куҫпа пӑхса кӑтартни, ҫирӗплетӗвӗ те пур, те ҫук.

Forwarded from Чӑвашла шухӑшла
Ван Чжаоцзюнь пипа калать (ÿкерчĕкĕ хальхи вăхăтри китайри телесериалтан).
Китайран килнĕ хăш-пĕр сăмахсемшĕн эпĕр çак хĕре тав тумалла пулас.
Китайран килнĕ хăш-пĕр сăмахсемшĕн эпĕр çак хĕре тав тумалла пулас.
Forwarded from Чӑвашла шухӑшла
Китайри тăватă чи чаплă сар пикисенчен пĕри, Ван Чжаоцзюнь, пирĕн ĕмĕрчченхи 33 çулта Юань-ди гаремĕнче пулнă. Хунну халăхĕпе килĕшÿ çирĕплетес тесе çав хĕре Хуханье шаньюя качча панă.
Çак чипер, ăслă, хÿхĕм те паттăр хĕр шаньюй валли чи юратнă арăм пулса 60 çул вăрçă пуçлама ирĕк паман, хун халăхне китай культурипе пуянлатнă.
Ван Чжаоцзюнь вилнĕ хыççăн ун ячĕпе палăк лартнă, çав палăка хунсем те, китайсем те темиçе çĕр çул хисеплесе пурăннă.

Флоренс Томпсон, тӑлӑх арӑм, 32 ҫулта, 7 ача амӑшӗ.
Хаяр депресси вӑхӑчӗ, АПШ (Great Depression, USA)
Фотограф: Доротея Ланж, 1936 ҫул
Куҫӗсем шӑп та лӑп чӑваш хӗрарӑмӗсен ӗлӗкхи ӳкерчӗкӗсенчи пек.

"Мӗн тума кирлӗ чӑваш чӗлхи?" -- тени час-час илтӗнет.
Кун пек ыйту лартни пач тӗрӗс мар:
1. Мӗн пур чӗлхесен те тӗнчере пӗр пек функци. Чӗлхе вӑл -- калаҫу хатӗрӗ. Акӑ, тейӗпӗр, икӗ кӗреҫе пур -- пӗри пирӗн, тепри кӳршӗн. Вӗсем тӗрлӗ пулсан та, иккӗш те пӗр пекех ӗҫ хатӗрӗ, пӗр пекех лайӑх. Анчах эпир хамӑрӑн кӗреҫене темшӗн хурласа, ӑна хамӑра кирлӗ пек улӑштарас вырӑнне кӳршӗрен яланах кӗреҫе ыйтсан, -- пирӗн кӗреҫе пӑнтӑхать те ӗҫлӗхрен тухать.
2. Тӗнчери хутшӑнусенче усӑ куракан чӗлхесен шучӗ -- 7, вырӑс чӗлхи ҫав шута кӗрет, ҫавӑнпа ашшӗ-амӑшӗсем, вырӑсли кирлӗрех тесе, ачисене чӑвашли вырӑнне вырӑсла калаҫтараҫҫӗ (анчах ача ик чӗлхе пӗлни вырӑс чӗлхине кӑшт та пӑсмасть!).
Анчах та юлашки вӑхӑтра онлайн-куҫаруҫӑсем вӑйлӑ аталанса кайрӗҫ. Мӗнле чӗлхепе сайт пулсан та, ӑна пурпӗр эпир вуласа ӑнланма пултаратпӑр. Кӑшт тӑрсан ҫынсем пӗр-пӗринпе чӗлхе пӗлмесӗрех аванах калаҫма пултарӗҫ акӑ -- миелофон пек япала пулӗ те.. Ун чухне вара мӗнле чӗлхе кирлӗрех пулӗ?
3. Ҫынсем урӑх чӗлхесене тӗрлӗ сӑлтавпа вӗренеҫҫӗ. Нумай хутра ҫак ӗҫӗн рационаллӑ сӑлтав ҫук. Ак, тӗслӗхрен, пӗр 15-20 ҫул каялла анимешниксен хушшинче яппун чӗлхине вӗренни анлӑ сарӑлнӑччӗ. Пӗр 10-15 ҫул каялла корей дорамисем пирӗн ҫамрӑксен пурнӑҫне кӗчӗҫ, унтан K-pop (korean pop-music). Вара пурте тенӗ пек корей чӗлхине вӗренме пикенчӗҫ.
4. Ытти чӗлхесем нумай, тӑван чӗлхе -- пӗрре. Чӑваш пулса чӗлхе пӗлменни вӑл маншӑн -- хӑйӗн килӗ ҫуккипе ют хваттерсем тӑрӑх ҫапкаланни пек. Ун пек те пурӑнма пулать, паллах, кама-тӑр килӗшет те пулмалла, анчах манӑн хам килте хуҫа пулас килет.
Чӗлхе вӗреннӗ чухне эпир вара яланах "чӗлхе кирлӗ" принциппа усӑ куратпӑр-и?
Эпир тем пек ӑслӑ та лайӑх вӗреннӗ пулсан та, яланах тулӑклӑ йышӑнусем тума хӑтланнӑ пулсан та, пурпӗрех ытларах кӑмӑл-туйӑмсене пӑхӑнса пурӑнатпӑр. (Кун ҫинчен уйрӑм ҫырӑп-ха.)
Чӑваш чӗлхи те маншӑн ма паха: вӑл асаттен халлапӗсем, асаннен сӑввисем, аннен апачӗсем, аттен юррисем, юлташсен вӑййисем.
Урӑхла каласан -- пӗтӗмпех ачалӑхри ҫутӑ самантсемпе тачӑ ҫыхӑннӑ япала. Ҫакна эпир "тӑван" тетпӗр.
#longread
#нумай_чӗлхелӗх

Хушмалли тата 🙂
Çĕлен 100 çул пурăнсан аçтаха пулса тăрать, çынсемпе выльăха çăтса пурăнать.
Иран чĕлхисенчен килнĕ - ажи - çĕлен, дахан - çыртакан.
Аçтаха 1000 çул пурăнсан юхха пулса тăрать, юхха хăйĕн ахаль халĕнче аçтаха пекех, сунара тухсан тем пек хитре хĕр сăнне илме пултарать. Шывсăр пурăнаймасть. Чăваш чӗлхине иран чĕлхисенчен килнĕ.
#халлап #юмах

Forwarded from Тӑнӑҫ
Аçтаха — усал-тĕсĕл. Чăваш мифологийĕнче Леш тĕнчепе Çут тĕнче хушшинчи вутлă çырма урлă хывнă каçмана сыхлать. Леш тĕнчене пурне те кĕртет, анчах каялла никама та кăлармасть - хăма каçмана хӳрипе çапать те Çут тĕнчене таврăнас текенни вутлă çырмана ӳкет.
Астаха-злое существо. В чувашской мифологии охраняет переправу через огненную реку между загробным миром и нашим миром. Он впускает всех в загробный мир, но никого не выпускает обратно - он бьет хвостом по доске на переправе, и желающий вернуться на свет падает в огненную реку
#тӑнӑҫ

Жюль Верн - Грант капитан ачисем.pdf
78 MB
Жюль Верн - Грант капитан ачисем.
Иван Ара чӑвашла куҫарнӑ, 1941 ҫул
Иван Ара чӑвашла куҫарнӑ, 1941 ҫул
Хими элеменчӗсем чӑвашла
Мӗн авалтан ҫынсем ҫичӗ элемент пӗлнӗ:
C - Кӑмрӑк (carbon)
Fe - Тимӗр (ferrum)
https://t.me/chushu/110
Cu - Пӑхӑр (Йӗс, cuprum)
https://t.me/chushu/123
https://t.me/chushu/692
Au - Ылтӑн (aurum)
https://t.me/chushu/600
Ag - Кӗмӗл (argentum)
https://t.me/chushu/129
Pb - Хура тӑхлан (plumbum)
Sn - Шурӑ тӑхлан (stannum)
Унтан, цивилизаци аталаннӑ май, тата темиҫе элемент хушӑннӑ:
S - Кӳкӗрт (sulfur)
As - Маркӑмӑш (arsenicum) - шӑшисене наркӑмӑшласа вӗлермелли япала ячӗ
Hg - Чӗркӗмӗл (hydrargyrum)
https://t.me/chushu/608
Ҫӗнӗ элементсем купи-купипе 13-мӗш ӗмӗртен пуҫласа уҫма пуҫланӑ, пирӗн халӑх ҫав вӑхӑтра кӑштах кӑна урӑх ӗҫпе аппаланнӑ ҫав (чӗрӗ юлма тӑрӑшнӑ).
Чӑвашсем ҫутта ҫӗнӗрен тухсан тата икӗ элемент ячӗ чӑвашла пулса кайнӑ:
H - Шывӑш (hydrogen)
O - Йӳҫамӑш (oxygen)

Telegram
Чӑвашла шухӑшла
Тимур - хитре арçын ячĕ, "тимĕр пек патвар та вăйлă" пулнине пĕлтерет.
Тимĕр чăваш чĕлхине китай чĕлхинчен килнĕ - 鐵物 - тье ву - тимĕр япала. Тул çуталнине "Тимĕр хапха уçăлнă" тенĕ.
Тимĕрпе кăмрак хутăштарса, ирĕлтерсе, юхтарса, сивĕтсе туптасан тĕрле материал…

Ӗнер Нарспи поэмине тепӗр хут вуларӑм. Тата ҫак кунсенче @tonosch пултарулӑхӗ тыткӑнларӗ-ха 😌
Ҫавӑнпа та:
Вупăр - хĕрарăмран пулса кайнă усал. Çав хĕрарăм ашшĕ-амăшĕ ылханса усал (вупăр) пулса кайнă теççĕ.
Вупăр чăваш халлапсенче е уйăх çиет, е выльăха, тата çамрăк хĕрсене çиме юратать. Йытăран хăрать.
Нарспи вилнӗ хыҫҫӑн ҫак теорийе пӑхӑнса вупӑр пулса тӑмалла вӗтӗ?
Виҫӗмҫул чӑвашсен "Вупӑр" кӗске фильм тухнине илтнӗччӗ, анчах пӑхаймарӑм. Шел. Чӑваш кино кӑпӑр-капӑр пӑхма май ҫук ҫав, кӑмӑл пулсан та.
Трейлер:
https://youtu.be/85tyNXkwlxI
Фильм:
https://youtu.be/walus-UMTSs
#халлап

«Вупăр» (2021) - трейлер фильма
В деревню Чуквары едут пятеро студентов-волонтеров для ремонта местного клуба. Они еще не знают, что здесь происходит древнее противостояние мистических сил...
Автор идеи и режиссёр: Сергей Щербаков
В ролях: Евгений Данилкин, Ефим Оков, Глеб Охотин, Арина…

Тӗшмӗшлӗхсем
Тӗшмӗшлӗхсем мӗнрен пулса кайнӑ? Авалхи ҫынсен пурнӑҫӗ питӗ йывӑр пулнӑ, ыран мӗн пулассине нумайӑшӗ калама пултарайман -- те ҫулла пӑр ҫуса тыррине пӗтерет, те темле чир килсе ҫур ял ачисем вилсе пӗтеҫҫӗ, те вӑрҫӑ, те пушар, те кашкӑр, те урнӑ йытӑ. Тавралӑхра шайлӑх пулман. Ҫакӑ ӗлӗкхи ҫынна килӗшмен паллах, хӑратнӑ.
Пирӗн пурин те пурнӑҫа йӗркелес килет, ҫутҫанталӑкри саккунсене ҫиеле кӑларас килет. Кашни самантра кӗтмен ҫӗртен темле инкек сиксе тухма пултарни ҫинчен шухӑшлас та килмест. Тата эпир ҫакна пулса иртиччен нимӗнле те сирсе яма пултараймастпӑр тени пушшех хӑратать.
Ҫавна кура ҫынсем хайсене улталаса та пулин лӑплантарас тесе суя йӗркесем шутласа кӑларнӑ.
Хальхи вӑхӑтра та чи тӗшмӗшлӗ профессисем -- пысӑк хӑрушлӑхпа ҫыхӑннисем.
Врачсем, тӗслӗхрен, нихҫан та пӗр-пӗрне "лӑпкӑ дежурство" сунмаҫҫӗ -- тӳрех инкек тухать теҫҫӗ.
Ҫар ҫыннисем нарядпа ылмашма питӗ юратмаҫҫӗ -- йывӑр талӑк пулатех теҫҫӗ.
Пулӑҫӑсем кимӗ ҫинче шӑхӑрма юрамасть теҫҫӗ -- атту шторм пулать.
Йывӑр хӗрарӑмсен ҫыхма юрамасть имӗш -- ача мӑйӗ ҫыхланса ларать теҫҫӗ.
Паллах, ҫак япаласем пиртен кӑшт та килмеҫҫӗ, анчах ҫынсем ҫавна шанса хӑйсене лӑплантарасшӑн.
Телее, хальхи психологи канӑҫсӑрлӑхпа аванах кӗрешме пулӑшаять.

Ҫак куна пирӗн каналта яланхи #сӑмах рубрики сайра тухать, шел пулин те. Тӳрленме тӑрӑшӑп-ха малашне. Сӑлтавӗ ансат та, кӑткӑс та: манӑн икӗ пӗчӗк ача, пӗри кӗҫ виҫҫӗ тултарать, тепри пилӗк уйӑхра. Ачасене эп ҫуралнӑранах чӑвашла калаҫтаратӑп, анчах та, виҫӗ…
Ултӑ уйӑх иртрӗ. Улшӑнусем лайӑх енне пулса иртрӗҫ, аслӑ ывӑл халь чиперех чӑвашла та, вырӑсла та калаҫать, кӗҫӗнни те пӗтӗмпех ӑнланать, чӑвашла пӗрремӗш сӑмахсем те пур.
Мӗн турӑм:
1. Телевизор сассине минимум таран чакартӑм. Вара мультфильмсене хамах чӑвашла "калаҫтартӑм".
2. Ҫывӑрма вырттарас умӗн, кӑнтӑрла та, каҫпа та, чӑваш юррисене юрлатӑп. Ачасене килӗшет.
3. Ачисене чӑвашла калаҫтарма тӑрӑшакан ашшӗ-амӑшӗсен ушкӑнне телеграмра хутшӑнтӑм. Пӗр-пӗрне пулӑшни, хавхалантарни вӑхӑт-вӑхӑт питӗ кирлӗ. Тата унта ачасем чӑвашла калаҫнине ҫыртарнӑ видеосене ачасем питӗ юратаҫҫӗ -- ҫапла вӗсем пӗччен маррине ӑнкарса илеҫҫӗ, вӗсем пекех чӑвашла калаҫакан ачасем тата та пуррине кураҫҫӗ. "Ачисем ӑҫта, атя пӑхатпӑр?" - тесе калать ман ача.
4. Константин Доброхотов блогер питӗ ансат та илемлӗ кӗске видеосем чӑвашла ҫыртарать, унсӑр пуҫне тата Александра Сергеевна блогер нумай пулмасть пӗтӗмпех чӑвашла видео тӑвать. Ҫавсене те кашни кун тенӗ пек кӑтартатӑп. "Хамӑр ял пар!" -- тесе ыйтать ача.
5. Кукашшӗпе кукамӑш мӑнукӗсемпе тинех чӑвашла кӑна калаҫма тытӑнчӗҫ. Тӑтӑшах вӗсемпе чӑвашла калаҫни те витӗм кӳрет, паллах.
6. Ачасемпе пӗрмай чӑвашла калаҫатӑп. Ашшӗ халь хӑй те чӑвашла лайӑх ӑнланать, кӑштах калаҫать те, ҫавӑнпа ҫак енчен килте чӑрмав ҫук. Ашшӗпе эпӗ те, ача та вырӑсла калаҫатпӑр.
Ҫапла вара, эпӗ таврара пӗртен-пӗр чӑвашла калаҫакан ҫын пулсан та, ачасем чӑвашла калаҫма пултарни паллӑ.
Паллах, питӗ вӑйлӑ мотиваци кирлӗ, хӑш чух -- пулӑшу, хӑш чух -- ҫӗнӗ пӗлӳ.

Мӗншӗн эпӗ чӑваш хаҫачӗсене вуламастӑп?
(Хутра кӑна мар, электронла та).
Вулас кӑмӑл пурччӗ, ҫырӑнтӑм та, анчах нумай чӑтаймарӑм. Мӗншӗн тесен вӗсене вулани нумай хутра мана нимӗн те памасть -- усӑллӑ пӗлӳ те ҫук, киленӳ те ҫук, нимӗнле усӑллӑ лару-тӑру та вӗсем хускатмаҫҫӗ. Тата, ҫитменнине, вӗсем пӗтӗмпех патшалӑха пӑхӑнаҫҫӗ, пӗтӗмпех censored - ирӗк ҫук.
Хаҫат мӗн ҫинчен ҫырни мана кирлӗ?
1. Ҫивӗчӗ ыйтусене сиеле кӑларса экспертсемпе пӗрле сӳтсе явни питӗ кирлӗ.
Ак, тӗслӗхрен, чӑваш кино аталантарма пулӑшас вырӑнне тытнӑ та хупса лартнӑ, эпӗ кун ҫинчен пӗлмен те. Мӗншӗн кун ҫинчен хытӑ шавламан? Мӗн, пире Чӑвашкино кирлӗ мар-и?
Проблемӑсене ытлашши вӑйлӑ кӑтартасран хӑраҫҫӗ имӗш. Проблемӑсене ҫиеле кӑлармалла, лайӑх кӑна чӳхемелле, ҫавӑншӑн яваплисем ҫак енпе ӗҫленине яланах сӑнаса тӑмалла. Атту пулсан кама кирлӗ хаҫат вулама? Мӗн валли ҫыраҫҫӗ - отчетшӑн е халӑхшӑн?
Ман шутпа, хаҫат вӑл халӑх рупорӗ пулмалла, влаҫ рупорӗ мар.
2. Пултаруллӑ ҫынсем ҫинчен ҫыраҫҫӗ-ха, ку аван, анчах -- сахал. Пирӗн халӑхра пултаруллӑ ҫынсем тӗнче, вӗсене пулӑшмалла.
3. Ҫӳп-ҫап информаци нумай пулни пистерет. Вӑхӑт питӗ хаклӑ, манӑн ҫӳпӗ купи ӑшӗнче ылтӑн чӑмӑрки тупас тесе чаваланса ларма вӑхӑт ҫук. Ак, тӗслӗхрен, мана мӗнле те пулин чиновник таҫта кайса кама алӑ тытса мӗн калани кӑшт та интереслентермест. Усӑллӑ ӗҫ тусанччӗ. Тата -- тӗрлӗрен гороскопсем. Пирӗн ӗмӗрте чи кирлӗ япала ӗнтӗ, ан та кала. Е тата тӗнпе ҫыхӑннӑ уявсем ҫинчен. Мӗнлерех чи пысӑк та тутлӑ кишӗр ӳстересси ҫинчен ҫырни те усӑллӑрах пулӗччӗ.
Тӗрлӗ рубрикӑсем валли тӗрлӗ канал тусан пулӑшма пултарать пулӗ.
4. Чӑваш хаҫачӗсем телеграмра вырӑсла ҫыраҫҫӗ, Хыпар тата Сувар тата Chuvash.org кӑна чӑвашла пур. Икӗ чӗлхеллӗ те пулин ҫырасчӗ.
Эсир мӗншӗн чӑваш хаҫачӗсене вуламастӑр?

Wiki Loves Folklore 2023
Википеди тӗнчери тӗрлӗ халӑхсен культурине кӑтартакан сӑнӳкерчӗкӗсен ӑмӑртӑвне пуҫлани ҫинчен пӗлтерчӗ.
Фотографсем хутшӑнма пултараҫҫӗ, ӗҫӗсене паянран пуҫласа пуш уйӑхӗн 31-мӗшччен ярса памалла.
Ҫӗнтерӳҫӗне 500$, 2-мӗш вырӑншӑн 400$, 3-мӗш вырӑншӑн 300$ параҫҫӗ тет, унсӑр пуҫне тата та призсем пур.
Тӗплӗнрех:
https://commons.m.wikimedia.org/wiki/Commons:Wiki_Loves_Folklore_2023

УЙӐХПИ ЮМАХӖСЕМ| #1-11|ЮМАХСЕН ПУХӐВӖ
https://youtube.com/watch?v=68mwrMdAXZo&feature=share

Мӗнпур кӑларнӑ юмахсем - пӗр видеора!
Юмах итлесе киленер. Кирлине - пуҫа чикер!
Таймкодсем:
00:00:00 - Интро
00:00:22 - «Алп паттӑр». Пушкӑрт халӑх юмахӗ
00:11:02 - «Ӑста алӑсем». Турккӑ халӑх юмахӗ
00:23:32 - «Виҫӗ ӑслӑ канаш». Казах халӑх юмахӗ
00:34:53…